Комментари хушас

24 Раштав, 2013

Профессор вăрттăнлăхĕ

Николай Григорьевич Григорьев профессорпа кулленхи пурнăç çинчен вăрах калаçса лартăмăр. Сăмах вĕçленсе пынă май сĕтел çине пĕр купа хаçат-журнал кăларса хучĕ: «Çĕнĕ почта, кунта - вĕр çĕнĕ хыпарсем», - терĕ кăмăллăн.

Журналти вунă йĕрке

Манăн алла чи малтан «Казанский медицинский журнал» - виççĕмĕш кăларăм - лекрĕ. Самай хулăнскер. Чăваш ăсчахĕсем, тен, журнала мĕн те пулин çырнă тесе кашни листине тимлĕ пăхма пуçларăм. Пирĕн кÿршĕсем килес çул Хусан медицина университечĕ - 200 çул, унти гистологи кафедри 150 çул тултарнине паллă тăваççĕ иккен. Чаплă юбилее халалласа «Хусанти нейрогистологсен шкулĕн тĕнчери пĕлтерĕшĕ» ятлă пысăк статья пичетленнĕ. Авторĕ - Вадим Николаевич Швалев академик.

Эпĕ Швалев тенине илтсенех Николай Григорьевичăн пит-куçĕ çиçсе-çуталса кайрĕ:

- Вадим Николаевич сакăр вун виççĕре вĕт - каччă пек çÿрет, çырать те çырать. Вăтăр пилĕк çул ĕнтĕ Мускавра, Раççейри кардиологи комплексĕнче нейроморфологи лабораторине ертсе пырать. Тĕлĕнмелле çын, мĕн тери ырă кăмăллă. Манăн юратнă вĕрентекен...

Медицина, биологи терминĕсене тĕпĕ-йĕрĕпе ăнланса çитеймерĕм пулин те Швалев академик статйине кăмăлласа вуларăм. Вĕçнерех пĕтĕмлетÿ тунă вунă йĕрке тарăн шухăша ячĕ. «Нерв элеменчĕсем, уйрăмах Догелĕн пĕрремĕш тата иккĕмĕш типлă нерв клеткисем çинчен çĕнĕрен пĕлтернисем тĕнче литературине кĕрсе юлчĕç, - çырнă автор. - Юлашкине вара Н.Григорьев хирург препарачĕсем çинче - вĕсем чăннипе сисĕмлĕ пулнăран - питĕ ĕнентермелле кăтартса панă. Анчах та Догелĕн виççĕмĕш типлă нейронĕсене малалла тĕпчемелле-ха...»

Çапла, Николай Григорьев хирург ячĕ - тĕнче литературинче. Кам-ши тата Догель?

Çур ĕмĕр каялла

Николай Григорьевич хăйĕн наукăри тата хирурги ĕçĕнчи вĕрентекенĕ Иван Федорович Харитонов пулăшнипе аллă çул каялла Хусан мединститучĕн тĕп лаборатори пуçлăхĕпе, вăтăр икĕ çулти нейроморфологпа Вадим Николаевич Швалевпа паллашнă. Иван Федорович Николай Григорьевăн кандидат диссертацийĕн темине палăртнă та Швалева ăслăлăх енĕпе иккĕмĕш ертÿçĕ пулма ыйтнă-мĕн.

- Çÿллĕ, яштака пÿ-силлĕ, кăвак куçлă, çемçе те хитре сăн-питлĕ çамрăк арçын мана пур енчен те килĕшрĕ. Унăн кашни сăмахĕнче - ырă сунни, ăслăлăхра мана яланах пулăшма хатĕр пулни. Часах эпир сыв пуллашрăмăр. Тепĕр кун палăртнă вăхăтра унăн ĕç пÿлĕмне кĕтĕм. Тÿрех ĕçе пуçăнтăмăр, - аса илет Николай Григорьевич. - Пĕрремĕш эрнере нерв элеменчĕсене нейрогистологи меслечĕпе тĕпчеме вĕрентĕм. Кашни ĕçе мĕнле майсемпе пурнăçланине «Кун кĕнекине» çырса пытăм. Иккĕмĕш эрнере йытăсен çĕнĕ ушкăнне илсе килчĕç. Мăй çыххисенче хамăн хушамата курсан - тĕлĕнтĕм. Часах йытăсемпе пĕр чĕлхе тупрăм. Вĕсем патне хăюллăн пыма, мăй çыххинчен тытма, сăмсалăх тăхăнтартма, укол туса çывăрттарма, операци тума хăнăхрăм.

Вадим Николаевич манран тăватă çул кăна аслăччĕ. Мĕнлерех уçă çын! Унпа ĕçлеме питĕ çăмăлччĕ. Лабораторири ĕçсем кал-кал пулса пыратчĕç. Эпĕ халĕ те ун патĕнче кандидат, унтан доктор диссертацийĕсем çырса хÿтĕленекен пĕрремĕш çын пулнăшăн мăнаçланатăп.

Пурăнан пурнăç пăрăнăçсăр пулмасть тенĕ ваттисем. Николай Григорьевич мединститутран ăнăçлă вĕренсе тухнă хыççăн Тăвай район больницинче хирургра, тĕп врачра ĕçленĕ. 1961-1963 çулсенче Хусан мединститутĕнче клиника ординатуринче пĕлĕвне ÿстернĕ. Ăна ассистентра ĕçлеттересшĕн. Анчах ун чухнехи йĕрке тăрăх - клиника ординатурине пĕтернĕскерĕн тăван республикăна таврăнмалла. Чăваш АССР Сывлăх сыхлав министерстви Николай Григорьева Канашри больницăна ĕçлеме ярать.

Догельпе паллашни

1963 çулта Николай Григорьевич авланать. Çамрăк çемье Канашра тĕпленет. Николай Григорьевич хула больницинче - хирургра, арăмĕ - Надежда Ильинична - тин çеç Шупашкар медучилищине пĕтернĕскер, шăл техникĕнче ĕçлеме пуçлаççĕ.

Пĕррехинче Н.Григорьев «Медицина пысăк энциклопедийĕн» тăххăрмĕш томне илсе килет. Ăна çĕрĕ-çĕрĕпе алăран ямсть. Уйрăмах «А.С.Догель» тата «Догель меслечĕ» сыпăксене тĕплĕ тишкерет.

Александр Станиславович Догель /1852-1922/ - паллă гистолог.

Вăл нерв тытăмĕпе сисĕм органĕсене ытларах тĕпченĕ.

1965 çулта Григорьевсен çемйи И.Харитонов профессор чĕннипе Хусана куçса каять. Николай Григорьевич - А.В.Вишневский ячĕллĕ клиникăра хирургра тата мединститутра хирурги кафедринче ĕçлеме пикенет.

Çуркунне, пĕтĕм тĕнче ешернĕ чух, канмалли кунсенче Григорьевсем çемьепе ашшĕ-амăшĕ патне, Канаш районĕнчи Кайăкьяла çÿреççĕ. Кунта - ытарайми илем, чун канăçĕ, чун йăпатмăшĕ.

Тăван енрен çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăмпа таврăнать телейлĕ çемье. Ăшра - хаваслă, хĕвеллĕ. Çĕнĕ эрне тăршшĕпе кирек мĕнле ĕç - шăл çемми.

Николай Григорьевич 1967 çулхи çу уйăхĕнчи хĕрÿ кунсене аса илчĕ:

- Пĕррехинче ват хăмпин аяккине хамăн препаратпа тĕпченĕ чухне халĕччен тĕл пулман нерв клеткине тупрăм. Васкамарăм. Тĕплĕн тишкертĕм, сăн ÿкерчĕксем турăм. Хамăн ĕçсем çинчен кун кĕнекине çырса хутăм. Çав нерв клетки сисĕмлĕ-и е сисĕмлĕ мар-и тесе тĕнчери нейрогистологсем çĕр çула яхăн тавлашаççĕ-çке. Вăл, чăн та, сисĕмлĕ!

Хамăр çĕр-шыври, тĕнчери паллă гистологсем, профессорсемпе академиксем эпĕ тупса палăртнă нерв клеткине Догелĕн сисĕмлĕ нерв иккĕмĕш типлă клетки пулнине палăртрĕç. 1995 çулта унпа Гамбургра Пĕтĕм тĕнчери патологсен конгресĕнче, 2002 çулта Саранскра Пĕтĕм тĕнчери нейроморфологсен симпозиумĕнче тĕплĕ паллашрĕç. Пурне те тата пĕр ыйту кăсăклантарчĕ: «Çак тĕлĕнтермĕш нерв клеткине чăннипех те профессионал нейрогистолог мар, хирург тупнă-и?«

Хам тупнă нерв клеткипе вăрах вăхăт савăнса пурăнаймарăм. СССР Наукăсен академийĕн тата медицина наукисен академийĕн корренспондент-членĕ Н.Колосов манăн препаратпа нерв клеткине, манпа калаçса килĕшсе, Ленинград облаçĕнчи Колтуши хулинчи СССР Наукăсен академийĕн И.П.Павлов ячĕллĕ Физиологи институчĕн музейне вырнаçтарма ыйтса илчĕ. Çав тĕлĕнтермĕш нерв клетки паян кун та музейре упранать.

х х х

Николай Григорьев хирургра 55 çул ĕçленĕ: 15 пин ытла операци тунă! 1970-1994 çулсенче - Чăваш АССР Сывлăх сыхлав министерствин тĕп хирургĕ, сывлăх сыхлавĕн министрĕ. Вăл ертсе пынипе çĕнĕ больницăсемпе поликлиникăсем, ача çуратмалли çуртсем, медицинăра ĕçлекенсем валли пурăнмалли çурт-йĕр - 3850 объект хута янă. 1990-2010 çулсенче - И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн пĕтĕмĕшле хирурги кафедрин профессорĕ. 200-е яхăн ăслăлăх ĕçĕ, çав шутра 9 монографи пичетлесе кăларнă, 5 япала шухăшласа тупнă.

Литература каçалăкĕ умне 2000 çулта тăнă. Публицистика, драматурги тата поэзи енĕпе 33 кĕнеке пичетленĕ. Вăл - РФ Писательсен союзĕн членĕ.

Николай Григорьев общество ĕçне хастар хутшăннă. Вăл икĕ суйлавра - Чăваш АССР Аслă Канашĕн депутачĕ, 1990-1993 çулсенче РСФСР халăх депутачĕ пулнă. Ĕçри хастарлăхшăн «Чăваш АССР тава тивĕçлĕ врачĕ», «РСФСР тава тивĕçлĕ врачĕ» хисеплĕ ятсене, медицина енĕпе - Чăваш Республикин Н.Я.Бичурин ячĕллĕ Патшалăх премине, литература енĕпе - Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ премине тивĕçнĕ. Ултă медальпе, Хисеп грамотисемпе наградăланă ăна. Вăл - Канаш районĕн, Кайăкьял тата Вăтапуç ялĕсен хисеплĕ гражданинĕ. Унăн ятне Тăвай районĕн Хисеп кĕнекине кĕртнĕ.

Раштавăн 21-мĕшĕнче Николай Григорьевич Григорьев 80 тултарчĕ. Паллă кун ячĕпе саламласа ăна çĕр çул пурăнма ырлăх-сывлăх, телей сунатпăр.

Герман ЖЕЛТУХИН

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.