Комментари хушас

1 Авăн, 2021

«Хресчен сасси» 33 (2871) № 01.09.2021

«Эпир сирĕнпе мăнаçланатпăр»

Çак кунсенче Раççейри потребитель кооперацийĕ 190 çул тултарнине халалласа Шупашкарта, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ çамрăксен театрĕнче форум иртрĕ. Унта Тĕп союз правленийĕн председателĕ Мария Бекетова, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Леонид Черкесов, Игорь Моляков, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Альбина Егорова, сумлă ытти хăна хутшăнчĕç.

Чăвашпотребсоюз Раççейри Тĕп союз тытăмĕнче çирĕп аталанса пырать. Чăваш Ен кооператорĕсем çирĕм çул ытла ĕнтĕ Пĕтĕм Раççейри экономика ăмăртăвĕсенче — вак суту-илĕве аталантарассипе, хатĕрлев, производство ĕçĕ-хĕлĕпе — малти вырăнсене йышăнать. Ĕлĕкхи ырă йăлана упранă май вăл цифра экономикине аталантарать, çĕнĕ технологие пурнăçа кĕртет. Çакă производство, суту-илӳ объекчĕсем уçма, продукцин пахалăхне лайăхлатма, ял территорине аталантарма пулăшать.

Паллă пулăма хатĕрленнĕ май Чăвашпотребсоюз курав йĕркеленĕ. Унта Етĕрнери аш-какай комбиначĕ, Красноармейски, Çĕрпӳ, Хĕрлĕ Чутай, Комсомольски райповĕсен çăкăр завочĕсем, общество апатланăвĕн предприятийĕсем продукцийĕсене тăратнă. Тутлă апат-çимĕçрен мĕн кăна хатĕрлемен-тĕр: чечек пуххи, сăмавар, торт… Етĕрнери кооператорсем аш-пăшран, кăлпассирен ăсталанă торта тĕлĕнсе сăнарĕç. Çĕрпӳри çăкăр завочĕ уяв тĕлне юриех эрешлĕ пĕремĕксем пĕçернĕ. Хĕрлĕ Чутайсем, Комсомольскисем хурăн шывĕпе, улма-çырла сĕткенĕпе сăйларĕç. Экологи тĕлĕшпе таса та сиплĕскерсене республикăра пурăнакансем те кăмăллаççĕ. Уява хутшăннисем тĕрлĕ апат-çимĕçпе паллашнă май вĕсене тутанса пăхрĕç. <...>

Лариса НИКИТИНА.

♦   ♦   


Пур пек нухрат выльăх йышне пысăклатма каять

Вăрмар районĕнчи Энĕшпуç тăрăхĕ хăй вăхăтĕнче кĕрлесе тăнă: кунта иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсен вĕçĕнче — 30-мĕш çулсен пуçламăшĕнче йĕркелесе янă кирпĕч завочĕ 2000 çулчченех халăха кирпĕчпе тивĕçтерсе тăнă. «Авангард» совхоз çитĕнĕвĕсем те унта вăй хуракансене савăнтарнă. 700 килĕллĕ ял ытти енĕпе те республика çыннисемшĕн ырă тĕслĕх шутланнă.

Паян та Энĕшпуç малаллах талпăнать. Саланса кайнă хуçалăх çĕрĕсене вырăнти хресчен-фермер хуçалăхĕсем сухаласа акса тăраççĕ, ĕне фермисен витисене уйрăм çынсем туянса мăйракаллă шултра выльăх çитĕнтереççĕ. Унашкаллисенчен пĕрисемпе эпир те паллашрăмăр. Вĕсем — Татьяна Сарапаевăпа Владислав Александров. 20 çул каялла çемье чăмăртанăскерсем иккĕшĕ те çак ялтах çуралса ӳснĕ. Татьянăн ашшĕ чукун çул çинче, амăшĕ кирпĕч заводĕнче вăй хунă. Владиславăн амăшĕ дояркăра ĕçленĕ. Вырăнти вăтам шкултан вĕренсе тухсан Татьяна хăйĕнчен кăшт аслăрах каччăпа Владиславпа пĕрлешнĕ, çапах та малалла пĕлӳ илесси çинчен те манман: Чăваш патшалăх ял хуçалăх академин зоотехника факультетне куçăн мар майпа вĕренме кĕнĕ.

Пĕрремĕш пепки — Ангелина. Халĕ вăл Канашра ĕçлет. Ульяна — улттăмĕш класа каять. Пиллĕк паллăсемпе кăна вĕренет. Ашшĕ-амăшне савăнăç кӳрекен хĕрача шăллĕсемшĕн — пысăк тĕрев. Вăл, чи çывăх çыннисем ĕçре чухне — тăваттăмĕш класа çӳрекен Савелишĕн, иккĕмĕш класри Никитăшăн тата садике çӳрекен Тимофейшĕн — ашшĕ те, амăшĕ те. Аппăшĕн ачине Егора та вăлах пăхать.

Татьянăпа Владислав çемье чăмăртанă хыççăн Мускава çул тытнă. Татьяна Николаевна суту-илӳре ĕçлеме пуçланă, мăшăрĕ — таксипе. 2009 çулта тăван яла таврăннă. Çав тапхăрта йыш хушăнса пынă. Владиславăн амăшĕ çĕре кĕнĕ хыççăн тăватă çул хупă тăнă çурт мăрйинчен тĕтĕм çĕнĕрен тухма пуçланă.

— Ялта ĕçлемесĕр пурăнаймастăн. Мĕн тумалла? Нумай ачаллăскерсем унта-кунта тухса каяймастпăр. Кунтах ĕç тупас терĕмĕр. Ферма территорийĕнчи витене тата çĕр лаптăкĕ, пĕр ĕне туянтăмăр. Çакă 2011 çулта пулчĕ, — каласа кăтартрĕ Татьяна Николаевна. — ЧР Ял хуçалăх министерствинчен грант илес тĕлĕшпе конкурса икĕ çул хутшăнтăмăр, усси пулмарĕ, вара фермер хуçалăхне хупрăмăр, хамăр тĕллĕн ĕçлеме пуçларăмăр. Хальхи вăхăтра сăвакан ĕне шутне 10-ран ирттертĕмĕр, унсăр пуçне вăкăрсем те, тынашкасем те пур. Ĕçлеме кăмăл та пур темелле. Ачасем выçă мар: сĕт, какай çиеççĕ. Ялта чылайăшĕ ĕне кăна мар, чăх та усрамасть. Мĕнле пурăнаççĕ? Тĕллев тата пысăкрах — выльăх-чĕрлĕх шутне вăтăра çитересси. Паллах, хальлĕхе ăратлисене туянаймастпăрха, унашкал пĕр-пĕр ĕне кăна 220 пин тăрать. Ĕçлесе илнĕ нухрата йыша пысăклатма яратпăр. Хальхи вăхăтра сĕте 19 тенкĕпе туянаççĕ. Уйăхра икĕ тонна сĕт сутатпăр. Хак тивĕçтерсех каймасть те, мĕн тăвăн? Упăшкапа иксĕмĕрех ĕçлетпĕр. Ĕне сăвакан аппарат та пур, эпĕ ăна çын шутнех кĕртетĕп. Ăна икĕ ĕне хушшине вырнаçтаратăп та иккĕшне те харăсах суса парать вăл. Каникул вăхăтĕнче ачасем пулăшаççĕ тата. <...>

Надежда СМИРНОВА.

♦   ♦   ♦


«Хурт усрать те - ку укçаллă», - теççĕ пулĕ хăшĕсем

Николай Изосимов — Вăрмар районĕнчи Энĕшпуçри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулти физкультура учителĕ. Унăн ĕç стажĕ — 38 çул. Паян вăл мăшăрĕпе Татьяна Николаевнăпа, Вăрмарта коммуналлă тата пурăнмалли хуçалăхăн тĕп бухгалтерĕнче вăй хураканскерпе, тата 88 çула кайнă амăшĕпе Елена Петровнăпа хуларинчен Нимĕнрен те кая мар хăтлă çуртра пурăнать. Изосимовсен ачисем — Сергейпе Ирина — Шупашкарта тымар янă.

Кил-çуртра мĕн кирли пурте пур темелле, рехетленсе кăна пурăн. Анчах та Николай Анатольевич хуçалăхра вĕлле хурчĕсем те тытать. Вĕллесен шучĕ вăтăртан иртнĕ. Çак ĕçе пурнăçлама мĕнле кансĕррине, яваплине хăйĕнчен ытла тата кам пĕлтĕр? Апла пулин те вĕрентекен нăйкăшмасть, çак хушма ĕçе хăйĕн чун киленĕçĕ пек йышăнать.

Ашшĕ Анатолий Петрович Изосимов сад ĕçне питĕ кăмăлланă, тĕрлĕ çимĕç паракан йывăçа сыпас енĕпе палăрса тăнă. Унсăр пуçне вĕлле хурчĕсем тытнă. Ывăлне мĕн пĕчĕкренех çак ĕç çумне çыпăçтарнă. Вăл 2014 çулта пурнăçран уйрăлса кайсан ашшĕн ĕçне малалла тăсма тĕв тытнă унăн тĕпренчĕкĕ. Маларах хуçалăхра ĕне, вăкăр, сурăхсем те усранă-ха, хальхи вăхăтра Изосимовсем пыл туса илес енĕпе вăй хураççĕ. Кил хуçи хĕрарăмĕ кунĕпех ĕçре, амăшĕ ватăлса пырать — çавăнпа пĕтĕм яваплăх Николай Анатольевич çине тиеннĕ. Унсăр пуçне вăл вĕрентекен тата тренер тивĕçĕсене пурнăçлама та ĕлкĕрет. Çавăнпа хăйне пулăшаканне те тупнă, пĕр класра вĕреннĕ, шкул хыççăн чылай çул Çурçĕрте ĕçлесе пурăннă, тивĕçлĕ канăва тухсан тăван килне таврăннă Станислав Петров пулăшать. Станислав Егорович хăй те вĕлле хурчĕсем ĕрчетме пуçланă. <...>

Надежда СМИРНОВА.

♦   ♦   ♦


«Юратнă ĕç ывăнтармасть»

Шупашкар районĕнчи Чăрăшкассинчи Алексей Павлов 2012 çулта фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ. Мăшăрĕпе иккĕшĕ 16 гектар çĕр çинче выльăх апачĕ, тыр-пул çитĕнтернĕ, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнĕ: ĕне, сурăх, сысна, кайăк-кĕшĕк тытнă. Пурăна киле фермерсен йышĕнчен тухма шут тытнă çемье. Паян хăйсем тĕллĕн аталанаççĕ вĕсем. Выльăх йышне упраса хăварнă.

Çамрăк — ватăшăн тĕрев

Павловсем ытларах сурăх тытаççĕ, 100 пуç таран. «Халĕ ял-йыш ку чĕр чуна ĕрчетме пăрахрĕ. «Тăватă сурăх — пĕр ĕне», — тесе ахальтен каламаççĕ. Ăна та чылай апат кирлĕ-çке. Çитменнине халĕ тирне те илмеççĕ», — кăсăклантăм эпĕ. «Сурăх — питĕ тупăшлă выльăх, — терĕ кил хуçи. — Унăн ашне хапăлласах туянаççĕ. Атте-анне яланах сурăх тытнă. Пăрачкав районĕнче пурăнакан пĕлĕшĕм çак выльăха ĕрчетме Волгоград тăрăхĕнченех илсе килет. Ял халăхĕ халĕ ĕçлеме юратмасть, кĕтĕве каясшăн мар. Çавăнпах выльăх усрама пăрахрĕ. Эпир сурăхсене малтан ял кĕтĕвне яраттăмăр, халĕ уйрăммăн çӳрететпĕр. Выльăх апачĕ тенĕрен ăна чылай хатĕрлеме тивет».

16 гектар çĕр çинче нумай çул ӳсекен курăкпа тырпул çитĕнтереççĕ вĕсем. Лаптăка сухаласа акма, выльăх апатне пуçтарса кĕртме техника çителĕклине палăртрĕ Алексей Арсентьевич. Хальхи вăхăтра вăл кĕрхи çĕртме тăвать. Тĕш тырра кĕркунне мар, çур кунне çеç акаççĕ вĕсем. Хăйсем çитĕнтернĕ тыр-пул, çулса типĕтнĕ утă яланах çитсе пырать, тепĕр чухне юлать те.

Калаçăва каллех сурăх пирки хускататăп. Ара, çавăн чухлĕ выльăх çăмне касма çăмăл мар-çке. Кил хуçи хĕрарăмĕ епле тӳсет-ши? «Кунне вуншар касатăп, — терĕ Регина Александровна. Паллах, вăл халĕ хаклă мар. Çăм атă йăвалакансем илеççĕ. Чăн та, тирне туянакан çук. Ĕçлесен ялта лайăх пурăнма пулать. Сурăх та тупăш аванах парать. Паллах, шучĕ чылай пулсан, 3-4 пуç вара палăрмасть те. Ĕнерен ун чухлĕ тупăш илейместĕн».

Павловсен сăвăнакан ĕне шучĕ — виççĕ. Чĕр тавара ку тăрăхра Элĕкри сĕт-çу завочĕ 18 тенкĕпе /1 литрне/ туянать.

Паллах, выльăх-чĕрлĕхе ĕçчен çын çеç тытма пултарать. Унпа кунĕн-çĕрĕн, канмалли кунсăр тăрăшмалла. Павловсен йăхĕ вара хастаррисен йышĕнче. Алексей Арсентьевич каланă тăрăх, унăн ашшĕ 70 çула çитиччен ферма заведующийĕнче вăй хунă. Вăл 100 çул ытла пурăннă. Çичĕ теçетке çулта çурт лартнă иккен. Пиччĕшĕ Николай Павлов ашшĕнчен те ирттернĕ, 79 çулта пулин те Шупашкарти пĕр больницăра рентгенологра халĕ те тăрăшать. Кукашшĕ 87 çулта сарăмсăр вилнĕ. Пĕчченех пурăннă, хуçалăх тытнă. Алексей Арсентьевич хăй те çичĕ теçетке çултан иртнĕ пулсан та вашават-ха. Ахальтен мар çынна ĕç кирлине калать вăл. Унсăрăн пурнăç тĕллевĕ те çухалать. Ывăлне Марса пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарнă, выльăх-чĕрлĕхе юратма вĕрентнĕ. «Хамăр валли çитĕнтертĕмĕр ывăла, тĕрев пултăр терĕмĕр, — сӳтĕлет калаçу çăмхи. <...>

Валентина ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


Сывлăха упрать

Августăн 30-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енре 31,6 пин çын коронавируспа чирленĕ, 2001-шĕ вилнĕ, 28,6 пинĕшĕ сывалнă. Асăннă вăхăт тĕлне 290 667 çын вакцинациленнĕ. Çĕнĕ вĕренӳ çулĕ пуçланнă май çак ыйту уйрăмах çивĕч тăрать. Мĕншĕн тесен çамрăксемпе ачасен хушшинче чирлекенсен йышĕ ӳссех пырать. Хальхи вăхăтра вĕрентӳ учрежденийĕсенче вăй хуракансен 62,9 проценчĕ вакцинациленнĕ. Чир-чĕр сарăласран Пĕлӳ кунĕнче шкулсенче линейка урамра иртмелле. Енчен çумăр çусан — шкулта,
анчах ашшĕ-амăшĕсĕр.

Елчĕк районĕнче вакцинациленессипе лару-тăру мĕнлерех-ха? Район больницин тĕп тухтăрĕ Надежда Уркова çакна пĕлтерчĕ:

— Елчĕк тăрăхĕнче 8922 çын пурăнать. Хальхи вăхăтра вĕсен 45 проценчĕ вакцинациленнĕ. Шел, 60 çултан аслăраххисенчен 33 проценчĕ кăна прививка тутарма килĕшнĕ. Аслă ăрурисем çĕнĕлĕхрен хăрани, иккĕленни сисĕнет. Суя сас-хурана ĕненни те тĕрĕс утăм тума чăрмантарать. Çавна май ăнлантару ĕçне вăйлатрăмăр: медицина ĕçченĕсем килрен киле çӳресе усал чир, вакцинаци пирки каласа параççĕ, ыйтусене хуравлаççĕ. Информацие хаçат, сайт урлă та тĕплĕн пĕлтерме тăрăшатпăр.

Çынсем ФАПсенче, больницăра вакцинациленме пултараççĕ. Мобильлĕ бригада та графикпа ялсене çитет. Ун валли ятарлă автобус уйăрнă. Енчен ытти çĕрте те халăх прививка тутарма пуçтарăннă пулсан мобильлĕ бригадăсен йышне ӳстеретпĕр. Паян акă икĕ бригада çула тухрĕ. Елчĕксен суйламалăх пур: района «Спутник V», «Спутник Лайт», «ЭпиВакКорона» вакцинăсем илсе килнĕ.

Районти медицина ĕçченĕсен 80 проценчĕ вакцинациленнĕ. Ковидпа чирлесе ирттернисем антителăсем пуррипе тăхтаса тăраççĕ. Сăмах май, эпĕ те хĕлле чирлесе ирттертĕм. Антителăсем пуррипе çуккине тĕрĕслеттернĕ хыççăн вакцинацилентĕм. Унтанпа ултă уйăх иртнĕ май ревакцинаци тутарасшăн-ха. Çакă антителăсене чакса кайма памасть. Районта ревакцинацилеме тытăнтăмăр ĕнтĕ.

Çакна каласшăн, коронавируспа чирлес мар, сывлăхлă пурăнас тесен прививка тутармаллах. Çĕршывра, республикăра, районта пурăнакансен 60 проценчĕ вакцинациленсен пĕрлехи иммунитет çирĕпленет, кун пек хамăра ирĕклĕрех туйăпăр, пĕр-пĕринпе хутшăнма çăмăлланĕ.

Районта яваплă пулăма ăнланакансем, ĕçченĕсемшĕн тăрăшакан ертӳçĕсем пурри савăнтарать. Акă «Яманчурино» пĕрлешӳре /ертӳçи Владимир Рахмуллин/ вăй хуракансене вакцинацилессине аван йĕркеленĕ. Елчĕк районĕнче 9 ял тăрăхĕ, пуринче те лару-тăру пĕр пекрех. Çĕнĕ вĕренӳ çулĕччен педагогсенчен нумайăшĕ прививка тутарма тăрăшрĕç. Çакă шкулсемпе ача сачĕсенче усал чире сарăлма памĕ тетĕп. <...>

Лариса АРСЕНТЬЕВА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.