Комментари хушас

14 Утă, 2021

«Хресчен сасси» 26 (2864) № 14.07.2021

Çĕр ĕçченĕ - вырмара

Июлĕн 12-мĕшĕ тĕлне республикăри ултă районта вырмана тухнă. Çĕр ĕçченĕсем асăннă вăхăт тĕлне тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене 1483 гектар çулнă, 1245 гектар çапнă, 3202 тонна тырă тĕшĕленĕ (2020 çулта ку вăхăтра вырма пуçланман) . Вăтам тухăç гектартан — 25,7 центнер.

Патăрьел районĕнчи «Корма», «Батыревский» пĕрлешÿсен, М.Лаврентьева хресчен-фермер хуçалăхĕн уй-хирĕнче те ĕççи вĕрет. Хальлĕхе кунта тухăç гектартан 25,5 центнерпа танлашать. Елчĕк районĕнчи çĕр ĕçченĕсем те — вырмара. Ку тăрăхра чи малтан уй-хире «Яманчурино» пĕрлешÿ ĕçченĕсем тухнă. Ун хыççăн тепĕр пилĕк хуçалăхра ĕççи пуçланнă.

Куславкка районĕнче ир пулакан пахча çимĕçе пуçтарма тытăннă, асăннă вăхăт тĕлне 1 гектар лаптăка тасатнă. Вăтам тухăç гектартан — 330 центнер. 33 тонна пахча çимĕç пуçтарнă.

Ял хуçалăх организацийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсенче выльăх-апачĕ хатĕрлеççĕ. Нумай çул ÿсекен курăксене 86 пин гектар çинчен çулса пуçтарнă е çулнă лаптăкăн 91,6% 2020 çулта — 83,5 пин гектар е 84,5%. Вунă районта 5,5 пин гектар пĕр çул ÿсекен курăксене çулнă. Кашни районтах утă, сенаж хатĕрлеççĕ. Ку енĕпе 8 районта плана тултарнă. 174,5 пин тонна сенаж, тăватă районта 5,0 пин тонна силос янтăланă. Кашни выльăх пуçне 12,3 центнер апат единици хатĕрленĕ. Кĕрхи культурăсене акма 27995 гектар çĕр хатĕрленĕ. 

Валентина МАКСИМОВА.

♦   ♦   


Тăван киле ан ман

Çамрăксем яла юлманни, унта ытларах ватă çын çеç кун кунлани никамшăн та вăрттăнлăх мар паян. Çавна май ялсем çĕр çинчен çухалса пыраççĕ. Çуралнă кĕтес ĕмĕр-ĕмĕр пурăнтăр тесен мĕн тумалла-ха? Çамрăксене яла юлма епле илĕртмелле? Çĕмĕрле районĕнчи Тури Кăмаша ялĕнче çуралса ÿснĕ Николай Адер Тувалкин предприниматель çакăн пирки сахал мар шухăшланă, тăван ялне çĕнетес тесе чылай ĕç пурнăçланă. Ăна аталантарас тĕлĕшпе малалла та ĕçлеме палăртать вăл.

«Тÿпери çăлтăр та çывăхрах»

Вăрман варринче ларакан яла санатори-курортпатанлаштарма пулать. Уçă сывлăша кăкăр туллин сывлас килет. Ахальтен мар юлашки вăхăтра çак тăрăха
килĕштерсе куçса килекенсем пур. Вĕсенчен хăшĕ-пĕринпе паллашар-ха. Акă 50 çулти Алексей Петрунин иртнĕ çул Çĕмĕрле хулинчен асăннă яла куçса килнĕ. Малашне вăл унта хуçалăха аталантарма шухăшлать. Çав вăхăтрах инçе мар вырнаçнă Çĕмĕрле хулинчи пĕр заводра вăй хурать. «Хулара çуралса ÿснĕ пулсан та чун яланах яла туртатчĕ, — тет вăл.

— Çут çанталăка çывăх пурăнас килетчĕ, халĕ тинех ĕмĕт пурнăçланчĕ. Кунта малашлăха куратăп. Çак тавралăха нимĕнпе те улăштармастăп. Яла пурăнма куçас тĕллевпе чылай тăрăха çитрĕм, кунти çут çанталăк тыткăнларĕ мана. Унсăр пуçне пурăнмалли условисем те лайăх: газ, электричество пур, шыв пÿрте кĕрет. Ытти ырлăха тăвасси хамăртан килет. Пĕр сăмахпа каласан, ялта тÿпери çăлтăр та çывăхрах. Ĕç хыççăн кунта канатăп эпĕ. Малашне хуçалăха йĕркелесен çырла-кăмпана, пулă тытма çÿрĕп, хурт-хăмăр тытас шухăш та пур. Ĕç нумай, ан ÿркен çеç.

Хулари арçынсен кунта куçмалла!» Алексей Витальевич çĕр улми те, ытти пахча çимĕç те лартнă. Вăрлăх тĕлĕшпе ял çыннисем пулăшнă ăна, уншăн тав тăвать вĕсене. Çавăн пекех вăл амарант çитĕнтерет. Унран техĕмлĕ чей хатĕрлеме пулнине пĕлтерчĕ арçын. Пахчине таса тытать вăл. Ку енĕпе ывăлне амăшĕ Валентина Васильевна та пулăшать. Ăна та ял питĕ килĕшнине пĕлтерчĕ. Хула çыннисем ял пурнăçне кăмăллани, тавралăхпа киленни савăнтарчĕ. Çут çанталăк илемĕ пирки сехечĕ-сехечĕпе калаçма хатĕр вĕсем.

Галина Тюлина та Тури Кăмашана Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхаль ялĕнчен пĕлтĕр куçса килнĕ. Тĕрĕссипе, кунти тăрăхпа маларахах паллашнă вăл: 5 çул каялла кивĕ çурт туянса унпа юнашар çĕннине хăпартнă. Ял çыннисем яланах хăйне пулăшма хатĕр пулнине пĕлтерчĕ Галина Владимировна. Вăл та Алексей Витальевич пекех çут çанталăк илемĕпе киленет, вăрмана сиплĕ курăк, çырла пуçтарма çÿрет. Тăрăшуллăскер пахча çимĕç çитĕнтерет. «Кунта выльăх усрама питĕ лайăх, ăçта пăхан — унта çаран», — кăмăллăн сăмахлать хĕрарăм. Хăй те качака усрать. Малашне хуралтăсем тусан чăх-чĕп, хур-кăвакал тытасшăн. Ют çĕрте çĕнĕ çурт тума пултарнăшăн мухтас килет ăна.

Пушă вăхăтра ал ĕç тума кăмăллать вăл. Унăн сăваплă ĕçĕ пирки те асăнса хăварас килет: Галина Владимировна сусăр шăллĕпе йăмăкне пăхать. Унсăр пуçне тăванĕн ачине опекăна илнĕ. Пысăк чĕреллĕскер хăй те ял-йыша яланах алă тăсма хатĕр.

Ют тăрăхран килнисем çеç мар, çак ялта çуралса ÿснĕ, хулара чылай пурăннă хыççăн тăван тăрăха каялла таврăнакан та нумай. Акă Иван Уфилин Мускавранах килнĕ. Вăл унта тухтăрта вăй хунă. Çуралнă килне хупăнма паман. Паян унта ĕç вĕрет, хăех пĕчĕк пура ăсталать, лаша усрать, хурт-хăмăр тытать. Эппин, пурнăç малаллах тăсăлать.

Еленăпа Михаил Уфилинсем те тивĕçлĕ канăва тухсан тăван яла килсе вырнаçнă. Елена Николаевна хăй Елчĕк районĕнчи Патреккел ялĕнче çуралса ÿснĕ, Тури Кăмаша йĕкĕтне качча тухнă. «Упăшка вĕшле йытăсем усрать, вĕсемпе Раççей шайĕнчи конкурссене хутшăнать. Нумаях пулмасть черетлĕ ăмăртуран çĕнтерсе таврăнчĕ. Пирĕн пилĕк йытă. Унсăр пуçне эпир выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп чылай усратпăр. Ÿркенмесен ялта пурăнма пулать. Мăнуксене те ĕçпе çитĕнтеретпĕр. Вĕсене те ял пурнăçĕ килĕшет. Эпĕ питĕ вăрмана юрататăп. Ăна пулах кунта куçса килтĕмĕр. Елчĕкре пурнăç аван, тăван та чылай, анчах вăрман çук. Кунта санаторие канма килнĕн туятăп хама», — паллаштарчĕ кун-çулĕпе Елена Николаевна. <...>

Валентина ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


Олег НИКОЛАЕВ: Яла пулăшасси - пирĕн тивĕç

Экономика, социаллă пурнăç, ЖКХ, çулсем, транспорт — ытларикун йĕркеленĕ, 2 сехет те 25 минута тăсăлнă тÿрĕ линире Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев граждансен çак тата ытти темăпа çыхăннă 34 ыйтăвне хуравласа ĕлкĕрчĕ. Уйрăм çынпа е пайăр территорипе çыхăннă ыйтусене те Олег Алексеевич анлăлатса республикăра пурăнакансен пысăк йышне пырса тивмелле хуравлама тăрăшрĕ – интереслĕ калаçу пулчĕ.

Чăннипе вара социаллă сетьсем, чат-бот урлă панă ыйтусен шучĕ нумай хут пысăкрах. Эфира тухичченех 676 ыйту йышăннă, калаçу вăхăтĕнче вĕсен шучĕ, паллах, тата хушăнчĕ. Тÿрĕ эфирта хуравлайманнисен авторĕсем ан пăшăрханччăр — регион ертÿçи вĕсене те тулли хурав пама шантарчĕ.

Калаçу газификаци теминчен пуçланчĕ. Çĕмĕрле хулинче пĕр урамра çĕнĕ çуртсем çĕкленĕ çынсем хăйсене газпа тивĕçтерессе ниепле те кĕтсе илеймеççĕ. Пĕр çемье çуртне хутса ăшăтмашкăн çуллен ултшар КамАЗ вутă туянни, нумай тăкакланни çинчен калать. Тепĕр тесен, газ кăна та мар — çак урама çĕрле çутса тăмалла тăвас ыйтупа пĕр хĕрарăм Генпрокуратурăна та ыйтупа тухнă. Суд тивĕçлĕ йышăну тунă, унтан вара суд приставĕсем çав йышăнупа ĕçлеме пăрахни çинчен евитленĕ. Сăлтавĕ — урама çутса тăмалла туни. Анчах çутă паян кунччен те çук…

Олег Николаев Çĕмĕрлесен нушине тимлĕ тишкерессине çирĕплетрĕ — газ пулас шанăç пур. Çийĕнчен вăл çĕршыв Президенчĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн газ пăрăхĕсене çынсен хуçалăхĕсен чикки таран илсе çитересси кăçалтан граждансемшĕн тÿлевсĕр пулмаллине тепĕр хут аса илтерчĕ. Çав вăхăтрах газ ыйтăвĕ паянхи кунчченех Чăваш Енри нумай çемьешĕн çивĕччине те йышăнчĕ. Тата 63 пин кил хуçалăха газпа тивĕçтермелле. Кун пирки «Газпром» ертÿлĕхĕпе те калаçу пулнă — çивĕчлĕх сирĕлмелле. Чăн та, Олег Алексеевич пурне те çывăх вăхăтрах газпа тивĕçтереймесси пирки те асăрхаттарчĕ, çапах «çынсене газ кĕртмелли майсем туса памаллах».

Калаçтарнă тепĕр тема — коронавирусран сыхланмалли вакцинаци. Çынсене обязательнăй майпа прививка тăвассине вăл ырламасть, анчах ĕç паракансем хăйсен ĕçченĕсене чиртен вакцинăпа хÿтĕленме хистенине те ăнланать. Предприятисен ĕçлемелле, эпидеми вара ĕçе чарса лартас хăрушлăх çуратать — çавăнпа прививка тума хистеççĕ те. Юлашки вăхăтра чирлекенсен шучĕ тăруках пысăкланнине, больницăсенче вĕсем валли ытларах та ытларах вырăн уйăрма тивнине шута илсен вакцинаци пĕлтерĕшĕ пушшех пысăк.

