Комментари хушас

16 Утă, 2021

«Хыпар» 75-76 (27808-27809) № 16.07.2021

Çĕнĕ Шупашкарсем тĕп хулана трамвай яма сĕнеççĕ

Социаллă пурнăçпа экономикăран тытăнса чăваш чĕлхи таран — ытларикун йĕркеленĕ, 2 сехет те 25 минута тăсăлнă тӳрĕ линире Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев граждансен çак тата ытти темăпа çыхăннă виçĕ теçетке ытла ыйтăвне хуравлама ĕлкĕрчĕ.

Газ пулсанччĕ!

Чăннипе вара социаллă сетьсем, чат-бот урлă панă ыйтусен шучĕ нумай хут пысăкрах. Эфира тухичченех 676 ыйту йышăннă, калаçу вăхăтĕнче вĕсен шучĕ, паллах, тата хушăнчĕ. Уйрăм çынпа е пайăр территорипе çыхăннă ыйтусене те Олег Николаев анлăлатса республикăра пурăнакансен пысăк йышне пырса тивмелле хуравларĕ – тĕплĕ те кăсăклă калаçу пулчĕ. Тӳрĕ эфирта хуравлайманнисен авторĕсен те кăмăлсăрланма кирлĕ мар — регион ертӳçи вĕсене те тулли хурав пама шантарчĕ.

Калаçу газификаци теминчен пуçланчĕ. Çĕмĕрле хулинче пĕр урамра çĕнĕ çуртсем çĕкленĕ çынсем хăйсене газпа тивĕçтерессе ниепле те кĕтсе илеймеççĕ. Пĕр çемье çуртне хутса ăшăтмашкăн çуллен ултшар КамАЗ вутă туянни, нумай тăкакланни çинчен калать. Тепĕр тесен, газ кăна та мар — çак урама çĕрле çутса тăмалла тăвас ыйтупа пĕр хĕрарăм Генпрокуратурăна та ыйтупа тухнă. Суд тивĕçлĕ йышăну тунă, унтан вара суд приставĕсем çав йышăнупа ĕçлеме пăрахни çинчен евитленĕ. Сăлтавĕ — урама çутса тăмалла туни. Анчах çутă паян кунччен те çук…

Олег Николаев Çĕмĕрлесен нушине тимлĕ тишкерессине çирĕплетрĕ — газ пулас шанăç пур. Çийĕнчен вăл çĕршыв Президенчĕн йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн газ пăрăхĕсене çынсен хуçалăхĕсен чикки таран илсе çитересси кăçалтан граждансемшĕн тӳлевсĕр пулмаллине тепĕр хут аса илтерчĕ. Çав вăхăтрах газ ыйтăвĕ паянхи кунчченех Чăваш Енри нумай çемьешĕн çивĕччине те йышăнчĕ. Тата 63 пин кил хуçалăха газпа тивĕçтермелле. Кун пирки «Газпром» ертӳлĕхĕпе те калаçу пулнă — çивĕчлĕх сирĕлмелле. Чăн та, Олег Алексеевич пурне те çывăх вăхăтрах газпа тивĕçтереймесси пирки те асăрхаттарчĕ, çапах «çынсене газ кĕртмелли май туса памаллах».

Çынсем хваттерсĕр юлмĕç

Çĕнĕ Шупашкартан Шупашкара пассажирсене илсе çӳресси чăрмавли пирки черетлĕ хут ыйтрĕç. Трамвай яма сĕнекен те пур. Олег Николаев трамвай пирĕншĕн вырăнлă транспорт тесе шутламасть. Çийĕнчен тата унăн çӳревне йĕркелесси хаклă. Çĕнĕ Шупашкарпа Шупашкар хушшинчи пассажирсене илсе çӳрекен транспорт çӳревне çĕнĕлле йĕркелеме пуçланă та ĕнтĕ. 101-мĕш маршрута тăсса улăштарнă — халĕ вăл чылай меллĕрех. Автобуссем те — пысăккисем. Ытти маршрут тĕлĕшпе улшăнусем пулмалла. Тĕллев — пассажирсем пĕр агломерацире çитмелли вырăна пĕрре тӳлесех çитессине тивĕçтересси.

Пурăнмалли кĕтеслĕ пулмашкăн пая кĕрсе тăкакланнă, анчах шантарнă хваттерсене кĕтсе илеймен çынсен ыйту нумаййине те ăнланмалла. «Альянс-Недвижимость» компании пирки кăмăлсăр калаçу пулчĕ: строительсем ĕçлемеççĕ, пирĕн вара ипотека тӳлемелле… Олег Николаев лару-тăрăва лайăх пĕлет: «Çак компани панкрутлăхĕпе çыхăннă ĕçе суд тишкерет, анчах хваттерсене пурпĕр туса пĕтерĕпĕр, çынсем хваттер илĕç». Компани ертӳлĕхĕ енчен ултав пулни пирки те иккĕленмест — хваттерсем тумалли укçана айккине кăларни куçкĕрет.

Шел, тăваткал метрсене çынсене вăхăтра парайман тĕслĕх тата пур. Олег Алексеевич «Лидер» строительство компанийĕ çинче чарăнса тăчĕ. Темиçе объект, пая кĕнисем те — 1 пин ытла çын… Çак компани те панкрута тухас хăрушлăх пулнă, регион ертӳçи ку ыйтупа хăй темиçе канашлу ирттернĕ. Шанăçа çухатнине пула компание панкрута кăлармашкăн тавăç тăратнă. Çакă çуртсене туса пĕтерессине тăсса яратчĕ — сахалтан та икĕ çул кирлĕ пулатчĕ. Телее, «Лидер» строительствăна малалла тăсса 2022 çулта вĕçлемелли майсене тупнă, «çавна май эпир те тавăçа каялла илтĕмĕр». <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   


Вилекен – нумайрах: çуралакан – сахалрах

Министрсен Кабинечĕн юнкун ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче пухăннисем республикăра пурăнакансен сывлăхĕ çинчен тунă патшалăх доклачĕпе паллашрĕç те — пăшăрханмалли сăлтав пайтах иккен…

2020 çулшăн хатĕрленĕ докладпа сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов паллаштарчĕ. Тӳрех палăртрĕ: иртнĕ çул çĕршывăн çĕнĕ историйĕ курман пулăмпа палăрса юлчĕ. Коронавирус инфекцине пӳлмешкĕн 8 пин ытла медицина ĕçченне явăçтарма, больницăсен койка фончĕн 30% таран пайне çак чир ернисене сиплемешкĕн уйăрма тивнĕ. Пандемипе кĕрешме 7 миллиард тенкĕ патнелле уйăрнă, 1,5 пин ытла çĕнĕ оборудовани туяннă, вакцинаци стационарĕсене уçнă, лабораторисен сетьне аталантарнă — халĕ талăкра 4 пин таран анализ тума пултараççĕ. Чирпе кĕрешмешкĕн хутшăнакан медиксене хавхалантарма кăна 2 миллиард тенке яхăн уйăрнă.
Шел те, инфекци кӳнĕ сиен чăннипех тискер. Министр пытармарĕ: çын вилесси республикăра 24,2% хушăннă, ача çуратасси те чакнă. Анчах ку, паллах, пурнăç чарăнса ларнине пĕлтермест. Онкологи чирĕсемпе сăлтавланнă вилĕмсен шутне, тин çуралнă ачасем вилессине чакарма май килнĕ — çакă та шурă халатлисем яваплăха туйса ĕçленине, вĕсен профессионализмне кăтартать. Пĕлтĕр республикăра тата 9 ФАП хута янă, поликлиникăсен пысăк пайне юсаса çĕнетнĕ, санитари авиацийĕ тулли хăватпа ĕçлесе кайнă. Отрасль валли 26 миллиард тенкĕ уйăрнă. Республикăра пурăнакан кашни çын пуçне сывлăх сыхлавĕ урлă 16,8 пин тенкĕ тăкакланă.

Владимир Геннадьевич медицинăна çамрăксем те чылаййăн килнине кăмăллăн палăртрĕ: поликлиникăсемпе больницăсенче вĕренӳ заведенийĕсене тин çеç пĕтернĕ 136 яшпа хĕр ĕçлеме тытăннă. Вăл умри пысăк тĕллевсем çинче те чарăнса тăчĕ. Çав шутра — медицина учрежденийĕсен çĕнĕ çурчĕсене тăвасси. Шупашкарта çĕнĕ инфекци стационарĕ питĕ кирлĕ. Вăл — республикăн çĕнĕ клиника больницин строительствин пĕр тапхăрĕ. Ĕçсем çывăх вăхăтрах пуçланмалла. Ялсенчи поликлиникăсене çĕнетме планланă. Муркаш тата Канаш районĕсенче çĕнĕ поликлиникăсем тумалла.

Темăна пĕтĕмлетнĕ май Олег Николаев сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсене коронавируспа кĕрешес ĕçе пысăк тӳпе хывнăшăн тав турĕ, отрасль малашне те аталанса пырасса шантарчĕ. Çав шутра пандеми уçăмлатнă «хавшак вырăнсене» пĕтерес енĕпе те çине тăрса ĕçлемелли пирки асăрхаттарчĕ.
Ларура çавăн пекех икĕ саккун проектне тишкерсе ырларĕç. Пĕри республика Пуçлăхĕн суйлавĕ çинчен калакан саккуна улшăну кĕртмеллискер, тӳрлетӳсем административлă çĕнĕ тытăмсем — муниципалитет округĕсем — йĕркеленнипе çыхăннă. Тепĕр çĕнĕлĕх — сасăлава темиçе куна, анчах виçĕ кунран ытла мар, тăсма ирĕк пани. Суйлав бюллетенĕнче вунă е унтан та ытла кандидат хушамачĕ пулсан вĕсем çинчен калакан сведенисене туллин çырмасан та юрать — саккуна йышăнсан çак йĕрке те вăя кĕрĕ. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   ♦


Конференцисемпе пухусем иртнĕ

Раççейри политика партийĕсен Чăваш Енри уйрăмĕсем ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавне хутшăнакан кандидатсене палăртма пуçларĕç.
Юнкун Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин Чăваш Енри уйрăмĕн XXXI конференцийĕн иккĕмĕш пайĕ уçăлчĕ. Унта Чăваш Республикин çиччĕмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн депутачĕсен кандидачĕсене палăртрĕç. Вĕсем — партин малтанхи сасăлавĕнче чи нумай сасă пухса çĕнтернĕскерсем. Йышра, сăмах май, çĕнĕ çын нумай. Вĕсем пурте тĕрлĕ сферăра нумай çул ĕçлесе пуян опыт пухнă.

Чăваш Енри уйрăмăн секретарĕ Алена Аршинова палăртнă тăрăх, çак çынсен ăсталăхĕ парти командине Чăваш Республикин ырлăхĕшĕн, çутă пуласлăхĕшĕн пысăк ĕçсем тума май парĕ. «Пирĕн хамăрăн Президент шанăçне тӳрре кăлармалла. Кандидатсен тĕрĕс тупăшура суйлавçăсен шанăçне çĕнсе илмелле», — терĕ вăл. «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти хастарĕсем суйлава халăх программипе хут-шăнассине пĕлтерчĕç. Ăна çынсемпе сӳтсе явса, суйлавçăсен сĕнĕвĕсемпе шухăшĕсене тĕпе хурса хатĕрлĕç, республикăра пурăнакансемпе анлăн сӳтсе явĕç.

Çак кунах КПРФ Чăваш рескомĕ те пуху ирттерчĕ, парти ретĕнчен ЧР Патшалăх Канашĕн депутатне суйланма кандидатсене тăратрĕ. Чăваш рескомĕн пĕрремĕш секретарĕ Александр Андреев авăн уйăхĕнче иртекен суйлав умĕнхи лару-тăрупа паллаштарнă май социаллă ыйтăмсем Мордва, Чăваш, Мари республикисенче пурăнакансен самай пысăк йышĕ хальлĕхе камшăн сасăлассине пĕлменнине кăтартнине пĕлтерчĕ. «Апла тăк коммунистсен çак самантпа усă курмалла, халăхпа анлăрах ĕçлеме пуçламалла», — терĕ ертӳçĕ. Çавна май çынсемпе ытларах тĕл пулмалла, социаллă сетьсенче, урамра агитаци ĕçне вăйлатмалла, суйлавçăсен сĕнĕвĕсене шута илмелле.

Александр Андреев пухура çавăн пекех РФ Патшалăх Думинчи КПРФ фракцийĕн ертӳçин Геннадий Зюгановăн канашçипе Ирина Филатовăпа паллаштарчĕ. Ăна партин XVIII съездĕнче регион списокĕпе /унта Мордва, Чăваш Ен, Мари Эл кĕреççĕ/ РФ Патшалăх Думин депутачĕн кандидатне тăратнă. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА.

♦   ♦   ♦

 


Пулăшу çуккипе… хырăм пăрахма каяççĕ

Пепки çур çулта чухне амăшĕн тепĕр хут çие юлнă. Икĕ пĕчĕк ачана пăхма йывăр пуласран хăранипе вăл хырăм пăрахма кайнă. Кайран куншăн питĕ ӳкĕннĕ. Урăх нихăçан та хырăм пăрахмастăп тесе тупа тунă. Ачи кăшт ӳсерехпе вăл иккĕмĕш пепкине кун çути кăтартма ĕмĕтленнĕ. Унăн 10 çултан тин çие юлнă. Медтĕрĕслев тухнă чухне пулас амăшĕн усал шыçă аталаннине палăртнă тухтăрсем. Пуçламăш тапхăр иккен. Çуратмалла-и е çук-и? Çакăн пек ыйту тухса тăнă амăшĕн. Усал шыçă мĕнле аталанассине никам та калаймасть, хĕрарăм хырăм пăрахмах тĕв тытнă...

Хулари 1-мĕш клиника больницин перинаталь центрĕн психологĕ Наталия Борисова патне килекен кашни пациентăн — хăйĕн историйĕ. Ку специалист патне хăй ирĕкĕпе пымаççĕ, чуна уçма васкамаççĕ. Йĕрки çапла: психолог консультацийĕ витĕр тухмасăр больницăра аборта йышăнмаççĕ. «Хĕрарăмăн ку ĕçе хăвăртрах вĕçлес килет. Çапла майпа вăл ыйту часах татăласса шанать. Ăна асаплă шухăшсем канăç памаççĕ. Вăл хăй йывăр çын пулнине йышăнасшăн мар. Варĕнче тĕвĕленнĕ чуна ача вырăнне хумасăр хăйне улталать», — палăртать Наталия Александровна. Вăл йывăр лару-тăрăва лекнĕ хĕрарăмсене медицина тата социаллă пулăшу паракан центр уçăлнăранпа, 2012 çултанпа, вăй хурать, ку ĕçе йĕркелесе яракансенчен пĕри.

«Аборта лекиччен мĕн тери шар куртăм! Эпĕ виççĕмĕш хут амăшĕ пулма хатĕр марччĕ. Общежитире пурăнатпăр, çемье тупăшĕ пысăк мар. Аслă ывăл Мускавра вĕренет, ăна пулăшмалла. Тепĕр ача çуратасси пирки калаçу та çук. Упăшка та: «Çурат», — темерĕ. Поликлиникăра тухтăр кăнттам калаçрĕ. «Урамра — XXI ĕмĕр, сыхланма пĕлместĕр», — кăмăлсăрланчĕ вăл. Ман пек шухăшлисене тухтăрсем питех килĕштермеççĕ. Пĕр купа анализ парса пĕр эрне иртрĕ. Пирĕн районта консультаци паракан психолог çук, Шупашкара кайрăм. Пичет лартса париччен тĕрлĕ ыйтупа аптăратрĕ. Мана ахаль те йывăрччĕ… Терапевтран операци тума юрани пирки справка илтĕм. Ковидпа чирлеменнине ĕнентерекен хут та ыйтаççĕ халĕ. Ăна виçĕ кун кĕтрĕм. Больницăра халăх нумай. Тухтăрсем патне лекме хĕн. Ĕçрен пĕрмай ыйтса кайма аван мар. Коронавируса пула район больницинче хырăм пăрахтармаççĕ. Республикăри перинаталь центрне каймалла. Унта малтан çырăнмалла. Черете пĕр эрне таран кĕтме тивет. Хĕрарăма вара 12 эрнеччен кăна ача пăрахтараççĕ. Пӳлĕмрен пӳлĕме чупа-чупа ĕлкĕреймесрен чун юлмарĕ. Аборта лекесси пĕрре те ансат мар. Чун мĕн тери асапланать тата! Макăрман кун сайра пулчĕ. Çие юласран сыхланнинчен пахи нимĕн те çук», — каласа кăтартрĕ ятне палăртма килĕшмен хĕрарăм. Шупашкарта уйрăм çын тытса тăракан медицина центрĕсем пур. Унта йĕрке ансатрах. 4-5 эрнене çитиччен эмел парса хырăма ӳкереççĕ, вакуум тата ытти мелпе аборт тăваççĕ. Ку процедурăсемшĕн 7-10 пин тенкĕ кăларса хума тивĕ. Тухтăр консультацийĕшĕн, вăл пăхнишĕн, УЗИ тунишĕн уйрăммăн тӳлемелле, анчах унти тухтăрсем кашни хĕрарăма пулăшаймасан та пултараççĕ.

«Медцентра хырăм пăрахтарма çырăннăччĕ ĕнтĕ. Палăртнă вăхăта çитрĕм. Юн пусăмне виçрĕç: 180! Пăлханнине пула ӳснĕ. Эмел ĕçсе коридорта 1 сехет лартăм — пурпĕр анмарĕ. Кун пек пысăк юн пусăмĕпе аборт тумарĕç. Инсульт пуласран е ытти амакран асăрханчĕç. «Пирĕн кунта больница мар, васкавлă пулăшу памалли майсем çук», — хирĕçлерĕ тухтăр», — чунне уçрĕ тепĕр хĕрарăм. <...>

Алина ИЗМАН.

♦   ♦   ♦


Борис ГЛИНКИН: Çамрăксем тренера каймаçç. – шалу пысăк мар

ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченне Борис Глинкина ăннă — кире пуканне йăтма хăй тĕллĕн вĕреннĕскер пысăк ăмăртусенче сахал мар çитĕнӳ тунă, унăн вĕренекенĕсем те çĕнтерӳсемпе савăнтарнă. Сумлă тренера çитĕнӳ вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарма ыйтрăмăр.
Кире пуканне хăçан алла илтĕр?

— Аслă шкул хыççăн Кӳкеçре ĕçлерĕм. «Ял хуçалăх техникин» пысăк спортзал пурччĕ. Унта боксерсем, кире пуканĕ йăтакансем, кĕрешӳçĕсем ăсталăха аталантаратчĕç. Эпĕ те унта кайрăм. Штанга йăтакансенчен пĕчченехчĕ эпĕ. Тимĕр вăййипе туслисемпе çывăх туслашрăм. Пĕрле волейболла та, футболла та выляттăмăр. Вĕсем икĕ пăтлă кире пуканне 12-18 хут тĕртеççĕ. Ку сахал пек туйăнчĕ. Манăн та çĕклесе пăхас килчĕ. Эпĕ 20 хут тĕртрĕм. Вĕсем мана ăмăртăва хут-шăнма сĕнчĕç. Анчах манăн хамăн тĕллев-çке — штанга йăтса спорт мастерĕн нормативне пурнăçласси. Шăп çав вăхăталла чĕркуççине суранлатрăм, ура шыçса кайрĕ — штанга йăтаймарăм. Ахаль ларма хăнăхманскер кире пуканне алла илтĕм. Пĕр уйăх хатĕрленнĕ хыççăн юлташсемпе пĕрле ăмăртăва кайрăм. Хамăн виçере тăваттăмĕш вырăн йышăнтăм. Питĕ кӳренӳллĕ самант пулчĕ. Çĕнĕ тĕллев çуралчĕ: тепĕр ăмăртура çĕнтеретĕпех. Тĕлĕнмелле те, пĕрремĕш пултăм. Иван Калля, Виктор Викторов, Иван Смоленцев пек вăйлă спортсмен нумайччĕ ун чухне. Кире спортĕнче нормативсем те йывăрах марччĕ. 1985 çулта пулчĕ ку. Çав çултанах «Коммунизм ялавĕ» /халĕ «Хыпар»/ хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн иртнĕ турнирта ăмăртма пуçларăм. Хамăн виçере 17 хут çĕнтертĕм, ветерансен ушкăнĕнче те малти вырăнсене пĕрре мар йышăнтăм. 1986 çулта СССР чемпионатĕнче виççĕмĕш вырăн йышăнсан çĕршывăн пĕрлештернĕ командин йышне илчĕç.

— Хăш ăмăрту уйрăмах асра юлчĕ?
— Ун чухне ăмăрту нумаях марччĕ. «Урожай» спорт обществи кăна ирттеретчĕ. Пĕтĕм Союзри квалификаци реестрне кĕртнĕ хыççăн кире спорчĕ анлăн сарăлчĕ. Сборсем, ăмăртусем йĕркелеме тытăнчĕç. Акатуйсенче, уявсенче хамăр ăсталăхпа паллаштараттăмăр. Шупашкарти 18-мĕш училищĕре зал уçрĕç. Унти ачасем «Юность России» ăмăртура темиçе хут та мала тухрĕç. 90-мĕш çулсенче тĕнче шайĕнчи турнирсене илсе кайма пуçларĕç. 1992 çулта Латвире Европа чемпионачĕ, 1994 çулта Хусанта тĕнче кубокĕ иртрĕ. Унта спортăн тĕнче класлă мастерĕ пулса тăтăм. Çав тапхăрта çывăхри çĕршывсенчи спортсменсемпе кăна тупăшаттăмăр, 2000 çул хыççăн ытти çĕршыврисем хутшăнма тытăнчĕç: Англирен, Сербирен, Чехирен, Хорватирен, Японирен, Венгрирен... Сăмах май, кире спорчĕн федерацине 57 çĕршывра регистрациленĕ.

— Йывăр атлетикăпа кире спорчĕн уйрăмлăхĕ нумай-и?
— Штангăпа кире пуканĕ пĕр-пĕрне çывăх, çапах уйрăлса тăраççĕ: кире пуканĕ йăтнă чухне сывлама пĕлни пĕлтерĕшлĕ. Ку енĕпе йĕлтĕрçĕсемпе марафонецсем палăрса тăраççĕ. Вĕсене кире пуканĕ йăтма çăмăлрах.

— Сире Гиннесс рекорчĕсен кĕнекине те кĕртнĕ…
— Рекордсен кĕнекин представителĕнчен федерацие çыру килнĕччĕ. Хатĕрленме тытăнтăм. Ун чухне çанталăк ăшă марччĕ — 10 градус кăна. Шăрăх пулсан чăтаймăттăм пулĕ. Чехие пултаруллă нумай çын пухăннăччĕ. Пĕри хулăн кĕнекесене çурать, тепри машина туртать… Эпĕ те кире пуканне пĕччен йăтрăм. Манччен пĕр сехетре 24 килограмлă снаряда 1392 хутчен çĕкленĕ. Манăн кăтарту — 1451 хут.

— Сирĕн пухмачра наградăсен шучĕ те çук ĕнтĕ?
— Çапла. Медальпе кубок питĕ нумай. Анчах общежитире пурăннă чухне хăш-пĕр наградăна вăрласа кайнăччĕ. Вăл вăхăтра хам çинчен çырнă статьясене те пухса пыраттăм.

— Юлашки çулсенче эсир помост çине тухмастăр.
— Çапла. Спортра тытăнса тăрас тесе кашни кун 10 километр чупаттăм, студентсемпе футболла выляттăм. Алькешре пурăннă чухне килтен ĕçе çуран çӳреттĕм. Стадионра 25 хут чупса çаврăнаттăм. Урана йывăр лекрĕ курăнать — ыратма тытăнчĕ, тухтăрсем операци тумалла терĕç. Çавăн хыççăн тренировка тума, ăмăртусене хутшăнма пăрахрăм. Халĕ ытларах утма тăрăшатăп. Турникрен туртăнатăп, отжимани, ытти хăнăхтарăва тăватăп. ГТО тĕрĕслевĕ витĕр тухасшăн-ха. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ.

Материалсемпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.