Комментари хушас

15 Авăн, 2021

«Хресчен сасси» 35 (2873) № 15.09.2021

Туслăх пытăр ĕмĕре

Сентябрĕн 12-мĕшĕнче Самарта Халăхсен туслăх паркĕ уçăлнă. Этнокультурăн çак комплексне асăннă тăрăхри наципе культура пĕрлешĕвĕсен, диаспорăсен 20 кил картишĕ кĕрет. Вĕсен шутĕнче чăваш килçурчĕ те пур.

Уява хутшăннисене, хăнасене РФ Президенчĕ Владимир Путин ăшă салам янă. «Халăхсен туслăх паркĕ хула çыннисемшĕн, хăнасемшĕн, тăван тавралăх историйĕпе кăсăкланакансемшĕн юратнă вырăн пуласса шанатăп», — тенĕ вăл унта.

Проект пĕлтерĕшĕ çинчен РФ культура министрĕ Ольга Любимова видео мелĕпе пĕлтернĕ: «Этнокультурăн çĕнĕ комплексĕ — тăван тăрăха юратакан çынсен пысăк ĕçĕн пĕлтерĕшĕ. Унта тĕрлĕ халăхăн йăли-йĕрки, культури тата ӳнерĕ упранать. Çавна май халăхсен йăли-йĕркине пĕр çĕре пухакан культура хутлăхĕ йĕркеленет».

Чăваш кил-çурчĕ те хăтлă курăнать. Унта — хапха, калинкке, сăра вĕретмелли лаç, столяр мастерскойĕ пур. Самар тăрăхĕнчи Чăваш наци культура автономийĕн ертӳçи Людмила Павлова тăрăшнипе чăваш картишне чылай экспонатпа пуянлатнă. Вĕсене 5 тăрăхран пуçтарнă. Чи кивви — шупăр. Ăна 150 çул каяллах çĕленĕ. <...>

Валентина МАКСИМОВА.

♦   ♦   


Mаттур çыннăн кинĕсем те харсăр

Виктор Петровичпа Валентина Геннадьевна Ефимовсем Шупашкар районĕнчи Янăшра пурăнаççĕ. Вĕсен ултă ача: виçĕ хĕр те виçĕ ывăл. Ывăлĕсемпе кинĕсем, тĕп килте ашшĕпе амăшне хăварса, уйрăлса тухнă, хăйсем çурт-йĕр çавăрнă. Эпир Янăшра чухне Сергейпе Александр Ефимовсен мăшăрĕсемпе — Светланăпа тата Аленăпа — курнăçрăмăр.

«Яла юлнăшăн кулянмастăп»

Светлана кӳршĕ ялта — Тотирекре — çуралса ӳснĕ. Çамрăксем 22 çул каялла çемье çавăрнă. Икĕ ывăл — Димăпа Даниила — çуратса çитĕнтернĕ. Дима кăçал коопераци институтĕнче юрист дипломне илнĕ. Кĕçĕнни 11-мĕш класра вĕренет. Светлана чылай вăхăт ялти клубра тата вулавăшра вăй хунă, халĕ килти ĕçсене туса пырать.

Тепри çапла калама пултарĕ: «Килте пурин те ĕç пурçке». Çапла, çапла. Ефимовсен вара хуçалăхра пилĕк ĕне, ытти выльăх-чĕрлĕх йышлă. Мăшăрĕ Сергей «Прогресс» хуçалăхăн водителĕ. Унта вырнаçиччен вăл чылай вăхăт тĕрлĕ хулари стройкăсенче ĕçленĕ. Пӳрт тума укçа кирлĕ пулнă-çке. 2004 çулта тĕп килтен уйрăлса тухса капмар кирпĕч çурт çĕклесе лартнă. Халăхра тĕрĕс калаççĕ çав: юсав, стройка нихăçан та вĕçленмест тесе. Ефимовсен пурте пур темелле, анчах малаллах ăнтăлаççĕ, çурта хăтлăлатса пыраççĕ. Ун валли вара нухрат кирлĕ. Çак тĕллевпех сăвакан ĕнесем, пăрусем, ытти выльăх тытаççĕ те.

— Выльăх тытни пысăк пулăшу парать. Çакăнта уйрăлса тухнăранпах пирĕн картишре выльăх тăрать. Пĕрремĕш ĕне — хуняма парнелени. «Сĕт сĕтел çинчен ан татăлтăр», — терĕ. Çакă пирĕн бизнесăн пуçламăшĕ пулчĕ. Пирĕн хальхи вăхăтра сăвакан пилĕк ĕне, чуптарнă икĕ тынашка, сыснасем пур. Çуллахи вăхăтра ывăлсем нумай пулăшаççĕ. Сĕт укçи чылай тăкака саплаштарса пыма май парать. Ывăла та вĕрентсе кăлартăмăр. Сĕте Етĕрне районĕнчи хатĕрлевçĕсем кил умнех килсех илеççĕ. Ирхи сăвăма упăшкапа тухатпăр, каçхине ачасем те хутшăнаççĕ. Ĕне суса сĕтне сутмалла кăна мар вĕт-ха, вĕсем валли апат çителĕклĕ хатĕрлесе хăвармалла. Анне хăйĕн çĕрне мана парса хăварчĕ. Унта утă çитĕнтеретпĕр. Тăвансенчен хăшĕсем хăйсен çĕрĕпе усă курмаççĕ те вĕсен лаптăкĕсем çинче урпа акса илтĕмĕр, — чунне уçса калаçрĕ Светлана Ефимова. — Çамрăксем хуланалла туртăнаççĕ, эпĕ вара ялта юлнăшăн пĕрре те кулянмастăп. Ĕçлес текен валли кунта та тĕрлĕ майсем пур. Ачасем валли Шупашкарта хваттер те туянтăмăр. <...>

Надежда СМИРНОВА.

♦   ♦   ♦


Ăсталăх туянма та ăс кирлĕ

Хăваран авса тĕрлĕ хатĕр ăсталассипе чăваш халăхĕ авалтанах ĕçленĕ. 19-мĕш ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче Чикме, Шупашкар, Етĕрне уесĕнчи ăстасем сăра кĕленчи валли карçинкка çыхнă. Шупашкар уесĕнчи Шемшер, Йăлăмкас вулăсĕнчи маçтăрсем çĕмĕрт вуллинчен тата хăваран тăрантас валли ещĕксем, чăх-чĕпе, çамрăк выльăх-чĕрлĕхе турттарма хатĕр-хĕтĕр ăсталанă. Ытларах Хусанти предприяти хуçисен саккасĕсемпе ĕçленĕ. Йăлăмкас вулăсĕнче çĕмĕрт тата хурама вуллисенчен сĕтел-пукан диван, кресло, пукан тунă. Сутуçăсем вĕсене Хусана, Чулхулана илсе кайнă. 1920 çулсен пуçламăшĕнче маçтăрсем карçинкка хатĕрлес енĕпе ĕçлекен ăсталăх кооперацийĕн артелĕсемпе юлташлăхĕсене пĕрлешнĕ. 1930-1940 çулсенче Чăваш Енри Йĕпреç, Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпӳ, Шупашкар районĕсенчи ăсталăх артелĕсем сĕтел-пукан пукан, кресло, диван, этажерка, ача-пăча кравачĕсем, кӳме, сунтăх, чăматан, абажур, рама, çуна, карçинкка çыхнă. Çак ĕçпе пĕчченшерĕн вăй хуракан та пулнă.

Пĕринчен тепри лайăхрах

Хăваран тĕрлĕ савăт-сапа, хатĕр-хĕтĕр çыхакансем халĕ те пур. Пĕри вĕсенчен — Канаш районĕнчи Вăрăмпуç ялĕнче пурăнакан Петр Максимов. Ялта ăна пурте «Мунчала Петти» теççĕ. Çакăншăн вăл пачах та кӳренмест. Хушма ят аслашшĕнчен Максим Андреевран ăна куçнă. Вăл хăй вăхăтĕнче ăста тимĕрçĕ пулнă. Унсăр пуçне курăс хуппине шӳтерсе мунчала тунă. Çавна май ял-йышра хушма ят çуралнă.

Улми йывăççинчен аякка ӳкмест çав. Петр Иванович пур енĕпе те ăста. Сăмахран, хăвапа ĕçлеме никам та вĕрентмен ăна. «Пĕррехинче ферма çывăхĕнче кивĕ карçинкка тупрăм та киле илсе килтĕм, салатса пăхрăм, — терĕ вăл калаçăва пуçăннă май. — Ăна пăхса çыхма вĕрентĕм. Пĕрремĕш карçинкка чăлăш-чалăш пулса тухрĕ, çавах уншăн хĕпĕртерĕм. Малтан хуçалăхра усă курмаллине ăсталарăм, кайран кăмпа валли пĕчĕкреххисене тума пуçларăм. Ялйыша, кӳршĕ-арша, тăван-пĕтене парнелерĕм вĕсене. Пĕринчен тепри лайăхрах, илемлĕрех пулса пынăран чун савăнатчĕ. Сăпка, тĕрлĕ савăт-сапа та çыхса пăхрăм. Ĕçне кура саккас паракансем те тупăнсах пычĕç. Çакă, паллах, хавхалантарчĕ. Халĕ мана куравсене чĕнеççĕ, ман пата вĕренме килекенсем те пур».

Курав тенĕрен çакна палăртмалла: Петр Иванович кăçал районти Акатуйра карçинкка çыхас енĕпе ăсталăх класĕ ирттернĕ. Вăл хăй тавра чылай çынна пуçтарнă. Хăвапа ĕçлес вăрттăнлăха кăтартнă. Çак ăсталăха алла илес текенсем пурри вара савăнтарать.

Чăваш сăпки — Мускава, Çĕпĕре

Хăвапа ĕçлесси çăмăл маррине каларĕ арçын. «Пирĕн тăрăхра çичĕ тĕрлĕ хăва пур. Анчах вĕсемпе пуринпе те ĕçлеме май çук. Эпĕ вĕсене Йĕпреç çулĕпе, чукун çул тăрăх пухатăп. Унсăр пуçне чăнкă çырансенче, ĕне выльăх анайман çĕрте, хам та лартса ӳстеретĕп. Çакă çут çанталăкшăн та усăллă: çĕр ишĕлме чарăнать. Лайăх хăвана эпĕ куçпа пăхсах пĕлетĕп. Ăна тĕпрен касма тăрăшатăп, мĕншĕн тесен вăл иккĕмĕш çулхине туратланать. Унпа вара малалла ĕçлеймĕн. Хăвана кĕркунне, малтанхи сивĕсем пуçлансан, касма тытăнмалла. Çак ĕçе çуркунне кăчкă тухиччен тума юрать. Çуллахи хăвана çыхма май çук, вăл хуçăлать. Çавăнпа та çулла ĕçлемешкĕн маларах хатĕрлесе хуратăп», — кăмăллăн калаçрĕ арçын. Хăва касса хатĕрлес ĕçре ăна мăшăрĕ София Вячеславовна, ачисем пулăшаççĕ. Арăмĕ, Канашра ĕçлекенскер, киле таврăннă май чылай хăва йăтса килнĕ. <...>

Валентина ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


Шĕшкĕ мăйăрпа авăнчĕ

Тăван ялти, Шупашкар районĕнчи Хачăкри, пахчара шĕшкĕ хăй тĕллĕнех шăтса ӳсрĕ. Вăл кӳршĕпе пирĕн пахчана уйăракан хӳме хушшинче вырăн тупнă.

Кăçал ăнса пулнă çимĕçе виçĕ чӳрече янахĕ çине сармалăх татрăм. Хăрăккисем, хуртлисем пачах çук.

— Тимĕр хӳмен вĕри сывлăшĕ мăйăра пиçме васкатнă, — терĕ юлташăм.

— Тӳпери хĕвел те пайăркисене шеллемен, — хуравларăм савăннă май.

Шупашкарти пахчана та çитсе курма шут тытрăм. Виçĕм çул иртен-çӳрен шĕшкĕ туратне самаях авса, хуçса пĕтернĕччĕ. Тавах, çурт хӳттинче лараканскерĕн ăнса пулнă шултра курланкисене ют куçсем эпĕ пыриччен асăрхама ĕлкĕреймен. Туратсене çекĕлпе асăрханса ава-ава çаратрăм ăна.

Шел, ватăлать шĕшкĕ. Виçĕтăватă утăмри çамрăк хунав çулçисемпе «алă çупни» савăнтарчĕ. Нӳрĕк те, хĕвел ăшши те çителĕклĕ уншăн. Чапаев поселокĕ хыçĕнчи пахчасемпе садсене юманлăх витĕр утмалла. Кунта сулхăнрах. Лаштра юмансен айĕнче шĕшкĕсем хăйсене пусмăрти пекех туяççĕ тейĕн. Хĕвел çути çитменрен вĕсем имшертерех, çимĕçĕсем те пăт-пат çеç курăнаççĕ.

— Юлашки вăхăтра пакшасем çухалчĕç. Çур ĕмĕр каялла çăмламас хӳреллĕ чĕр чунсене кашни кун тенĕ пекех асăрхаттăм. Халĕ вĕсене хĕлле апатланма мăйăр уйрăмах çитмест,

— пăшăрханчĕ манпа пĕрле утакан арçын.

— Эпĕ палланă сунарçă темиçе çул каялла пĕр пĕчĕк хутаç мăйăрпа килне таврăнчĕ. Пакша хăйĕн йăвинче янтăланă çимĕçе тултарнă вăл унта. Савăннипе ют пурлăха çынсене кăтартма та именмерĕ, — терĕм эпĕ. Халĕ çак сунарçă тĕп хулан çурçĕр районне пурăнма куçнă. <...>

Александр МОКИН. Шупашкар хули.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.