Шкул ачисем пĕчĕклех ĕçе вĕренсе ÿсчĕр
«Амазони» паркра «Кашни ачана çул уçса парасси. Чи лайăх практикăсем» сесси иртрĕ. Унта пухăннисем шăпах уйрăм лапамсенче вĕрентÿ, сывлăх сыхлавĕ, культура, спорт, социаллă хÿтлĕх сферисен чи лайăх ĕçĕсемпе, çитĕнĕвĕсемпе паллашрĕç.
Мероприятие вице-премьер — вĕрентÿ министрĕ Алла Салаева ертсе пычĕ. Унăн ĕçне ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев та хутшăнчĕ. Вăл каланă тăрăх, шкултан вĕренсе тухакансен хăйсем кăмăлланă специальноçа суйласа илмелле, çав вăхăтрах вĕсен паянхи кун экономикăра кирлĕ профессисем çинчен пĕлмелле. «Пурнăçăн анлă çулĕ çине тухакана обществăра хăйĕн вырăнне тупма, хăйсен проекчĕсене пурнăçа кĕртме майсем туса памалла. Диплом илнĕ çамрăксене çухатмалла мар пирĕн, вĕсем тăван енре юлса çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеччĕр, çĕнĕ производствăсем хута яччăр», — терĕ вăл.
Сесси вăхăтĕнче экспертсем нумай ырă шухăш каларĕç. «Пирĕн, çитĕннисен, пурнăç çине ачасен куçĕпе пăхмалла. Учителĕн паянхи пурнăçпа тан пымалла. Шкул ачисене экзамен тытма кăна хатĕрлемелле мар, пурăнма, йывăрлăхсене çĕнтерме вĕрентмелле. Паянхи вĕренекенсем макетсемпе ĕçлесшĕнех мар, вĕсен чăн-чăн ĕç туса курас килет. Калăпăр, паяльникпе усă курма, çĕвĕ машинипе çĕлеме, программăсем тума вĕренесшĕн», — каласа кăтартрĕ Шупашкарти 5-мĕш гимнази директорĕ Инна Исаева. Çав тĕллевпех вĕренÿ учрежденийĕ хулари предприятисемпе çыхăну йĕркеленĕ. Вĕсем шкул ачисем валли вĕренÿ учрежденийĕнче шкул завочĕ хатĕрленĕ. Унта вĕренекенсем завод ĕçченĕсем пурнăçлакан ĕçсене алла илеççĕ. Инна Владиславовнăн шухăшĕпе педагогика наукисен кандидачĕ Виктория Копылова та /Мускав хули/ килĕшет. Вăл каланă тăрăх, шкул ачисене аслă классенче кăна мар, 5-7-мĕш класранах пулас профессие суйлама пулăшмалла, уйрăм ăсталăхсене алла илме тăрăшмалла. Калăпăр, халĕ медицина çулне суйлама шут тытнисене укол тума, капельница лартма тата ытти енĕпе вĕрентекен хатĕр шутласа тупнă, пулас инженерсем валли мини-электростанцин чăматанне туса кăларнă, биологипе интересленекенсем валли анатоми сĕтелĕ пур.
www.hypar.ru Андрей МИХАЙЛОВ сăн ÿкерчĕкĕсем