Комментари хушас

7 Авăн, 2021

Историе юратни диктантра çĕнтерме пулăшнă

«Ачаранпах истори предметне кăмăллаттăм. Çак предмета вĕрентекен учитель интереслентерме пĕлетчĕ. Телекуравпа кăтартакан истори кăларăмĕсене курма юрататăп. Çакă мана «Çĕнтерÿ диктантĕнче» çĕнтерме пулăшрĕ пуль», — палăртрĕ Тăвай районĕнчи Кармал ялĕнчи библиотекăра ĕçлекен Светлана Димитриева. Вăл — Пĕтĕм тĕнчери «Çĕнтерÿ диктанчĕ» истори акцийĕн регионти çĕнтерÿçи.

Паян ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев, вĕрентÿпе наука тытăмĕнчи федерацин надзор службин ертÿçи Анзор Музаев, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ Андрей Александров «Çĕнтерÿ диктантне» çырса пысăк кăтартусемпе палăрнă, регион шайĕнче çĕнтернĕ çынсемпе тĕл пулчĕç. Çак йышра вĕрентекенсем те, библиотекарьсем те, студент та пур.

«Çĕнтерÿ диктантне» хам та хутшăннă. Пĕрремĕш хутĕнче ку Берлинта пулнăччĕ. РФ Патшалăх Думин делегацийĕн йышĕнче кайнăччĕ унта. Кăçал та диктант çыртăм», — аса илчĕ Олег Николаев çĕнтерÿçĕсене саламланă май.

Шупашкарти строительствăпа хула хуçалăхĕн техникумĕнче право предметне вĕрентекен Наталия Матвеева Пĕтĕм тĕнчери истори диктантне пĕрремĕш хут хутшăннă. Вăл лайăх результат кăтартнă. Çамрăк преподаватель ЧР Пуçлăхĕн аллинчен сехете тивĕçрĕ, акцие йĕркелекенсене тав турĕ.

www.hypar.ru Ирина КОШКИНА сăн ÿкерчĕкĕ.

Рубрика: