Комментари хушас

15 Авăн, 2021

«Варкӑш» литература клубӗнче «Йӑкӑнат авланать» сборника сӳтсе яврĕç

Авӑн уйӑхӗ ҫитрӗ те, ачасемпе студентсем каллех вӗренме пуҫларӗҫ. «Варкӑш» литература клубӗшӗн те ҫуллахи каникул вӗҫленчӗ. Чӑваш литературине сума сӑвакансем, чӑвашла вулама юратакансем авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Чăваш наци библиотекинче черетлӗ тӗлпулӑва пуҫтарӑнчӗҫ.

Пухура «Йӑкӑнат авланать» сборника сӳтсе яврĕç. Вӑл Чӑваш кӗнеке издательствинче кӑҫал ҫуркунне пичетленсе тухнӑччӗ. Унта Валентин Васильев-Уçăмăн «Хĕвеле тӳртĕн пӳрт» повесть-новелли, Сергей Ялавинăн «Çул çинче», Василий Петровăн «Çыру», Светлана Асаматăн «Çын сăмахĕ», Дмитрий Верендеевăн «Йăкăнат авланать», Александр Артемьевăн «Савăксăр сад», Андрей Растворцевăн «Чи хаклă мул», Александр Пономаревăн «Хинган шуçăмĕ» калавĕсем кĕнĕ.

Калаҫу кӑсӑклӑ иртрӗ. Галина Антонова редактор кӑларӑма еплерех пухса хатӗрлени, мӗншӗн шӑпах вӑл е ку автора кӗртни ҫинчен туллин каласа пачӗ: «Авторсенчен ытларахăшне паянхи вулакансем аван пĕлеççĕ. А. Артемьев, сăмахран, нумай-нумай чăвашшăн юратнă писатель пулса тăнă. «Савăксăр сад» калавра та сăнарсен характерĕсене туллин уçса панă вăл. С. Асамат юрăç тата сăвăç хальхинче вулакана калав сĕнет. В. Васильев-Уçăма, С. Ялавина çамрăксем пĕлсех каймаççĕ, аслăрах çулхисем вара астăваççĕ. Д. Верендеева вырăс вулаканĕсем пĕлеççĕ тен. Çĕмĕрле районĕнчи Уйпуç Ялтăрара çуралнăскер, Дмитрий Петрович Ямалти Надым хулинче пурăннă, газ пăрăхĕсем хывнă çĕрте ĕçленĕ. Вăл — «Вкус хлеба», «На волнах судьбы», «Чужак», «Пути-дороги» тата ытти кĕнекесен авторĕ. «Йăкăнат авланать» калавăн тĕп сăнарĕ вулакана килĕшмесен те пултарать, анчах паянхи пурнăçра ун пек çынсем çук-и вара?

Тăван çĕршывăн аслă вăрçи çинчен сахал мар кĕнеке пичетленнĕ, салтаксен фронтри паттăрлăхне те, тылра юлнисен ырми-канми ĕçне те, тыткăна лекнисен асапне те сăнарласа кăтартнă. Çителĕклĕ тесе каламăпăр, çапах та çырнă. А. Пономарев калавĕнче халиччен çырсах кайман самантсем куç умне тухаççĕ».

«Çамрăксен хаçачĕн» корреспондентне Нина Царыгинăна Андрей Растворцевăн «Чи хаклă мул» калавĕ уйрăмах кăмăла кайнă иккен. «Кĕнекери кашни хайлав мĕне те пулин вĕрентет. Çапах та «Чи хаклă мул» вăрттăнлăхĕпе, асамлăхĕпе ытларах тыткăнларĕ. Мĕнлерех шухăш патне илсе пырать-ха автор? Кирек мĕнле мул пулсан та çемьери килĕшÿпе юратуран хаклăраххи, пĕлтерĕшлĕреххи нимĕн те çук», — палӑртрĕ вăл.

Черетлӗ ларура (юпа уйӑхӗнче) Ангелина Павловскаян «Атте сасси» кӗнекине сӳтсе явма йышăнчĕç. Эппин, унччен авторӑн вӗр ҫӗнӗ кӑларӑмӗпе паллашма ĕлкĕрмелле.

www.hypar.ru Ольга Австрийская сăн ÿкерчĕкĕсем

Рубрика: