Тĕттĕм мар – çутă та ырă
Хĕлле ку ялтан аслă çул çине йĕлтĕр сырмасăр тухаймастăн. Сакăр класс пĕтернĕ Аринăн Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шĕнерпуç шкулне кăçал та яланхиллех сарлака йĕлтĕрпе çитме тивет. Çакă хĕре кулянтармасть. "Пит маттур. Каланине итлет, нихăçан та кÿренмест. Ыттисене асăрхаттарнă чухне Аринăна тĕслĕх вырăнне илсе кăтартатăп", – тет Шĕнерпуç шкулĕнче физкультура урокĕсене ертсе пыракан Николай Алексеевич Васильев. Вăл – Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ тренерĕ, хăвăрт утассипе Олимп çĕнтерÿçи пулнă Елена Николаевăна спортра пĕрремĕш утăмсем тума пулăшнă. Ачасене витĕр курать.
Арина пурăнакан ял хăйне евĕрлĕ. Кашни ял çинченех çакна калама пулать тесен йăнăшатăр. Уйрăмлăхĕ пысăк. Çĕрпÿ районĕнчи Аслă Кăршкара хăй вăхăтĕнче çын та юлман темелле. Кун пек чухне шăпа çут çанталăк аллинче. Вăл йывăçсене чун панă. Кашласа ÿснĕ лешсем, ыр çынсене кĕтнĕ. Нумай-и, сахал-и вăхăт иртнĕ – çут çанталăка туйса, ăнланса, таса пурнăçпа пурăнма ăнтăлакансен куçĕ тĕлне лекнĕ çак вырăн. Хăтлăх çукран ял пĕтет, çамрăксене пурăнма услови кирлĕ тенине ăçта кăна илтместĕн паян. Аслă Кăршкара тата ун çывăхĕнче тĕпленнĕ çынсем яка çул, çут çанталăк газĕ, шкул, ача сачĕ тата ытти тем те пĕр çуккишĕн пач та пăшăрханмаççĕ. Вăл кирлĕ те ку кирлĕ тесе аллисене пĕççе çапса кăшкăрашмаççĕ. "Эпир чи телейлĕ çынсем", – теççĕ.
Пирĕнтен чылайăшĕшĕн вĕсем – тĕлĕнтермĕшсем. Çывăхри ял çыннисем те вĕсене тĕрлĕрен йышăнаççĕ. Халĕ, тен, хăнăхнă пулĕ, анчах малтанхи тапхăрта тем калакан та тупăннă. Ара, хулари хăтлăха пăрахса тĕттĕм кĕтесре телей тупакана паянхи пурнăçра ăнланакан сахал.
Пирĕншĕн вăрман варри тĕттĕм кĕтес, вĕсемшĕн вара çутă та ырă. Шухăшлавĕпе, тĕнче курăмĕпе çак çынсем, тен, пирĕнтен те ăслăрах. Пурнăçри тĕрлĕ юхăма тĕпе хурса пурăнаççĕ, анчах тĕллевĕ пĕрешкел – çут çанталăкпа килĕштерсе ĕмĕр ĕмĕрлесси.
Петĕр (хушаматне асăнмарĕ) хулара çитĕннĕ, "Звенящие кедры России" юхăма кăмăллакансенчен пĕри. Урăхларах вĕсене "анастасиевецсем" теççĕ. Петĕрпе пĕр шухăшлисем йăх хуçалăхĕ (родовое поместье) йĕркелес тĕллевлĕ. Телейлĕ пулма пĕр гектар çĕр пама ыйтаççĕ. Таса чунпа çитĕнтернĕ пахча çимĕçĕ хăйсене сиплессе ĕненеççĕ. Пурăннăçемĕн çав çĕр çинчех вăрман ешерĕ, кÿлĕ чавăнĕ, çăл та пулĕ. Ăçта мĕн ÿстерессе, пулассине çут çанталăк саккунне пăхăнса палăртĕç. Йăх хуçалăхĕнче ачисемпе мăнукĕсене сывă та таса пурнăçпа пурăнтарасшăн. Çут çанталăк хăтлăхĕнчен, çĕр çимĕçĕнчен пахи, хакли çук вĕсемшĕн. Чун çывăхне усал шухăш ямаççĕ, яланах ырă кăмăл хуçалантăр теççĕ. Çавăнпа 5-6 çемьеллĕ Аслă Кăршкара усал сăмахпа ятлаçакана, чĕлĕм мăкăрлантаракана, ÿсĕр-пÿсĕре кураймастăн. Пуянлăхшăн çунмаççĕ.
Петĕр çемйипе хулара пурăннă. Хваттер хăйсен пулнă. Кил хуçи инженер-программистра тăрăшнă, мăшăрĕ – ача садĕнче. 2004 çулта çĕр туянса пĕчĕк çурт лартма тытăннă. Икĕ çултан унта пурăнма куçнă. Хăйĕн ĕçне арçын тÿрех пăрахман, пулăшма ыйтсан хулана тухса çÿренĕ. Халĕ сайра тухать. Машина та кирлĕ мар, тутăхса кăна ларать темелле.
Çулла çĕр тăрантарать. Ку юхăмрисем какай та çимеççĕ. Организм хăй ыйтманнине палăртать Петĕр. Çемьере пĕчĕк ача ÿсет, çавна валли кăна хушăран çăмарта, сĕт-турăх туянаççĕ. Ытти çемьесенче те пĕчĕк ачасем пур. Шкула çÿрекенни хальлĕхе пĕр Арина çеç. Пĕчĕккисен пултарулăхне аталантарма, пĕрле пухăнса уявсем ирттерме асăннă юхăмри çынсем пĕр пĕчĕк çурта типтерленĕ. Унтах хăнасене йышăнаççĕ. Аслă Çĕнтерÿ 68 çул тултарнине паллă туса урам икĕ енĕпе 68 кедр тĕмĕ лартса аллея йĕркеленĕ. Çÿллĕ йывăçсем хушшине пытаннăскерсене тÿрех асăрхаймăн та. Кун пек хÿтĕре аван çитĕнеççĕ иккен. Кăшт пысăклансан таврари йывăçсене сайралатĕç.
