Комментари хушас

11 Çурла, 2021

Хир сыснисен шутне пĕчĕклетмелле-и?

Паян ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев Правительствăн эпизоотие хирĕçле ĕçлекен чрезвычайлă комиссийĕн ларăвне ирттерчĕ. Унта хутшăннисем республика территорине Африка мурне кĕртме парас мар тесе пурнăçламалли мероприятисене тата хир сыснисем пĕр вырăнтан тепĕрне куçса çӳрессине йĕркелес тĕлевпе йышăнмалли мерăсене сӳтсе яврĕç.

— Лару кун йĕркинчен тухса тăракан ĕçсене пирĕн пурнăçламаллах, — терĕ Олег Николаев çав ыйтусене татса парассишĕн яваплă ЧР Çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министерстви тата Патшалăх ветеринари службин ячĕпе. — Пурнăçламасан ял хуçалăх экономикине пысăк тăкак кăтартасси патне çитме пултаратпăр.

Ларура тишкернĕ ыйтупа ЧР патшалăх ветеринари службин ертӳçи Константин Викторов доклад турĕ.

— Республикăна мур инфекцине илсе кĕрес хăрушлăх пысăк, — терĕ. — Мĕншĕн тесен хăшĕ-пĕри пирĕн пата выльăха тата унăн ашĕнчен хатĕрленĕ продукцие ветеринарсене тĕрĕслеттермесĕрех турттарса килет. Хир сыснисем Чăваш Ене Тутарстанран, Мари Элтан, Чулхула облаçĕнчен каçса чир ертме пултараççĕ. Çапах та этем факторĕ ытларах хăратать. Республикăри хир сыснисен шутне чакармалла тесе шухăшлатпăр.

Çак сĕнӳ пирки ЧР çут çанталăк тата экологи министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Эмир Бедертдинов сăмах каларĕ.

www.hypar.ru