Комментари хушас

7 Утă, 2021

«Хресчен сасси» 25 (2863) № 07.07.2021

Пахча çимĕçе ют çĕршывсенчен турттараççĕ

Иртнĕ эрнере Раççей Президенчĕ Владимир Путин ирттернĕ «тÿрĕ линире» тĕрлĕ ыйтупа пĕрлех ял хуçалăх аталанăвне, чĕр тавар хакĕсене те хускатреç. 

Çĕршыв ертӳçи ял хуçалăхĕн аталанăвне пысăка хурса хакларĕ. «Эпир ял хуçалăх ĕçченĕсен кăтартăвĕсемпе мăнаçланатпăр», — палăртрĕ вăл. Çав хушăрах хаксем ӳссе пыни ăна та шухăшлаттарнине пытармарĕ. Вăл каланă тăрăх, апат-çимĕç хакланни — тĕнчери пулăм. Çĕршывра та çакă палăрмаллах сисĕнет. Хаксем виçесĕр хăпарса каясран мерăсем йышăннă. Экспорта, таможня пошлинине квотăлани çăкăра, ӳсен-тăран çăвне, сахăра ытлашши хаклатса яман.

Чăн та, «кӳршĕ» регионтан кӳрсе килекен пахча çимĕç хакĕ хăпарса кайни тĕлĕнтерет, пăшăрхантарать. Тӳнтерле пулăм иртнĕçул çĕршывра продукци сахалрах туса илнипе çыхăннă-мĕн. «Хамăрăн çимĕç çитмерĕ, пĕлтĕр эпир çĕр улми, сăмахран, 19 млн ытла тонна кăна пуçтарса кĕртнĕ. Кăçал вара 22 млн тонна пулмалла. Çакă ытлашшипех çитессе шанатăп», — терĕ Владимир Путин «тӳрĕ линире». Малашне пахча çимĕç çичĕ тинĕс леш енчен кӳрсе килекен бананран хаклă пулмĕ. Çĕршыва пахча çимĕçе кӳршĕ регионтан мар, чикĕ леш енчен, Беларуçран тата Турцирен кӳрсе килнине палăртрĕ вăл.

Паллах, логистикăна аталантарни те хаксене хăпартса ямĕ. Çуркунне лартса-акса хăварнине пуçтарса кĕртме тытăнсан пахча çимĕç çителĕклех пулмалла, йӳнелмелле. Хальлĕхе ку хаксемпе шутлă туянмалли кăна юлать-тĕр. Росстат кăтартăвĕ тăрăх, çулталăк пуçланнăранпа кишĕр — 124,6%, çĕр улми — 94,4%, купăста — 75,3%, сухан 40,9% хакланнă. <...>

ЛАРИСА НИКИТИНА.

♦   ♦   ♦


«Халăхпа ĕçлени савăнăç кӳрет»

Муркаш районĕнчи Зоя Романова пурнăçне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнă. Тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн та килте тунсăхласа лармасть, общество ĕçне хастар хутшăнать. Вăл — вырăнти «Герой» хуçалăхăн ĕç тата вăрçă ветеранĕсен канашĕн председателĕ, районти АПК ветеранĕсен союзĕн членĕ.

— Эпĕ Етĕрне районĕнчи Ирçе ялĕнче çуралса ӳснĕ. Бухгалтерсен шкулне пĕтернĕ хыççăн тĕп больницăра ĕçлеме тытăнтăм. Çав вăхăтра Муркаш тăрăхĕнчи йĕкĕтпе паллашрăм. Юрий Етĕрнере механизатора вĕренетчĕ. Пĕр-пĕрне килĕштертĕмĕр, анчах çемье çавăрасси пирки сăмах хускатман. Çамрăк пулнă, вăтаннă. Манăн та атте-анне хӳттинчен каяс килмен. Пĕррехинче Юрий ман пата телеграмма янă: «12 çын килетпĕр, кĕт». Ăна илсен самай тĕлĕнтĕмĕр. «Сана çураçма килеççĕ пулас», — ăнлантарчĕç çывăх çынсем. «Эпир пĕрлешесси пирки калаçман-çке», — тӳрре тухрăм эпĕ.

Палăртнă кун урамра шăв-шав илтĕнсе кайрĕ. Пăхатпăр — урам тăрăх туй арăмĕсем юрласа анаççĕ. Хыççăн — машинăсем. «Нивушлĕ пирĕн пата?» —тĕлĕнсе сăнатпăр эпир. Хайхискерсем пирĕн тĕле çитсен тăп чарăнчĕç те юрра тата хытăрах шăрантарма тытăнчĕç. Ак, тамаша, вĕсем мана тӳрех туйпа лартса каясшăн иккен. Эпир вара хатĕрленмен те. Вăл вăхăтра аттепе анне лавккара ĕçлетчĕç. Çийĕнчех машинăпа кайса парнесем, ытти япала туянтăмăр. Çапла вараçураçмасăр, пĕр-пĕринпе килĕшсе татăлмасăрах туй кĕрлеттертĕмĕр.

Качча килнĕ хыççăн тепĕр куннех пахчана утă çулма тухрăмăр. Хуняма пĕччен, упăшка — ĕçре, пулăшакан çук. Виççĕмĕш кунне эпĕ тунсăхласа ларасран хăраса-ши, ир-ирех Юрий тăванне: «Ман майрана та колхоза утă çулма илсе кайăр-ха», — тесе хăварнă. Хуняма вара арçынсен çавине, тăххăрмĕш виçеллине, тыттарчĕ. Юрать, ун чухне çамрăк та вăйлă пулнă, çулма пĕлнĕ. Халĕ пулсан вăл пысăк çавапа ĕçлеме мар, ăна çĕклесе те утаймастăп. Утçинче кӳршĕри Çĕньял çыннисем эпир ĕçленĕ çĕре утаççĕ те утаççĕ. «Шыв ĕçер-ха, пĕрле ларса канар», — текелеççĕ хăйсем. Çав хушăрах мана вăрттăн сăнаççĕ. Юрий авланни пирки сас-хура хăвăрт сарăлнă-мĕн. Вĕсем юриех сăлтав тупса çĕнĕ çынна курма пынă иккен. Çапла вара çемьеллĕ пурнăç утă çулнинчен пуçланчĕ. Каярахпа «Герой» хуçалăх ертӳçи эпĕ бухгалтера вĕренсе тухнине кура склад заведующине лартрĕ», — кун-çулĕпе кĕскен паллаштарчĕ Зоя Михайловна. <...>

ЛАРИСА НИКИТИНА.

♦   ♦   ♦


«Текех чирлес килмест»

Юлашки вăхăтра вакцинациленекен çын йышĕ ӳссех пырать. Çакă инфекци каварлăхне çынсем ăнланнипе, Инди штамĕ вăй илме тытăннипе те çыхăннă.

«Эпир халăха прививка тума ятарлă график йышăнтăмăр. Палăртнă кун çынсем вакцинаци пунктне килеççĕ. Килменнисем патне килĕсене каятпăр. Пĕлтерĕшлĕ те яваплă ĕçе туллин пурнăçлама тăрăшатпăр. Чăн та, унччен çынсем иккĕленнĕ пулсан юлашки вăхăтра нумайăшĕн шухăш-кăмăлĕ улшăнни, антителăсене тĕрĕслеттерекен, прививкатутаракан йыш ӳсни сисĕнет.

Паян та ирех 40-е яхăн çын вакцинациленме килчĕ. Акă эпĕ темĕнле асăрхансан та коронавируспа чирлерĕмех. Вăхăт иртнĕ май прививка тутартăм — ку чире чăтса ирттернĕ хыççăн текех нушаланас килмест, сывлăх хаклăрах. Вакцинациленни кăна чир-чĕре сарăлма памĕ», — терĕ Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕкри врач амбулаторийĕн заведующийĕ Людмила Клементьева. <...>

ЛАРИСА АЛЕКСЕЕВА.

♦   ♦   ♦


Яла кĕрсен мĕн сас лайăх?

Иртнĕ ĕмĕрти 70-мĕш çулсенче пирĕн ялта 370 çын пурăннă, çак шутран 60-70-шĕ — ача. Паянхи пек шăрăх çанталăкра вĕсем урамра вылянă е çырмара шыва кĕнĕ. Хăйсен уçă сассипе яла илем кӳнĕ.

Ял çынни ирхине 3-4 сехетрех вăраннă. Хĕрарăм ĕне сунă, унтан урам тăрăх выльăха касăва хăваласа утнă. Арçын ĕçе кайиччен кил-тĕрĕшре тăрмашнă: вут-шанкă çурса купаланă, карта-хуралта çĕнетнĕ… Ир-ирех пуртă, пăчкă, мăлатук сасси таврара янăраса тăнă. Каç пулсан, касу кĕртсен, выльăх-чĕрлĕх çырмара курăк çинĕ. Пĕвере вара йышлă хур-кăвакал ишнĕ. Çакă ял илемне, халăх пуянлăхне палăртнă. Хресчен мал ĕмĕтпе пурăннă. Иртнĕ саманана аса илсен чунра кичемлĕх çуралать. Çĕр ĕçĕнчен писнĕ хальхи çамрăксем яла юлма килĕшменни шухăшлаттарать.

Паянхи кун пирĕн ялта хĕлле 37 хуçалăхра çутă çунать. 50 çынна яхăн кун кунлать унта. Çулла хуларан пахча çимĕç лартма килеççĕ. Ялта 6 ĕне, 30 пуç сурăх пур, темиçе хуçалăх чăх тытать. Сысна, хур-кăвакал усракан çук. Вăрман çумĕнче пурăннăран яланах уçă сывлăш ялта. Хула çыннисене сулхăн вырăн илĕртет. Кăçал шăрăх вăрăма кайнăран вĕсем ял пурнăçне ырлаççĕ. Паллах, кунта ачасене, мăнуксене ӳстерме меллĕ. Эпир те мăнуксене çулла ялта ӳстертĕмĕр.
Паян çамрăксем патшалăх паракан ипотека кредичĕпе усă кураççĕ. Çакна ырламалла. Анчах пирĕн пек ватăсене, 85 çултан иртнисене, ăна памаççĕ. Эпир çурт лартни 50-60 çул та иртсе кайрĕ, тĕпрен юсама та вăхăт çитрĕ.

Ĕмĕре тăван ялта пурăнса ирттертĕм. Мăшăрпа виçĕ ача çуратса ӳстертĕмĕр. Шел, арăм пурнăçран вăхăтсăр уйрăлчĕ. Эпир атте-анне килĕнчен уйрăлса тухни 60 çула яхăн. 1965 çулта хамăр вăй-хăватпа ялта кирпĕчрен пĕрремĕш çурт лартрăмăр. Выльăх витисене йывăçран хăпартнă хыççăн нумаях та пурăнаймарăмăр пушар тухрĕ. Витесене çĕнĕрен лартрăмăр. Пурăна киле пӳрт çи виттине, чӳречесене, алăксене улăштартăмăр, укçа-тенкĕ тĕлĕшпе чылай тăкаклантăмăр. 4 çул каялла çурта тулаш енчен сайдингпа илемлетрĕмĕр, каллех тăкакланма тиврĕ. Пĕлтĕр вутă сарайне çĕнетрĕмĕр, гараж тăррине те улăштартăмăр. Тăкакĕ самаях пулчĕ. Халĕ çитес кунсенче пӳртри ăшăтмалли тытăма, маччапа урая, стенана тĕпренех çĕнетме шухăшлатăп. Пурăннă чухне çурт-йĕре хăтран кăларас килмест. Ăна вăхăтран вăхăта юсамалла. Çакă — пирĕн тивĕç. <...>

ВЕНИАМИН АРХИПОВ.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.