Комментари хушас

3 Авăн, 2014

Сĕрме купăс

Ытти музыка инструменчĕ пекех купăс хăйĕн паянхи капашне йышăниччен тĕрлĕ çĕр-шывра расна майпа аталанса пынă. Вĕсем хăйсен калăпăшĕпе те, хĕлĕхсен шучĕпе те пĕр-пĕринчен самаях уйрăлса тăнă. Сăмахран, узбек, таджик тата туркмен халăхĕсем каланă гиджакпа латышсен диги хушшинче çав тери пысăк уйрăмлăх пур. Е тата Хĕвел анăç Европăри XV ĕмĕрте сарăлнă вислăпа Çывăх Хĕвел тухăçĕнчи тата Кавказ леш енчи халăхсен кяманчине пĕр-пĕринпе танлаштарса пăхсан та пĕр пеклĕх тупма çук. Тува çыннисен пызанчипе игилĕ, эстонецсен хийуканнелĕ, Вăтам Азире пурăнакан халăхсен кобызĕ – пурте пĕр-пĕринчен уйрăлса тăраççĕ. Çак купăссен пĕр пеклĕхĕ – вĕсене сĕркĕчпе сĕрсе каланинче.

Чăваш халăхĕн хăйĕн нацилле сĕрме купăсĕ упранса юлайман. Анчах та эпир вăл пулман тесе те калаймастпăр. Купăс сăмах Вăтам Азире пурăнакан халăхсен кобызĕпе пĕрешкел янăрани пире чăвашсен те çавнашкал кĕвĕ-çемĕ хатĕр-хĕтĕрĕ пулни çинченех калать.

XVI-XVIII ĕмĕрсенче Çурçĕр Италире Андреа тата Никколо Аматисем, Гварнери, Страдивари ятлă ăстаçăсем сĕрме купăса пур енĕпе те туса çитернĕ.

Чăваш халăхĕ, музыка енĕпе çав тери сисĕмлĕскер, Европăри çĕр-шывсенче сарăлнă çĕнĕ конструкциллĕ тата янăравлă сĕрме купăса пĕр тăхтаса тăмасăрах йышăнать, хăй пурнăçĕпе йăли-йĕркисен уйрăлми пайĕ туса хурать.

Сĕрме купăсăн чăваш культуринчи вырăнĕ пирки пирĕн çыравçăсем сахал мар аса илÿсем хăварнă. Сăмахран, Никифор Охотников хăй ачалăхĕ пирки çырса кăтартать:

«Чăвашсем хăна таврашне çине тăрса чыслаççĕ, хистесех ĕçтереççĕ: тĕппи ĕçсе памасăр та курка-черккене каялла тытмаççĕ. Ырă кил хуçисен пурин те йăли çавнашкал. Хăнасем ĕçсе ÿсĕрĕлнĕ çемĕн кĕрлеме-шавлама тытăнаççĕ: хăшĕ хăйĕн мулĕпе мухтанать, хăшĕ ĕçченлĕхне кăтартасшăн, хăшĕ юрласа ярать. Юррисем вăрăммăн тăсăлаççĕ, кĕввисем хурлăхлă...

Сасартăк пÿрте сĕрме купăсçă пырса кĕрет те пуçлать сĕркĕчипе туртма виçĕ пуслăх хĕлĕхне. Хăнасене чун кĕрсех каять. Икĕ хĕрарăм пÿрт варрине тухса тăраççĕ те ташлама тапратаççĕ: пĕрре чĕрне вĕççĕн пусса, тепре тупанĕ çине тăрса хуллен кăна «сĕрсе» çÿреççĕ. Çав хушăрах аллисене вăраххăн сулкаласа, пÿ-си тавра хитрен авкаласа-çавăркаласа илеççĕ. Унтан арçынсем ташлаççĕ. Пÿртре «тăпăр-тăпăр, шарт-шарт» туни çеç илтĕнсе тăрать!»

Чăваш композиторĕсемпе юрăçисен çемйинче те сĕрме купăс пысăк вырăн йышăннă. Гаврил Федоров, сăмахран, сĕрме купăспа шăпăр кĕввисене те аванах шăрантарма пултарнă. Купăсне те хăех тунă. Петр Осипов, Федор Павловпа Степан Максимов чаплă сĕрме купăсçăсем пулнă.

Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче музыка енĕпе пултаруллă ачасем пурте тенĕ пекех сĕрме купăс калама пĕлнĕ. Чăваш халăхĕ йышăннă çак музыка инструменчĕ çыравçăсене чаплă хайлавсем çырма хавхалантарнă. Акă Хумма Çеменĕн «Орфей чĕрĕлсе тăни» калавне илер-ха. Нимĕç Иванĕ хăй сĕрме купăспа каланине мĕн тери хавхаланса аса илет. Владимир Бараев та сĕрме купăс çинчен ытармалла мар йĕркесем çырса хăварнă:

«Григорий мĕн ачаранах чаплă купăсçă пулма ĕмĕтленнĕ: эпĕ музыкант пулатăп тенĕ яланах. Çавăнпа та ĕнтĕ кÿршĕри суккăр Илькка патĕнчен туха пĕлмен. Яланах унăн сĕрме купăсне итленĕ. Çак сăлтавпах ĕнтĕ вăл Ильккасен улăм сарнă урайĕнче пĕрре мар çĕр каçнă. Çулла пулсан вара суккăр Илькка шавах хăйне анкарти хыçне, çырма хĕрне çавăтса кайма хушнă. Григорий ăна итленĕ. Ытарма çук тÿлек каçсенче, çав çырма хĕрринчи ем-ешĕл курăка ылтăн-кĕмĕл тĕспе ялтăракан ирхи сывлăм пĕрчисем йĕпетичченех купăс каланă вĕсем. Мĕн ачаран куçсăр юлса вун сакăр çула çитнĕ çамрăк музыкантăн пĕтĕм савăнăçĕ те çав кăна пулнă. Инçете кайнă унăн каçхи çемçе сасăллă юррин сумлă кĕввисем:

Анне, мана эс ма çуратрăн
Çак тĕнчене асап чăтмашкăн?
Эп курмастăп чечек илемне,
Эп курмастăп тĕнче илемне.
 
Анкарти хыçĕнчи çÿл ту çинче
Шăнкăртатса юхать юр шывĕ.
Хам телейсĕр кунăма аса илсен,
Суккăр куçран юхать куççулĕ.

Куçма Турханăн «Сĕве Атăла юхса кĕрет» романĕнчи Ахтупай та музыкăпа туслă. Вăл сĕрме купăс калать.

«Ахтупай пĕр самант улăм çивиттинчен чăх сăхнă пек хăвăрттăн юхакан тумла çине, çамрăк йăмра тăрринчи хăйĕн савăнăçлă юррине шăрантаракан шăнкăрч çине, папка кăларма хатĕрленекен çÿçе йывăççисене киленсе пăхрĕ. Ун чĕринче савăнăç ÿснĕçем ÿссе пычĕ, вара çак çурхи илемпе хăпартланса кайнăскер, сĕркĕчне хыттăн кăна аялалла туртрĕ.

Купăсçăна ăна пĕр хускатса ярасси, пĕр пуçлансан, кăмăлтан çĕкленнĕ çынна тытса та чараймастăн вара. Уçса янă валакри шыв пек, юхрĕ те юхрĕ мунча умĕнче кĕвĕ. Купăс çинче, тепĕр чухне каччăн сарă çÿçĕ çинче те, хăма çурăкĕнчен пытанса кĕрекен хĕвел ури вылярĕ. Çук, Ахтупай ăна пĕрре те асăрхамарĕ, çак вăхăтра вăл ачашшăн нăйлатакан кĕвĕсĕр пуçне нимскере те илтмерĕ, хăйĕн умĕнче, маттур хĕр аллинчи ăса пек вылякан сĕркĕч вĕçĕсĕр пуçне, нимĕскере те курмарĕ.

Шухăшпа Ахтупай çак вăхăтра аякра-аякра, таçти сĕм вăрмансемпе ĕшнесенче, анлă улăхсемпе çеçен хирсенче аташса çÿрерĕ, улăп пек, пĕрре пусса виç-тăват çухрăмлă утăмсем турĕ, хăй вĕçĕмсĕр пĕр çынпа – асран кайми Эрнепипе юнашар пычĕ, пĕр унпа çеç калаçрĕ».

Чăваш писателĕсен произведенийĕсенчен илнĕ сыпăксем сĕрме купăс пирĕн халăх хушшинчи авалтанпах çав тери анлă сарăлни, вăл халăхăн чи юратнă инструменчĕ пулни çинчен питĕ ĕненмелле калаççĕ.

Сĕрме купăсăн паянхи шăпи тата телейлĕрех. Ун валли чăваш композиторĕсем çĕнĕ произведенисем çыраççĕ. Çак кĕвĕсем пирĕн пурнăçа илем кÿреççĕ, ĕçре хавхалантараççĕ.

Иван Константинов.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.