Çĕр улми кăларма пуçланă
Кунсем хăвăрт иртеççĕ. Çĕр улми кăлармалли вăхăт та çитрĕ. Республикăри хуçалăхсенче техника хире тухма хатĕр. Анчах çумăрлă çанталăк ĕçе пуçăнма чăрмантарать.
Вăрнар районĕнчи "Мураты" хуçалăх ăмăр çанталăк самантлăх сирĕлнипе усă курса ĕнер районта пуринчен малтан çĕр улми кăларма тухрĕ. Кунта "иккĕмĕш çăкăра" 100 гектар çинче лартнă. Хуçалăхăн çĕр улми кăларса пухакан виçĕ комбайн пур.
Хирте А.Григорьев, А.Никитин, М.Владимиров, В.Гордеев, Ю.Иванов механизаторсем, И.Петров водитель ĕçлеççĕ. Пухса илнĕ çĕр улмине тÿрех суйламалли пункта ăсатаççĕ. Производствăна механизацилени ĕç тухăçлăхне самай ÿстерет.
Вăрнар районĕнче пĕтĕмпе 550 гектар çинчен çĕр улми пухса кĕртмелле.
Л.ИВАНОВА.