Тăван Атăл, 8 №, çурла, 2021 çул
Максим ЯСТРАН: «Çĕршывăм, эп саншăн пуçа хума хатĕр»
Çуралнăранпа 105 çул çитнĕ май
Ӳкерчĕкре эпир икĕ сăвăçа – икĕ туса — куратпăр: сылтăмри — Максим Ястран, çулахайри — Иван Ивник. Вĕсем 1937 çулхи кĕркунне Канаша пынăччĕ. Педучилищĕре сăвăçсем литература каçĕ ирттерчĕç. Çавăн чухне пирĕн фотокружок членĕ Гриша Максимов — Тăвай районĕнчи Лачкасси ачи — хăнасене хаçат валли ӳкерсе илчĕ. Манăн альбомра пĕр ӳкерчĕк ку таранчченех упранать.
Тĕлпулура Ястранпа Ивник хăйсем çинчен каласа пачĕç, сăввисене вуларĕç. Студентсемшĕн литература каçĕ усăллă иртрĕ. Унта пире те, училищĕри литература кружокĕн членĕсене те, хутшăнтарчĕç.
Хăнасем питĕ туслă пулни пире савăнтарчĕ. Вĕсен ялĕсем пĕр-пĕринчен инçех мар иккен. Ястран — Элĕк районĕнчи Вăрманкасра, Ивник Вăрнар районĕнчи Çавалкасра çуралнă. Çав вăхăтра иккĕшĕ те «Пионер сасси» /халĕ «Тантăш»/ хаçат редакцийĕнче ĕçленĕ. Ястран Канашра пулнă май «Çĕнĕ хула» очерк çырса «Çамрăк большевик» хаçатра пичетленĕччĕ. Ивник çĕнĕ сăвăсем хайланă. Кайран вĕсен туслăхĕ çинчен эпĕ ытларах пĕлме тăрăшрăм. Ивник, Ястранран икĕ çул аслăрахскер, Шупашкара малтантарах пынăскер, медицина рабфакĕнчен вĕренсе тухнă, сăвă çыракан Макçăма «Пионер сасси» редакцине ĕçе кĕме пулăшнă. Кайрантарах Ивник пулăшнипех Ястран Халăх пултарулăх çуртĕнче ĕçлеме пуçланă. Çав вăхăтра çамрăк сăвăç хăйĕн сăввисене «Пионер сасси», «Çамрăк большевик» /халĕ «Çамрăксен хаçачĕ»/, «Чăваш коммуни» /«Хыпар»/ хаçатсенче, «Хатĕр пул», «Капкăн», «Сунтал» журналсенче çине-çинех пичетлеме тытăннă. 1940 çулта поэтăн «Хĕрлĕ çăлтăр» ятпа пĕрремĕш кĕнеки тухнă. Унăн редакторĕ хăйĕн тусĕ Ивник пулнă. Кайрантарах «Çĕнтерӳ ялавĕ», «Лирика» тата «Сăвăсем» ятлисем тухнă. Ун сăввисене, юмахĕсене, поэмисене пĕрлешӳллĕ кĕнекесенче те вулама пулать. Лайăхраххисене шкул учебникĕсене, хрестоматисене тата антологисене кĕртнĕ.
Максим Ястран хайлавĕсене эпĕ 30-мĕш çулсен вĕçĕсенче кăсăкланса вулаттăм. Вăл çамрăксен ĕçĕ-хĕлĕ, туслăхĕ, юратăвĕ çинчен ытларах çыратчĕ. Çамрăксене Тăван çĕршыва юратма чĕнсе çырнă сăвă сахал мар поэтăн. «Манăн тупа» сăввинче çамрăк патриот çапла çырнă:
Çĕршывăм, эп саншăн
Пуçа хума хатĕр.
Кунашкал шухăш-туйăм чылай хайлавĕнче палăрса тăрать. Вăтăрмĕш çулсен вĕçĕнче тĕнчере лăпкă мар лару-тăру пулни, сывлăша тар шăрши çапни литературăри çамрăксене патриотла сăвăсем çырма хистенĕ, Ястранăн «Хĕрлĕ çăлтăр», «Çĕнтерӳ ялавĕ», «Хĕр юрри», «Пирĕн аттен çич ывăл» тата ытти сăвви те çамрăксене патриотла ĕмĕт-шухăшлă пулма хавхалантарнă.
Пирĕн çĕршыва хирĕç фашистсем хаяр вăрçă пуçласанах поэт-патриот «Атьăр, тантăшсем» сăвă çырнă. Унта çавнашкал йĕркесем пур:
Атьăр, тантăшсем, каятпăр
Çапăçу хирне.
Фашистсем чура тăваймĕç
Совет халăхне,
Тантăшсемĕр, пĕр çын евĕр
Атьăр вут-вăрçа,
Çапăçар Тăван çĕршывшăн,
Чысшăн çапăçар!
Ку сăвă вăрçăн малтанхи кунĕсенчех «Чăваш коммуни» хаçатра пичетленсе тухнă. Ăна Г.Лисков композитор çийĕнчех кĕвĕленĕ, юрă халăх хушшинче хăвăрт сарăлнă.
Сăвăç хăй те алла хĕç-пăшал тытнă, Тăван çĕршыва фашистсенчен хӳтĕлекенсен ретне тăнă, Сталинградшăн çапăçнă. Вăл çĕнтерессе ĕненнĕ. Çав ĕненĕве фронтра хайланă сăввисенче те палăртнă. Анчах поэт Çĕнтерӳ кунне кĕтсе илеймен. Тăшман пульли унăн ĕмĕтне 1942 çулхи авăн уйăхĕн 11-мĕшĕнче татнă.
Питĕ шел! Хаяр вăрçă чăваш литературин пултаруллă ĕçченне çут тĕнчерен вăхăтсăр уйăрнă.
Петĕр Ялкирĕн «Ĕмĕтне вăрçă татнă» статйинчен
(«Хыпар», 2001, çурла уйăхĕ, 29-мĕшĕ).
Валентина ТАРАВАТ: «Мана вырăссем те хăйсен теççĕ, чăвашсем те…»
Ку юбилейне Валентина Тарават çыравçă нихçанхинчен те тухăçлă кĕтсе илчĕ пек туйăнать: унăн Чăваш кĕнеке издательствинче 3 [!] кĕнеке кун çути курчĕ — «Чăн- чăн туслăх. Настоящая дружба» [калавсем, чăвашла- вырăсла], «Асанне патĕнче хăнара. В гостях у бабушки» [калавсем, чăвашла-вырăсла, Ульяновск облаçĕн кĕпернаттăрĕн ятарлă программипе килĕшӳллĕн пичетленнĕ], «Манăн эсĕ пур» [чăвашла повеçсем, калавсем, сăвăсем, куçарусем]. Юбилей умĕн эпĕ Валентина Николаевна патне хăнана Чĕмпĕр облаçĕнчи Аслă Нагаткин ялне çитсе килес терĕм. Чей ĕçсе ларнă май вара тем çинчен те калаçрăмăр...
— Валентина Николаевна, эсир питĕ уçă çын, журналистсене сирĕнпе калаçма питĕ килĕшет пулас, тĕрлĕ хаçат-журналта пичетленнĕ вун-вун интервью вуларăм. Каламалли те юлман пуль ĕнтĕ... Эсир темиçе интервьюра та асăннă сăмаха тӳртен калани çинчен палăртса хăварнă. Ăçтан вăл, камран?
— Çемье çапла пулнă. Атте учительте, шкул директорĕнче, 25 çул парторгра ĕçленĕ, вăл çавăн пек тӳрĕ çын пулнă. Пирĕн пурин те пур вăл — мĕн шутланине тӳртен каласси. Эпир никама та нихăçан та кӳрентермен, кăмăла мĕн кайманнине вара каланă. Çынна кӳрентернĕ чухне хута кĕресси те манăн ĕмĕртен пырать. Çынна ахалех кӳрентернине, хур тунине куратăп пулсан — сăмах хушса ка-латăпах, хутне кĕретĕпех.
— Аçăр вырăнлă çĕрте ĕçленĕ, хăйĕн тӳрĕлĕхне пула вăл шар курни пулман-и?
— Шар курниех пулман пулĕ... Ун пеккине илтмен. Ун чухне йĕрки çапларах пулнă-çке, пурте вĕсенчен те килмен. Вăл кӳрентерес темен çĕртенех теприсем кӳреннисем вара пулнă пуль, атте вилсессĕн пире: «Халь аçăр çук сирĕн, начальник», — тенисене илтнĕ. Çапла каласа пире ыраттарасшăн пулнă ахăр.
— Аçăр çапла ир уйрăлса кайни пысăк хуйхă пулнă паллах...
— Аннене йывăр килнĕ ĕнтĕ: атте вилсен эпир миçен юлнă-ха та — сакăр ача та ват асанне... Асанне 100 çула çити пурăнчĕ ăс-тăнпа, илемлĕ. Вăл асаттерен 27-ре икĕ ывăлпа юлнă, вĕрентсе кăларнă вĕсене, çын тунă. Атте пирки каларăм ĕнтĕ, Александр тете Мускав облаçĕнче пурăннă, пысăк вырăнта ĕçленĕ. Асанне питĕ çирĕп хĕрарăмччĕ. Пирĕн анне кӳршĕ ял хĕрарăмĕ пулнă, вăл асанне мĕнлине çамрăклах пĕлнĕ. Атте вилсен асанне пирĕн çемьене тытса тăнă, аннен мĕн, унăн ĕçлемелле. Анне питĕ хитре çĕлетчĕ, паллă çĕвĕçчĕ, таврари çынсене çĕлесе тăхăнтартатчĕ. Çывăрнине курман ăна, çывăрнă-и вăл — пĕлместĕп, эпир тăнă çĕре апат пиçнĕ.
Эпир пурте хамăр валли хамăр çул тупнă. Пултарулăх енчен тĕпĕртетсе тăнă, анчах медучилищене кай тесе анне каланă мана – эпĕ кайнă. Кайран, медицина ĕçне пăрахсан, эп унта пулман та пекех. Вăл маншăн çăкăр çимелли ĕç пулнă, эп ăна аван тунă, лайăх ĕçлесе пынă. Чун апачĕ пулман, чун апачĕ вара ĕмĕр тăршшĕпех – пултарулăх ĕçĕ. Шкултах яланах сцена çине тухнă, училищĕре те солист пулнă, вырăс хĕрачипе дуэтпа юрлаттăмăр, кайран та ĕмĕр тăршшĕпе солист пулнă, халăх коллективĕсенче юрланă. Пĕр вăхăтра сакăршар юрă шăрантараттăмччĕ.
— Пултарулăх аçăртан тетĕр, маларах пăхсан... Аслаçăр, аслă аслаçăр...
— Çапла, пултарулăх енĕ аттерен куçнă, асаннерен. Асаттепе аслă асатте музыкантсем пулнă, сĕрме купăс каланă, сĕрме купăсне те хăйсем ăсталанă. Хушамат та пирĕн çавсенчен тухнă. Толя шăллăм ача чухне мачча çинче сĕрме купăс тумалли хатĕрсене, пайĕсене, хĕлĕхĕсене тупнине аса илет. Эпир асаттене пĕри те курман, вăл Граждан вăрçинче вилнĕ, ашшĕ вара Пĕрремĕш тĕнче вăрçинче пуç хунă.
Владислав НИКОЛАЕВ калаçтарнă.
Улькка ЭЛЬМЕН: «Сюжетсем çыравçăсене хăйсемех шыранăн туйăнать…»
Улькка Эльмен [Ольга Геннадьевна Куликова] — пултаруллă чăваш çыравçи. Хивре сюжетлă, тарăн шухăшлă хайлавĕсем вулакан чĕрине тыткăнлаççĕ, калаçтараççĕ, тавлаштараççĕ, шухăша яраççĕ, хăвăн пурнăç çине урăх куçпа пăхма вĕрентеççĕ, ниме пăхмасăрах малалла пурăнма хавхалантараççĕ. Виçĕ кĕнекерен тăракан «Упраймарăм сана…» роман хыççăн прозаик пире, унăн пултарулăхне кăмăллакансене, «Анне çăкăрĕ йӳçĕхмест» повеçпе савăнтарчĕ. Вăл «Инкеклĕ телей» [Шупашкар, Чăваш кĕнеке изд-ви, 2020] пичетленнĕ. Халĕ «Тăван Атăл» вулаканĕсем валли – вĕр çĕнĕ калав. «Ылхансăр куççуль» ятлă вăл. Ал çырупа паллашма пуçласанах Галина Никитична тĕп сăнар шăпи тыткăнларĕ те мĕн калав вĕçлениччен те вĕçертмерĕ. Тĕлĕнмелле хĕрарăм вăл, мĕн тери пуян чун-чĕреллĕ, пурнăçĕ вара…
Куна вулакансем хайлавпа паллашсан пĕлĕç. Эпĕ вара Ольга Геннадьевнăпа çак калав тавра калаçас терĕм.
