Комментари хушас

25 Çурла, 2021

Стипендипе хавхалантарнин усси пысăк

Министрсен Кабинечĕн юнкун ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕн кун йĕрки чăннипех анлă пулчĕ. Спортсменсене республика Пуçлăхĕн стипендийĕсене памалли йĕркене çĕнетес ыйтупа спорт министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Татьяна Рябинина сăмах илчĕ.

Тӳрлетӳ тӳлев вăхăчĕ пуçланассипе вĕçленессине уçăмлатать. Татьяна Александровна çак хавхалантару усси пысăккине те палăртрĕ. Унччен Раççейĕн спортăн 32 тĕсĕнчи пĕрлештернĕ командисенче пирĕн 119 ентеш пулнă, ЧР Пуçлăхĕн стипендине тӳлеме пуçланă хыççăн вара çак йыш 197 çынна çитнĕ — «йышăну хамăрăн спортсменсене Чăваш Ене тавăрма пулăшни куçкĕрет».

Стипенди тенĕрен, çамрăксене пултарулăхри ăнтăлушăн паракан стипендипе çыхăннă çĕнĕлĕхе те ырларĕç. Унччен çак тӳлеве 30 çулчченхи çамрăксем илме пултарнă, халь ку чикке анлăлатрĕç — 35 çул таран.

www.hypar.ru
 

Рубрика: