Комментари хушас

28 Çĕртме, 2021

Чÿречерен ÿкекен йышланнă

Шăрăх çанталăк пуçланнăранпа нумай хутлă çурт чӳречинчен ача тухса ӳкекен тĕслĕх ытларах тĕл пулма тытăннă.

Çулталăк пуçланнăранпа çавнашкал 18 инкеке палăртнă, çĕртме уйăхĕнче — 3, вĕсенчен икĕ ача вилнĕ. Çавна май аслисен уйрăмах тимлĕ пулма тивет. Чӳречене хупă тăратмалла е çӳлти форточкăна çеç уçмалла. Балкон алăкне питĕрмелле. Ача чӳречене хăй тĕллĕн ан уçтăр тесен хăлăпне илсе хумалла. Ун патĕнче сĕтел-пукан ан пултăр. Чӳречене ятарлă решетке е çăра вырнаçтарăр. Ачана хăрушсăрлăх йĕркине ăнлантарăр. Хурт-кăпшанкăран хӳтĕлекен сеткăна ан шанăр, вăл ача йывăрăшне тӳсеймĕ.

www.hypar.ru

Рубрика: