Аслă Пÿлер
Ывăлпа авалхи Аслă Пÿлер хулине çитсе куртăмăр. Ăна 922 çулта никĕсленĕ. Хула тикĕс вырăнта вырнаçнă. Ун çумĕпех Кĕçĕн Çарăмсан шывĕ юхса иртет.
Пÿлерти историпе археологи музейне 1978 çулта уçнă. Вăл кирпĕчрен, икĕ хутлă. Фондра 7500 япала упранать. Çав шутра тăмран тунă кăкшăмсем, пăхăр тарасасем, киресем, сăнăсем, хĕрарăмсен янтарь эрешĕсем, шăмăран, ылтăн-пăхăртан тунă шăрçасемпе хăлха çаккисем, кĕнчелесем. Хуларан виçĕ çухрăмра таса çăл куç тапса тăрать. Кунта чăвашсемпе тутарсем, мишерсемпе вырăссем, ирçесем пуç тайма çÿреççĕ. Унта 444 картлашкапа улăхмалла. Çÿлте - ту тăрринче - пысăк монумент вырнаçнă. Хура чуллă ту тăрринче кĕлĕ вырăнĕ пур. Йĕри-тавра пысăк тĕмĕсем сыхланса юлнă. Картлашкапа улăхнă тĕлте 11 пысăк шăтăк. Хаяр Иван патша вăхăтĕнче çакăнта мишерсене тĕне кĕртнĕ теççĕ. Çавăнпа ку тăрăхра тĕне кĕнĕ мишерсем нумай.
Пÿлертен инçех мар тăватă хула сарăлса ларать: Горкинское, Балынгузкое, Торецкое тата Николаево-Баранское. XVI ĕмĕрте Балынгузкое хулинче çÿллĕ ту тăрринче мавзолей пулнă. Халĕ унта валсем çеç тăрса юлнă.
Эпĕ вулакансене çак сăваплă вырăнсене çитсе курма сĕнесшĕн. Çитес вăхăтра Сувар хулине кайса курас кăмăлăм пур.
Николай КИРЮШИН