Комментари хушас

13 Çурла, 2021

«Пурнăçа хывнă çул – кашни ача валли»

Çакăн пек ят панă кăçал вĕрентӳ ĕçченĕсен çурла уйăхĕнчи конференцине. Вăл паян И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн культура керменĕнче иртрĕ.

Йăлана кĕнĕ конференцие Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — вĕрентӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Алла Салаева, республикăри аслă шкулсен ректорĕсем тата, паллах, шкул директорĕсемпе учительсем хутшăнчĕç.

Конференцире вĕрентӳ тытăмне лайăхлатас ыйтусене пăхса тухрĕç. Воспитани ыйтăвне ытларах тимлĕх уйăрмаллине палăртрĕç. Олег Алексеевич пĕлтернĕ тăрăх, республикăра 50 процент ытларах юрăхсăра тухнă шкулсене тĕпрен юсаса çĕнетес программа ĕçлет. Унпа килĕшӳллĕн пĕлӳ çурчĕсене çĕнĕ сĕтел-пуканпа, оборудованипе те тивĕçтереççĕ. Кăçал 90 вĕрентӳ учрежденине çĕнетеççĕ. Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче Муркаш районĕнчи Кашмашра çĕнĕ шкул алăкĕсене яриех уçĕ. Шкулсенче çавăн пекех апат-çимĕç блокĕсене те çĕнетнĕ. Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен республикăри нумай ачаллă тата сахал тупăшлă çемьесенчи 12000 ача /5-11-мĕш классенче вĕренекенсем/ шкулсенче апата тӳлевсĕр çиме тытăнĕç. Конференцире çавăн пекех кадр ыйтăвне те пăхса тухрĕç. Республикăра паян 1000 ытла ваканси-мĕн. Ытларах ача сачĕсен воспитателĕсем тата пуçламăш классене вĕрентекенсем çитмеççĕ. Педагогика университечĕпе вĕрентӳ институчĕ учительсен квалификацине ӳстерес, кирлĕ специалистсене хатĕрлес енĕпе çине тăрса ĕçлеççĕ…

Кун пирки тĕплĕнрех — «Хыпар» хаçатăн çитес кăларăмĕнче.

www.hypar.ru
 

Рубрика: