«Чăваш хĕрарăмĕ» 31 (1208) № 12.08.2021
Яла тилĕ килнĕ
Муркаш районĕнчи Оринин ял тăрăхне тинтерех тилĕ пырса кĕнĕ. Пахчара çӳрекен чĕр чуна кил хуçисем тӳрех асăрханă. Ăна, çынран хăраманскерне, ещĕке тытса хупнă. Çакăн хыççăн тивĕçлĕ служба ĕçченĕсене чĕнсе илнĕ. Лаборатори тĕпчевĕ тилĕ урнине çирĕплетнĕ. Телее, чĕр чун килти выльăха сиен кӳреймен, вите-сарайне кĕреймен.
Чĕр чун чирĕсемпе кĕрешес енĕпе ĕçлекен районти станци пуçлăхĕ Олег Воробьев каланă тăрăх, урнă тилĕ урăх çын хуçалăхне кĕме пултарнине тĕпченĕ. Вăл ытти çĕре çитейменнине палăртнă. Олег Александрович çак тăрăхра карантин йĕркине пăхăннине калать. Муркаш районĕнче, ытти çĕрти пекех, чĕр чуна урнă чир ересрен прививка тăваççĕ. Халăхпа куçа-куçăн калаçни те витĕмлĕ. Ветеринарсем ял-йыша урнă чиртен сыхланас йĕркепе паллаштараççĕ. Ăнлантарса çырнине алă пустарса валеçеççĕ.
Республикăра урнă чир ан сарăлтăр тесе тискер чĕр чун пурăннă вырăнсене çулленех вакцина хураççĕ. Кăçал та çак ĕçе пурнăçланă. Муркаш районĕнче, сăмахран, чĕр чун йăвисен çывăхне 900 доза вакцина хурса тухнă.
Чăваш Республикин патшалăх ветеринари служби пĕлтернĕ тăрăх, урнă чирпе кĕрешекен çуллахи кампани утă уйăхĕнче пуçланнă. Çак тĕллевпе пирĕн тăрăха 26 пин доза вакцина илсе килнĕ. Профилактика ĕçне хальхи вăхăтра пурнăçлани уйрăмах пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен тискер чĕр чун çурисем çитĕннĕ. Вĕсем хăйсене пурнăç парнелекенсемпе пĕрле йăваран тухаççĕ, ятарлă брикетсене çисе вакцинациленеççĕ.
Чăваш Енри гигиенăпа эпидемиологи центрĕ пĕлтернĕ тăрăх, республикăра çын урнă чирпе нушаланнине 20 çул ытла шута илмен. Çав вăхăтрах пĕтĕмĕшле лару-тăру лайăхах мар. 2020 çулта урнă чир ернĕ 12 чĕр чуна тупса палăртнă /2019 çулта — 2/. Тискер чĕр чун хушшинче çĕнĕ тĕслĕхсене шута илеççĕ. Унсăр пуçне ял-хула таврашĕнче хуçасăр йытă-кушак нумайланать. Вĕсем те инфекци сарма пултараççĕ. Çавăнпах çынна урнă чир çакланас хăрушлăх пысăк. Чĕр чун çыртсан суран юлать. Харсăрскерĕн çăварĕнчи бактерисем нерв тытăмне, тĕртĕмсене, шăмма сиенлеме пултараççĕ. Çавăнпах пĕчĕк суран пулсан та çийĕнчех тухтăртан пулăшу ыйтмаллине кашнинех асра тытмалла.
Кĕтӳпе çӳрекен хуçасăр йытăсенчен уйрăмах асăрханмалла. Урнă чирпе нушаланаканнине уйăрмашкăн ансат. Вăл сурчăк юхтарать, темĕн те пĕр кăшлама хăтланать, чалăш пăхать, тытамакпа аптăрать. <...>
Марина ТУМАЛАНОВА.
♦ ♦ ♦
Ватăлмашкăн вăхăт çук
Алă усса ларма вăхăт пачах çук вĕсен. Тепĕр тесен — кăмăлĕ те. «Пурнăç — хусканура» чĕнӳпе пурăнакансен урăхла пулать-и вара? Унсăрăн шăм-шак та хытса ларать. Çуллахи вăхăтра пахчара ĕç нумай — ку та хăйне евĕр хускану. Хĕлле вара куллен йĕлтĕр сыраççĕ. Сĕнтĕрвăрринчи бассейнра та час-часах курма пулать вĕсене. Ахальтен мар районти тĕрлĕ ăмăртăва хастар хутшăнаççĕ. Хăйсен ӳсĕмĕнче ишессипе те, чупассипе те — малта. Ку кăна-и? Пултарулăх конкурсĕсенче те хастар. Юрламалла-и, ташламалла-и — яланах сатур. Халĕ, паллах, хăйсем валли вăхăт ытларах уйăраççĕ ĕмĕрĕпех Шуршăл ачисене маттур та хастар, пултаруллă та ĕçчен çитĕнме пулăшнă вĕрентекенсем.
Пĕрре курсах…
— Ĕçленĕ чухне хама аталантарма вăхăт, чăн та, сахалрахчĕ. Халĕ аккордеона кăмăлăма уçма тытатăп, тĕрлĕ юрă аса илетĕп, çĕннисене вĕренетĕп, — тет шкулта 41 çул ĕçленĕ халăх пĕлĕвĕн отличникĕ Ирина Ильина. Муркаш районĕнчи Чуманкасси ялĕнче çуралнă вăл. Вĕрентекенсен çемйинче çитĕннĕ хĕр. Ашшĕ Иван Вязов биолог, амăшĕ Тамара Николаевна математик пулнă. 97 çул пурăннă кил хуçи директор, председатель тивĕçĕсене те пурнăçланă. Мăшăрĕ те вăрăм ĕмĕрлисен йышĕнчен — 90 çула çитнĕ.
— Атте хаçата нумай çыратчĕ. Ĕлĕкхи йывăçа ачасем çунтарса ярсан ун пирки те статья хатĕрлерĕ. Питĕ шел пулчĕ ăна — куççульлентĕм те. Лантăш чечекĕ ăçтан пулса кайнă-ха тата? Çакнашкал легендăсем те хайлатчĕ вăл. Каччăпа хĕр пĕр-пĕрне питĕ юратнă. Анчах йĕкĕт урăххи патне каять. Пике кулянса вăрмана кĕрсе тарать, питĕ вăйлă макăрать. Куççулĕ ӳкнĕ вырăнта лантăш ӳссе тухать-мĕн, — каласа кăтартать Ирина Ивановна.
Вăрçă çинчен те нумай çырнă ветеран. 1941 çулта географи факультечĕн 2-мĕш курс студентне Хусанти ытти тусĕпе летчике вĕренме илсе каяççĕ. Анчах урăхларах çаврăнса тухать: вĕçекеннисем мар, вĕсем хальлĕхе çителĕклĕ-ха, тимĕр çунатлăскерсене пăхса-юсаса тăракансем кирлĕ. Çапла аэродромсем тăрăх çӳреме пикенеççĕ. Пĕррехинче, хĕлле, техникăна «горючи» янă чухне Иван Димитриевич вакка кĕрсе ӳкет. Ӳпки икĕ енĕпе те шыçать. Килне вилме яраççĕ ăна. Вĕреннĕ çын тĕрлĕ статья нумай вулать.
— «Кăкăр кĕсйинче пĕрмай ыхра чиксе çӳрерĕм» тетчĕ атте. Унăн сывлăхне тĕрĕслесех тăраççĕ. Тăватă хутчен чĕнтереççĕ. Сипленнĕ вăхăтра ахаль лармасть, шкулта ĕçлет. Çулталăкран фронта тепре ăсатнă ăна çемйи. Телее, чĕрĕ-сывă çаврăнса çитнĕ вăл. Атте каласа панă тăрăх, йăхри тăватă ăру тĕрлĕ вăрçăра пулнă. Кашниех чĕрĕ-сывă таврăннă, — çемье историйĕпе тĕплĕ паллашнă хĕрарăм. Ашшĕ тĕпченисене пухса ятарлă альбом та хатĕрленĕ. Килес ăрушăн вăл, паллах, хаклă тупра.
Иван Вязов вăрçăран 1945 çулта таврăнать. Тӳрех Чуманкасси шкулне яраççĕ ăна. Кунта паллашать те мăшăрĕпе. Пĕрре курсанах: «Манăн», — шухăшласа илет вăл Тамара Николаевнăна куç хывнă май. Пĕр хушăран тăхтав вăхăтĕнчех пĕрлешсе килеççĕ çамрăксем. «Юратупа шанчăклăхшăн» медале те Муркаш районĕнче пĕрремĕш илеççĕ Вязовсем.
«Ташлас килетчĕ»
Ашшĕ-амăшне пăхса хĕрĕ те вĕрентекен ĕçне суйланă. Пуринчен ытла юрă-кĕвĕ тĕнчи илĕртнĕ ăна.
— Ачаранах музыка патне туртăнаттăмччĕ. Эпир шкул хваттерĕнче пурăнаттăмăр. Хирĕçех — клубчĕ. Унта Теплов аккордеонист килчĕ. Пирĕн те, аппапа иксĕмĕрĕн, çак инструментпа выляма вĕренес килчĕ. Аттене «илсе пар» тесе тинкине илтĕмĕр пуль. Чăнах та, çырăнса пĕчĕк инструмент илсе пачĕ çывăх çыннăм. Кашни кун тăсаттăмăр ăна. Аппа каярах ун пирки манчĕ-ха, медицина еннĕпе вĕренчĕ. Эпĕ вара аккордеона алăран ямарăм.
Клубра купăс калакан çын урăх пулман- ши вара? 7-мĕш класра вĕреннĕ чухнех ташлаттараттăм çамрăксене. Хамăр класра вĕренекенсемпе концерт мĕн чухлĕ хатĕрленĕ тата! Муркашра музыка шкулĕ уçăлнине пĕлсен унта каймасăр епле чăтăн? Пĕр уйăх вĕрентĕм те — пăрахрăм. 12 километр çӳремелле-çке. Тăвансем патĕнче те пурăнса пăхрăм. Анне киле таврăнма хушрĕ.
Питĕ ташлас килетчĕ тата. Шăллăм Пермь хулине кайнă чухне унран юлмарăм. Çут ĕç училищине вĕренме кĕтĕм. Кунта хăюлăх çуралчĕ те. Шкул хыççăн культура училищине кайма сĕннĕччĕ атте, анчах иментĕм, вăтантăм. <...>
Татьяна НАУМОВА, Марина ТУМАЛАНОВА.
♦ ♦ ♦
Ачине ят панă та…
Патшалăх учрежденийĕпе общество организацийĕн хастарĕсем, волонтерсем пĕрле ĕçлени ырă çимĕç кӳрет. Вĕсем çемье çивĕч ыйтăвĕсене татма май тупни курăмлă.
Виççĕмĕшĕ те ытлашши мар
Шупашкарти пĕр хĕрарăм çакнашкал лару-тăрăва лекнĕ: кĕтмен-туман çĕртен унăн виççĕмĕш хут çие юлнă. Иккĕшне упăшкипе пурăннă вăхăтра çуратнă вăл. Çемье салансан ĕçтешĕпе çывăхланнă. Унран варта пепке тĕвĕленнĕ. Авланнă арçын арăмĕнчен уйрăлма, хăйĕн пурнăçне улăштарма палăртман. Ача кĕтекен хĕрарăмăн камран пулăшу кĕтмелле? Хырăм пăрахма ĕлкĕреймен вăл. Виçĕ тĕпренчĕкне пĕччен çитĕнтересси, ахăртнех, хăратнă ăна. Ачасене ура çине тăратма çăмăл-и? Хайхискер виççĕмĕш хут амăшĕ пулма хатĕрленни çинчен çывăх тăванĕсене те каламан. Хĕрарăм пĕчĕкскерне ача çуратмалли çуртрах хăварма тĕв тунă.
Вăл икĕ пепкине амăшĕ патне леçнĕ. Хăй чир çаклатнипе сăлтавласа больницăна выртнă. Çăмăллансан та хăйĕн шухăшне улăштарман: ачаран ютшăннă. Çав хĕрарăма тĕрĕс йышăну тума пулăшас тĕллевпе Шупашкарти халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен комплекслă центрăн ĕçченĕсем больницăна çитнĕ. Анчах пепкене çут тĕнче кăтартнăскер никампа та хутшăнма килĕшмен, никама та хăйĕн çывăхне яман. Апла пулин те психологпа калаçма ӳкĕте кĕртнĕ ăна. Йывăр лару-тăрăва лекнĕ хĕрарăмсене пулăшакан уйрăм ĕçченĕсем Тулăри кризис центрĕпе çыхăннă. Çакнашкал ыйтупа чылай çул ĕçлекен специалистсенчен канаш ыйтнă. Вĕсем амăшне тĕпренчĕкĕ патне илсе кайма сĕннĕ, ят шырама каланă. Хĕрарăм турткалашма пăхнине аса илтерме кирлех-ши? Темле пулсан та психолог унпа пĕр чĕлхе тупнă. Амăшĕ пепкине ят панă, кăкăр çитернĕ. Тĕпренчĕкне хăйĕн çумне пăчăртанăскер йĕме пуçланă. Паллах, пĕчĕкскерне чи çывăх çыннăн ăшшипе юратăвĕ мĕнешкел кирлине ăнланса илнĕ вăл.
Психолог амăшĕпе çыхăнма, вăрттăнлăха уçма сĕннĕ ăна. Хĕрарăм пурнăç парнеленĕ çын патне хăех шăнкăравланă. Унпа чуна уçса калаçнă. Суйнăшăн каçару ыйтнă. Лини тепĕр вĕçĕнчи амăшĕ те куççульне чарайман. Виçĕ мăнукне пăхса çитĕнтермешкĕн пулăшма шантарнă. «Икĕ пепке çумĕнче виççĕмĕшĕ ытлашши-и?» — ыйтмасăр чăтайман вăл.
Хĕрарăм чун панă тĕпренчĕкне хăйĕнчен хăварман. «Ку çемьене куçран вĕçертместпĕр. Ачисенчен кĕçĕнни виçĕ уйăха çитрĕ. Вĕсен килĕнче йăлтах йĕркеллĕ. Виçĕ ачаллă хĕрарăма патшалăх та, ашшĕ-амăшĕ те тĕрев парать», — социаллă центрăн йывăр лару-тăрăва лекнĕ хĕрарăмсене пулăшакан уйрăмăн пуçлăхĕ Людмила Иванова ку тĕслĕхе çĕкленӳллĕ кăмăлпа аса илет. Амăшĕ кайран ӳкĕнĕччĕ те... Анчах пулни-иртнине каялла тавăрса чун канлĕхне тупма пулать-и вара?
Халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен комплекслă центрăн «Пĕрле пулар» проекчĕ йывăр лару-тăрăва лекнĕ ачасене тĕрев паракан федераци фончĕн грантне çĕнсе илнĕ. Вăл çие юлнă е ачаллă хĕрарăмсене çул юппинче тăнă вăхăтра пулăшма, тин çуралнă пепкесене тăван çемье ăшшине тупма пулăшать. Унсăр пуçне çакă специалистсене дистанци мелĕпе пĕлӳ илме май парать. Сăмахран, çапла майпа вĕсем Тулăри кризис центрĕн опытлă ĕçченĕсемпе туслашнă.
Пепкен амăшĕ те, ашшĕ те пур
Людмила Владиславовна ăнлантарнă тăрăх, ку ĕçе «ЧР юристсен союзĕ» общество организацийĕн хастарĕсем те, социаллă центрăн волонтерĕсем те, тĕн çыннисем те кăмăлтан хутшăнаççĕ. Шупашкарти медицина колледжĕн студенчĕсем те хăйсен тӳпине хывнине палăртмалла. Вĕсем çамрăксемпе йĕркелекен тĕл пулусенче хырăм пăрахни, ар çыхăнăвĕ урлă куçакан чир-чĕр организма усал витĕм кӳни çинчен каласа кăтартаççĕ.
Волонтерсем йывăр лару-тăрăва лекнĕ хĕрарăмсемпе тĕрлĕ ыйтăва сӳтсе яваççĕ. Çемье телейĕн вăрттăнлăхне уçаççĕ, пахчара ĕçлесе пухнă опытпа пайланаççĕ, тутлă пĕçерме вĕрентеççĕ. Пĕр хĕрарăм, тĕслĕхрен, упăшкипе 30 çул килĕштерсе пурăнни, пĕр-пĕрне ăнланма хăнăхни çинчен каласа кăтартнă. Çакнашкал юрату историйĕ, паллах, кăсăклă. Ку мăшăр ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче. <...>
Марина ТУМАЛАНОВА.
♦ ♦ ♦
Çĕршыв хÿтĕлевçисене амăшĕсем тĕревленĕ
2000 çул пуçламăшĕнче республикăри Салтак амăшĕсен комитечĕн ячĕ кĕрлесе кăна тăратчĕ. Общество организацийĕ Союзсен çуртĕнче вырнаçнăччĕ. Çурçĕр Кавказра хĕсметре тăнисем, салтак амăшĕсем коридорта черет çитессе кĕтетчĕç. Пĕри хăйне тивĕçекен укçана алла илеймен. Теприн документсемпе кăткăслăх сиксе тухнă. Виççĕмĕшĕ ывăлĕнчен хыпар кĕтсе хăшкăлнă. Чун панă тĕпренчĕкĕ çинчен тахçантанпах нимĕн те пĕлмест... Надежда Котькова ертсе пыракан комитет вун-вун, çĕр-çĕр ыйту хуравне тупма пулăшатчĕ. Çак йыш ĕç-хĕлне массăллă информаци хатĕрĕсенче тăтăш çутататтăмăр. Çурçĕр Кавказран ĕçлĕ çул çӳреврен таврăнсан амăшĕсем журналистсемпе тĕл пулу йĕркелетчĕç. Чечняри террористсем пуçарнă вăрçă тапхăрĕ чылайăшĕн асĕнче яланлăхах çырăнса юлчĕ. «Хĕрӳ» вырăнсенчи хирĕç-тăрура ывăлĕсене çухатнă амăшĕсен чун суранĕ çулсем иртсен те пирчеймерĕ.
Надежда Котькова Чечня вăрçинче 124 çын ытла пуç хунине калать. Хыпарсăр çухалнисене вилнисен йышне кĕртмен. Çавăнпах «ытла» сăмахпа усă курать вăл.
Историе аса илес тĕк — 1996 çулхи çурла уйăхĕн 6-мĕшĕнче Грозный хулинче хĕрӳ çапăçусем пуçланнă. Икĕ эрне ытла тăсăлнă хирĕç-тăру 2083 çын пурнăçне аркатнă. Çак йышран нумайăшĕ пуç хунă, хыпарсăр çухалнă, ытларахăшĕ — суранланнă. Иртнĕ эрнере, ас тăвăм кунĕнче, республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнисем Шупашкарти Çĕнтерӳ паркĕнче Çĕрçĕр Кавказра вилнĕ ентешсен ячĕпе хăпартнă палăк умне чечексем хучĕç.
Надежда Котькова вут-çулăм витĕр тухнă салтаксене, вĕсен амăшĕсене çаплипех тимлĕх уйăрма тăрăшать. Чĕрĕ таврăннисене туслăха упрамаллине аса илтерет.
Çĕнтерӳ паркне пынисем сăн ӳкерчĕксен альбомĕсем патĕнче чарăнчĕç. Çакăнта Чечня вăрçине хутшăннисен кун-çулĕ, Салтак амăшĕсен ĕçĕ-хĕлĕ ал тупанĕ çинчи пекех курăнать. Çамрăксене цинк тупăкпа илсе килни, çĕршыв хӳтĕлевçисене юлашки çула ăсатни те сăнланса юлнă. Ку сăн ӳкерчĕксем çаплипех чуна ыраттараççĕ.
Асăну мероприятийĕ Сергий атте Çурçĕр Кавказра пуç хунисен ячĕпе кĕлĕ вуланинчен пуçланчĕ. Надежда Котькова Чечня Республикине çӳренине аса илнĕ май Алексей Ильинăн çаврăнăçулăхне палăртса хăварчĕ. 1996 çулхи юпа уйăхĕнче амăшĕсем киле таврăнма вăхăт çитнĕ салтаксене илме кайнă. Списока 17 çынна кĕртнĕ. Çак йышра Алексей Ильин та пулнă. Вырăна çитсенех комитет хĕра-рăмĕсене Олег Черных командир хăй шыраса тупнă. Ильина парса яманнине, блок-постра вăл пĕччен çичĕ салтак вырăнĕнче пулнине ĕнентернĕ. Ăна, чăн та, хăварнă. Ун вырăнне темиçе ентеше илсе килме май тупнă. Алексей Ильин кипкепе çуралнă пулинех. Вăл киле чĕрĕ-сывă таврăннă. Юлташĕсемпе тĕл пулма май туса панăшăн халĕ комитет хастарĕсене тав тăвать.
Элĕк тата Муркаш районĕсен çар комиссарĕ Владимир Казаков РФ ШĔМ ятарлă тĕллевлĕ 101-мĕш бригада командирĕпе Юрий Завизионовпа çыхăннă. Сăмах май, çак йышра чăваш нумай пулни çинчен хаçатра çырнăччĕ. Салтаксемпе йĕркеленĕ пĕлтĕрхи тĕл пулăва Юрий Гаврилович ятарласа килни те куç умĕнчех. Владимир Казаков урлă командир салтаксене пуç хунă юлташĕсене асра тытма, ывăлĕсене çухатнă амăшĕсене пулăшма, пĕр-пĕрне тĕрев пама каланă. <...>
Марина ТУМАЛАНОВА.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...