Комментари хушас

2 Авăн, 2014

Ун пеккисем яла тытса тăраççĕ

«Çамрăк учительсем яла килнĕ», - терĕç Тăвай районĕнчи Сăхăтпуç шкулĕнче вĕренÿ çулĕн пуçламăшĕнче, 1984 çулта. Вĕсенчен пĕри - Галина Каримовна Ухтиярова, халĕ - упăшкин хушамачĕпе Яковлева. Шăмăршă ялĕнчи Чаткас ялĕнчен вăл.

Хитре, çÿллĕ, сарă вăрăм çÿçлĕ хĕр математика вĕрентет. Пур енĕпе те килĕшÿллĕ, ăслă-тăнлă, анлă тавра курăмлă, ĕçчен. Ачасене юратать, хăйĕн предмечĕпе тĕрлĕ меслетпе интереслентерет. Вăл йывăр, пур ачана та пĕр шайри пĕлÿ пама çăмăл мар, апла пулин те хастар ĕçлет.

«Пушă вырăн çынни пулман вăл», - теççĕ ун пеккисем пирки.

Хастарлăхпа çирĕплĕх туйăмĕ мĕн ачаранах пур унра. Института вĕренме кĕриччен колхозра дояркăра ĕçлени те çакна çирĕплетет.

Хаваслă çамрăклăх... Сăпай хĕре маттур каччă куç хывать. Михаил Анатольевичпа вăйлă туй туса çирĕп çемье çавăраççĕ. Мăшăрĕ пур енĕпе те ăста. Çĕнĕ вырăнта кермен пек çурт çĕклерĕç, хĕрпе ывăл çуратса ÿстерчĕç. Зойăпа Анатолий халĕ аслă пĕлÿллĕ, ашшĕ-амăшĕ пекех пултаруллă, ăслă, хитре çынсем, хăйсен мăшăрĕсене тупрĕç, туй хыççăн туй кĕрлерĕ, ял халăхĕшĕн те пысăк савăнăç пулчĕ.

Вăхăта усăсăр ирттерме юратмасть Галина Каримовна. Пушăрах чух культура çуртĕнче алă ăстисен кружокне йĕркелесе пырать, хор кружокне хастар хутшăнать. Ял тăрăхĕн депутачĕ те вăл. Ял пурнăçĕшĕн чунне парса ĕçлет, урамсене тирпей-илем кĕртессишĕн, шыв пăрăхĕсене юсавлă тытассишĕн те тăрăшать. «Çулсерен юхăнса пыракан Сăхăтпуç ялĕнче çакăн пек пултаруллă 2-3 çын пулсан ял çĕкленсе, кĕрлесе кайнă пулĕччĕ», - теççĕ ял çыннисем. Халăх шутсăр хисеплет ăна.

Нумаях пулмасть юратнă çыннăмăр 55 çул тултарчĕ. Çак хушăра унăн пурнăçĕнче хура пĕлĕт карса илни те, шиклĕ шухăш пуçа пăчăртани та, йывăр сывлăш кăкăра хĕсни те пулнă пуль... Тÿснĕ маттур хĕрарăм!

Сÿнмест-ха унра вĕри чунлă паттăрлăх, паян кун та вăл ĕçре. Юратнă юлташĕсем, тăванĕсем, хаклă ачисем, савнă мăшăрĕ çумра пурри çĕнĕ çитĕнÿсем тума хавхалантарать ăна.

Г.НЕОФИТОВА,

педагогика ветеранĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.