– Ольга Геннадьевна, «Ылхансăр куççуль» çинчен тĕплĕнрех каласа парăр- ха. Епле çуралчĕ вăл?
– Тĕрĕссипе, кашни çын шăпи – хăй пĕр кĕнеке. Ăна ларса çырмалла çеç. Тепĕр чухне пире пурнăç нимĕнле çыравçă шухăшласа кăларма пултарайман сюжетсем ярса парать. Манăн хальхинче шăп çапла пулса тухрĕ те. Тĕпре – паллакан хĕрарăм шăпи. Пĕррехинче эпир, çыравçăсем, вулакансемпе тĕлпулăва кайнăччĕ. Яланхи пекех, калаçу хыççăн пире юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Сцена çине тĕлĕнмелле уçă, илемлĕ саслă хĕрарăм тухсан пурте çăвар карсах итлеме пуçларăмăр. Халăх ăна сцена çине темиçе хутчен те чĕнсе кăларчĕ. Юрлас енĕпе мĕншĕн малалла вĕренме кайманнипе кăсăклантăмăр. Концерт хыççăн ман пата пырса пурнăçĕ çинчен каласа пама пуçларĕ. Кун пекки пурнăçăмра пĕрремĕш хут мар ĕнтĕ, эпĕ ăна тĕплĕн аса илсе, васкамасăр пĕтĕмпех тетраде çырса пама ыйтрăм. Вунă хутчен те вуласа тухрăм пулĕ çав хĕрарăм çырса панине. Çавăн чухлĕ асапа чăтса ирттерме мĕнрен тунă чĕре кирлĕ пулнă-ши виçĕ ача амăшне тесе шухăша кайрăм.
— Сирĕн шутпа, мĕнрен килет-ши çакă: пĕрисен пурнăç çулĕ çамрăклах такăнать, теприсем ватăлса çитсен те çынна шеллеме-ăнланма вĕренеймеççĕ?
— Тĕлĕнмелле вăл — пурнăç. Ăçта такăнассине те, хăçан çĕкленсе каялла анса ларассине те пĕлместĕн. Çĕр çине пĕр пек килетпĕр те вăхăт çитсен пурте ку тĕнчепе сыв пуллашатпăр. Тăрăшса ĕçлетпĕр, ачасене çитĕнтеретпĕр. Пурнăç çулĕ вара пурин те хăйĕн. Кашни хăйĕн лавне туртать. Пĕрисен çăмăллăн туртăннă пек туйăнать, теприсен кашни утăмĕ, калаври тĕп сăнарăнни пек, ыратуллă. Сăмахăм кахал-наянсем, çынна тиркесе те элек саракансем çинчен мар, ир пуçласа каçченех тăрăшса ĕçлекенсем пирки. Мĕнрен тата камран килет-ши çакă? Курса тăратăп: мана хирĕçлекенсем те, урăхла калакансем те тупăнĕç. Мана вара çакă хуравсăр ыйту пек туйăнать.
Пурнăç пурне те хăй вырăнне лартать. Асапсем-йывăрлăхсем витĕр чĕрине ыраттарса, куççуль юхтарса упаленсе тухнине те вăйлатса çĕклентерсе ярать, телей патне илсе çитерет. Хăйне вăйлă та патвар, мĕнпе те пулин пулăшма пултаракан çынсене çеç хисеплекеннине, хăйĕнчен аяларах шайрисем енне йĕрĕнсе пăхаканнине, пайтишĕн çынсен пуçĕсем çийĕн утаканнине те çапса антарать те путарать. Вăхăт хуçа ку ĕçре.
Дарья МОРОЗОВА калаçтарнă.