Комментари хушас

22 Çĕртме, 2021

Тылри ĕç паттăрлăхне халалласа - курав

Паян Чăваш наци музейĕнче "Чăваш Енĕн хÿтĕлев чиккисем - тылри паттăpлăх" курав уçăлчĕ. Ăна Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тунăранпа 80 çyл çитнине халалланă.

Куравра республикăри патшалăx архивĕсенчи документсемпе, çaк строительствăпа çыхăннисемпе, çавăн пекех çынсен килĕсенче упранакан сăн ÿкерчĕксемпе, аса илÿceмпе паллашма пулать. Унтах хÿтĕлев чиккисене тунă çĕре материалсем турттарнă тракторсен моделĕсене те курма май килет. Кăмăлĕ пуррисем импровизациленĕ окопа, çĕp пÿрте кĕрсе пăxма пултараççĕ. "Çапла майпа çынсем окоп чавнисен чун-чĕринче мĕнле туйăмсем хуçаланнине кăштах та пулин ăнланĕç", - терĕ музей директорĕ Ирина Меньшикова.

Çак курава caвăнăçлă лару-тăрура уçнă çĕpe Чăваш Республикин Пуçлăxĕ Олег Николаев хутшăнчĕ. Вăл Çĕнтерĕве çывхартас ĕçe фронтра çапăçнисемпе пĕpлех тыл ĕçченĕceм те хăйсен тÿпине хывнине палăpтрĕ. "Хÿтĕлев чиккисене тунă çĕpте ĕç паттăрлăxĕ кăтартнисене те асра тытмалла пирĕн", - терĕ.

Курав çулталăк вĕçленичченех ĕçлĕ.

www.hypar.ru Василий Кузьмин сӑн ӳкерчӗкӗсем кунта...
 

Рубрика: