«Хыпар» 93-94 (27826-27827) № 27.08.2021
Чир çамрăксене те ураран ÿкерет
Коронавирус инфекцийĕ çынсене çаплипех нушалантарать, ăна пула чылаййăн пурнăçран уйрăлаççĕ. Чир ан сарăлтăр тесен коллективлă иммунитета 60 процента çитермелле. Çынсен иммун тытăмне çирĕплетме вакцинаци пулăшать. Шупашкарти васкавлă медпулăшу больницин пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕн заведующийĕ Елена Павлова тухтăр та пурне те прививка тутарма сĕнет.
— Елена Валентиновна, коронавирус инфекцийĕ ытларах камсене асаплантарать?
— 60 çултан аслăрах çынсене. Чĕрепе сыпă, сывлав органĕсен, пĕвер чирĕсемпе, сахăр диабечĕпе аптракансем самай нушаланаççĕ. Нумайăшĕн больницăра сипленме тивет, хăшĕ-пĕри сатураци пĕчĕк пулнипе ИВЛ-аппаратсăр сывлаймасть. Чире çĕнтерейменнисем пурнăçран уйрăлаççĕ, нумайăшĕ юн кĕвĕлсе ларнипе вилет. Стационара лекекенсен 99 проценчĕ вакцинациленменнисем, прививка тутарнă хыççăн чирленĕ тĕслĕх сайра тĕл пулать. Чирлесе ирттернĕ хыççăн чылайăшĕ вăй çуккине, сывлама йывăррине палăртать, ӳпкере фиброз аталанать. Çавăнпа пациентсене сывлав гимнастики тума хушатпăр, урамра ытларах уçăлса çӳреме калатпăр. Йывăр чир-чĕрпе аптăракансен ытти чир аталанма пултарать. Инфекци лексен ватă çынна пĕрремĕш кунсенче йывăрах мар, кайран сывлăхĕ япăхланать, çамрăксене малтанхи кунсенчех чир ураран ӳкерет, кайран çăмăлланать. Чир палăрсан тухтăр патне тӳрех васкамалла е медиксене киле чĕнмелле — шала каясса кĕтмелле мар. Инфекциллисене тата сунаслакансене уйрăм пӳлĕмре йышăнаççĕ. Врач ПЦР-тест тума хушать, эмелсем çырса парать.
— Прививка тутарнисем больницăна мĕншĕн лекеççĕ?
— Ытларах чухне тухтăрсем хушнине пурнăçламаннипе пулать ку. Инкубаци тапхăрĕ иртмесĕрех вĕсем çул çӳреве тухаççĕ, халăх хушшинче маскăсăр çӳреççĕ, хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнмаççĕ. Прививка тунă хыççăнах иммун тытăмĕ вăхăтлăха вăйсăрланни пирки те манмалла мар. Укол тунă хыççăн ӳт температури ӳсме, пуç ыратма, халсăрлантарма пултарать. Ӳт температури ӳссен эмел ĕçмелле. Виçĕ кунран та чакмасан тухтăр патне каймалла. Укол тунă вырăна йĕпетмелле мар, хыçмалла мар, мунча кĕме юрамасть, йывăр ĕçлессинчен тытăнса тăмалла. Сисĕм-туйăмлисен те /вĕсен аллерги пулать/ прививка тăвиччен тата тусан ятарлă эмел /супрастин, лоратадин…/ ĕçмелле. <...>
Андрей МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Чăваша тĕл пулсан тăвана курнă пек хĕпĕртеççĕ
Калас сăмахăма кăмăла килекен сăвă йĕркисенчен ахальтен пуçламарăм. Паян тĕрĕк чĕлхисен, уйрăммăн илсен, чăваш тата турккă чĕлхисен пĕрпеклĕхĕсем çинчен калаçăпăр. Çак чĕлхесенче пĕрешкел сăмахсен хисепĕ 40 процента яхăн теççĕ. Чăнах та çапла-и?..
«Чат вирьялсем пек калаçаççĕ»
— Мана Турцие пĕрремĕш хут аппа, Раиса Сарпи сăвăç, илсе кайрĕ. Ун чухне унта Пĕтĕм тĕнчери тĕрĕк хĕрарăмĕсен курултайĕ иртнĕччĕ, тĕрĕк халăхĕсен пултаруллă хĕрарăмĕсене пухнăччĕ. Азербайджан хĕрарăмĕсен комитечĕн пуçлăхĕ Танзиля Рустамханлы Раиса Васильевнăна Стамбула та йыхравланăччĕ. Аппа пĕрле пыма чĕнчĕ. Тĕрĕссипе, турккăсемпе унчченех паллашма тӳр килнĕччĕ. Тĕрĕк тĕнчине тĕпчекен организацин ертӳçи Туран Язган Чăваш Ене пултаруллă ăсчахсене ертсе килнĕччĕ», — калаçăва ав ăçтан пуçларĕ ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Альбина Юрату турккă чĕлхин хăйне евĕрлĕхĕ, йăли-йĕрки тата культури пирки каласа пама ыйтсан. Сăмах май, Альбина Васильевна Турцин тĕрлĕ хулинче 30-а яхăн хут пулнă.
— Ун чухне, Курултайра, Туран Язган турккăлла пупленине итлесе тĕлĕннĕччĕ. Çав вăхăтра вĕсен чĕлхипе интересленмен-ха эпĕ. «Тарих» журналпа паллашнăччĕ. Истори тенине пĕлтерет вăл. «Тар» сăмахран пулса кайнă-тăр. Тарать вĕт истори… «Мĕнле çывăх пирĕн чĕлхене», — тесе кăсăкланса кайрăм. Совет энциклопедийĕнче «Тĕрĕк тĕнчин çемйи» схемăна тупрăм. Унта Пăлхар ушкăнне кĕрекен чăваш чĕлхи чи авалхи пулнине кăтартнă. Турккă чĕлхи вара огузсен кăнтăр-хĕвел анăç ушкăнне кĕрет. Ку ушкăнри чĕлхесем калама çук çывăх. Турккă чĕлхине вĕренме пуçларăм та азербайджансен калаçăвне ăнланма тытăнтăм. Вĕсен уйрăмлăхĕ 5 процент кăна. Азербайджансем турккăлла питĕ лайăх пĕлеççĕ. Турккăсем те азербайджанла хăвăрт вĕренеççĕ. Туркмен тата гагауз чĕлхисем те çывăх. Пирĕн чĕлхе вара уйрăлса тăрать. Вăл çӳлерех асăннă схемăра — чи аялта, — калаçăва тăсрĕ поэтесса.
2000 çулсен пуçламăшĕнче Хусан университетне Турцири Измир хулинчи тĕрĕк тĕнчине тĕпчекен институтран Бюлент Байрам аспирант килнĕ. Вăл чăваш чĕлхипе интересленнĕ, фольклорне тĕпченĕ. Çавăнпа Шупашкара та çитнĕ. Пĕлĕшĕсем ыйтнипе Альбина Васильевна ăна хăйсен хваттерĕнче пурăнтарнă. Ăсчах кашни шăматкунпа вырсарникунах Чăваш наци библиотекинче ирттернĕ. Пушă вăхăтра ăна Альбина Юрату Шупашкар хулипе паллаштарнă, чăваш халăхĕн йăли-йĕрки, культури çинчен каласа панă, чăваш ялĕсене илсе кайса кăтартнă, ватăсемпе чăн чăвашла калаçтарнă… Кăштахран Бюлент Хусанта вĕренсе пĕтернĕ те Турцие тухса кайнă. Шăп çав вăхăталла Альбина Васильевна ĕçсĕр юлнă.
— «Кил кунта, Измире, хăнана. Халĕ эпĕдиссертаци çыратăп, мана пулăшăн», — чĕнчĕ ун чухне Бюлент Байрам. Чăвашла япăхрах пĕлетчĕ вăл. Вара икĕ уйăхлăха Измире тухса кайрăм. Манпа пĕрле хĕрĕм Оля та пычĕ. Унта Бюлент пире турккă чĕлхине вĕрентме пуçларĕ. Ун чухне тĕрĕк халăхĕсен чĕлхе фестивалĕнче пулма тӳр килчĕ. Çĕнĕ çынсемпе паллашрăм. Вĕсем мана чăваш фольклор ансамблĕсен ушкăнĕсене, чăваш юрăçисене Турцие илсе пырса кăтартма сĕнчĕç. Çав çулсенче пултарулăх ушкăнĕсенчен чылайăшне турккăсем патне илсе кайрăм. Çыхăну йĕркеленĕ май чĕлхене тата лайăхрах вĕренсе пытăм. Бюлент мана турккăлла калаçма хăнăхмашкăн нумай пулăшрĕ. Турккăсем чат вирьял чăвашĕсем пек «о» сасăпа калаçаççĕ. Çавăн пекех сăмах вĕçĕнче тури чăвашсем пекех «аяпа» /хăная/ калаçаççĕ: бурая, орая. Вĕсен янăравлă хупă сасă нумай. Икĕ аффикс анлă сарăлнă: лар, лер. Пирĕн -сем аффикспа пĕр килет вăл. Чечеке вĕсем «чичек» теççĕ. «Чичеклер» вара «чечексем» тенине пĕлтерет. Çапла майпа кыз — хĕр, кызлар — хĕрсем пулать. Турккă тата чăваш чĕлхисен грамматикинче те пĕрпеклĕх нумай. Пусăма вĕсем сăмах вĕçне лартаççĕ. Вĕсен глаголĕ те, пирĕнни пекех, яланах предложени вĕçĕнче. -Ма, -ме аффиксене глагол варрине е вĕçнерех лартаççĕ. «Мал сăмах /предлог/ пач çук», — ăнлантарчĕ Альбина Васильевна. <...>
Роза ВЛАСОВА.
♦ ♦ ♦
«Хĕвелĕн сиенĕ те пысăк»
Шупашкарта пурăнакан Людмилăн пичĕн ӳчĕ çулталăк каяллах сиенленнĕ — пиçсе кайнă пек пулнă. Эрне иртнĕ, уйăх хыçа юлнă — суран тӳрленмен. 50 çултан каçнă хĕрарăм пĕрех хуçăлса ӳкмен — ӳт çĕнелессе шанса пурăннă. Тухтăр патне нумаях пулмасть çеç кайнă — онкологсем пункци илнĕ те тĕрĕслеме янă. Мĕн тетĕр? Вăл ракпа чирлени çирĕпленнĕ, ăна çийĕнчех операцие вырттарнă. Пациенткăн усал шыççине касса илнĕ Сергей Алексеевпа паян шăпах ӳт ракĕ çинчен ытларах калаçăпăр, мĕншĕн тесен халĕ хĕрарăмсем те, арçынсем те унпа йышлăн чирлеççĕ. Ӳтĕн усал шыççи пĕрремĕш вырăна тухнă.
Мĕн çиетпĕр?
— Сергей Владимирович, онкологсем патне пулăшу ыйтма килекен мĕншĕн нумайланать?
— Сăлтавĕ темиçе те. Пĕрремĕшĕ — çынсем халĕ нумай пурăнни. Хăй вăхăтĕнче 50 çултисем те ватă шутланнă. Çакна çирĕплетме ачалăхри пĕр самант пирки каласа кăтартатăп. Çĕр улми лартнă чухне 60-65 çулсенчи арçынсем айккинче чĕлĕм кăна туртса тăратчĕç, суха пуçа 18-20-сенчи яшсем тытатчĕç, эпир, шкул ачисем, лашана йĕвенпе çавăтса утаттăмăр. Халĕ ав 500 ытла киллĕ тăван ялăмра пурĕ те 5-6 ут кăна, вĕсенчен çурри — фермерăн. Çынсем нумай ĕçе алăпа тума пăрахнăран ир ватăлмаççĕ, çавăнпах пурнăç тăршшĕ те вăрăмланчĕ. Унсăр пуçне халăхăн ытларах пайĕ хăйĕн сывлăхĕ пирки шухăшланин, медицина вăйлă аталаннин ырă витĕмĕ те пысăк. Хăй вăхăтĕнче вĕт больницăсенче те пенициллинсăр пуçне урăх нимех те пулман, ӳпкене те итлесе кăна тĕрĕслейнĕ, халĕ компьютер томографĕ пур. Вăл пулăшнипе сывлав органĕ хăш тĕлте сиенленнине операцичченех пĕлетпĕр — çĕр улми çĕрĕкне çĕçĕпе пĕлмесĕр касса шыранă пек хăтланмастпăр. Препарат та йышлă, сиплев меслечĕ те тĕрлĕрен. Çавăнпах профессор тухтăрсем: «Эпир пурсăмăр та хамăрăн усал шыçăччен пурăнса çитĕпĕр», — теççĕ, пурнăç вăрăмланнăран рак аталанас хăрушлăх та ӳснине çапла сăнарлăн палăртаççĕ вĕсем. Çапах хăшĕ-пĕрин ракĕ 98-102 çула çитсен аталанать тĕк, теприн — 17-18 çулсенчех. Иккĕмĕшĕнчен, эпир сĕтел çине лартакан апат-çимĕçĕн пахалăхĕ иккĕлентерет. Каллех ачалăха таврăнатăп. Ун чухне эпир мĕн çинĕ? Килте пĕçернĕ çăкăр-кулачпа, пахчара туса илнĕ çимĕçсемпе апатланнă, хамăр усракан ĕнен сĕтне ĕçнĕ, унран хатĕрленĕ чăкăт-тăпăрча çинĕ. Паян лавкка-пасартан туянакан çăкăрĕ те икĕ эрне кăвакармасть, сĕчĕ виçĕ уйăх ларсан та кĕвĕлмест, хăяр-помидорĕ — темиçе уйăх, пан улми çулталăк ним улшăнми выртать. Химисĕр çапла вăрах упрама ниепле те май çук. Паллах, пĕр помидор, икĕ пан улми çинипех çынна нимĕн те пулмасть, анчах химиллĕ апат-çимĕçĕн сиенĕ этем организмĕнче пухăнса пырать.
— Ӳтĕн усал шыççин сăлтавĕсем те çаксемех-и?
— Унăн сăлтавĕ чи малтанах ӳт тĕсĕпе çыхăннă. Ку тĕлĕшпе çынсене тăватă ушкăна уйăратпăр. Пĕрремĕшне хĕрлĕ çӳçлĕ, кăвак куçлă, кук тĕрриллĕ çынсене кĕртетпĕр, иккĕмĕшĕнче — шурă ӳтлисем, çутă çӳçлисем, кăвак куçлисем. Виççĕмĕш йыша тĕттĕмрех ӳтлĕ, çырă куçлă çынсем кĕреççĕ, тăваттăмĕшне — йăм хура çӳçлисем, тĕттĕм ӳтлисем. Тăваттăмĕш ушкăнрисем ӳт ракĕпе чирлемеççĕ тесен те юрать, мĕншĕн тесен вĕсем хĕвелпе пиçсе каймаççĕ. Пĕрремĕшпе иккĕмĕш йышрисемшĕн вара хĕвел тус мар, чăн-чăн тăшман. Вĕсен ӳчĕ хĕвелпе пиçĕхмест, пиçсе каять. Çавăнпа асăрхаттарсах калас килет: хĕрлĕ, сарă çӳçлисен, чĕкеç шатриллисен, кăвак куçлисен кăнтăрлахи 11 сехетрен пуçласа 15-ччен янкăр хĕвел айĕнче выртма вуçех юрамасть. Ирхине тата каç кӳлĕм хĕвел питтинче хĕртĕнес тесен те питĕ вăйлă хӳтĕлекен /курупки çинче «SPF 50» тесе çырни пулмалла/ кремпа усă курмалла. Ăна та çăкăр çине çу хунă пекех хулăн сĕрмелле. Çапла туманнипе чылайăшĕн ӳчĕ хĕрелсе илемсĕрленет, хăмпăланать, температура хăпарать. Паллах, организм çирĕп пулсан пиçсе кайнă ӳтри рак клеткисене хăй тĕллĕнех пĕтерет, анчах иммунитет вăйсăрлансан, авитаминоз пулсан, пăшăрханмалли-хуйхăрмалли тупăнсах тăрсан усал çав клеткăсем ӳсме-нумайланма тытăнаççĕ.
Чи малтанах ӳт çинче пиçсе кайнине аса илтерекен суран палăрать, вăл час иртмест. Хăшĕ-пĕрин маç-крем сĕрсен çухалать, анчах кăшт вăхăт иртсен каллех тапса тухать. Çавăнпа ӳт çинчи суран 14 кунран та тӳрленмесен тухтăр патне каймаллах, анализсем парса тĕрĕсленмеллех. Чылай тĕслĕхре /90 процент ытла/ çыннăн ӳчĕн тĕп сийĕн /вырăсла: базально-мембральный/ ракĕ йăл илни çирĕпленет. Вăл, ытти шыçăпа танлаштарсан, питех хăрушă мар, анчах операцие вăхăтра выртмасан тимĕре тутăх çинĕ евĕр сарăлса пырса шăмă патнех çитет. Пуçламăш тапхăртах сипленме тытăнсан çын чиперех сывалать. Ӳтĕн тăсланкă клеткăллă ракĕ пиркиех /10 процента яхăн/ апла калаймăн, вăл питĕ хăвăрт аталанать, лимфа тĕввисене час сиенлет, аякри органсене — ӳпкене, пӳрене, ыттисене — куçать. Çавăнпа унран пач урăхла сиплетпĕр: лимфа тĕввисене касатпăр, пациента хими е пайăрка терапийĕ витĕр кăларатпăр. <...>
Елена ЛУКИНА.
♦ ♦ ♦
Паспорт илмесĕр хăй миçе çултине те пĕлмен
Ун пек çынсен шăпи çинчен роман çырмалла, илемлĕ фильм ӳкермелле. Шупашкарта пурăнакан Зоя Михеевăна итленĕ май эпĕ пурнăç кукăр-акăрĕнчен тĕлĕнсе, хĕрарăма шеллесе лартăм. 89-ти тыл ĕçченĕ каласа панине çырса кăтартатăп.
«Эпĕ Муркаш районĕнчи Ярапайкассинче кун çути курнă. Атте — Василий Яковлевич, анне — Екатерина Семеновна. Аслă аппа — Элян, вăталăххи — Лиди. Атте Граждан вăрçине те хутшăннă. Çамрăках марччĕ вăл, анне унăн виççĕмĕш арăмĕччĕ. Питĕ правур та ĕçчен арçын пулнă вăл. Пӳрт 5 стеналлăччĕ. 2 лаша, 2 ĕне, вăкăр, тына, сурăхсемпе качакасем, хур-кăвакал картиш туллии усранă. Атте кăмака ăсти пулнă. Хушамачĕ ахальтен мар — Печников. Ялта лавкка та тытнă. Анне сутмашкăн кукăль-çăмах вĕçĕм пĕçеретчĕ. 1938 çулта колхоз йĕркеленсен пире кулак тесе айăпларĕç. Лавккана патшалăха пачĕç. Çурта сӳтсе илсе кайнă чухне атте ирĕкре марччĕ. Пирĕн пӳрт пĕренисенчен конюшня турĕç. Килте пĕр выльăх та хăвармарĕç. Ампарти мĕн пур тырра илсе тухса кайрĕç. Пире Çĕпĕре ярасшăнччĕ. Ялти тăватă çемьене ăсатнăччĕ ĕнтĕ унта. Атте темĕнле майпа çăлса хăварнă пире. Хăй вăл килте пурăнманпа пĕрех, аякри ялсенче ĕçлесе çӳренĕ. Эпир пĕчĕк çурта куçрăмăр. Унччен унта пир тĕртеттĕмĕр, чăпта çапаттăмăр.
Кăштах вăхăт иртсен аннене, сăпайлă та шăп кăна çӳрекен хĕрарăма, тĕрмене ултă çуллăха хупрĕç. Какай патшалăха паман имĕш. Анне пĕтĕмпех тӳлесе тăнă, анчах квитанци илмен: те маннă, те юри паман. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан атте фронта хăй ирĕкĕпе кайрĕ. Эляна та вăрçа ăсатрăмăр. Сталинград çывăхĕнчи госпитальте санитаркăра ĕçленĕ вăл. Лидие Сурăм вăрманне йывăç касма ячĕç. Вăл унтан çур çулта пĕрре çеç килетчĕ. Эпĕ, 9 çулти ача, йытăпа, кушакпа пурăнтăм. 1942 çулхи пуш уйăхĕнче атте вăрçăран хăрах алăсăр, хăрах урасăр таврăнчĕ.
Çулла. Пахчара курăк вăрăм. Эпĕ унта кĕрсе выртнă та çывăрса кайнă. Атте тимĕрçĕ лаççине протез юсама кайнăччĕ те кĕçĕр килместĕп тесе хăварчĕ. Вăраннă çĕре пирĕн пӳрт çук — такам вут тивертнĕ. Нимсĕр тăрса юлтăмăр. Аттепе иксĕмĕр çĕр пӳрт турăмăр. Хăмасăр, нимсĕр... Çавăнта пĕр хĕл каçрăмăр.
Анне Шупашкарта тĕрмере ларатчĕ. Ăна çăлас тесе хулана хутлаттăм. Хам тĕллĕн çӳреме пĕлмен, Мария Ташкова бригадир хĕрхеннипе ертсе çӳретчĕ. Хут çырса парса тĕрмене кĕртсе яратчĕ. Çавăн пек çӳре-çӳре аннене икĕ çул маларах кăларма май килчĕ. 1943 çулхи ака уйăхĕнче вăл таврăнчĕ. Анчах хавшанăскер çу уйăхĕн 17-мĕшĕнче чирлесе вилчĕ. Аттепе иксĕмĕр ăна пытартăмăр.
Юпа уйăхне кĕтĕмĕр. Атте пĕр тĕрке пир пачĕ те хăйĕн валли йĕм, кĕпе кастарчĕ, пурттенккелĕх те тухрĕ. «Какай шӳрпи çиес килет», — терĕ. Пирĕн выльăх çук. Кӳршĕсемпе калаçнă хыççăн вĕсен такине пусса шӳрпе пĕçерчĕç. Атте ыйтнипе сăра вĕретрĕç.
Кукăль-çăмах та янтăларăмăр. Çĕр пӳртре вырăн çук та аттепе пĕрле çывăраттăм. Ирхине 4 сехетсенче вăранса кайрăм. Аттене силлетĕп — вăранмасть, хускалмасть. Сăмсине тытса пăхрăм — сивĕ. Çара уранах кӳршĕсем патне чупрăм. Урамра шăнтнăччĕ. Инке пырса пăхрĕ те: «Аçу вилнĕ», — терĕ. Ăна çĕнĕ кĕпепе, çăпатапа тирпейлĕн пытартăмăр. Малтанхи кун пĕçернĕ апат-çимĕçпе асăнтăмăр. 1-2 эрнерен кӳршĕри инке Элян патне çыру çырма сĕнчĕ. Атте-аннесĕр юлнине пĕлсен ăна киле ярасса шантăмăр. Шкула каймалла-çке манăн. Эпĕ 4 класс вĕреннĕ. Учитель яланах мухтатчĕ. Инкепе çыру шăрçаларăмăр. Аппа ăна илсе вуланă хыççăн никама ним каламасăр япалисене пуçтарса яла таврăннă. 5 кун пурăнчĕ. Тепĕр кунхине ăна арестлерĕç, дезертир тесе 4 çуллăха хупрĕç. Каллех пĕччен юлтăм. Лиди хытăрах чунлăччĕ, килсе çӳремен. «Мускав — Шупашкар» чукун çула тунă çĕрте ĕçленĕ вăл. Пирĕн çĕр пӳрте вăл ура ярса пусман. Яла килсен тусĕсем патне каятчĕ. Элян ырă кăмăллăччĕ. <...>
Алина ИЗМАН.
♦ ♦ ♦
Пыл хуртĕнчен хăраканскер утарçă пулса тăнă
Утарçă тесен куç умне сарлака сухаллă, васкамасăр сăмахлакан мучи тухса тăрать. Асăмра ачалăхран çакăн евĕрлĕ ӳкерчĕк çырăнса юлнăран вĕлле хурчĕсемпе ватăсем кăна пĕр чĕлхе тупма пултараççĕ пек туйăнатчĕ яланах... Апла мар иккен. Çамрăк утарçăсем те пур. Дмитрий Галимзянов акă хĕрĕх урлă кăна каçнă-ха. Хурт-хăмăр ĕçĕнче вара самай пысăк çитĕнӳ тунă. Мĕнрен пуçланнă-ха унăн ăнăçу историйĕ?
Усаллисене усрать
Тĕрĕссипе, вăл ача чухне пыл хурчĕсем ĕрчетме пуçласси пирки шухăшламан та. Амăшĕ кăсăкланнă-ха ку ĕçпе. Анчах арçын ачан вĕсемпе туслашас кăмăлĕ пачах пулман, хăранă вăл. Дмитрий аквариум пуллисемпе ытларах интересленнĕ.
Вунă çул каялла амăшĕ, çулсем иртнĕ май хурт-хăмăрпа пĕччен ĕçлеме йывăрланнăран, пулăшма ыйтсан утара çӳреме пуçланă. Малтанах вак-тĕвек ĕçсене кăна тукаланă. Кăшт вăхăтран вара пыл хурчĕсемпе «пĕр чĕлхе тупма» пултарнине ăнланса илнĕ. Утарçă ĕçĕ ытларах та ытларах тыткăнлама пуçланă. Хăй те сисмесĕрех утарти тĕп ĕçсене тума тытăннă. Халĕ ĕнтĕ вăл мар, амăшĕ ăна пулăшать.
Пилĕк çул каялла пыл хурчĕ ĕрчетесси унăн хăйне евĕрлĕ бизнесĕ пулса тăнă. «Чылайăшĕ вĕлле хурчĕ тытасси ансат тесе шухăшлать. Хуртсене туянатăн, вĕлле лартатăн. Çуркунне хуртсене пăхатăн та кĕркунне пыл пуçтаратăн. Питĕ лайăх! — терĕ Дмитрий. — Тĕрĕссипе, çак ĕçе аталантарас тесен питĕ нумай укçа хывма, вăй хума тивет. Утара йĕркере тытма та, кӳршĕсене хӳтĕлеме те нухрат кирлĕ. Хатĕр-хĕтĕр хаклă. Хуртсене те пăхсах тăмалла, чир-чĕртен сыхламалла, сиплемелле. Çанталăк та темĕн те кăтартма пултарать...»
Дмитрий Галимзяновăн утарĕ Канаш районĕнчи Çĕнĕ Юнтапа ялĕнче, кукашшĕпе кукамăшĕн килĕнче, вырнаçнă. Хобби шайĕнче пуçланă ĕçрен аталанса кайнă хуçалăх вăл. «Малтанласа аннен кивĕ вĕллисене вăхăта ахаль ирттериччен юсаса çĕнететĕп тесе кăна шухăшланăччĕ. Кайран вунă хурт çемйи сахал пек туйăнма пуçларĕ. Халĕ манăн çĕре яхăн вĕлле пур. Вăтам вырăс ăрачĕсене тытатăп, питĕ усал вĕсем, — каласа кăтартрĕ ăста. — Çăка вăрманĕ юнашар пулнăран пыла унта пуçтараççĕ. Тупăш çанталăкран нумай килет. Кăçал акă питĕ шăрăх тăчĕ. Ку та утарçăшăн ăнăçлах мар. Çăка нектарне 23-27 градус ăшăра аван парать, 35 градусран иртсен типсе ларать. Хуртсем çĕртме уйăхĕн вĕçĕнче пыл пухма пуçлаççĕ, çурла уйăхĕчченех тăрăшса ĕçлеççĕ. Çак тапхăрта рамăсене хушса, куçарса тăмалла. Çуркунне пыл хурчĕсене ĕрчеме майсем туса парасси тĕп тĕллев пулса тăрать. Çурла уйăхĕнче пыл юхтарма пуçлатпăр. Пĕр эрнене тăсăлакан чи хĕрӳ тапхăр вăл. Çак вăхăтра кунне 18 сехет те ĕçлеме тивет».
Дмитрий каланă тăрăх, кăçал аван тухăç илнĕ. Икĕ çул каялла вара пыл питĕ сахал пулнă. Уйрăмах ăнăçли — 2016 çул. Чи тутлă çимĕç — 2010 çулхи типĕре туса илни. Вăл хăйне евĕрлĕ техĕмлĕ тутăпа палăрса тăнă. Хĕлле хуртсем канаççĕ. «Уйăхра пĕрре кайса пăхатăп. Утара çĕмĕресрен те асăрханмалла-çке. Вĕллесене те тасатмалла», — пĕлтерчĕ утарçă. <...>
Валентина БАГАДЕРОВА.
♦ ♦ ♦
Тимĕр чăтайман, этем тÿснĕ
Вăрмар районĕнчи Энĕшпуç çывăхĕнчи окоп чавнă вырăнсем пирки «Хыпарăн» çурла уйăхĕн 20-мĕшĕнче тухнă «Çын çавăн чухлĕ чăнах алтма пултарнă-и?» статьяра çырса кăтартрăмăр. Шел те, çав ялта халĕ ку ĕçсене хутшăннă çынсем юлман. Анчах вĕсем епле нуша тӳснине тăванĕсем лайăх пĕлеççĕ. Хальхинче вĕсене сăмах парар.
Тилпĕрен çинĕ
87-ри Зоя Алексеевăн хунямăшĕ Анна Павловна Хусан хӳтĕлев чиккин строительствине хутшăнни пирки сахал мар аса илнĕ. Унпа пĕрле Канаш районĕнчи Атнаш ялĕ çывăхне окоп чавма ывăлĕ Иван, 1926 çулта çуралнăскер, çӳренĕ. Каччă 17 тултарсан ăна ĕçленĕ çĕртенех çара илсе кайнă. Вăрçă пĕтсен вăл таврăннă, анчах çулталăкран вилнĕ. Иванăн пуçĕ çаврăннă. Вăрçăра вăл выçăпа тилпĕрен çырли çинĕ имĕш. Анна Павловна каланă тăрăх, урана тăхăнма çăпата та пулман. Кунĕпе ĕçленипе вăл тăпăлса тухнă. Шартлама сивĕре тăлапа чĕркесе киле таврăннисем пĕрре кăна мар пулнă. Хунямăшĕ окоп чавнă çĕрте апат лайăх çитернине каламан. Хĕве чикнĕ çăкăр чĕлли те шăннине, ăна кăшласа шăлсăр юлнине çеç аса илнĕ.
Упăшки вăрçа кайсан Анна 7 ачапа юлнă. Епле ӳстернĕ-ши вĕсене тăлăх арăм? Мăшăрĕ Архип Алексеевич Сталинград патĕнче хыпарсăр çухалнă. Вăрçă вĕçленсен чылай çултан Волгоград хулинче, хаяр çапăçусем иртнĕ вырăнта, шкул çĕклеме тытăннă. Путвал тунă чухне экскаваторщик, питĕ тимлĕ çын пулнă ахăртнех, медальон тупнă. Анна Алексеева ячĕпе пулнă вăл. Унăн адресне те кăтартнă. Ял канашне медальон пирки хыпар хăвăртах çитнĕ. Архип Алексеевăн ачисем Волгограда кайса килнĕ. Ашшĕн ӳчĕн юлашкисене тупайман. Çав шкула кайран Энĕшпуçра çуралса ӳснĕ чăваш салтакĕн ятне панă.
«Пирĕн атте хăш купара-ши?»
«Хуняман 5 ывăлпа 2 хĕр пулнă. Эпĕ — Василий арăмĕ, мăшăрăм çамрăклах вилчĕ. Хам та çак ялтах çуралса ӳснĕ. Анне 1906 çулхиччĕ. Атте 1941-мĕшĕнче вăрçа кайнине астăватăп. Шăллăмпа иксĕмĕре ыталарĕ те: «Çаксене хĕрхенетĕп», — терĕ. Унран виç кĕтеслĕ çырусем килкелетчĕç. Ленинград блокадăна лекни пирки çыратчĕ. «Каçхине тухатпăр, кăнтăрла хăмăш ăшĕнче ларатпăр. Питĕ пысăк пулă пур, çавсем çынсене çиеççĕ», — тенĕччĕ пĕр çырăвĕнче. Анне ăнлантаратчĕ: тупă кĕрленине атте çапла сăнланă ахăртнех. Кайран вĕсен чаçне урăх вырăна куçарнă та çыру килме пăрахрĕ. Çынсене вăрман касма хăвалатчĕç. Пĕренесем окопсем, дзотсем тума кирлĕ пулнă. Аякри ялсенчен килнисем пирĕн пата та хваттере кĕретчĕç, лашисене тăваратчĕç. Эпир ача-пăча пулнă çав, аслисем мĕн каланине пит тăнласах ларман. Хамăр та ачаллах нушине нумай куртăмăр. Хырăм выççине те тӳсрĕмĕр.
Лаша кăшкарĕн сĕткенне юратса ĕметтĕмĕр. Тĕрлĕ курăк çисе ӳснĕренех çак таранччен пурăнатăп пулĕ. Юман йĕкелне кăмакана пăрахса ăшалаттăмăр», — чунне хурлантарса аса илчĕ Зоя аппа. 1891 çултанпа Энĕшпуç урлă пуйăссем çӳренĕ. Зоя Алексеева ял çывăхĕнчи чукун çул çинче ĕçлесе ĕмĕрленĕ.
Вăрçă вăхăтĕнче тыткăна илнĕ нимĕçсене тиенĕ пуйăссем те иртнĕ. Вилесене пытарнине куракансем çапла каласа кăтартнă: «Канаша кайнă çулпа, Мăкăр кĕперĕ патне çитиччен, пуйăса чарчĕç. Вăй питтирех çамрăк нимĕçсене шăтăк алттарчĕç. Çавăнта вилесене йăтрĕç кăна. «Самаях пысăк тĕмескене куллен кураттăм та чун ырататчĕ. «Пирĕн атте хăш купара-ши?» — теттĕм ăшăмра. Эпĕ тивĕçлĕ канăва тухичченех çав купа пĕчĕкленсе пычĕ... — хурланчĕ Зоя Алексеева. <...>
Алина ИЗМАНПА.
♦ ♦ ♦
Ашшĕне курас тесе талăк çурă çуран утнă
Вăрçă çулĕсене аса илме вĕсене пĕрре те çăмăл мар. Камăн пурнăç тăршшĕпе те тӳрленеймен сурансене тепĕр хут вăйлатас килтĕр-ха? Анчах тискер çав çулсем çинчен паянхи ăрăвăн пĕлмеллех.
«Текех кураймăп ĕнтĕ»
Клавдия Митрошина (хĕр чухнехи хушамачĕ — Трофимова) Шупашкарта (хулан Атăл леш енчи Голодяевка ялĕнче) çуралса ӳснĕ. Анчах ашшĕ-амăшĕ кунтисем мар, 1935 çулхи выçлăхран тарса Саратов облаçĕнчен Чăваш Ене куçса килнĕскерсем. Вĕсем кукамăшне те пăрахса хăварман. Клавдия Тимофеевнăн ашшĕ лаша картишне (каярахпа – завод)
ĕçе вырнаçнă, вăрман каснă. Вăл килне икĕ эрнере пĕрре çеç килсе кайнă. Канмалли кунсенче ĕçлеме юлакансене пӳрт тумалăх йывăç уйăрса панă, çавăнпа арçын ырми-канми тăрăшнă. Çапла майпа Клавдия Тимофеевнăн ашшĕ хăй тĕллĕнех пӳрт çĕкленĕ, вăл паянхи кун та тĕрĕс-тĕкел ларать. Хĕрĕ çуралнă вăхăталла çĕнĕ пӳрте кĕмелле пулнă, анчах амăшĕ васкаман — хăма çуртарнă çĕрте тăрăшаканскере хăй ĕçе кайсан тин çуралнă хĕрĕпе 12-ри ывăлне çав çуртра мĕнле хăварасси пăшăрхантарнă. Пурăна киле пĕрех куçнă. Пурнăç майĕпен йĕркеленсе кайнă. Анчах пĕррехинче…
— 1941 çул… Самолет вĕçет. Эпир пурте макăратпăр. «Вăрçă пуçланнă», — теççĕ йĕри-таврах. Манăн аттен фронта кайма ят тухрĕ. Малтанах ăна Красноармейскине илсе кайнă— унта çар йĕркеленĕ. Анне аттене курма виçĕ хутчен кайса килчĕ. «Итле-ха, — тенĕ атте ăна пĕр хутĕнче. — Манăн хĕрĕме питĕ курас килет. Тен, тепрехинче унпа килĕн?» Анчах Красноармейски Шупашкартан инçе. Çапах атте каланине шута хурса аннепе иксĕмĕр çула тухрăмăр. Кимĕпе Атăл урлă каçрăмăр. Хулара мана темĕнле кивĕ, хăлтăр-халтăр машинăна лартрĕç. Анне кутамккине темĕн те пĕр тултарнăччĕ. Пĕр ял патне çитрĕмĕр. Тен, Кӳкеç пулчĕ-ши? Эпĕ ăна халĕ калаймастăп. Анчах машина водителĕ малалла урăх çулпа каяссине пĕлтерчĕ, пирĕн пачах тепĕр еннелле çул тытмалла. «Атя, хĕрĕм, малалла çуранах кайăпăр», — терĕ анне. Эпĕ, 4 çулти хĕрача, аран-аран утатăп, куççульпе йĕретĕп. Пăхатпăр — лаша килет. Имшерскер хăй, хуçи те ырханкка, çӳллĕскер. «Ывăлăм, пĕчĕк хĕрĕме лартсам», — йăлăнчĕ анне çав çынна. «Хам та çуран утатăп. Ăçта лартас? Лашана пăх-ха», — хуравларĕ хайхискер. Анне çавах тархаслама пăрахмарĕ те мана лаша çине лартрĕç. Виçĕ çухрăм кайнă-ши е пиллĕк-ши — калаймастăп. Малалла каллех çуран утрăмăр. Аттене курасси çинчен шухăшласа илеттĕм те вăй кĕнĕн туйăнатчĕ. Пĕр талăк çурă та иртрĕ пулĕ. Красноармейскине пĕрех çитрĕмĕр. Анчах… аттене çара илсе кайнă. Хытах макăртăм çавăн чухне, ах, макăртăм. Çуран мĕн чухлĕ кайрăмăр та усси пулмарĕ. «Текех аттене нихăçан та кураймăп ĕнтĕ», — шухăшларăм ун чухне, — куççуль витĕр аса илчĕ Клавдия Тимофеевна.
Киле çуранах таврăннă вĕсем, хуйхăпа хуçăлнăскерсемшĕн çулĕ тата вăрăмрах пек туйăннă. Юрать, ырă çынсем тĕл пулнă: апат çитернĕ, сăмахпа хавхалантарнă. <...>
Лариса ПЕТРОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...