Комментари хушас

25 Çурла, 2021

Çĕнĕ оборудовани килмелле

Шупашкар хулин 1-мĕш клиника больницин лабораторине çĕнетесси те укçапах çыхăннă.  Ку пирки Министрсен Кабинечĕн юнкун ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче калаçу пулчĕ.

Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов Правительство йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн больницăн бактериологи лабораторийĕнче пурнăçламалли ĕçсем çинчен каларĕ. Çĕнĕ оборудовани килмелле: тĕрлĕ анализатор, микроскопсем, инструментсем, сивĕтекен камерăсем тата ытти те — пĕтĕмпе 98 миллион тенкĕлĕх. Çак тăкаксен тĕп пайĕ — федераци укçи. Халь лабораторире çулталăкра 450-500 анализ тăваççĕ, модернизаци хыççăн вара çак кăтарту палăрмаллах пысăкланмалла.

Олег Николаев лаборатори службин пĕтĕмĕшле аталанăвĕпе кăсăкланчĕ. Министр асăннă лабораторие çĕнетни инфекци чирĕсемпе çыхăннă тĕпчев ыйтăвĕсене туллин татса парассине çирĕплетрĕ. Олег Алексеевич вара лаборатори тĕпчевĕсемпе çыхăннă ĕç централизацине тивĕçтермелли пирки каларĕ. Хак политики, лабораторисене çынсемшĕн, муниципалитетсемшĕн меллĕ тăвасси — çак тата ытти саманта тĕплĕ шута илмелле. Çак ĕçе, ун шучĕпе, çĕнĕ клиника больницин строительствипе çураçуллă тумалла.

www.hypar.ru
 

Рубрика: