Комментари хушас

29 Утă, 2021

«Чăваш хĕрарăмĕ» 29 (1206) № 29.07.2021

Элекçи хĕрĕсем

Алексей Семенов 1917 çулта Шуршăл ялĕнче çуралнă. Тăлăх ача пулнăран унăн 17-рех авланма тивнĕ. Тăванĕсем ăна 8 çухрăмри Отикасси хĕрне, хăй пекех тăлăх Хресчине, тупса параççĕ. Çамрăксем унччен пĕр-пĕрне курман та, палламан та. 1934 çулта çемье çавăраççĕ Элекçипе Хресчин. Шĕкĕр Турра, юратупа килĕшӳре пурăнаççĕ вĕсем. 1935 çулта Лидия, 1937 çулта Зоя çуралаççĕ. Пурнăç пĕр тикĕс шунă, анчах 1941 çулта пуçланнă вăрçă пĕтĕмпех çапса хуçать. Утă уйăхĕнче çут тĕнчене килнĕ Тамарăна пĕр уйăх çеç утьăкка сиктерсе юлать ашшĕ, кĕçех фронта тухса каять. 1943 çулта виçĕ хĕрне тăлăха хăварса паттăррăн пуçне хурать.

«Шуçтакмак илме ячĕç»

«Аттерен 6 çулта юлтăм. «Вăрçă пуçланнă» тенине лайăх ас тăватăп. Тепĕр икĕ уйăхран аттен ячĕ те тухрĕ. Ăна ăсатма пĕтĕм тăван, ял-йыш пуçтарăнчĕ. Уй хапхи патне ытти арçынпа пĕрле вăл та салтак юрри юрласа утрĕ. Эпĕ ун хыççăн çарран чупатăп, хам макăратăп. «Вăрçăра вилеççĕ» тенине ăнланнă ĕнтĕ. Уй хапхинчен тухсан Анаткас еннелле тата икĕ çухрăм каймалла. Ывăнасран хăранă- ши, хытă макăрнăран шелленĕ-ши — çывăх çынсем мана малалла илсе каясшăн пулмарĕç. Хамăр кӳршĕри Олайкка Клатек инки патне шуçтакмак илме ячĕç. Çитрĕм инке патне. «Пар-ха часрах шуçтакмак. Аттене кирлĕ», — тетĕп. Инке ăнланчĕ паллах. Макăра-макăра «шырама» пуçларĕ. Кăмакана пăхать, кравать айне тĕрĕслет. Тем чул вăхăт иртрĕ те: «Таçта кайса кĕнĕ ман шуçтакмак. Тупаймарăм вĕт, Лидя», — терĕ. Улталамалли, ним çук япалана çапла каланине тавçăрман çав ун чухне. Эпĕ часрах уй хапхи умнелле чупрăм. Çитрĕм — атте çук та. 1942 çулта атте аманса килчĕ. Хул пуççи витĕр пуля тухнăччĕ унăн. Алли çĕкленместчĕ, нимĕн те тăваймастчĕ. Хăрах алăллă пулсан та пушар хуралне ĕçлеме ячĕç ăна, лаша та пачĕç.

Алли тӳрленсе те çитеймерĕ, хăй ыйтсах тепĕр хутчен вăрçа тухса кайрĕ, урăх таврăнмарĕ те. Аттен вилнĕ хутне урамра почтальонка мана парса хăварчĕ. Анне ун чухне колхозраччĕ. Ĕçрен килчĕ те çырăва патăм. Вăл мĕнле хут пулнине эпĕ, паллах, шухăшламан та. Анне темиçе хутчен те вуларĕ çырăва, унтан урайне ӳкрĕ. Çавăн хыççăн чĕрепе чирлесе кайрĕ, 40 çултах алла туя тытрĕ. Мĕн таран йывăр пулнă пуль ăна. Хăраххăн пурăнсах пире виçсĕмĕре ура çине тăратрĕ. Хăй ĕмĕрне аттене кĕтсех ирттерчĕ, таса юратăвне куçĕ хупăничченех упрарĕ.

Вăрçă чарăннине те лайăх ас тăватăп. Эпир ун чухне шкултаччĕ. Нумайăшĕн ашшĕсем таврăнчĕç, пирĕн вара — çук. Пĕчĕккĕ пулсан та чун ах! мĕнле ырататчĕ», — каласа кăтартрĕ Лидия Алексеевна.

