Комментари хушас

13 Çурла, 2021

«Хыпар» 87-88 (27820-27821) № 13.08.2021

Хуларинчен пĕрре те кая мар

«Эпир ялта çуралса ӳснĕ, атте-анне пире мĕн пĕчĕкрен çĕр ĕçне явăçтарнă. Пирĕн ачасем те урамра йытă хăваласа ан çӳреччĕр, ĕçлеме хăнăхчăр тесе яла куçма тĕллев лартрăмăр. Ялта сывлăш уçăрах, хамăр туса илнĕ пахча çимĕçе, аш-какая çини сывлăхшăн усăллă», — теççĕ Шупашкар районĕнчи Шăнкас ялĕнче пурăнакан Красновсем.

Çемье пуçĕ Святослав Порфирьевич каланă тăрăх, яла куçиччен вĕсем ачисемпе те канашланă: «Шупашкарта 1 пӳлĕмлĕ хваттерте пурăнаттăмăр. Ун чухне пирĕн 4 ачаччĕ, çавăнпа хĕсĕкрехчĕ. Ыйту тухса тăчĕ: хулара 3-4 пӳлĕмлĕ хваттер е ялта уйрăм çурт илетпĕр. Ачасем ялти çуртра пурăнас килет тесен тĕлĕнтĕм. Çапла 2018 çулта Шăнкаса куçрăмăр. Кунта пирĕн пиллĕкмĕш ача çуралчĕ». Кил хуçи арăмĕ Елизавета Владимировна çак вырăн вĕсене тӳрех килĕшнине пĕлтерчĕ. Çемье темиçе районта та çурт пăхнă, Шăнкасри вара тӳрех килĕшнĕ. Пысăках мар вăл, çапах унта мĕн кирли йăлтах пур: газ, сивĕ тата вĕри шыв, душ, туалет… Хуларинчен пĕрре те кая мар. Унсăр пуçне мунча, гараж, вите-хуралтă, 22 сотка çĕр. Унта çемье тĕрлĕ çимĕç лартса ӳстерет.

«Пахчара икĕ теплица вырнаçтартăмăр. Мăшăрпа ачасене меллĕрех пултăр тесе кăçал хăмапа чикĕлесе çӳллĕрех йăрансем туса патăм. Эпĕ ир пуçласа каçченех ĕçре, çавна май пахчара та, кил-тĕрĕшре те, тĕпрен илсен, вĕсем тăрăшаççĕ. Çĕр улми, хăяр, помидор, тăрăхла кавăн, кавăн, ытти çимĕç ӳстеретпĕр. Аслă ывăл Даниил, вăл 13 çулта, интернет урлă тĕрлĕ вăрлăх çырăнса илнĕ. Вĕсене хăех акрĕ, пăхса ӳстерчĕ. Кăçал пăрăç питĕ ăнса пулчĕ. Эпир ачасене ĕçлеме хистеместпĕр, вĕсем хăйсемех кăсăкланса аппаланаççĕ. «Айтăр, çавна тăватпăр, çав культурăна ӳстеретпĕр», — теççĕ. Асли акă каллех çĕнĕ вăрлăхсем илесшĕн, çĕр çырлин, хура хăмла çырлин çĕнĕ сорчĕсене лартса пăхасшăн вăл. Çĕр ĕçĕ те, ял хуçалăхĕ те питĕ килĕшеççĕ ăна. Эпир пысăк сад ӳстерме ĕмĕтленетпĕр. Хăй вăхăтĕнче мана атте ĕçе вĕрентнĕ, халĕ акă эпĕ хамăн ывăлсене хăнăхтаратăп. Çапла пулмалла та!» — арçын ачисене юратни кашни сăмахĕнчех лайăх сисĕнет.

Красновсен ачисем выльăх-чĕрлĕхе ӳкерчĕксем çинче кăна курмаççĕ, вĕсене пăхма та, апат çитерме те хăнăхнă. «Малтан кролик усрарăмăр. Пирĕн иккĕмĕш ача Лианна качака ыйтрĕ те — ăна та туянтăмăр, ку выльăха Шăмăршă районне кайса илтĕм. Хĕрĕмĕр ăна хăех пăхать, апат çитерет, кирлĕ пулсан сума та пултарать. Халĕ пирĕн 2 качака тата вĕсен 5 путекĕ. Çавăн пекех чăх-чĕп усратпăр. Йытăпа кушак та пур. Хамăр ӳстерекен пахча çимĕçпе аш-какай, качака сĕчĕ экологи тĕлĕшĕнчен таса. Ачасем сывлăхлă ӳсчĕр тени — эпир яла куçнин тепĕр сăлтавĕ», — лару-тăрупа паллаштарчĕ Святослав Краснов.

«Шупашкарта 20 çул пурăнтăмăр. Ун чухне пирĕн дача пурччĕ. Çавăнпа яла куçни ачасемшĕн ырă мар кĕтменлĕх пулмарĕ. Мĕншĕн дачăпа çеç çырлахмарăмăр-и? Мĕншĕн тесен унта кайса килсе çул çинче вăхăт нумай иртет. Ялта çуртран тухатăн та — тӳрех уçă сывлăш. Кунта ачасене чупма-выляма вырăн нумайрах, ирĕклĕрех. Пĕлтĕр коронавирус сарăлма пуçласан çынсен карантинра ларма тиврĕ. Çав тапхăрта ялти пурнăç мĕн тери лайăххине тата аванрах туйса илтĕмĕр. Çынсем хваттерте питĕрĕнсе лараççĕ, эпир кил картине, уçă сывлăша тухаятпăр. Ачасем вăйă площадкинче вылярĕç. Мăшăрăм ачасене питĕ юратать те — вĕсем валли пахчарах вăйă лапамĕ туса патăмăр», — калаçăва тăсрĕ 5 ача амăшĕ.

Вăл каланă тăрăх, вĕсен ачисем Шупашкарта пурăннă чухне тĕрлĕ кружока, спорт секцийĕсене çӳренĕ. Маунтинбайк тренировкисене те сиктермен. «Эпир яла куçса каяссине пĕлсен ачасен тренерĕ Светлана Мясникова кăшт пăшăрханчĕ. Çапах вăл вĕсене пăрахмарĕ, халĕ те тренировкăсене чĕнет, çăмăл атлетика енĕпе ăмăртусене хатĕрлет. <...>

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

♦   ♦   


Икĕ хутлă çурта пĕчченех купаласа лартнă

«Ялти пурнăç хуларинчен уйрăлса тăрать. Кунта кашни куна асра юлмалла ирттеретĕн. Турă панă кашни самантпа киленетĕн. Ĕмĕтсене пурнăçа кĕртес тесен яла килмелле», — çапла пуçларĕ калаçăва хăй çинчен каласа кăтартма ыйтсан Трак тăрăхĕнчи Вăрманкас Шетмĕ ялĕнче пурăнакан Юрий Ильин. Юрий Петрович кунта хĕвел хăш енчен тухса хăш вырăнта аннине питĕ лайăх пĕлет. Хăш енчен çумăр килнине те аванах сисекен пулнă. Каçсерен çăлтăрлă тӳпене пăхма, алтăр çăлтăра сăнама кăмăллать. «Ялта, хуларипе танлаштарсан, тӳпе те çăлтăрлăрах, уйăх та янкăртарах курăнать. Шупашкарта пурăннă чухне уйăх ӳссе пырать-и е тулса çитнĕ-и — сисмен те. Халĕ кашни пулăмах курса-туйса тăратпăр», — шухăш-кăмăлне палăртрĕ вăл.

Оркестр йĕркелеме хутшăннă Юра тăватă ачаллă çемьере ӳснĕ. Шупуçри шкулта 8 класс пĕтернĕ хыççăн Мăн Шетмĕре пĕлӳ илнĕ. Унтан Загорск хулинчи кинотехникума çул тытнă. «Ун чухне Совет Союзĕнче кун пек техникум пĕрре-иккĕ кăначчĕ, çавăнпа конкурс питĕ пысăкчĕ. Шел те, ун витĕр тухаймарăм. Мĕншĕн киномеханика каяс тенĕ тетĕр-и? Аттен йăмăкĕ Маруç аки Шупуç клубĕнче киномеханикре ĕçлетчĕ.

Эпĕ ăна пулăшма çӳреттĕм. Пĕчĕккĕн интересленсе кайрăм çак ĕçпе. «Кĕреймен тесе пуç усса ан лар. Мĕн, вăхăта усăсăр ирттеретĕн? Сĕнтĕрвăрринчи вăрман хуçалăхĕн техникумне вĕренме кай», — сĕнчĕ яла таврăнсан кӳршĕри Ванькка пичче. Мĕн тетĕр? Мана тӳрех иккĕмĕш курса илчĕç. 1971 çулта техник-лесотехнолог пулса тăтăм. Диплом илсен Пушкăрт Республикинчи Зилаир районне ĕçлеме ячĕç. Икĕ уйăхран çара илчĕç», — каласа кăтартрĕ Юрий Петрович.

Салтакра чухне музыкантсене, гитара, купăс калакансене вунă утăм тума хушу панă. Юра, ачаран купăс каланăскер, тухса тăнă. Пултаруллă çамрăксене оркестр йĕркелес тĕллевпе инструментсем калама вĕрентнĕ. Юрăна труба лекнĕ. «Привет музыкантам» тата ытти марша янăраттарнă салтаксем. Хĕсмет хыççăн Юра Ильин Шупашкарти электроаппаратура заводне ĕçлеме кĕнĕ. Малтан — техник-технолог, кайран инженер, мастер пулнă. Кĕçех шăпа пӳрнипе, Аля ятлă чипер хĕрпе, паллашнă. Вăл Мари Республикинчи Майски поселокĕнче çитĕннĕ. Ашшĕ-амăшĕ — вырăс, Киров облаçĕнчен куçса килнĕ.

«1972 çулта вăрман вăйлă çуннă. Вара Аля çемйипе Шупашкара пурăнма куçнă. Ашшĕ трактористра вăй хунă. Амăшĕ шкулта техничка пулнă. Аля электроаппаратура заводĕнче намотчицăра ĕçлетчĕ. Эпир унпа 1975 çулхи юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнче çемье чăмăртарăмăр. Авланнă хыççăн Трактор тăвакансен заводне куçрăм. «Çĕнĕ завод, çынсем кирлĕ, хваттер параççĕ», — терĕç. 1976 çулхи çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнче пирĕн йĕкĕреш çуралчĕ. Иринăпа Светлана ят хутăмăр вĕсене. Тепĕр çур çултанах пире икĕ пӳлĕмлĕ хваттер пачĕç. Тăхăр çултан çут тĕнчене ывăл килчĕ. Атте пекех Петя ят патăмăр ăна. Хĕрсем качча кайнă, ывăл авланнă ĕнтĕ. Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенче пурăнаççĕ. Пире халĕ виçĕ мăнукпа икĕ кĕçĕн мăнук савăнăç кӳреççĕ», — хĕпĕртевне пытармарĕ кил хуçи. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   ♦


Олег НИКОЛАЕВ: Пирĕн тĕллев – Чăваш Енре пурăнакансене ĕçпе тивĕçтересси

Вăл республика ертӳçине ларнăранпа çулталăк çурă та иртрĕ. Регион пуçлăхĕн тилхепине тытса пыма пуçланă тапхăр этемлĕх историйĕнчи чи кăткăс пулăмсенчен пĕринпе — коронавирус пандемийĕпе — пĕр вăхăталла килчĕ. Çĕнĕ тивĕçе йышăннă-йышăнман Олег Николаевăн халăха усал чиртен тата унпа çыхăннă йывăрлăхсенчен хăтарас ĕçе кӳлĕнме тиврĕ. Çав вăхăтрах республика аталанăвĕ пирки те шухăшламалла, ытти ĕçе те йĕркелемелле. Чăвашлăх темине те пăрахăçлама юрамасть. Сăмах май, республика Пуçлăхĕ «Хыпар» хаçата виççĕмĕш хутчен интервью пама килĕшрĕ. Çакă та тăван халăхпа çывăхрах пулма тăрăшнине пĕлтермест-и?

Чăваш чĕлхи аталанать

— Олег Алексеевич, паян эпир сирĕнпе чăвашла çапла ирĕклĕн те çăмăллăн калаçма пултарни савăнтарать. Республика Пуçлăхĕн должноçне йышăнсан эсир чăваш чĕлхине упрама, аталантарма ятарлă çум программа çирĕплетрĕр. Чĕлхе пĕтессин процесне чарма кая юлмарăмăр-ши?

— Манăн шухăшпа, чăваш чĕлхи пĕтесси çинчен калаçмалла мар, унăн аталанăвĕ пирки çеç сăмах пулмалла. Пирĕн тăван чĕлхепе пуплеме /çав шутра — патшалăх ĕçĕсем çинчен те/ май пурри чĕлхе пурăннине çеç мар, вăл аталаннине те кăтартать. Паллах, аталану программи кирлĕ. Пĕлетпĕр ĕнтĕ: ĕçсене патшалăх шайĕнче йĕркелеме тата бюджетран укçа-тенкĕ уйăрма программăсем хатĕрлемелле, унсăрăн пĕлтерĕшлĕ мероприятисене ирттереймĕпĕр. Çак çум программа пулăшнипе пирĕн чылай шухăш пурнăçланать. Паян наци хаçат-журналĕ, телекуравĕ аталаннине куратпăр, тĕрлĕ ӳсĕмри çынсем валли чăвашла кĕнекесем пичетленеççĕ…

— Тепĕр ыйту та чăвашлăх пиркиех. Пирвайхи чăваш букварьне тунăранпа кăçал 150 çул çитнĕ май пирĕн йăхташсем, Ульяновск облаçĕнчи хастарсем, аслă вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлев ĕçлесе пурăннă тăрăхра палăк лартма пуçару тунă. Ырă ĕçе пурнăçлама республика енчен пулăшу пулĕ-и?

— Пулмалла. Пирĕн халăхăн питĕ лайăх йăла пур — Ниме. Чăваш алфавитне халалласа палăк лартасси çинчен эпĕ те илтрĕм. Ку проектăн хакĕ — 1 миллион та 800 пин тенкĕ. Пĕр çыншăн вăл çав тери нумай, анчах пурте пĕрле эпир çак укçана часах пухайăпăр. Хамăн ĕç укçин пĕр пайне çак проекта пурнăçлама куçарас терĕм. Тен, ыттисем те манран тĕслĕх илĕç. Чăвашсен йышĕ — 2 миллиона яхăн çын. Кашни пĕрер тенкĕ парсан та 1 миллион та 800 пин тенкĕрен иртĕ. Манăн шухăшпа, пысăк предприятисем ытларах укçа-тенкĕ уйăрма пултарĕç, çавăнпа палăка кĕске вăхăтрах лартма пултарасса шанатăп.

— Чăвашла калаçакансенчен ытларах пайĕ ялта пурăнать. Эппин, чĕлхе шăпи ялти пурнăç условийĕсенчен те килет. Кăçалхи кăрлач уйăхĕнчи интервьюра та, пĕлтĕрхинче те эсир çак шухăша хускатнăччĕ: Чăваш Ен пысăках мар регион пулнăран пирĕн ялта пурăнсах хулара ĕçлеме майсем пур. Халĕ те çаплах шухăшлатăр-и?

— Паллах, шухăшлатăп çеç мар, ытларах та ĕненетĕп. Мĕншĕн тесен пурнăç хăвăрт улшăнса пырать, çав улшăнусем çын пĕр çĕрте пурăнсах урăх вырăнта ĕçлеме пултарнине кăтартса параççĕ. Çĕнĕ технологисем те çакна хистеççĕ. Эпир халĕ строительство стратегине аталантарма тăрăшатпăр. Çапла, пирĕн республикăра районта пурăнсах хулара ĕçлеме пулать. Муркаш, Етĕрне тата Шупашкар районĕсенчи ялсем Шупашкара çывăх, тĕп хулара ĕçлекенсене унта пурăнма питĕ меллĕ. Çавăнпа стратегире ял аталанăвĕ пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать.

— Анчах пирĕн халăх çавнашкал ĕçлеме хатĕр-и?

— Манпа пĕр вăхăтрисем, тен, хатĕрех те мар пулĕ. Анчах çамрăксемшĕн кунта нимĕнле кăткăслăх та çук. Акă, калăпăр, эпĕ хамăн ачасемпе те час-часах калаçатăп, вĕсен ӳсĕмĕ тĕрлĕрен. 9 çултан пуçласа 23-ччен. Нумаях пулмасть социологи тĕпчевĕн пĕтĕмлетĕвне вуларăм, унта та çак шухăшах палăртнă: хальхи çамрăксене харпăр хваттер е çурт туянасси илĕртмест, вĕсемшĕн çурт е машина тара тытасси ансатрах. Çавăнпа çак шухăшлавпа хамăрăн стратегире усă курмалла тесе шухăшлатăп.

— Апла эсир пирĕн республика ытти регион çыннисене те илĕртме пултарасси пирки шухăшлатăр?

— Çапла. Мĕншĕн тесен экологи енчен пăхсан пирĕн республика — çӳллĕ шайра: таса сывлăш, юхан шывсем… Ялсенче те питĕ илемлĕ.

— Ялсенчи хăш-пĕр ыйтăва татса парсан вĕсем тата илĕртӳллĕрех пулĕç. Сăмахран, таса шыв çитменни. Паллах, хăвăр та часчасах çак ыйтупа районсене тухса çӳретĕр. Шăмăршă районĕнчи шыв управне туса çитермешкĕн эсир Раççей Президентĕнчен Владимир Путинран та пулăшу ыйтнăччĕ. Çак ыйтăва татса парасси мĕнле шайра-ши халĕ?

— 2025 çул тĕлне шывпа тивĕçтерекен 200-е  яхăн çăл куçа йĕркелесе çитерме палăртрăмăр. Эсир тĕрĕсех асăрхарăр, Шăмăршă шыв управĕнчен пăрăх тăсасси паян анлăн ĕçе кĕрсе пырать. Кăçал самаях пысăк ĕçсем тăвăпăр. Килес икĕ çулта Патăрьел, Шăмăршă тата Комсомольски районĕсенче пурăнакансем патне таса шыв çитерме тĕллев лартрăмăр. Çавăн пекех республикăн экологи рейтингне сыхласа хăварас тесен шывпа усă курнă май çут çанталăка сиен кӳмелле мар. Çак тĕллевпе ятарлă технологисемпе пур района та тивĕçтермелле. Çитес 2-3 çулта ĕçе туллин вĕçлемелле.

Трактор пайĕсене те хамăр патрах кăлармалла

— Нумаях пулмасть РФ промышленноç министрĕ Денис Мантуров килсе кайнă хыççăн Чăваш Енре пысăк технологиллĕ тепĕр производство уçăлма пултарассине пĕлтĕмĕр. Сăмах микроэлектроника валли материалсем туса кăларасси пирки пырать. Проект пурнăçланни Чăваш Ене мĕн парĕ? Çак ĕçе ютран килекен специалистсене явăçтарма тивмĕ-и?

— Кирек епле кăткăс производствăра та пысăк шайри специалистсем кирлĕ. Çавăнпа паян пĕр-пĕр производство йĕркелесен республикăна çавнашкал вун-вун специалист килнине куратпăр. Ку çапла пулмалла та. Вăл производствăна лайăх аталантарма пулăшать.

Паян эпир СПИК 2.0 килĕшӳпе ĕçлетпĕр. Кунта пирĕн трактор заводĕнче вăтам тата пĕчĕк хăватлă тракторсем кăларасси çинчен сăмах пырать. Ун валли сахал мар специалист кирлĕ. Денис Валентинович Чăваш Ене килсен, паллах, чылай темăна хускатрăмăр. Паян пурнăçланакан ĕçсене тишкернĕ чухне микроэлектроника валли кирлĕ материалсемпе тивĕçтерессине те тишкертĕмĕр. Ку ĕçе паян Раççейри икĕ регионта йĕркелеме пулать, вĕсенчен пĕри — Чăваш Ен. Мĕншĕн тесен пирĕн «Химпром», хĕвел батарейисем туса кăларакан завод пур. Çавăнпа пирĕн ку ĕçе йĕркелеме мĕн пур вăйран тăрăшмалла. Вара пирĕн производство Раççейре çеç мар, тĕнчипех паллă пулĕ. Тĕп тĕллев — Чăваш Енре пурăнакансене ĕç вырăнĕпе тивĕçтересси. <...>

Татьяна ВАШУРКИНА.

♦   ♦   ♦


«Кăкăра тĕрĕслеттермелли пирки хĕрĕме те пĕрмай асăрхаттаратăп»

52-ри Зинаида мăнукĕ çуралсан хăйне телейлĕ çынсен шутнех кĕртнĕ. Пĕртен-пĕр хĕрĕн куçĕ савăнăçпа çиçнине курса тăни амăшĕшĕн телей мар-и вара? Хăй вăхăтĕнче ĕçе пула ачипе юнашар вăхăт нумай ирттерме тӳр килмен унăн, çавăнпа кукамай ятне илтсен мăнукĕ кашни кун мĕнле улшăнса пынине сăнама ĕмĕтленнĕ. Шел те, мĕн палăртни пурнăçланайман. Унăн кăкăрĕнче тупнă усал шыçăран хăтăлас тесе больницăсем тăрăх чупма тивнĕ.

Тухтăр ним япăххине те курман

— Виçĕ çул каялла Çĕнĕ çул уявĕсен вăхăтĕнче хĕрĕмпе кĕрӳ хăнана килчĕç. Пĕчĕк мăнука утьăкка сиктерсе савăнтăм. Мăнуксем хамăр çуратнă ачасенчен те пылакрах тесе ахальтен каламаççĕ çав, — калаçăва пуçларĕ Зинаида. — Вĕсем килне кайсан телевизор умне вырнаçрăм. Упăшка юлташĕсемпе пулăраччĕ, тантăшсемпе ирхине телефонпа калаçнăччĕ. Хваттерте пурăнатпăр та — юр тасатса нушаланмалла мар. Апат-çимĕç холодильник тулли. Çавăнпа алла пульт тытрăм, каналсене çавăрттарса тухрăм. Сывлăха халалланă кăларăм куç тĕлне лекрĕ. Шăпах хĕрарăмсене кăкăрне хăйсем тĕллĕн мĕнле тĕрĕслемеллине ăнлантаратчĕç.

Вĕсем сĕннĕ пек тĕкĕр умне тăрса та, хăрах алла йăтса та, выртса та тĕрĕслерĕм. Сылтăмминче хытăрах вырăн лекнĕ пек туйăнчĕ те шартах сикрĕм. Хăранипе туйăнчĕ çеç пуль тесе хама лăплантартăм. Анчах чун темшĕн вырăнта пулмарĕ. Алă пĕрмай çав вырăналла туртăнма пуçларĕ. Пĕрре тĕрĕслетĕп — пур пек, тепре хыпашлатăп та — çук пек.

Канмалли кунсем вĕçленессе, медицина учрежденийĕсем ĕçлеме пуçласса аран кĕтсе илтĕм. Ирех больницăна вĕçтертĕм. Врач сĕннипе маммографие çырăнтăм. Шурă халатлă специалист тĕрĕслев кăтартăвне тишкерчĕ, нимĕн япăххине те курмарĕ. Кăкăра хăй тытса тĕплĕ тĕрĕслерĕ. «Сирĕн йăлтах йĕркеллех», — тесен хаш сывларăм.

Анчах эпĕ ир савăннă иккен. Ака уйăхĕнче сылтăм кăкăр ыратнине туйма тытăнтăм. Çулталăк пуçламăшĕнче асăрханă хытăрах вырăн тĕлĕнчех. Маммографи виçĕ уйăх каялла çеç тухнă тесе тухтăр мана УЗИ тутарма сĕнчĕ. Хальхинче кăкăрта шыçă пурри палăрчĕ. Пĕчĕкех те мар. Вырăнти тухтăр республикăри онкодиспансера кайма направлени пачĕ. Анализсене хамăр патрах парсан аванраххине палăртрĕ. Больницăран тухсан куççуле чараймарăм. Мĕншĕн шăпах мана çулăхрĕ ку чир? Кама усал тунă эпĕ? Мĕншĕн çут тĕнчерен халех уйрăлмалла? Халĕ, пурнăçпа туллин киленмелле чухне, сивĕ тăпра айне кĕрсе выртмалла-и? Мĕншĕн? Мĕншĕн? Мĕншĕн? Ыйту ытла нумай, хуравĕ çук. <...>

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

♦   ♦   ♦


Вĕсем ытлашши калаçман…

Урама тухатăн та ырă çанталăка курса киленетĕн, çынсем çине пăхатăн та тĕнчере ирĕклĕх хуçаланнине ăнланатăн. Анчах çакна хаяр вăрçă çулĕсене тӳссе ирттернĕ çынсенчен ытларах никам та туйса илеймест пулĕ. Вĕсем унчченхипе хальхине пуринчен те лайăхрах танлаштараяççĕ.

Вăрман варринче — тупăсем

Çакна вăрçă ветеранĕсемпе калаçнă чухне те асăрхама пулать. Çĕнтерӳ хыççăн та халăха çăмăл килмен. Çывăх çынсене çухатни, нимсĕр тăрса юлни, ура çине çĕнĕрен тăма тивни хăйĕн йĕрне хăварнă. Çавна май чĕрери сурансене чун витĕр тепĕр хут кăларма çăмăл тетĕр-и? Вăрçă çулĕсем вĕçленнĕ хыççăн Шупашкарта çут тĕнчене килнĕ Людмила Петрова та (хĕр чухнехи хушамачĕ — Нестерова) çаплах каларĕ. Тăшмана пула пирĕн халăх мĕн чухлĕ асап тӳснине вăл ашшĕ-амăшĕнчен, тăванĕсенчен, пĕлĕшĕсенчен пĕлет. Тепĕр тесен, вăл ӳснĕ чухне те вăрçă ахрăмĕ сĕвĕрĕлсех пĕтмен-ха. Выçлăх, чухăнлăх… Çакна йăлтах тӳссе ирттернĕ Шупашкар, пĕрех çĕкленме пултарнă.

— Паллах, Шупашкар та Çĕнтерĕве çывхартнă! — çирĕппĕнех каларĕ Людмила Леонтьевна мĕн пирки сăмах пырасса пĕлсен. — Анчах ун чухне хулара пурăннă çынсем хăйсем паттăрла ĕç туни пирки шухăшламан — çапăçу хирĕнчи салтаксене мĕн кирлипе тивĕçтерме кунне-çĕрне пĕлмесĕр, хăйсене хĕрхенмесĕр тăрăшнă. Çавă çеç.

Çав çулсенче 320-мĕш завод (халĕ В.Чапаев ячĕллĕ производство пĕрлешĕвĕ) пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине Людмила Леонтьевна та лайăх пĕлет. Вăл çĕршывăн оборона майне çирĕплетес тĕллевлĕ пулнă. Завода çĕклеме республикăри нумай çынна явăçтарнă. Тутар, Мари, Мордва республики-сенчен те рабочисем килнĕ. Завод строительствине хăвăртлатма тивнĕ. Ăна 1941 çулхи чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕнче хута янă. Завода Мускавран, Питĕртен, Харьковран специалистсем килнĕ. Вĕсем рабочисене пайсем хатĕрлеме вĕрентнĕ. Заводра ĕçлекенсен йышĕ çуллен ӳснĕ, вăрçă вĕçленнĕ вă-хăта 4 пине çитнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăн та унăн ĕçĕ-хĕлĕ тăсăлнă. Хăйĕнчен 3 çул аслăрах пиччĕшĕпе пĕрле Людмила пĕррехинче Лакрей вăрманне кайнă. Йывăçсен хушшипе утнă-утнă та хайхискерсем Чапаев завочĕ тĕлне çитсе тухнă. <...>

Лариса ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


Пушмак çĕлесе панăшăн качча илнĕ

Тверь облаçĕнчи Ильино салинче кун çути курнă Михаил Лавиншăн Шупашкар тăван тăрăха çаврăннин сăлтавĕ — вăрçă. 1941 çулта вăл иккĕри ача кăна пулнă, çавăнпа хăш-пĕр саманта амăшĕ Мария Ароновна каласа панинчен çеç астăвать.

Хула валли çăкăр пĕçернĕ

«Ильинăра расна тĕне ĕненекен 5 пине яхăн тĕрлĕ наци çынни килĕшӳре пурăннă, çурт çĕкленĕ, ывăл-хĕр ӳстернĕ. Эпир — еврейсен йăхĕнчен. Тăван çĕршывăн вăрçи пуçлансан пурнăç тĕпрен улшăннă. Арçынсене, вăл шутра аттене те, фронта илсе кайнă. Пирĕн ял çывăхĕнче çапăçусем пынă. Сала пĕрре — нимĕçсен, тепре пирĕннисен аллине куçнă. Бомбăсем сирпĕннĕ. Анне манпа тата пиччепе Аронпа тĕпсакайне пытаннă. Эпир çăлăннă-ха, анчах кил-çуртсăр тăрса юлнă», — тахçанхине куç умнее кăларчĕ Михаил Абрамович. Яла фашистсем пырса кĕрсен 200 çынна тыткăна илсе урама хăваласа тухнă, çулталăка яхăн геттăра усранă. Фашистсем пурне те персе пăрахма тĕв тытнă. Кайран çынсен ӳтне кӳлле пăрахма шухăшланă.

1942 çулхи кăрлачăн 24-мĕшĕнче совет салтакĕсен йĕлтĕрпе çӳрекен десанчĕ килсе хăтарман тăк Ильино халăхĕ синкерлĕ шăпаран хăтăлаймĕччĕ те пулĕ. Пирĕн салтаксем хĕрӳ çапăçура фашистсене парăнтарнă, чылайăшне тыткăна илнĕ. Кайран çынсене эвакуацилеме тытăннă. Ун чухне Михаил 3 çулта кăна пулнă, çапах пĕр ял тĕлĕнче кĕпер урлă каçнă чухне бомба пăрахма тытăннине астăвать вăл. Лавинсене тата тепĕр икĕ çемьене, пурĕ 11 çынна, Чăваш Ене илсе килнĕ. Ун чухне вăрçăран тарса килекенсем вăл ăçта ларнине те пĕлмен.

Унта бомба пăрахмаççĕ, фашистсем çук — çакă çеç пĕлтерĕшлĕ. Чукун çулпа выльăх турттарнă вакунсенче илсе килнĕ вĕсене. Нимĕçсен самолечĕ тӳперен вĕçĕмех бомба пăрахнă. Вăл вакуна лекнĕ. Вилнисене — пĕр çĕре, чĕррисене тепĕр вакуна куçарса малалла кайнă. Тата мĕн чухлĕ тăсăлĕ çул? Ăçта çитнĕ вĕсем? Çынсем нимĕн те пĕлмен. Асаппа тата хĕн-хурпа тепĕр уйăхран тин Чăваша çитнĕ. Кунта вăрçă кĕрлемен, шăплăх хуçаланнă, халăх та тарават кĕтсе илнĕ.

Пĕррехинче Шупашкар çине те бомба пăрахнă, вăл хула хĕррине /халĕ залив/ ӳкнĕ. Мария Ароновна хăранипе Шупашкартан тухса кайма шухăшланă. Баржăна ларса вĕсем Сĕнтĕрвăррине çитнĕ. Кунта та эвакуаципе килнисем йышлăн пулнă: Мускаври, Ленинградри, ытти çĕрти çынсем пĕчĕк хулара хӳтлĕх тупнă. Вĕсене пурне те хваттере вырнаçтарнă. Мария Ароновна пекарньăна ĕçлеме кĕнĕ. Вăл Мускав хĕрарăмĕпе пĕрле пĕтĕм хула валли çăкăр пĕçернĕ. <...>

Алина ИЗМАН.

♦   ♦   ♦


«Кĕписенчен анне шăрши кĕретчĕ»

1941 çулхи кĕркунне Сăр хĕррине окоп чавма халăха пуçтарса ямашкăн Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Çĕнĕ Атикассинче пуху иртнĕ. «Илья арăмне ямасан эпĕ те каймастăп!» — колхозра кăшкăрнă ватă хĕр. Илья арăмĕн Верăн виçĕ ача пулнă. Ун пек ĕçсене пĕчĕк ачаллисене яма тăрăшман-ха, анчах ку хутĕнче лару-тăру урăхларах килсе тухнă.

Йăваш чунĕ Вера Николаевнăна çынпа вăрçăнасран тытса чарнă. Çăвартан ытлашши сăмах вĕçсе тухасран та асăрханнă вăл. Ара, упăшки Илья Васильевич айăп тӳснĕ вĕт. Ял канашĕн председателĕнче тăрăшнăскер вĕреннĕ çын пулнă, çĕршывра пулса иртни пирки хăйĕн шухăшне калайнă. Анчах 30-мĕш çулсенче ку ырăпа вĕçленмен. Пĕр евит пулнă та — арçынна «халăх тăшманĕ» тесе тытса хупнă. Тĕрме /тен, поселени/ пит аякрах вырнаçманнине кура арăмĕ ун патне час- часах кайса çӳренĕ, йывăр çын пулса таврăннă. 40-мĕш çулсен пуçламăшĕнче вăл хăй те киле вăрттăн пыркаланă. Ял ыйха путиччен мачча çинче пытаннă, çемйи патне çĕрле кăна аннă. Кӳршисем Илья килте пулнине тавçăрнă, анчах нихăшĕ те сутман. Вăрçă пуçланиччен кăшт маларах ăна ирĕке кăларнă. Вăл Мускавра çар заводĕнче ĕçленĕ, çемйине пулăшкаланă.

Виçĕ ачине — 12-ри Мефодие /вăл 4-ра чухне жнейкăпа урине амантса сусăр пулса юлнă/, 10-ри Марийăна, 4-ри Лизăна — хунямăшĕпе хăварса пĕр уйăхлăха Сăр хĕррине окоп чавма тухса кайнă Вера. Çав çулхине хĕл ир ларнă, сивĕ тăнă. Ĕç вырăнне çитмешкĕн çынсем хытсах çитеймен пăр çийĕн саккăршарăн ушкăнланса хырăмпа шуса каçнă. Пăр катăлсан путса вилме те пултарнă вĕсем. Кайран выçăллă-тутăллăскерсем çăпата сырса шартлама сивĕре шăннă çĕре лумпа, кĕреçепе катнă. Урана тăхăнмалли хăвăрт юрăхсăра тухнă, мĕншĕн тесен кунсерен 3 кубла метр тăпра кăларма норма палăртнă. Чул пек хытă çĕр чĕлпекленсе пĕрер сантиметр çеç катăлнă. Плана тултарма май çук пек туйăннă. Тăшман Мускав патнех çитнĕ. Ĕç-пуç япăхлансан шăпах çак чикĕ фашиста тытса чарма пултарнă. Пин-пин хĕрарăм алли палăртнă тĕллеве пурнăçланă.

Пĕр уйăхран таврăнсан Вера Николаевна килте нумаях та пурăнайман, ăна чул кăларма янă. Çав чулсене хӳтĕлев чиккисене тунă çĕрте усă курнă. Питĕ аякрах ĕçлемен пулас — канмалли кунсенче киле çăвăнма, çи-пуç улăштарма йăпăртлăха пырса кайнă. Ачисем унăн япалисене çума васкаман. Тарпа касăхнăскерсенчен «амăшĕн шăрши» кĕнĕ. Вĕсене шăршланă май ачасемшĕн амăшĕ çумра пек туйăннă.

1942 çул пуçламăшĕнче ашшĕ вăрçăран таврăннă. 10 çула яхăн этемле мар условисенче пурăннăскер питĕ йывăр чирленĕ. Сăпкара выртакан пепки патне пынă та: «Сана эпĕ ӳстереймĕп ĕнтĕ», — тенĕ. Чăнах та, çулталăкран вăл çĕре кĕнĕ.

Вера Николаевна 76 çулччен пурăннă. Вăл утайми пулнă, шăм-шакĕ кукăрăлнă. Мĕн виличчен ăна ывăлĕпе кинĕ пăхнă. Утса çӳреймесен те Мефодий питĕ ăслă каччă пулса тăнă. Парти шкулĕнче, педучилищĕре вĕреннĕ. <...>

Алина ИЗМАН.

Материалсемпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.