Çивĕч ыйту — нумай ачаллă çемьесене тÿлевсĕр çĕр лаптăкĕсемпе тивĕçтересси. Çĕнĕ Шупашкар хĕрарăмĕ хăйсене малтан Йĕпреç районĕнче лаптăк парас тени çичен пĕлтернĕ — килĕшмен, халь химиксен хули çывăхĕнче сĕнеççĕ, анчах — пахча валли кăна. Каллех хирĕçлесен черетре хыçала куçарассипе хăратаççĕ, тата нумай çул кĕтме тивĕ… <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   ♦


Вакцинациленни чиртен упрĕ

Раççейри мĕн пур регионта коронавирусран прививка тăваççĕ. Чăваш Енре те вакцинациленекенсен йышĕ ÿсни палăрать.

Июлĕн 9-мĕшĕ тĕлне 313 пин çын прививка тутарнă. Коллективлă иммунитет пулмашкăн республикăра пурăнакансен 60 процентĕнчен кая мар кирлĕ.

«Иртнĕ çул ноябрь уйăхĕнче чирлесе ÿкрĕм. Юрать, йăмăкăм фельдшерта вăй хурать. Вăл чире шала кайма памарĕ, сипленме пулăшрĕ. Ман хыççăн упăшка та çине-çинех ÿсĕрме тытăнчĕ. Халиччен чирлеменрен çакă ăна хăратрĕ. Çийĕнчех сипленнĕрен кăна ураран ÿкмерĕ. Организм çирĕп пулни те пулăшрĕ пулас. Сас-хура тăрăх, тата та вăйлăрах штамм килмелле. Вăл хальхи ковидран та усалрах-мĕн, сывалма йывăр. Чир ертиччен вакцинациленме шутларăмăр. Тин кăна-ха антителăсем пуррине тĕрĕслеттертĕм. Енчен вĕсем пулмасан прививка тутарма çырăнасшăн», — терĕ Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Марина Жерженова фермер.

Усал амакран Шупашкарта пурăнакан Светлана Иванова та пăрăнса иртеймен. Хĕл кунĕсенче сасартăк хăйне йывăр туйнă: температура ÿссе кайнă, пуçĕ ыратнă, ăшĕ пăтраннă. Васкавлă пулăшу чĕнтерме тивнĕ. Вăрах сипленме тивнĕ унăн. «Ковидпа чирлени аса илтерсех тăрать, ĕçленĕ чухне ирĕклĕн сывлаймастăп, сывлăш пÿлĕнет. Халĕ антителăсене тĕрĕслеттерсе пăхасшăн. Енчен нимĕн те юлман пулсан тÿрех вакцинациленесшĕн».

«Пирĕн шкулта ĕçлекенсенчен çурри ытла вакцинациленчĕç ĕнтĕ. Вĕренÿ çулĕ вĕçлениччен эпĕ те «Спутник V» препаратпа прививка тутартăм. Малтанхи кун вăй пĕтсе килнĕн туйрăм, вĕçĕм çывăрас килетчĕ, анчах ÿт температури хăпарман. Кайран йăлтах иртсе кайрĕ. Халĕ хама шанчăклăрах туятăп. Коллективпа, ачасемпе ĕçленĕ май чир ертме çăмăл. Шкулта та чирлекенсем пулчĕç. Вĕсем вăрах вăхăт килте сипленчĕç. Çавăнпа хама усал амакран хÿтĕлес килет. Мускава ĕçлеме çÿрекен мăшăр та çак кунсенче район больницине кайсах прививка тутарчĕ. Пĕччен мар, бригадипех. Çакăншăн ăна ырларăм кăна», — пĕлтерчĕ Элĕк районĕнчи Юнтапа шкулĕнче вĕрентекен Вера Невтерова. <...>

Лариса НИКИТИНА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.