Комментари хушас

18 Çĕртме, 2021

«Хыпар» 63-64 (27796-27797) № 11.06.2021

Валентина ВОЛКОВА: Мăшăрсене уйăрас килмест – чун ыратать

«Хыпарăн» паянхи хăни миçе çемьене пил парса пĕрлештермен-ши? Вĕсемпе пĕрле савăннă, куляннă, пăлханнă… Юратакан чĕресене халĕ те мăшăрлантаракан Валентина Волкова çак профессире тăваттăмĕш теçетке çул вăй хурать. Çамрăксене пĕрремĕш хут пил панă чухне вăл çемье çавăрма ĕлкĕреймен çамрăк пике пулнă.

— Валентина Альбертовна, сирĕн ĕçри тивĕçсен шутне мĕн кĕрет?

— Патшалăх регистрацийĕн çичĕ енĕпе ĕçлетпĕр: ача çуралнине, мăшăр пĕрлешнине, уйрăлнине, çын вилнине, ача усрава илнине, ашшĕ пулнине палăртнине, ят-хушамат улăштарнине шута илетпĕр.

— Тем тесен те, каччăпа хĕре пĕрремĕш хут çырăнтарнине манман ĕнтĕ.

— Ун чухне питĕ пăлхантăм. 23-реччĕ. Çав кун икĕ мăшăр çемье çавăрчĕ. Хам та качча тухма ĕлкĕрейменччĕ те, паллах, çемье пурнăçне тутанса курманччĕ. «Чи ырă та витĕмлĕ мĕнле сăмахсемпе калаçсан вырăнлă-ши?» — иккĕлентĕм эпĕ. Çынсем: «Хăй качча тухман, пĕрлешекенсене мĕнле пил парать-ха ку?» — тесе калаçасран та аванмарланаттăм.

— Пăлханнăран ят-хушамата тĕрĕс мар калани пулман-и?

— Ун пекки пулнăччĕ. Анчах ӳпкелешмерĕç. Мăшăрлану йĕркеллех иртрĕ.

— Йĕрки çавнашкал: чăваш савăнма, çав шутрах мăшăрланма та, канмалли кунсене суйлать, çавна май сирĕн ĕçлеме тивет.

— Саккунпа килĕшӳллĕн, эпир, çак сферăра ĕçлекенсем, вырсарникунпа тунтикун канатпăр. Паллах, тунтикун мар, çынпа пĕрле шăматкун канас килет, анчах çак ĕçе кӳлĕннĕ пулсан ăна юратмалла.

— Пĕр кунра темиçе мăшăра çырăнтарма та тивет. Кансĕр мар-и?

— Паянхи кун ун пекки сайра пулать. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче çуралнисем шăпах халĕ çемье çавăраççĕ. Çĕршывра лару-тăру улшăннă вăхăт пулнă май демографи кăтартăвĕ те ун чухне япăхчĕ. Маларахри çулсенче пĕр кунра тăхăр мăшăра çырăнтарни те пулнă. Вĕсен уяв, манăн вара киле çитнĕ çĕре пĕр чĕптĕм вăй юлмастчĕ. Чуна парса ĕçленĕ, халĕ те çаплах. Маншăн кашни çемье хаклă, кашнинех ыррине çеç сунатăп.

— Ылтăн çĕрĕ тăхăнма çамрăксем çулталăкăн хăш вăхăтне ытларах суйлаççĕ?

— Аслă типĕ вăхăтĕнче, тĕкел çулталăкра мăшăрланассинчен тытăнса тăракан чылай. Туйсем ытларах çурла уйăхĕнче иртеççĕ. Кĕр мăнтăрĕпе кĕрекене ларакан та сахал мар. Пирĕн тăрăхри халăх йăла-йĕркене тытса пырать-ха.

— Сирĕн патра мăшăр пĕрре çырăнса уйрăлнă хыççăн тепре çырăнма пыни пулнă-и?

— Темиçе те. Вĕсенчен хам та тĕлĕнетĕп, çав вăхăтрах савăнатăп та. Мĕн тăвăн? Пĕр-пĕрин валлиех çуралнă мăшăр. Чăнах та, пĕрремĕшĕ — Турă пани. Çавăнпа арăмĕпе упăшкине шăпа каллех пĕрлештерет. Пурнăç çапла вăл, йывăрлăхсем парса тĕрĕслет, чуна çирĕплетет. Юлашки вăхăтра çакăн пек тĕслĕх час-часах тĕл пулать.

— Уйрăлакансемшĕн те пăшăрханатăр-и?

— Питĕ кулянтараççĕ. Çемье саланнин сăлтавĕсенчен пысăк пайĕ упăшкисем республика тулашне ĕçлеме çӳренипе çыхăннă. Аякри хулара хăшĕ-пĕрин юрату тупăнать ахăртнех, арçыннăн вара икĕ чĕре пулаймасть. Çавăнпа çемье пуçĕсене килте пурăнтарма кунтах ĕç вырăнĕсем кирлĕ. Чылай чухне кил хуçи хăй те аякка тухса каясшăн мар, анчах çемьене тăрантармалла-çке. Çамрăксем халĕ ялсенче те пĕр-пĕринчен юлмасăр ăмăртсах пӳрт-çурт çĕклеме тăрăшаççĕ, укçи-тенки самаях кирлĕ. <...>

Елена ЛУКИНА.

♦   ♦   ♦


Хĕр илме те тавран çÿреме тивет

Чăваш Ен федерацин «Хăрушлăхсăр паха çулсем» наци проектне кĕрекен «Çулсен сечĕ», «Çул хуçалăхне аталантармалли пĕрлехи пайăр мерăсем», «Çул çӳрев хăрушсăрлăхĕ» регион проекчĕсене пурнăçлама хутшăнать. Палăртни йăлтах пурнăçланса пырать-и? Паян эпир çак ыйтăва тишкертĕмĕр.

Пысăк ĕмĕт

«Çулсен сечĕ» проекта регион шайĕнчи автомобиль çулĕсен патшалăх çирĕплетнĕ норматив ыйтнине тивĕçтерекен тӳпине 2024 çул вĕçлениччен мĕн пур трасса тăршшĕн 50% танлаштарас, транспорт кашни çухрăмра нормативра пăхса хăварнинчен ытларах пуçтарăннăран вырăна хăвăрт çитме чăрмантаракан çулсен, федераци тата регион шайĕнчисен, виçине 10% кая мар сахаллатас, çулсем çинче пулакан инкек вырăнĕсен тата çынсене хăрушлăха кĕртсе ӳкерекен сыпăксен шутне икĕ хут чакарас, Шупашкар хулинчи норматив ыйтнине тивĕçтерекен çулсен тăршшĕне 85% çитерес тĕллевпе пуçарнă. «Çул хуçалăхне аталантармалли пĕрлехи пайăр мерăсем» проектпа килĕшӳллĕн вара çулсене лайăхлатмалли, вĕсемпе усă курмалли çĕнĕ майсене, юрăхлăх тапхăрĕн контрактне, ăнăçлăрах технологисене тата пахарах материалсене ĕçе кĕртмелле, регион тата муниципалитет çулĕсене упрама хистекен çăмăллăхсем туса памалла, çул çӳреве, правилăсене пăхăннине тĕрĕслесе тăрассине йĕркелемелли автомат тата робот технологийĕсене пурнăçа кĕртмелле.

2017 çулхи раштавăн 31-мĕшĕ тĕлне республикăри çулсем çинче транспорт аварие лекнĕрен кашни 100 пин çын пуçне 13-ĕн пурнăçран уйрăлнă, 2024 çулччен 4 таран чакармалла. Чăннипех пысăк ĕмĕт. Пурнăçланĕ-ши? Ку ыйтăва республикăн транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрне Владимир Осипова патăмăр.

— Тĕп тĕллевсем — çулсене нормативпа килĕштересси тата аварисен шутне пĕчĕклетесси, — пусăм тусах каларĕ вăл. — 2019 çултанпа 432,6 километр çула юсанă, 6,5 километрне реконструкциленĕ, 67,5 километрĕнче тĕттĕмре çутатмалли хатĕрсем вырнаçтарнă, çапла майпа 8 млрд тенкĕ тăкакланă. Нацпроект Шупашкар агломерацине уйрăмах пысăк ырлăх кӳнине палăртас килет.

Пĕлтĕрхи объектсем

Ял-поселокра тата хулара çул хывнипе пĕрлех тротуара, вĕсен хĕррине норматива пăхăнтарса хăтлаççĕ, çул çӳреве хăрушсăрлатассишĕн инженери конструкцийĕсем майлаштарса лартаççĕ. 2020 çулта регион шайĕнчи автоçулсен — 46,7%, Шупашкар агломерацийĕнче 68,6% нормативпа килĕштерме пултарнă. 83,6 çухрăм çула юсанă тата тĕпрен юсанă, 2,4 çухрăмне реконструкциленĕ, унсăр пуçне 3 кĕпере çĕнетнĕ. Çавăн пекех 23 ял-поселока тата хулана пĕр-пĕринпе çыхăнтаракан регион шайĕнчи 29 километр çул çине тĕттĕмре çутатмалли хатĕрсем вырнаçтарса 29 пин ытла çыннăн çул çӳрев хăрушсăрлăхне тивĕçтернĕ.

Республика наци проектне пурнăçа кĕртме хутшăннăран пысăк пĕлтерĕшлĕ объектсене хута яма май килчĕ — Шупашкарти Яковлев проспектĕнчи çула реконструкцилерĕç, Трактор тăвакансен проспектĕнчипе Эгер бульварĕнчине юсарĕç. Министр çавнашкал ырă тĕслĕхсен шутне регион шайĕнчи «Шупашкар — Сурски» çулăн сыпăкне, Сăр юхан шывĕ урлă Пăрачкав районĕнче хывнă кĕпере, «Энĕш» тата «Шăмăршă – Суйкăн – Алтышево — «Энĕш» çулсен сыпăкĕсене кĕртрĕ. Вĕсемсĕр пуçне иртнĕ çултан кăçалхи-килес çулхи тапхăра куçакан 13 объектра ĕç пырать. «Улатăр — Ахматово — Ардатов», «Атăл» — Сĕнтĕрвăрри — Октябрьски — Куславкка», «Çĕрпӳ — Ульяновск — Яманчурел» çулсен сыпăкĕсене тĕпрен юсаççĕ. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


Чыс та мухтав — ял ĕçченĕсене

Çĕртме уйăхĕн 5-13-мĕшĕсенче районсенче Акатуйсем иртрĕç. Вĕсене Раççейĕн ăслăлăхпа технологи тата Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхĕн çулталăкĕсене халалларĕç.

Тăвайсен тата Хĕрлĕ Чутайсен Акатуйĕсене ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев хутшăннă, уява пуçтарăннисене ĕç, юрă тата спорт уявĕ ячĕпе ăшшăн саламланă. Хĕрлĕ Чутайсен Акатуйĕнче те уй-хирпе ферма ĕçченĕсен пĕр ушкăнне наградăсем парса хавхалантарнă. Район экономикине пысăк тӳпе хывнăшăн Юрий Яндайкин «Хĕрлĕ Чутай районĕн хисеплĕ гражданинĕ» ята тивĕçнĕ. «Акатуя паянхи кун та мăн асаттесен ырă йăлине пăхăнса уявлани савăнтарать. Пирĕн халĕ вĕсем ырă сунса вĕрентнине тĕпе хурса ĕçлемелле, — палăртнă Олег Алексеевич. — Чăвашсен ниме йăли те пире аталанма самай пулăшĕ. Пĕрле ĕçлесен эпир вăйлăрах пулăпăр, ума лартнă тĕллевсене пурнăçа хăвăртрах кĕртĕпĕр».

Елчĕксем малтан уй-хирпе ферма ĕçченĕсене парк тавра çавăрса чысланă. Акатуй ялавне «Яманчӳрел» общество механизаторĕ, çураки чемпионĕ Юрий Комиссаров, районăн чи лайăх медицина ĕçченĕ Надежда Куприянова, чи лайăх культура ĕçченĕ Светлана Карамаликова, кире пуканĕ çĕклессипе Раççей чемпионĕ Анатолий Узюкин хăпартнă. Уява райадминистраци пуçлăхĕ Леонард Левый уçнă, пухăннисене вăл тата ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, ыттисем Акатуй ячĕпе саламланă. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


«Тăрăшнине кура халăх ытларах ыйтать»

Хăй вăхăтĕнче старостăра ĕçленĕрен ял халăхĕн ыйтăвĕсене лайăх пĕлет вăл. Ял аталантăр, илемлентĕр тесе чунне парса тăрăшать. Çĕнĕлĕхсене ăса хывас тесе кӳршĕри районсемпе ялсене çитсе курать. Сăмахăм Тăвай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Сормов çинчен.

Хоккей команди те йĕркеленнĕ

— Николай Иванович, малтанах ял тăрăхĕпе паллаштарсамăр.

— Тăвай ял тăрăхне Тăвай, Вăрманхĕрри, Чӳкçырми, Çăлпуç тата Нăрваш Сали кĕреççĕ. 1988 хуçалăхра 4394 çын пурăнать. Шел те, 402 пӳрт пушă ларать. Чи пĕчĕкки — Нăрваш. Унти 81 хуçалăхра 123 çын кун кунласа çĕр çĕрлет. Эпĕ Вăрманхĕрри ялĕнче çуралса ӳсрĕм. Шкул хыççăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чă¬ваш патшалăх университетĕнче ăс пухрăм. Диплом илсен хамăр районти Йăнтăрччă шкулĕнче ачасене географипе истори вĕрентрĕм. Çулталăкран ĕçрен кайрăм. Ĕç укçи сахалччĕ, çитменнине, шкулĕ те хамăр ялта марччĕ. Предприниматель пулса тăтăм. Строительство енĕпе ытларах ĕçлерĕм. Унсăр пуçне хамăр ялта 5 çул староста тивĕçĕсене пурнăçлама тиврĕ.

— Ял тăрăхне чылай çул ертсе пыратăр. Малтанхи тапхăрта мĕнле ĕçсем турăр?

— Ĕçлеме пуçласанах пурнăçланă проект, паллах, асра юлчĕ: Тăвай ялĕнче хоккей курупки тунăччĕ. Пирĕн тăрăхра физкультурăпа туслисем нумаййăн. Хоккей курупкине халăх тăрăшнипе хута ятăмăр. 1 миллион та 400 пин ытла тенкĕ тăкакланчĕ. Çавăнтан 10 процентне ял-йыш пуçтарса пачĕ. Унсăр пуçне спонсорсем, предпринимательсем пулăшрĕç — 235 пин тенкĕ пухрĕç. Ун хыççăн ачасемпе çамрăксем хоккейла выляма пуçларĕç. Халĕ пирĕн хоккей команди те пур. Çамрăксем хунар çутипе каçхине те выляççĕ. Ун хыççăн «Хăтлă хула хутлăхĕ» программăпа килĕшӳллĕн Тăвайри Кооператив урамĕнчи 20, 22-мĕш çуртсен картишĕнче юсав ĕçĕсем турăмăр. Унта 3 миллион та 700 пин тенкĕ расхутланчĕ. Картишсенче çумăр çунă хыççăн пылчăк çăрăлатчĕ, кĕрсе тухма май çукчĕ. Халĕ унта, чăн та, хулари пекех хăтлă. Çынсем питĕ савăнаççĕ. Ача-пăча площадкисем, саксем, тротуарсем турăмăр. Асăннă çуртсенче пурăнакансем тавралăха пăхса тăраççĕ, тирпей-илем кĕртеççĕ, чечексем лартаççĕ. Унсăр пуçне Чӳкçырмипе Вăрманхĕрринче культура çурчĕсем кивелсе çитнĕччĕ. Вăрманхĕрринчин тăрри юхăннăччĕ, шыв анатчĕ. Ăна та халăх пуçарăвĕпе 2018 çулта юсаса çĕнетрĕмĕр. Халăх ку ĕçе питĕ хастар хутшăнчĕ. Ялти кашни çамрăк 1-ер пин тенкĕ пачĕ. Ял-йыш 100 пин тенкĕ ытла пуçтарчĕ. Халĕ клуб хăтлă та илемлĕ. Спортзал хĕлĕпех ĕçлет. Библиотека та, музей та пур унта. Культура çуртĕнче кружоксем ĕçлеççĕ. Чӳкçырми клубне те çĕнетрĕмĕр. Малтанхи çулсенче çулталăкне пĕрер-икшер пысăкрах ĕç тунă пулсан 2020 çулта 15-е яхăн проекта пурнăçа кĕртрĕмĕр. Ĕçленине кура халăх тата ытларах ыйтать.

Малтан кӳршисенне кайса пăхнă

— Пĕлтĕр палăртнине пурнăçа кĕртме пандеми чăрмантармарĕ-и?

— Чăн та, йывăр çул пулчĕ. 2019 çулта нумай проект хатĕрлерĕмĕр. Сметăсемпе проектсем, ав куратăр ĕнтĕ, сĕтел çинче выртаççĕ. Проектсем хатĕрлеме кăна 1 миллион ытла тенкĕ уйăртăмăр. 2020 çулта «Хăтлă хула хутлăхĕ» программăпа килĕшӳллĕн Тăвайри культура çурчĕ çумĕнчи сквера çĕнетрĕмĕр. Ĕçлеме тытăнсанах ытти района канашлусене çӳреме тӳр килчĕ. Пăхатăн-сăнатăн та — çынсем питĕ хăтлă, хитре вырăнта пурăннине асăрхатăн. Çавăн хыççăн ĕçлеме хавхалану тата ытларах кĕрет. Эпир те тĕллев палăртрăмăр та проект турăмăр. Унăн хакĕ 15 миллион тенке ларчĕ. Çавна виçĕ тапхăрпа пурнăçа кĕртрĕмĕр. Пĕрремĕш тапхăрта 6 миллион тенкĕлĕх ĕçсем турăмăр: чăваш орнаменчĕпе илемлетсе брусчатка сартăмăр. Машинăсем лартмалли ятарлă вырăна асфальт хутăмăр. Каçхи хунарсем вырнаçтартăмăр. 2020 çулта сцена лартрăмăр, фонтан хăтларăмăр, саксем, урнăсем вырнаçтартăмăр. «Тăвай» стела та хăйĕн вырăнне тупрĕ. Аякранах илемлĕн курăнать вăл. «Республикăра чи пысăк стела», — терĕç. Машинăсем лартмалли тепĕр вырăн та хăтларăмăр, асфальт сартăмăр. Çавăн хыççăн сквер хитреленчĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса çав сквертах кăçал палăк лартасшăн. Аукцион ирттертĕмĕр, подрядчик паллă. 2 миллион та 700 тенкĕлĕх ĕç пурнăçламалла. Пĕлтĕр вара 3 миллион çурăлăх ĕçсем турăмăр: фонтан хăтларăмăр, сцена, саксем вырнаçтартăмăр. Килес çул валли те пысăк плансем палăртрă-мăр. Автовокзал енче тирпейлемен вырăн юлнă пирĕн. Унта халăх канмалли кĕтес хăтласшăн, ачасем валли вылямалли пысăк комплекс вырнаçтарасшăн, саксем, урнăсем лартасшăн. Çĕнĕ çул уявне уявлама варринче чăрăш пулĕ. «Хăтлă хула хутлăхĕ» программăпа килĕшӳллĕнех тепĕр икĕ проект пурнăçа кĕртрĕмĕр. Район центрĕнчи Ленин проспектĕнче тротуарсене юсарăмăр. Икĕ çухрăма яхăн лаптăка çĕнĕрен сартăмăр. Урамăн икĕ енĕпе те юпасем çине çĕнĕ йышши лампăсем çакрăмăр. Каçхине пирĕн пата килсе курăр: урамра çап-çутă! Çĕнĕ тротуар шкулпа садик таранах тăсăлать. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   


Кÿрши пÿрт купаланă чухне чăваш килте ларман

Ниме упранса юлнă-и паян?

«Нимене! Ваççа патне нимене!», «Çтаппан пӳрт хăпартать. Пурте нимене!» Ял тăрăх çапла чĕнсе çӳрекене илтсен никам та килте ларса юлман, алла ĕç хатĕрĕ тытса кӳршĕ-арша пулăшма васканă…

Йышра — вăй

Ял çыннин йышпа тумалли ĕçĕ тупăнсах тăнă. Е вăрман кă¬лармалла, е çурт лартмалла, е пучахсен йывăрăшĕпе пуçне уснă тырра тăкăнса пĕтиччен пухса кĕртмелле... Кун пек чухне чăваш халăхĕн авалхи ырă йăли-йĕрки — ниме — çăлса хăварнă.

Манăн аттепе анне иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсен вĕçĕнче çĕнĕ пӳрт тунă. «Виçĕ кунра тăрă айне лартрăмăр», — тетчĕ атте час-часах хăйне ял-йыш хисеплесе пысăк ĕç тума пулăшнăшăн, çавна май питĕ кĕске вăхăтра çурт çĕклеме пултарнăшăн савăнса.

70-80 çыншăн пĕр кунра никĕс ярасси мĕн ĕнтĕ вăл? Тепĕр кун стенасене хăпартнă, виççĕмĕшĕнче тăрă витнĕ. Çав çул¬сенче ача кăна пулнă тăк та лайăх астăватăп. Кун каç енне сулăнсан атте ял тăрăх тухса кайрĕ. «Ниме пухма», — тесе ăнлантарчĕ анне. Çак сăмах пĕлтерĕшне те пĕлмен-ха эпĕ ун чухне, авалтан пыракан йăла-йĕрке пулнине те чухламан. Анчах ирпе ирех кĕреçе, наçилкка йăтнă вăй питти арçынсем, витрепе утакан хĕрарăмсем пирĕн пата пухăннинчен тĕлĕннĕччĕ паллах. Шӳтлĕ калаçу, сăмах-юмах витĕмĕпе ĕç те кал-кал пырать. Кăнтăрла хыççăн никĕс ярса та пĕтерчĕç. Ытти кун та ял çыннисем йышлăн пухăнчĕç... Пĕр-икĕ çултан нимелле лупаспа ытти хуралта та çĕнетнĕччĕ. Кӳршĕсем те нимеллех пӳрт лартрĕç. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче авалхи йăла-йĕркене тĕпе хурса пулăшасси пушшех вăйланнăччĕ.

Çурт лартса пĕтернĕ хыççăн чылай çул иртсен те атте хамăра пулăшнă çынсене манмастчĕ, сăнасах тăратчĕ. «Йăван никĕс яма килнĕччĕ-ха. Лупас тума пуçласшăн. Каймалла». «Юркка вутă тиесе килме вăрмана чĕнчĕ. Хамăр пата килнĕччĕ». «Георги пӳрт тăрри улăштарасшăн...», «Микулай утта пыраятăн-ши терĕ...» Çапла никама та хирĕçлеместчĕ, вăй-халĕ, вăхăчĕ çитнĕ таран пулăшма çӳретчĕ. Мĕншĕн тесен ырă тăвасси — хире-хирĕçле-çке.

Самана улшăнсан та...

Паян эпир питĕ хăватлă машинăсемпе техникăсен ĕмĕрĕнче пурăнатпăр. Вĕсем производствăра та, ăслăлăхра та, кил хуçалăхĕнче те çын вырăнне йышăнаççĕ. Ансат ĕçсене кăна мар, чи йывăррисене те, кăткăссисене те тума пултараççĕ. Çавна май та, ахăртнех, вăхăта, ăрусене çыхăнтаракан чылай йăла-йĕрке манăçа тухса пырать. Çак шутра — ниме те. Хальхи вăхăтра ял-йышпа пухăнса çурт лартакана, лупас-хуралтă купалакана, пысăк ытти ĕçе тăвакана сайра тĕл пулатăн. Çапах ку йăла вуçех пĕтнĕ тесе те калаймăн. Юлашки çулсенче ытларах общество ĕçĕсене нимелле тăвасси вăй илчĕ.

«Пирĕн тăрăхра нимелле уçнă парк ешерет-ха, — пĕлтерчĕ Красноармейски районĕнчен «Хыпар» хаçатăн тусĕ Георгий Тусли. — Чылай çĕрте ниме пĕлтерĕшĕ чакса пырать пулин те Упи ял тăрăхĕнчи Пайсупинта пурăнакансем авалхи ырă йăла-йĕркене манăçа кăлармаççĕ». <...>

Валентина БАГАДЕРОВА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.