Комментари хушас

10 Авăн, 2021

Газмановăн концертне прививка тутарнисене кăна кĕртĕç

Малашне Чăваш Енре халăх йышлă пуçтарăнакан массăллă мероприятисене коронавирус инфекцийĕнчен прививка тутарнисене, ПЦР-тест тухнисене кăна кĕртĕç. Çапла пĕлтерчĕç паян ЧР Правительствинче иртнĕ оперштабăн черетлĕ ларăвĕнче. Унăн ĕçне ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев хутшăнчĕ.

«Авăн уйăхĕнче вируслă чирсем ытти вăхăтринчен ытларах сарăлма пуçлаççĕ. Çавăнпа çак тапхăрта уйрăмах асăрхануллă тата сыхă пулмалла», - терĕ Олег Алексеевич. ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов пĕлтернĕ тăрăх, авăн уйăхĕн 10-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енре 32360 çын ковидпа чирленĕ. Иртнĕ талăкра 73 çынна ернĕ усал ку чир. Талăкра 12 çын çак амака пула пурнăçран уйрăлнă. Пĕтĕмпе вара коронавируса пула пирĕн республикăра 2105 çыннăн пурнăçĕ татăлнă. «Хальхи вăхăтра 4860 çын амбулатори сиплевĕнче. 2021 çул пуçланнăранпа 3398 пациент реабилитаци тухнă. Коронавирусран прививка тутарас ĕç малалла пырать. Ку енĕпе Канаш, Патăрьел тата Красноармейски районĕсем малта. Шăмăршăсемпе Елчĕксен, Тăвайсемпе Вăрмарсен вара ытларах ĕçлемелле», - терĕ Владимир Геннадьевич.

Ларура пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ эрнере республикăра дельта-штамм ернĕ 74 çынна шута илнĕ. Вĕрентӳ учрежденийĕсенче ковидпа чирленĕ 31 тĕслĕхе палăртнă. Авăн уйăхĕн 17-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкар хулинчи А.Г.Николаев ячĕллĕ стадионта Олег Газмановăн концерчĕ иртмелле. 3000 вырăнлă стадиона тӳлевсĕр концерт курма коронавирусран прививка тутарнă тата ПЦР-тест тухнă çынсене кăна кĕртĕç.

www.hypar.ru
 

Рубрика: