Комментари хушас

30 Çурла, 2014

Пуçна ан ус, Азиз!

«Шупашкар районĕнчи «Туруновский» ЯХПКра çак тарана çитсе те тырă вырма тухман. Комбайнсене арестленĕ». Сăлтава тĕпчесе уçăмлатма вырăна çитрĕмĕр.

Хуçалăх ертÿçи Азиз Бадиров ирех пăсăк кăмăллă. Каллех инкек-мĕн. Хир карапне çĕрле такамсем юсавсăра кăларнă, темиçе болтне кăларса кайнă. Механизаторсем кăлтăка вăхăтра асăрханă.

- Унсăрăн ытларах шар кураттăмăр. Тапратнă пулсан техника татах арканатчĕ, - терĕ Азиз Магеррамович. - Арестлени вара тĕрĕсех, анчах комбайнсене мар, тракторсене. Ял хуçалăх министерстви çине тăнипе çак кунсенче чарăва пăрахăçларĕç. Трактористсем халĕ хĕрсех кĕрхи культурăсем акма çĕр хатĕрлеççĕ.

Азиз Бадиров Азербайджанри пĕр ялта çитĕннĕ, уй-хире пĕчĕкренех кăмăлланă. Шкул çулĕсенче вăл Чăваш çĕр-шывĕ çинчен пачах та пĕлмен. Каярах, Баку университетĕнче математик пулма хатĕрленекенскер, çу кунĕсенче студентсен строительство отрячĕпе Совет Союзĕн тĕрлĕ тăрăхĕнче пулса курнă. Çавăн чухне Çĕмĕрле районĕн каччипе çывăх туслашнă.

Азиз çамрăклах тĕрлĕ ĕçпе пиçĕхнĕ. Унра усламçă туртăмĕ палăрнă. Пĕр вăхăт Çурçĕрте вăй хунă, суту-илÿре те ĕлкĕрнĕ. Предприниматель Бакура темиçе хваттер туянма вăй çитернĕ.

Пĕррехинче Чăваш Енри юлташĕ ăна хăнана чĕннĕ, пĕрле ĕçлеме сĕннĕ. Кунта Азиз хÿхĕм хĕрпе паллашнă, туслăх юратăва куçсан - çемье çавăрнă. Чăваш Республики уншăн çапла майпа иккĕмĕш кил пулса тăнă.

Ют çĕрте те усламçă пулма пăрахман вăл, предприяти уçнă. Темиçе çул каялла вара пултарулăхне çĕр ĕçĕнче тĕрĕслесе пăхас килнĕ.

- Кăмăл пулсан çав ĕçшĕн чуна пама хатĕр. Пуçăнтăм тăк çурма çулта чарăнмастăп, тĕллеве пурнăçлатăпах, - тет А.Бадиров.

Шупашкар районĕнчи юхăннă «Туруновский» ял хуçалăх производство кооператив пуянлăхне вăл укçалла туяннă. Çавăнпа Бакури хваттерĕсене те, кунти предприятие сутнă. Усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртсе пин çурă гектара çитернĕ. Тĕпрен илсен тĕш тырă çитĕнтернĕ. Пĕр вăхăт çĕр улми те лартса пăхнă.

Вăрманкас Тăрăн таврашĕнчи çĕр тăмлă. Çуркунне юларах пиçсе çитет. Ытти хуçалăх акса пĕтерет, кунта вара тин тытăнаççĕ. Çавна май «иккĕмĕш çăкăра» кăларма йывăр килнĕ. Юлашки çулсенче вăраха кайнă çумăра пула уйра вăл сахал мар юлнă. «Эсĕ чăваш мар, Кавказ çынни», - тесе нумайăшĕ çĕнĕ хуçана ĕçре ура хунă. Комбайна сăтăр туни те çакăнпах çыхăннă тăр.

Азиз Магеррамович халĕ тыр-пул çеç туса илет. Техникăна арестленин сăлтавĕ вара çапларах. Хуçалăх территорийĕнчех Кавказран килнĕ тепĕр çын «Артикум» предприяти уçнă. Эрмен чăх-чĕп ĕрчетсе услам тума шухăшланă. Банкран пысăк кредит илнĕ, Азиза çăкçă пулма сĕннĕ. Килĕшнĕ А.Бадиров, ара, вăл та хăй пекех кăнтăртан вĕт. Анчах эрмен таса чунлă пулман, тарса çухалнă. Пăттине пĕçернĕ-ха хăй, халĕ ăна Азиз Магеррамовичăн «çимелле». Суд приставĕсем А.Бадирова уншăн 15 млн тенкĕ тÿлемелле тунă. Парăмĕ ытла пысăк-çке, тÿрех ун чухлĕ укçа епле кăларса хурăн. Куçман пурлăха А.Бадиров унччен йăлтах вырнаçтарнă-çке. «Туруновский» ЯХПК парăмĕсемпе татăлма «Туруновский» агрофирма» ООО йĕркеленĕ. Çĕнĕ общество чăмăртанă май вăл кредит илме май килтерет. Урăхла каласан - пĕр хуçалăхне аталантарса теприне «шурлăхран» сĕтĕрет. Тĕрĕссипе, агрофирма пурлăхне тĕкĕнмен, ЯХПК техникине кăна арест хунă /çăкçă пулма кооператив урлă килĕшнĕ/. Комбайн çавăнпа «ирĕклĕхре» юлнă та.

ЯХПКн - 118, агрофирмăн 410 гектар çинче тыр-пул пухса кĕртмелле. Урпа тата çурхи тулă. Йĕпе-сапана пула пĕлтĕр кĕрхисем вуçех те акайман...

- Çуркунне вăхăтра та ытларах акма май килетчĕ. Акана хутшăнакансем пĕлтермесĕр-систермесĕр е касăва, е урăх çĕре тухса каятчĕç. Эпĕ чармастăп, черет çитсен ĕне касăвне каймаллах ĕнтĕ. Анчах хăвăрăн вырăна акаçă тупса хăварăр тетĕп. Çын тупнăшăн çеç хамăн кĕсьерен 500 тенкĕ кăларса паратăп. Çук, итлемеççĕ. Вăхăчĕ вара иртет. Çавна пулах 558 гектар çинче çеç акма ĕлкĕртĕмĕр, - тет Азиз Магеррамович. - Çĕр типнĕрен вăрлăх вăхăтра шăтмарĕ. Çĕртме уйăхĕнче çеç лайăх çунă çумăрпа йăшăл тапса тухрĕ. Урпа халĕ пиçсе çитнĕ, комбайн юсаса пĕтерсенех хире тухать. Темиçе кунран çурхи тулă пусси те хатĕр пулĕ.

Халăха нимĕн те кăсăклантармасть иккен. Çав кун чылайăшне ÿсĕр куртăмăр. Тырă турттаракан водитель те çук.

Кăнтăрла иртсен Иван Иванов юсавлă комбайна хускатса урпа уйне çул тытрĕ. Азиз Бадиров вара тырă турттарма ЗИЛ-130 автомашина рулĕ умне вырнаçрĕ.

Йывăрлăхсем татах та пулĕç-ха, анчах çирĕп тĕллевлисем парăнмаççĕ. Пуçна ан ус, Азиз!

Валентин ГРИГОРЬЕВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.