«Хыпар» 77 (27810) № 20.07.2021
Шкулта лайăх вĕреннисем сахалрах тÿлеççĕ
Университет-техникумсенче хĕрӳ тапхăр пырать — абитуриентсенчен документсем йышăнаççĕ. Юлашки çулсенче йышăну комиссийĕсен ĕçĕнче те нумай улшăну пулса иртнĕ. Кăçал йышăну кампанийĕ епле иртнине тĕпчерĕмĕр.
Документсене тăватă мелпе йышăнаççĕ: е йышăну комиссине пымалла, е абитуриентăн харпăр кабинечĕ, е Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ урлă тăратмалла, е почтăпа ярса памалла. Документсемсĕр пуçне çумра ручка пулмалла, маска тата перчетке тăхăнмалла. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче те асăрханулăх йĕркине çирĕп пăхăнаççĕ. Йышăну комиссийĕнче пĕлтернĕ тăрăх, абитуриентсем яланхи пекех медицина факультетне нумай заявка тăратнă: сиплев ĕçĕ — 1021 çын, педиатри тата стоматологи — 608-шар. Танлаштарма: информатика — 565, экономикăпа менеджмент — 402, юридици — 259 çын. Искусство специальноçĕсемпе вара 3-8 çын кăна. ЧПУра студент пулас текенсене хавхалантармалли майсем те тупнă. Акă абитуриентăн харпăр кабинечĕ урлă документсене тăратнисен хушшинче лотерея ирттернĕ. Фотоаппарат, рюкзак, флешка, термокурка тата ытти парнене выляттарнă. «Инженер класĕсем» проекта хутшăннисене, шкул ачисен олимпиадисенче мала тухнисене аслă шкула вĕренме кĕрсен хушма стипенди тӳлеççĕ.
Вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетне виçĕ специальноçпа вĕренме илеççĕ: журналистика, педагогика тата филологи. Вырăспа ют чĕлхесен профилĕпе вĕренме 150 заявка /куçăн мелĕпе/ панă, журналистикăна — 82. Бюджет мелĕпе 35 çын валли вырăн уйăрнă. Факультет деканĕ Алена Иванова пĕлтернĕ тăрăх, журналист профессине суйланисен кăçал тӳлевлĕ майпа кăна вĕренме тивĕ. «Çамрăксем «Цифра медиа» профиле килĕштерни сисĕнет. Самана улшăнса пынă май эпир те вĕренӳ планĕсене çĕнетрĕмĕр, çĕнĕ дисциплинăсем кĕртрĕмĕр: медиапроектсем тăвасси, реклама, професси ĕçĕнче социаллă сетьсемпе усă курасси тата ытти те», — терĕ Алена Михайловна. Сăмах май, университетра медицина, дизайн, искусство, кадастр енĕпе специальноçсене алла илес тесен çулталăкне 130 пин тенкĕ ытла кăларса хума тивĕ.
Абитуриентсен ППЭсене суйлама ирĕк пур. Калăпăр, «Истори» специальноçпе вĕренме кĕрекенсем общество пĕлĕвĕпе е географипе экзаменсен результачĕсене тăратма пултараççĕ, пулас педагогсем виçĕ предметран /ют чĕлхе, литература тата истори/ пĕрне суйлама май пур. Хăшĕ-пĕри пултарулăх конкурсĕ витĕр тухать. Акă пулас журналистсемпе филологсем сочинени çыраççĕ, дизайнерсен ӳкерчĕк тумалла, ӳнер специальноçне суйланисен ППЭсĕр пуçне 2-3 тĕрĕслев витĕр тухмалла.
Чăваш патшалăх аграри университетне вĕренме кĕрес тесен техникум-колледжсене пĕтернисен тĕрĕслев витĕр тухмалла, ятарлă профильпе экзамен тытаççĕ. Ыттисене ППЭ кăтартăвĕсем тăрăх илеççĕ. Йышăну комиссийĕн яваплă секретарĕ Надежда Алтынова пĕлтернĕ тăрăх, абитуриентсем ветеринарипе инженери факультечĕсене ытларах килĕштереççĕ. «Юлашки вăхăтра инженер профессине хĕрсем те кăмăллани сисĕнет. Абитуриентăн харпăр кабинечĕ урлă нумай çын документ тăратнă, çавăн пекех унчченхи йăлапа çамрăксем ашшĕ-амăшĕпе е тус-юлташпа пĕрле йышăну комиссине килеççĕ. Пурне те пĕр хушупа йышăнатпăр. Олимпиадăсемпе экзаменсенче палăрнисен çăмăллăх пур», — каласа кăтартрĕ Надежда Витальевна. Аграри университетне чылай регионтан вĕренме килеççĕ: çывăхри республикăсемсĕр пуçне Комирен, Урал тăрăхĕнчен пур. Ют çĕршыв çамрăкĕсем те сахал мар. Юлашки çулсенче Египетран килеççĕ нумай. Экономика факультетĕнче кăна бюджет вырăнĕсем çук. Вĕсен балĕсем мĕн чухлĕ пысăкрах, çавăн чухлĕ сахалрах тӳлеççĕ-мĕн. <...>
Андрей МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Тинĕс те чĕркуççи таран кăна-и?
Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикунсерен йĕркелекен, ку хутĕнче пĕрремĕш вице-премьер — финанс министрĕ Михаил Ноздряков ертсе пынипе иртнĕ канашлура нумай хваттерлĕ çуртсен капиталлă юсавĕпе тата шыв объекчĕсенче çынсен хăрушсăрлăхне тивĕçтерессипе çыхăннă ыйтусене сӳтсе яврĕç. Иккĕшĕ те — çивĕч ыйтусем.
Республикăн нумай хваттерлĕ çуртсен капиталлă юсавĕн фончĕн генеральнăй директорĕ Вячеслав Долгов пĕлтерни кăмăллă пулма сăлтав памасть. Кăçал 210 çурта юсама палăртнă, анчах 99 çурт тĕлĕшпе ĕçсене пурнăçламалли конкурссем иртмен — вĕсене ирттересси çинчен тепĕр хут пĕлтерме тивнĕ. Строительсем ĕçе пуçăнма васкамаççĕ иккен. Сăлтавĕ — стройматериалсем хакланса кайни. Хăйсем тăкак тӳсмелле никам та ĕçлесшĕн мар. «Хăш-пĕр материал, уйрăмах металл, хăма, 1,5-2,5 хут хакланнă. Юсав ĕçĕсенче вара шăпах çак материалсем пысăк тӳпе йышăнаççĕ — 70-тен тытăнса 100% таран…» — терĕ Вячеслав Владимирович. Çавна май вăл çуртсен юсавĕн программине пурнăçласси хăрушлăхра пулнине те пытармарĕ.
Раççей Стройминĕ регионсенчи капиталлă юсав фончĕсене çуртсен юсавĕн хакне 25% таран ӳстерме ирĕк парассине тишкерет-ха, анчах Михаил Ноздряков та çак тишкерӳ вăраха тăсăлса кайма пултарассине ăнланать, эппин, хамăр енчен те çивĕчлĕхе сирмелли йышăнусем кирлĕ: «Хальлĕхе лару-тăру йывăр: кăçал юсамалли çуртсен 60% тĕлĕшпе контрактсем çук…»
Капиталлă юсавшăн халăхран пухакан тӳлевсем пирки те калаçу пулчĕ. Укçа пухасси 92% ытла — аван кăтарту пек. Анчах укçана тӳрех фонда мар, ятарлă шутсене хывакансем тӳрĕ кăмăлпа тӳлемеççĕ иккен — асăннă кăтарту 83% шайĕнче кăна. Пĕтĕмпе вара капиталлă юсавшăн капланнă парăм питĕ пысăк — 675 миллион тенкĕ. Фонд укçана суд урлă та шыраса илет — 153 миллион тенкĕлĕх тавăçсем тăратнă. Ку енĕпе ĕçлеме çынсем çитмеççĕ — 4 специалист кăна, вĕсем пин-пин çынпа ĕçлесе çитереймеççĕ. Çавăнпа парăмсене шыраса илессине аутсорсинга парас текен сĕнӳ пур. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
Сăваплă вырăнта тĕлĕнтермĕшсем пулаççĕ
Тĕлĕнмелле илемлĕ вырăнта, вăрман уçланкинче вырнаçнă вăл. Юнашарах Сĕнтĕр шывĕ авкаланса юхать. Сиплĕ çăл куçсем тапаççĕ. Таврари ватă çăкасем (пĕр ĕмĕр ытла ӳсеççĕ вĕсем) хăйсен капăрлăхĕпе тата сапăрлăхĕпе илĕртеççĕ. Асăннă ярăмăн черетлĕ кăларăмĕнче Муркаш районĕнчи Каршлăхра вырнаçнă Александр Невский ячĕллĕ арçынсен мăнастирне çитсе килĕпĕр.
Кунта пырасси пирки малтан шăнкăрав¬ласа пĕлтермелле иккен. Килекенсене вара питĕ ăшшăн кĕтсе илеççĕ. Пĕлтĕр, коронавирус инфекцийĕ хытах алхаснă вăхăтра, мăнастире икĕ уйăхлăха хупнă пулнă. Харлампий атте /настоятелĕ Феодосий атте вăл кун мăнастирте марччĕ/ каласа панă тăрăх, манахсенчен чылайăшĕн çак амака парăнтарма тивнĕ.
«Халĕ начарри, телее, хыçа юлнă ĕнтĕ. Республикăри районсенчен те, аякран та курма килекен чылай. Çав вăхăтрах чиркӳ праçникĕсенче çывăхри ялсенче пурăнакансем Александр Невский ячĕллĕ чиркĕве службăна килеççĕ. Мăнастире 1903 çулта уçнă. Каршлăх уçланкинче «Сар-Туван» ятлă вырăнта ял çыннисем Киремете пуç çапнă, выльăх пусса парне кӳнĕ. Каярах Мăн Сĕнтĕрте пурăнакансем мăнастире кĕлĕ ирттермелли çурта парнеленĕ. Ăна пăсса сăрт çине илсе килсе лартнă. Александр Невский ячĕллĕ пулас храмăн тăррине çĕкленĕ, алтарь тунă. Мăнастире 1903 çулта çĕртмен 15-мĕшĕнче Хусан архиепископĕ Димитрий сăвапланă. Унта службăсене куллен ирттерме пуçланă. 1904 çулта кунта икĕ манах тата 48 послушник пулнă. Мăнастир майĕпен ӳссех пынă. Кунта чиркӳпе прихут шкулĕ те уçнă. 1910 çулта 71 çын пурăннă. Тимĕрçĕ лаççи, кирпĕч завочĕ, пир тĕртекен мастерской ĕçлеме тытăннă. Мăнастирĕн настоятелĕ ун чухне Антоний игумен /А.Разумов/ пулнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн хĕрĕхмĕш çулĕсенче çак вырăнта ача-пăча санаторийĕ ĕçленĕ. Кунта ӳпкепе чирлĕ ачасене сипленĕ. 2001 çулта мăнастир çĕнĕрен ĕçлеме пуçланă. Йывăçран Серафим Саровский ячĕллĕ храм çĕкленĕ. Паянхи кун пирĕн мăнастирте виçĕ чиркӳ. Александр Невский ячĕлли тĕп храм шутланать. Тепри мăнастире кĕмелли хапха тăрринче «вырăн тупнă». Унта вăтамран 15 çын вырнаçать. Питĕ хăйне евĕрлĕ вăл. Мăнастире мĕншĕн Александр Невский ятне панă тетĕр-и? Çакна никам та тĕплĕн калаймасть. Ахăртнех, вырăнти халăх Александр Невские питĕ хисепленĕ», — çапла пуçларĕ калаçăва Харлампий атте.
Харлампий атте чăвашла таса, илемлĕ калаçни питĕ савăнтарчĕ. Вăл 41 çулта- мĕн. Елчĕк районĕнчи Кушкăра çуралса ӳснĕ. Владимир ятпа тĕне кĕртнĕ ăна ашшĕпе амăшĕ. «Стройкăра ĕçленĕ чухне 9-мĕш хутран ӳкнĕ эпĕ. Çурла уйăхĕнче пулса иртнĕччĕ çакă. Темĕнле майпа чĕрĕ юлнă. Тухтăрсем те питĕ тĕлĕннĕччĕ. Хам та тĕлĕннĕ. Ун хыççăн чиркĕве туртăнма тытăнтăм. Маларах ялтине, каярах Шупашкартисене çӳреме пуçларăм. 2008 çулта Шупашкарти мăнастире кайрăм. 2016 çулта вара кунта килтĕм. Каршлăхра мана питĕ килĕшет. Шăпа çакăнта илсе çитернине Турă ирĕкĕ тесе шухăшлатăп. Телее, аттепе анне сывах çӳреççĕ. Йăмăкăм та, шăллăм та пур. Май килсен тăван тăрăха та çитсе килме тăрăшатăп», — каласа пачĕ Харлампий атте.
Пирĕн калаçăва Георгий атте те хутшăнчĕ. Вăл Козьмодемьянск хулинчен-мĕн. Унăн ашшĕ вырăс, амăшĕ украин хĕрарăмĕ. Вĕсем Казахстанра ĕçленĕ чухне паллашса çемье çавăрнă. Унтан çармăс тăрăхне килнĕ. Георгий пĕчĕкренех Турра ĕненнĕ. Вăхăт çитсен çемье çавăрса ача-пăчаллă пулнă. «Виçĕ ача пирĕн. Вĕсем ӳссе çитĕннĕ ĕнтĕ. Çемьепе пурăннă чухнех мăнастир пирки шутлаттăмччĕ. Пурнăç çапларах килсе тухрĕ: мăшăртан уйрăлмалла пулчĕ. Вара мăнастире каяс терĕм. Шăпа Каршлăха илсе çитерчĕ. Кĕркунне Харлампий аттепе Шупашкарти тĕн семинарине вĕренме кайма ĕмĕтленетпĕр», — паллаштарчĕ Георгий атте. <...>
Роза ВЛАСОВА.
♦ ♦ ♦
Эреше тетрадь çине тĕрĕс ÿкермелле
Çапла палăртать куравсенчен çĕнтерӳпе таврăнакан Вера Блинова
Çак кунсенче тĕлĕнмелле илемлĕ тăрăха çитсе килтĕм. Яла пуçаракан çын çак кĕтесе чăнласах тăрăшса шыранă пулĕ: хитре тавралăх, лапамра, тĕрлĕ енчен вĕрекен çилрен пытанма меллĕ вырăнта çĕкленнĕ Юртукасси. Çыннисем те чипер, таса, тирпейлĕ. Чунĕпе те çаплах.
Вера Блиновăпа, Юртукассинчи клуб ертӳçипе, чăваш тĕррин ăстипе, пĕрремĕш хут курнăçрăм, апла пулин те Вера Николаевнăна тахçантанпах пĕлнĕн, унăн ĕçĕ-хĕлĕпе вĕçĕмех кăсăкланса тăнăн туйăнчĕ. Чунпа çывăх-ши эпир?
Пĕрре шухăшласан, вăл хăйĕн ĕçĕпе культура тытăмĕнчен яланах аякра тăнă темелле: ялти пуçламăш шкула, Шемшерте тăхăр класс пĕтерсен Сĕнтĕрвăрринчи професси пĕлĕвĕ паракан 12-мĕш училищĕре маляра вĕреннĕ.
Ун хыççăн комсомол путевкипе тантăшĕсемпе пĕрле Томск облаçĕнчи Стрежевой хулине çул тытнă. Çулталăк ытла Çĕпĕрти стройкăра вăй хунă, çапах чунĕ тăван енех туртнă.
Пĕр хушă Шупашкарта ĕçленĕ, унтан çуралнă тăрăхне таврăннă, чăх-чĕп фабрикине вырнаçнă. 1978 çултан пуçласа 2005 çулччен чăх-чĕп пăхнă. Çакăнтах мăшăрне, Тутарстанри Пăва хулинче çуралса ӳснĕ Геннадий Блинова, тĕл пулнă. Çемье çавăрса ача-пăчаллă пулнă. Халĕ ачисем хăйсем çемьеллĕ ĕнтĕ.
Клубра ĕçлеме пуçласси çапла пулса тухнă: яла пурăнма килсен клубраĕçлекенçуккипе кинне Женьăна унта вырнаçтарнă. Хайхискер декрета кайсан ун вырăнне хăйĕн юлма тивнĕ. Çакă 2012 çулхи çурла уйăхĕнче пулнă.
Вера Николаевна çавăнтанпа вырăнти клуб заведующийĕ. «Ман вырăнта çамрăксен пулмалла та. Малтан çур ставкăпа ĕçлеттĕм, халĕ — 0,3 çеç хăварчĕç. Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа çав укçапа мĕнле тытса тăрăн ялта?» — тет вăл.
Чăваш тĕрри патне мĕнле пырса тухнă-ха тата? Ял хĕрĕ, паллă ĕнтĕ, мĕн пĕчĕкрен алă ĕçĕ тунă. Вера та çаплах тăрмашнă: амăшĕ хыççăн хĕресле, яка майпа тĕрлеме хăнăхса пынă. Çывăх тăванĕсен салтака каякан ывăлĕсем валли пĕр каçра ал шăлли тĕрлеме пултарнă. «Юнашарта пурăнакан Ваньккан арăмĕ, инке, наччасрах тĕрĕ валли ӳкерчĕк туса паратчĕ, — аса илчĕ Вера Блинова. — «Ну, Вера, эсĕ пултаратăн, камăн тĕрри хитререххине ыран кайса курăн», — тетчĕ». Вера Николаевна чăваш тĕрриллĕ кĕпе тăхăнма ĕмĕтленнĕ. Илес те тенĕ, анчах хаклă пулнăран кашнинчех хăйне тытса чарнă. <...>
Надежда СМИРНОВА.
Материалсемпе паллашас тесен...