«Хресчен сасси» 32 (2870) № 25.08.2021
Роберт Петров хывнă çула ывăлĕсем малалла тăсаççĕ
Паян çĕр ĕçченĕшĕн чи яваплă вăхăт – çу тăршшĕпе лăш курмасăр çитĕнтернĕ тыр-пула, пахча çимĕçе кĕрхи çумăрсем пуçланиччен пуçтарса кĕртмелле. Вăрнар районĕнчи «Санар» агрофирмăра та хĕрӳ ĕç вĕрет. Хăватлă техника ирех хире тухать. Уйра каçчен те ĕç шавĕ тамалмасть. Комбайнсем тырă пуссине çаврăм хыççăн çаврăм туса кĕскетеççĕ…
«Санар» агрофирма — районта малта пыракансенчен пĕри, республикăра та ырă ятпа палăрнăскер. Хуçалăх тилхепине 2003 çултанпа Роберт Петров çирĕп тытса пычĕ. Агрофирма çитĕнĕвĕсем тӳррĕнех унпа çыхăннă ĕнтĕ. Икĕ çул каялла Роберт Игнатьевич хăйĕн ирĕкĕпе гендиректортан кайрĕ. Хуçалăха ертсе пыма ывăлне Андрея шанчĕç. Вăл кунта çĕнĕ çын мар. Агрофирма ертӳçине лариччен 15 çул ытла «Санарта» ĕçленĕ. Çавна май ял хуçалăхĕ уншăн «сĕм вăрман» мар, çĕр ĕçне вăл вак-тĕвек таранччен аван пĕлет. Сăмах май, Роберт Игнатьевичăн тепĕр ывăлĕ Александр та агрофирмăрах ĕçлет. Çапла вара Петровсен хăйне евĕрлĕ ĕç династийĕ йĕркеленнĕ. Пĕрлехи вăйпа вĕсем халĕ ял хуçалăхне, ял бизнесне аталантараççĕ, ĕç вырăнĕсем йĕркелесе çынсене тупăш илме майсем туса параççĕ.
Андрей Робертович ертӳçĕ пулнă май та, ашшĕнчен куçнă çĕр туртăмĕн витĕмĕпе те отрасльти çĕнĕлĕхсемпе кăсăклансах тăрать, уйрăмах лайăххисене ĕçе кĕртме тăрăшать. Акă, тĕслĕхрен, чылай çул каялла Чăваш Енре чи малтисен шутĕнче çĕре сухаламасăрах акмалли технологипе усă курма пуçланă. Çак мел, Андрей Робертович çирĕплетнĕ тăрăх, сĕрмеллиçунтармалли хатĕрсене перекетлеме, кирек епле çанталăкра та тыр-пула пысăк çухатусăр пухса илме май парать. Пирĕн тăрăхра вара çанталăк яланах теветкел. Вăл вылянса тăнăран акана кая юлса тухни те, вырма ĕçĕсем вăраха кайни те пулкалать. Çĕр ĕçченĕ лăш курмасăр çитĕнтерни юр айне ан юлтăрччĕ тесе кашни çулах сехĕрленет...
Паян ку технологипе пур лаптăкра та тенĕ пекех усă кураççĕ. Предприятире механизаторсем те, техника та çителĕклĕ. Хальхи вăхăтра кунта 40 çын ĕçлет. Вĕсем нумай çул тӳрĕ кăмăлпа вăй хурса пуян опыт пухнăскерсем, пысăк чыса, шанăçа тивĕçнĕскерсем. Виçĕ комбайнертан иккĕшĕ — Владимир Крипчаков тата Алексей Сашков — Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕсем. Сергей Волков комбайнер та ĕçченлĕхĕпе, тăрăшулăхĕпе палăрса тăрать. Андрей Петров ертӳçĕ Олег Яковлев, Николай Никандров, Николай Ильин, Анатолий Яковлев механизаторсем, Владислав Гаврилов, Александр Харитонов водительсем пирки те чылай ырă сăмах каларĕ. <...>
Геннадий МАКСИМОВ.
♦ ♦ ♦
«Кашни чиртенех сиплĕ курăк пур»
«Пур курăк та сиплĕ. Сăмахран, шăнăр курăкнех илер. Эпир кунĕпех ун çинче каллĕ-маллĕ утса çӳретпĕр. Унпа вара ĕлĕк-авалтанах сипленнĕ: суранран юн сăрхăнсан шăнăр курăкĕ хунă. Сиплĕ курăксене вăхăтра пуçтарма, тĕрĕс типĕтме пĕлмелле çеç. Вĕсем çын организмĕшĕн питĕ усăллă», — тет Етĕрне районĕнчи Тури Ачакра пурăнакан Николай Потапов.
Çуркуннерен пуçласа кĕркуннеччен Николай Антонович тĕрлĕ ӳсен-тăранран чей валли курăк пуххисем хатĕрлет. Ăна ку ĕçре мăшăрĕ Валентина Демьяновна тата Надеждăпа Арина хĕрĕсем пулăшаççĕ. Çавăн пекех хăш-пĕр курăка, пĕлекеннисене, вĕсем ял-йышран та туянаççĕ. Сайра тĕл пулаканнисене вара хăйсем пухаççĕ. Халĕ Потаповсем 150 тĕслĕ курăкпа ĕçлеççĕ. Паллах, вĕсене тӳрех палласа илме те çăмăл мар-çке. Çитменнине, ăçта, мĕнле пухмаллине те шута илмелле.
Эппин, ӳсен-тăрана пуçтарма пĕлӳ те кирлĕ. Ку енĕпе Николай Антонович хăй вăхăтĕнче Кишинев хулинче фармакологи курсне пĕтернĕ. Унсăр пуçне хăй тĕллĕн те чылай вĕреннĕ. Халĕ те кĕнекене алăран ямасть, интернетпа та усă курса пĕлĕвне çирĕплетет. «Малтанхи вăхăтра курăк пухма справочникпе каяттăмăр, — малалла сӳтĕлет калаçу çăмхи.
— Халĕ ку е вăл курăк ăçта ӳснине лайăх пĕлетпĕр. Çапах та хăшне-пĕрне уйăрса илме йывăр. Çавăнпа та тĕрлĕ кĕнеке яланах çумра манăн. Курăксене пĕрпĕринчен уйăрса илме ансатах мар тенĕрен çакна каласшăн эпĕ: сысна кĕпçине /болиголов/ çавнашкал ытти курăкран шăрши тăрăх çеç уйăрма май пур. Унран вилнĕ шăши шăрши кĕрет. Асăннă курăк шыçă чирĕсенчен усăллă. Эпир унпа та усă куратпăр».
Потаповсем çуркуннерен пуçлаççĕ те хура кĕркуннечченех курăксемпе ĕçлеççĕ. Хальхи вăхăтра вĕсем чие çулçи пуçтараççĕ. Çак вăхăтра усăллă элементсем çулçă çине пухăнса пынине каларĕ Николай Антонович. Пĕтĕм вăй-халĕ ун çине куçать иккен.
Каярахпа тымарсемпе ĕçлеме тытăнасса пĕлтерчĕ вăл. Акă анăс курăкĕн /девясил/ тымарне кăларма та вăхăт çитет. Вăл та хăйне май питĕ сиплĕ шутланать. Ытларах çут çанталăкра хăй тĕллĕн çитĕнекен ӳсен-тăранăн тымарне пухмалла-мĕн. Мĕншĕн тесен вăл усăллăрах иккен. Сăмахран, ал-ура сыпписене сиплекен ӳсен-тăрана чылай чухне çут çанталăкра пуçтараççĕ. Вăл кирлĕ элемента хăй патне туртать, çавăнпа та усăллăрах.
«Эмел курăкĕсене ăçта пухатăр?» — кăсăклантăм эпĕ. «Пахчара та çитĕнтеретпĕр. Маларах хамăр патра çеç пуçтараттăмăр. 77 тĕслĕ курăкран чей хатĕрлеме вара Чăваш Енри ытти тăрăха та çитме тиврĕ. Ӳсен-тăран пухма Атăл леш енне те, Сăр тăрăхне те çӳретпĕр. Етĕрне районĕнче пурăннă май Аркадий Айдак ячĕллĕ этнопаркра та пухатпăр. Сăмах май, пирĕн тăрăх экологи тĕлĕшĕнчен таса вырăн шутланать. Хăш-пĕр курăк пĕр вырăнтан тепĕр вырăна куçнине палăртасшăн эпĕ. Сăмахран, сар çип ути пĕр çĕртре 6-7 çул ӳсет те урăх тĕле куçать. Тепĕр 15-20 çултан каллех малтанхи вырăнта çитĕнме пултарать», — хуравларĕ ăста.
Паллах, эмел курăкне тĕрĕс хатĕрлесен çеç вăл сиплĕхĕпе палăрать. Кун пирки Николай Антонович çапла палăртрĕ: «Пĕрремĕшĕ, курăка таса вырăнта пуçтармалла. Атмосферăри кирлĕкирлĕ мар япалана çулçă та, тымар та хăй çумне туртать. Çавăнпа та курăка çул хĕрринче, промышленноç зонисенче пуçтармалла мар. Иккĕмĕшĕ, ӳсен-тăрана пухмалли вăхăта пăхăнмалла. Эпир уйăх катăлнă, тулнă вăхăтсене шута илетпĕр. Виççĕмĕшĕ, тĕрĕс типĕтесси, вăхăтра пуçтарасси. Сăмахран, вĕлтренпе пултран нӳрĕке хăйсем çинетуртаççĕ. Вĕсене темиçе хут типĕтсен пахалăх çухалать. Тăваттăмĕшĕ, курăка упрасси. Кун пек чухне сывлăш температурине пăхăнмалла. Пиллĕкмĕшĕ, курăка пĕлсе ĕçесси. Унпа асăрхануллă пулмалла, хăшĕ-пĕри аллерги пама пултарать. Хăть хăш курăк та сиплĕ, анчах дозăна пĕлсе ĕçмелле».
Ӳсен-тăрана типĕтме вĕсен ятарлă сушилкăсем пур. Авалхи мелпе тĕттĕм вырăнта сарса типĕтеççĕ. Тымарсене вара — ятарлă пӳлĕмсенче. Кăçал шăрăх тăнăран ӳсен-тăрана типĕтме аван пулнине палăртрĕ Николай Антонович. Анчах хĕвеллĕ çанталăк хăш-пĕр курăка çитĕнме чăрмантарчĕ, нӳрĕк çитменрен ӳсеймерĕç. <...>
Валентина ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
Нюра аппа
Эпĕ çитнĕ тĕле Анна Егорова пахчара, пыл хурчĕсем хĕвĕшнине тимлĕ сăнаса ларатчĕ. Сакăр теçетке çултан иртнине пăхмасăр кинемей çирĕп-ха, вăй çитнĕ таран кил хуçалăхĕнче тăрăшать.
Ялта ăна Нюра тесе чĕнеççĕ. Ашшĕамăшĕ пĕчĕк чухнех панă хушма ят яланлăхах çыпçăннă. Вăл кинемее те килĕшет.
Анна Петровна 1938 çулхи июнь уйăхĕн 4-мĕшĕнче Элĕк районĕнчи Урпашра çуралнă. Çемьере сакăр ача — 3 хĕрпе 5 ывăл — çитĕннĕ. Шел, иккĕшĕ, Андрейпа Василий пурнăçран çамрăклах уйрăлнă. Веняминпа Германăн ĕмĕрĕ те кĕске пулнă — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçĕсене хунă. Федор пиччĕшĕ фронтран çаврăнса çитнĕ-ха, анчах суранĕсене пула 1971 çултах вилнĕ. Нюра аппан ашшĕ те икĕ вăрçăра çапăçнă. Пĕрремĕш Тĕнче вăрçинче Петĕр тыткăна çакланнă. Нушине самай курнă. Нимĕçсен хушшинче те йĕркеллĕ çын тупăннă. Вĕсенчен пĕри Петĕре хĕрхенсе хăй тумтирне хывса панă та чикĕ урлă каçма пулăшнă. Çапла вара вăл тыткăнран хăтăлнă. Шел, тăван килне таврăнсан нумай пурăнайман, фронта каллех тухса кайма тивнĕ. Хальхинче киле йывăр суранланса таврăннă, 56 çултах çĕре кĕнĕ.
Пĕртăван хĕрсенчен пĕри, Нина, качча тухса Купăрляна пурăнма куçнă. Зина Урпашрах çемье çавăрнă. Халĕ вăл та 87-ре ĕнтĕ. 1966 çулта Анна та Ваçкасси каччипе Аверкипе пĕрлешнĕ. Мăшăрĕпе 5 ачана — 2 ывăлпа 3 хĕре — çут тĕнче парнеленĕ. Вĕсене вĕрентсе кăларса пурнăçăн анлă çулĕ çине тăма пулăшнă. Аслă ывăлĕ Венямин Ваçкассинчех çурт-йĕр çавăрнă. Кĕçĕнни Федор тĕп килте пурăнать. Вăл Ильич ячĕллĕ хуçалăхра агрономра тăрăшать. Тырă туса илессипе предприяти çулсерен районта малтисен йышĕнче. Ӳсĕмре агроном тӳпи те пысăк. Шел, Нюра аппана мăшăрĕпе пĕрле пурнăç çулĕпе савăнса утма нумай тӳр килмен. Аверкий Егорович 2006 çултах пурнăçран уйрăлнă.
Анна Петровнăн шăпи çăмăл пулман. Ачаранах унăн нушаланса ӳсме тивнĕ: çурлапа тырă вырнă, авăн çапнă, çавапа утă çулнă тата ыт.те. Вăрçă ачисен выçăллă-тутăллă пурăнма тивнĕ.
«Çăкăр çителĕксĕртен курăк, çĕр улми аври çинĕ. Çемье пысăк пулнăран çĕр улми хĕл каçмалăх та çитмен. Çуркунне юр ирĕлсенех çĕрĕк çĕр улми пуçтарма хире каяттăмăр. Пылчăкра çăпата анна çинчех ларса юлатчĕ. Кĕркунне çĕр улми кăларса çиме тытăнсан хуппине сая яман, апат-çимĕç пĕтсен усă курма типĕтнĕ. <...>
Александр МАКАРОВ. Муркаш районĕ, Исетерккĕ ялĕ.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...