«Атте таврăнмарĕ»

«Атте хул пуççийĕ çине лартатчĕ те лаша пек сиктерсе çӳретчĕ. Урайĕнче иксĕмĕр выляттăмăр-кулаттăмăр. «Эх, ман хĕр», — тесе пуçран ачашлатчĕ. Вăрçа кайсан çулталăкран аманса таврăнчĕ. Çак вăхăта ытларах ас тăватăп. Атте ырă кăмăллăччĕ. Ял-йыша, уйрăмах тăлăх салтак арăмĕсене, пĕччен пурăнакан ватăсене чунран шеллетчĕ, пулăшатчĕ. «Ку Элекçи ырă-сывах, вăрçăра çапăçмасть, килтех пурăнать» тесе усал çынсем атте çинчен ял канашне темиçе хут та элек çитернĕ. Алли ыррăн тӳрленме те ĕлкĕреймерĕ — çар комиссариатĕнчен ыйтсах тепĕр хут фронта тухса кайрĕ. Урăх курман эпир ăна. Харьков хули патĕнчи хаяр çапăçура паттăррăн вилнĕ вăл. Атте наградăна тивĕçнĕ, хăй вара ăна илме ĕлкĕреймен те. «Киев хулинчи çар архивĕнче упранать» тесе аннене çырса пĕлтернĕччĕ, анчах наградăна кайса илме май килмен. Ялти çын инçе çула тухма та хăранă пуль. Пĕр 15 çул каялла мăшăрăн шăллĕ, летчик пулнă май, Харьков хулинче вĕçевре пулнă. Ятарласах салтаксен тăванла масарне кĕрсе курнă. Пысăк мемориал палăк çинче аттен ятне те шыраса тупнă. Вил тăпри çинчи тăпрана илсе килчĕ. Эпир ăна атте тăпри тесе шухăшлатпăр. Чăваш йăли-йĕркине тусах тăпрана анне хĕресĕ умне хутăмăр. Халĕ атте кунта выртнă пекех туйăнать. Куншăн та питĕ савăнтăмăр.

Аннепех ӳсрĕмĕр. Вăрçă вăхăтĕнче колхозра ĕçлекенсене çăкăр панă. Анне те илнĕ ĕнтĕ, хăй çиессине виçсĕмĕре пайласа паратчĕ. «Эпĕ выçă мар» тетчĕ те пире ыталаса макăратчĕ. Ĕçрен тем пек ывăнса таврăнсан та çĕрĕпех çăпата тăватчĕ», — Зоя Алексеевна аса илĕвĕ куççулĕ кăларать. <...>

Алевтина ПЕТРОВА-ПИРОГОВА.

♦   ♦   


Çула тухма нимĕн те чăрмантармасть

Чăваш Енре ревакцинаци тапхăрĕ пуçланчĕ. Пĕрремĕш прививка хыççăн ултă уйăх иртсен тепĕр тĕрлине тутарма юрать.

Вакцинацие хутшăнас текенсен Патшалăх пулăшăвĕн порталĕ урлă, е медучреждени регистратуринче, е терапевт патĕнче, е 122 номерпе çырăнма май пур. Унсăр пуçне мобильлĕ пунктсем ĕçлеççĕ. Унта пациентсене тӳрех йышăнаççĕ.

Сергей ИВАНОВ, Чăваш халăх артисчĕ:

— Çывăх тăвансем коронавируспа аптăрани сисчĕвлентерчĕ. Ку чир йывăррăн иртнине, организма хавшатса хăварнине хам куртăм. Çавăнпах вакцинациленес шухăш тĕвĕленчĕ. Пĕр харăсах виççĕн — эпĕ, арăм тата хуняма — прививка тутартăмăр. Ку ĕçĕн икĕ тапхăрĕ витĕр те тухрăмăр. Пĕрремĕш хут вакцинациленнĕ хыççăнах спектакльте вылярăм. Çакă юрамарĕ- ши — каçхине кĕлетке температури хăпарчĕ. Иккĕмĕшĕ хыççăн та канма май килмерĕ — тĕп сăнарпа сцена çине тухма лекрĕ. Каллех вĕрилентерчĕ. Унсăр пуçне тĕртĕмсем ыратрĕç. Талăкранах хама аван туйрăм. Сăмах май, çав вăхăтра арăмăн та кĕлетке температури пысăкланчĕ. Хуняма вара прививка тутарнине сисмерĕ те — лайăхах çӳрерĕ.

Халĕ, отпуск вăхăтĕнче, çĕршыв курса çӳресшĕн. Канасшăн та, сывлăха та çирĕплетесшĕн. Вакцинациленни хама ирĕклĕ туйма пулăшать. Çавăнпах çула тухасси пĕрре те хăратмасть.

Марина ГРИГОРЬЕВА хатĕрленĕ.

♦   ♦   ♦


Çак çĕре эсир пĕлетĕр-и?

Тинех пăр тапранчĕ темелле мар пулĕ-ха, ку ыйтупа республика ертӳлĕхĕ малтан та ĕçленĕ. Çапах та хальхинче аталану программине пайăррăн, цифрăсене палăртса, йышăннă та, пирĕн Чăваш Ене Атăл тăрăх шурă пăрахутпа та, капмар хула çийĕн çĕнĕрен те çĕнĕ маршрут хывса самолетпа вĕçсе те пин-пин турист çула тухма пуçласса шанас килет. Шанăç çăл куçĕ — республика туризмне 2030 çулччен аталантармалли концепцие çирĕплетни. Ăна регион ертӳçи Олег Николаев алă пуснă. Сăмах май, пресс-служба палăртнă тăрăх, ку тытăмри вунă çуллăх аталанăвне йĕркелекен пĕрремĕш документ ку.

Туризм тытăмĕнче вăй хуракан предпринимательсене те манса хăварман — вĕсем валли ятарлă пулăшу майĕсем приоритетлă йĕркепе хатĕрлĕç, ăна цифра мелĕпе тивĕçтерĕç. Палăртнине пурнăçа кĕртмешкĕн пысăк кăтартусемпе тухăçлă ĕçлеме пулăшакан майсемпе усă курĕç, информаци порталне QR-кодсемпе, онлайн-суту-илӳпе тивĕçтерĕç, интерактивлă тата хăна карттисем туса хатĕрлĕç. Хуласене тата тĕрлĕ объекта çăмăллăнах çитсе курмашкăн аудиогидсем, ятарлă сервиссем, мобильлĕ приложенисем йĕркелĕç.
Туризмра ачалăхпа, культурăпа, сывлăха çирĕплетессипе, ялпа /агротуризм/, социаллă пурнăçпа, спортпа, экологипе çыхăннă енсем ытларах паллă. Асăннă концепцире тата ултă çĕнĕ çул-йĕр пăхса хăварнă — гастрономипе, ĕçлĕ хутшăнусемпе, медицинăпа, вĕренӳпе, промышленноçпа тата тĕрлĕ пулăмпа çыхăннисене аталантарма палăртнă. Тĕллевсене пурнăçа кĕртсен Чăваш Ен 2030 çул тĕлне Наци туризмĕн рейтингĕнче малти çирĕм чи ăнăçлă аталанса пыракан регион йышне лекме пултарĕ. Çапла майпа регионăн пĕтĕмĕшле продукцийĕнче туризм пайне 30 хут ӳстерсе 3% танлаштарасса шанаççĕ.

Паллă ĕнтĕ, асăннă программа республикăна курма килекенсен йышне ӳстерессипе те çыхăннă. Ку енĕпе те кăтартăва лайăхлатма палăртнине çирĕплетнĕ регион ертӳçи. Чăн та, экспертсен хаклавĕ тăрăх, Чăваш Республикинче 2020 çулта туристсем самаях пулнă — кăтарту 289 пинрен 300 пине яхăна çитнĕ. Асăннă программа ăнăçлă пурнăçланма пуçласан çак кăтарту татах та ӳсет ахăр — хăнасем Чăваш Ен пирки ытларах пĕлме тытăнаççĕ. Регион имиджĕ, инвестици илĕртӳлĕхĕ ӳсет, республика, вырăнти бюджета укçа-тенкĕ ытларах кĕрет. Шăпах çаксем пирки палăртса хăварнă ĕç хутĕнче.

ЧР Экономика министерстви çумĕнчи "Туризма аталантармалли агентствăн" ĕç тăвакан директорĕ Мария Гришина каланă тăрăх, Чăваш Ен наци хăйне евĕрлĕхне — çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ — палăртас тесе регион турист брендне туса хатĕрлĕç. "Космос тата Чăваш Ен", "Атăл пысăк çулĕ" бренд маршручĕсем те регион хăйне евĕрлĕхĕпе çыхăннă. Палăртнă ĕçсем пурнăçланса пырсан 45,3 млрд тенкĕ хушма инвестици пуласса шанаççĕ. Паллах, туризмпа çыхăннă саккунлăхра та улшăнусем кирлех. <...>

Маргарита ИЛЬИНА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.