"Шупашкарта мĕн курни савăнтарчĕ, шанăç çуратрĕ"
Çурла уйăхĕн 26-27-мĕшĕсенче Шупашкарта Раççей водоканалĕсен VII конференцийĕ иртрĕ. Унта федерацин мĕн пур округĕнчи çак тытăмра ĕçлекен предприятисем хутшăнчĕç. Чăваш Ене ик çĕр ытла эксперт, РФ Патшалăх Думин, Строительство тата ЖКХ, Экономика аталанăвĕн, Çут çанталăк министерствисен, федерацин çут çанталăкпа усă курас тытăмри тариф тата надзор службисен представителĕсем килсе çитрĕç.
Ку мероприяти çулсерен шыв тата канализаци хуçалăхне çĕнетес, инвестицисем явăçтарас тĕлĕшпе пуян опыт пухнă-кăтартнă хуласенче иртет. Кăçал форума ирттерме Шупашкара ахальтен суйласа илмен. Юлашки вăхăтра республикăра халăх пурнăçне витĕм кÿрекен ырă улшăну сахал мар пулса иртрĕ. Çакна çирĕплетекен пулăмсенчен пĕри вăл - Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Медиалогия» компани ирттернĕ медиарейтингра ЖКХ тытăмĕнчи лайăх кăтартусемпе Раççейри 50 субCект ертÿçисен хушшинче 23-мĕш вырăн йышăнни.
Конференцие хутшăнакансем республикăри шыв хуçалăхĕн об±екчĕсене çитсе курчĕç, «Водоканал» АУО, «Биологи мелĕпе тасатакан сооруженисем» ПУП, Çĕнĕ Шупашкарти пăрăх завочĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç.
2020 çул тĕлне Раççейре пурăнакансен 90 процентне таса шывпа тивĕçтермелле. Хальхи вăхăтра çак ырлăхпа 60 процент çеç усă курать. Кун пирки РФ строительство тата ЖКХ министрĕн çумĕ Андрей Чибис пресс-конференцире пĕлтерчĕ. Çĕр-шывра шыв тата канализаци хуçалăхне модернизацилеме палăртнă. «Çакă министерствăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри, - терĕ федераци чиновникĕ. - Раççейри мĕн пур хула, хула евĕр поселоксен 97 проценчĕ, 32 ял тăрăхĕ централизаци мелĕпе шыв илсе тăрать. Çапах та таса шыв ыйтăвĕ хальлĕхе çивĕч тăрать-ха. Раççейре чи лайăх водоканалсенче те, Европа çĕр-шывĕсемпе танлаштарсан, 2-2,5 ытларах авари пулать». ЧР Стройминĕ пĕлтернĕ тăрăх - республикăра пурăнмалли çурт-йĕр фончĕн 62,7 процентне шывпа тивĕçтернĕ.
«Таса шыв çын пурнăçĕн пахалăхне ÿстерме уйрăмах кирлине манмалла мар. Çак самант Раççей Федерацийĕн кирек хăш суб±екчĕшĕн, кашни регион ертÿçишĕн тĕп тĕллевсен шутĕнче пулнине асра тымалла”, - палăртрĕ министр çумĕ А.Чибис.
Çавăн пекех Андрей Чибис Шупашкар хулин «Садовый» тата «Радужный” микрорайонĕсене çитсе курчĕ. Кунти çуртсенче патшалăхăн пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатмалли программисемпе килĕшÿллĕн хваттер илнĕ çынсем пурăнаççĕ. Министр çумĕ хваттерсен пахалăхне хăй куçĕпе курас тĕллевпе хăшне-пĕрне кĕрсе тухрĕ, çынсен кăмăл-туйăмĕпе кăсăкланчĕ. Тĕпрен илсен граждансем пурăнмалли условисем тивĕçтернине палăртрĕç. Андрей Владимирович çурт-йĕр тăвакансене тата чиновниксене çынсемпе тимлĕрех пулма, вак-тĕвек çитменлĕхсене пĕтерме сĕнчĕ. Юлашкинчен А.Чибис «Садовый» районĕнчи çуртсем пысăк пахалăхлине палăртрĕ. «Мана нумай регионта пулма тÿр килнĕ. Ытти хулапа танлаштаратăп та - Шупашкарта лару-тăру чылай аванрах. Граждансен пурнăçне лайăхлатмашкăн усă куракан программăсем чăннипех те ĕçлеççĕ. Кунта мĕн курни савăнтарчĕ, шанăç çуратрĕ», - терĕ вăл.
А.Чибис авари хăрушлăхĕ пур çурт-йĕр фончĕпе те паллашрĕ. Б.Хмельницкий урамĕнчи çуртран çĕнĕ вырăна куçарасса кĕтекен çынсемпе калаçрĕ. «Хăрушшисен шутне кĕртнĕ кашни çурт çинче кĕçех ятарлă «хăма» çакĕç. Унта çуртран хăçан куçарассине тата çĕнĕ адреса палăртса çырĕç. Çапла майпа кашниех çĕнĕ çурт строительстви мĕнле пынине, ĕç пахалăхне тĕрĕслесе, сăнаса тăма пултарĕ», - ăнлантарчĕ вăл граждансене. Министр çумĕ тĕпрен юсанă çуртсемпе те кăсăкланчĕ. Вĕсенче пурăнакансем çуртсен малтанхи тата хальхи сăн-сăпачĕ пирки каласа кăтартрĕç. «Мĕн пур программăпа реформа çынсен пурнăçне лайăх енне улăштарассишĕн пурнăçланать», - çапларах пĕтĕмлетрĕ федераци чиновникĕ.
Çурла уйăхĕн 28-мĕшĕнче Раççей водоканалĕсен VII конференцине пĕтĕмлетме Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев та хутшăнчĕ. Михаил Васильевич чи малтанах Пĕтĕм Раççей мероприятине йĕркелекенсене тата унта хутшăнакансене тухăçлă ĕçшĕн тав турĕ, халăха шывпа тивĕçтересси влаç органĕсен ĕç-хĕлĕнче тĕп вырăн йышăннине палăртрĕ.
«Хулара пурăнакансене çеç мар, ялсенче тĕпленнисене те пахалăхлă таса шывпа тивĕçтересси - патшалăхăн тĕп тивĕçĕ. Шыв хакĕ те унпа усă куракансемшĕн вырăнлă пултăр», - терĕ республика ертÿçи. Çак тата ытти ыйтăва «çавра сĕтелсенче», пленарлă ларусенче, Чăваш Ен предприятийĕсенче пулнă вăхăтра сÿтсе явнă.
Михаил Васильевич çавăн пекех конференцие хутшăнакансене республикăн юлашки çулĕсенчи социаллă пурнăçпа экономикăри çитĕнĕвĕсем пирки каласа кăтартрĕ. Чăваш Енре виççĕмĕш çул çуралакансен йышĕ вилнисенчен ытларах пулнине, федераци тата республика программисем ăнăçлă пурнăçланнине, бюджет укçи-тенкипе тухăçлă усă курнине палăртрĕ.
Хыççăн Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев тата РФ строительство тата ЖКХ министрĕн çумĕ Андрей Чибис республикăри граждансене кивĕ çурт-йĕртен куçарассипе çыхăннă ыйтусемпе канашлу ирттерчĕç.
«Çак тĕллеве пурнăçлама тĕрлĕ çăл куçран 5 млрд тенкĕ уйăрнă, - ларăва уçнă май палăртрĕ Михаил Васильевич. - Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхра реформа ирттерме пулăшакан фонд тивлечĕпе пилĕк çул хушшинче республикăри 13 пин ытла çын /пилĕк пин çемье/ хăтлă хваттерсене куçĕ. Хальхи вăхăтра программăн пĕрремĕш тапхăрĕ пурнăçа кĕнĕ май 262 çуртри 745 çынна çĕнĕ çĕре куçарнă. Граждансене кивĕ çуртран куçарни çурт-йĕр ыйтăвне татса пани çеç мар. Тĕллевсене пурнăçа кĕртни ял-хула инфратытăмне те аталантарать».
Раççей министрĕн çумĕ Андрей Чибис Шупашкарти темиçе объектра пулнă хыççăн авари хăрушлăхĕ кăларса тăратакан çурта пурăнакансене хăтлă хваттерсене куçарнине асăрханине палăртрĕ. Çитменлĕхсем çинче те чарăнса тăчĕ. Çĕнĕ микрорайонсенче социаллă инфратытăм аталанманни çынсене чăрмав кÿнине палăртрĕ. Çавăн пекех вăл нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсассипе, ЖКХ тытăмне инвестици явăçтарассипе коммуналлă пулăшу тарифĕсене нумай вăхăтлăха çирĕплетессипе т.ыт. çыхăннă ыйтусене çĕклерĕ. Республикăри районсемпе хуласен администрацийĕсен пуçлăхĕсем хăйсен муниципалитечĕсенчи ЖКХ тата строительство тытăмĕсенчи лару-тăрупа паллаштарчĕç, пĕр-пĕрин шухăшĕсене, сĕнĕвĕсене шута илчĕç.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Васильевич çавăн пекех шывпа тивĕçтерес тытăмри ĕç-хĕл пирки каласа кăтартрĕ. «Шыв ыйтăвне тапхăр-тапхăрпа татса пама йышăннă. Шупашкарти водоканал çĕнелсех пырать, çĕнĕ шыв управĕ тунă. Пирĕн тĕллев - республикăра пурăнакансене - хуларисене те, ялтисене те - çитес вăхăтра паха шывпа туллин тивĕçтересси», - терĕ республика ертÿçи.
Андрей Чибис Чăваш Енре «Таса шыв» программăна пурнăçлас тĕлĕшпе кăлтăксем çуккине палăртрĕ, пурăнмалли çурт-йĕр фондне тĕпрен юсас тата граждансене авари хăрушлăхĕ кăларса тăратакан çуртсенчен куçарас тĕлĕшпе тунă ĕç-хĕле пысăк хак пачĕ. «Хам пулса курнă ытти регионпа танлаштарсан кунта, чăнах та, лайăх çуртсем тăваççĕ. Çынсене хăтлă хваттерсене куçараççĕ. 2013 çулта кăмăлсăр хăш-пĕр самант, кăçал та Шупашкарта чăрмавсем пулнăччĕ. Ĕнерхи ĕçсем тата паянхи калаçусем çивĕч çав ыйтусене татса пама май пачĕç. Çавна май çынсем палăртнă вăхăтра лайăх çуртсене куçма пултарĕç. Ĕненĕр, Чăваш Енре мухтанмалли çук мар. Вăл - манăн тăван республика, уншăн мана чăннипех те намăс мар», - терĕ Андрей Чибис.
Чăваш Республикинче иртнĕ Раççей шайĕнчи мероприятие хутшăннă ытти çынсем Чăваш Ен, Шупашкар пирки мĕн шухăçлаççĕ-ха?
Елена ДОВЛАТОВА, РАВВ ĕç тăвакан директорĕ:
- Чăваш Ене республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев чĕннипе водоканалсен VII конференцине ирттерме суйласа илтĕмĕр. Пĕлетĕп: Михаил Васильевич халăха паха шывпа тивĕçтерессине пысăка хурать. Шыв ыйтăвĕ паян çивĕч тăрать. Шел те, çĕр айĕнчи çăл куçсен пахалăхĕ чаксах пырать.
Республикăри шывпа тивĕçтерекен тытăмпа паллашрăм. Сирĕн «Водоканал» - чи авалхисенчен, лайăххисенчен, пахалăхлисенчен пĕри. Конференци кунта иртнин сăлтавĕсенчен тепри тата çакă та. Форума хутшăннисене Çĕнĕ Шупашкарти «Биологи мелĕпе тасатакан сооруженисем» предприятири хăйне евĕр оборудованисем, Шупашкарти «Водоканалти» технологисем уйрăмах кăсăклантарчĕç. Чăваш Енре шыв хакне тивĕçлĕ шайра тытса тăма пултарни, отрасль предприятийĕсене аталанма майсем туса пани савăнтарать.
Ольга СЕРДЮК, Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçăлăхра реформа ирттерме пулăшакан фондăн генеральнăй директорĕн çумĕ:
- Хальхи вăхăтра Чăваш Республики фондран укçа-тенкĕ илме заявка хатĕрлет. Вăл ăна илетех. Кăçал, паллах, укçа виçи пĕчĕкрех - мĕн пур Раççей валли бюджетран 7 млрд тенкĕ уйăрнă. Кунсăр пуçне субъектсем хăйсем те уйăраççĕ. Анчах пурте лайăх ăнланатпăр: патшалăх бюджечĕн шучĕпе нумай хваттерлĕ çуртсен пĕрлехи пурлăхне вĕçĕмсĕр юсама май килмест. Çавна май малашне харпăрлăх хуçисен хăйсен çак тĕллевпе ытларах тăкакланма тивĕ.
Георгий САМБУРСКИЙ, РАВВ проекчĕсен ертÿçи, доцент, техника наукисен кандидачĕ:
- Шупашкар - питĕ хитре, кăмăллă, таса, симĕс хула. Кунта сăртлă вырăнсем, кĕперсем нумай. Кÿлмек - уйрăмах илемлĕ кĕтес. Шупашкар çыннисем питĕ килĕшрĕç. Уçă, ырă кăмăллă, тăван хулине чунтан юратаççĕ. Çакă тÿрех курăнать.