Вĕсемшĕн кашни йывăç-курăк çывăх, мĕншĕн тесен вăл – Турă парни, чĕрĕ чун. Çут çанталăкăн кашни тапхăрне ырăпа кĕтсе илеççĕ. Хĕлле юр пилĕк таран тултарни япăх-и вара? Сукмака йĕлтĕрпе чупса хытарма пулать. Çак вăхăтра чун вылять, канать. Хулара хăвна çакăн пек телейлĕ туятăн-ши?
Петĕре килĕшет кунта. Паллах, пур енĕпе те паянхи пурнăçран пăрăнма май килмест. Интернет арçыншăн ют мар, ун урлă мĕн пур хыпар-хăнара пĕлсе тăрать.
Хăйĕн пек шухăшлисене ытларах курасшăн, тупасшăн "анастасиевецсем". Анчах телейлĕ пулма çăмăл мар. Хула çыннин малтан çĕр илмелле, çурт лартмалла. Çак тапхăрта хуларан яла, ялтан хулана каллĕ-маллĕ хутлама чăтăмлăх çитермелле. Йăх хуçалăхне яланах ырăпа, таса чунпа ура ярса пусмалла, тарăхмалла мар. Чăннипех йывăр ĕç. Çавах та йăх хуçалăхĕ йĕркелекенсем хăйсем çинчен пĕлтерес тĕллевпе мероприятисем ирттереççĕ. Хăйсен ыйтăвĕпе республикăн Патшалăх Канашĕн депутачĕсем патне те çитнĕ. Вĕсенчен пĕри Аслă Кăршкана çитсе унти пурнăçпа паллашнă.
Радомир ятлă арçын хăйне сувар тет. Чăвашсем те уншăн суварсем. Тĕнче курăмĕ, хăй палăртнă тăрăх – этнокультура çинче никĕсленет. Уçăмлатма ыйтсан çут çанталăкпа пĕр тĕвĕре пурăнмаллине асăнчĕ. Çут çанталăк – чи аслă Турă. Çавăнпа икĕ юхăм çыннисем пĕр-пĕрне ăнланаççĕ, хирĕçмеççĕ. Йăх хуçалăхĕсем йĕркеленсе кайсан çынсен çурт-йĕр, çĕр тата апат-çимĕç ыйтăвĕсене татса пама май пуласса вăл та йышăнать. Таса апат Раççей халăхне сиплĕ, сыватĕ, вăйлатĕ.
Петĕрпе танлаштарсан Радомир (сувар ячĕ-мĕн) çивĕч чĕлхеллĕ пулчĕ. Тата ылтăн алăллă. Пĕр гектар йышăнакан кил хуçалăхĕнче, ун тавра йывăçран мĕн кăна касса кăларман вăл! Кунтах – валак умĕнчи Нарспи, Юрату йывăçĕ, вăрман чĕр чунĕсем тата ытти те. Чаплă çурта та хăйĕн аллипех çĕкленĕ-мĕн. Унăн пĕр пайĕ пичкене аса илтерет. Ытахальтен мар. Радомир хăйĕн кун-çулне сăнласа çапла тунă (малтан вăл каратэ енĕпе кĕрешнĕ, тренер пулнă, кайран пурнăçа çĕнĕрен пуçлама тивнĕ). Пÿрт тулашĕнчи кашни эреш пĕлтерĕшлĕ. Шалти япаласем те çавнашкал. Хĕвел тухăç енчи хапха (хăнасене çакăнтан кăна кĕртет) çинчи икĕ куç та усал-тĕселтен сыхлать. Хăй тунă кашни сăнар, япала çинчен сехечĕ-сехечĕпе каласа пама хатĕр. Чаплă хурçăран ăсталанă хĕç çинчи паллăсем çинчен те. Кашни суварăн йăх хĕçĕ пулмалла иккен.
Темĕн те пĕлет кил хуçи, темĕн тума та пултарать. Тĕслĕхрен, яла куçса киличчен йывăçпа пач аппаланман. Кунта тĕпленме пуçласан, йывăррăн ал-ура çавăрса ярсан Турă ăна çав ăсталăха парнеленĕ.
Çав тери илемлĕ те типтерлĕ унăн хуçалăхĕ. Кил картишрех – хурăнлăх рашчи, вăйăсем ирттермелли уçланкă. Эпир çитиччен темиçе кун маларах унта çиçĕм уявне ирттерсе кăвайт урлă та сикнĕ-мĕн.
Йывăç-курăк чĕлхине ăнланнине, чирлĕ çынна сыватма пултарнине палăртать арçын. Унăн шухăшĕпе авалхи вĕрÿ-суру, усалран хÿтĕлеме пулăшакан сăмахсене пĕлменрен çын инкеке лекет.
Аслă Кăршкара тĕпленнĕ тĕлĕнмелле çынсене пирĕнтен кашни хăйне май хаклама пултарать, анчах вĕсем лайăххишĕн тăрăшни никама та иккĕлентермелле мар. Çурри вăрман айне пулнă ял кунсерен çут хĕвелпе тата ыр çынсемпе вăранать.
Ирина Никитина.
Сергей ЖУРАВЛЕВ
сăн ÿкерчĕкĕсем.