Комментари хушас

23 Çурла, 2021

30 процент тавăрĕç

ЧР Экономика аталанăвĕн министерствин ятарлă комиссийĕ пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхĕн субьекчĕсен заявкисене пăхса тухнă.

Çакнашкал пулăшу мерине республика программинче палăртнă. Оборудовани илме тăкакланă укçана саплаштарас тесен çав япала унччен усă курманскер, кăçал е пĕлтĕр хатĕрлесе кăларнăскер пулмалла; тăкаксене документпа çирĕплетмелле; заявкăна çулталăкне пĕрре пама юрать; кĕçĕн тата вăтам предпринимательлĕх субьекчĕсене Чăваш Енрех регистрацилемелле; субсиди илекенсен персонал шутне тата икĕ çулти тупăш виçине упраса хăвармалла. Пĕтĕмпе 44 заявка çитнĕ, вĕсенчен 12-шне суйланă.

www.hypar.ru 

Рубрика: