Комментари хушас

17 Çĕртме, 2021

Тантăш № 22 (4741) 17.06.2021

«Ман вырăнта кашниех хăйне çапла тытĕччĕ»

Иртнĕ шăматкун, Раççей кунĕнче, Лакрей вăрманĕнче пысăк уяв иртрĕ. ЧР вĕрентӳ министрĕ Алла Салаева паттăрла ĕç тунă тата йывăр вăхăтра хăюлăх кăтартнă ачасемпе çамрăксене «Вĕри чĕре» паллăпа тата дипломпа чысларĕ. Вĕсем виççĕн — Шупашкарти медицина колледжĕн 1-мĕш курсĕнче вĕренекен Ксения Афанасьева, Элĕк районĕнчи Юнтапа вăтам шкулĕнче, 6-мĕш класра пĕлӳ пухакан Алексей Григорьев тата Шупашкарти 19-мĕш шкулти 9-мĕш класри Сергей Михайлов.

Пĕве еннелле çаврăнса пăхнă

Ку пăтăрмах иртнĕ çулла пулнă. Шупашкартан Элĕк районĕнче пурăнакан кукашшĕпе кукамăшĕ патне канма килнĕ Ксюша Афанасьева тата кӳршĕри Алеша Григорьев каçхи 6 сехетре яланхи пекех анкарти хыçĕнчи Тăмивар кӳллине хурсем илме кайнă. Кайăк-кĕшĕке çыран хĕррине кăларнă хыççăн 17 çулти хĕр шывра чӳхенсе илме шухăшланă. Хыççăн Алешăпа иккĕшех хурсене хăваласа килне таврăнма тухнă. Чунне темĕн систернĕши, аякках кайма ĕлкĕреймен Ксюша пĕве еннелле тепре çаврăнса пăхать те шывра арçын ача путнине асăрхать. Хĕр хăвăртрах çыран хĕррине чупса çитсе ниме пăхмасăрах шыва чăмать.

Арçын ача ăна явакласа илет, иккĕшĕ те путса анаççĕ. Ури çĕре лекменнине туять Ксюша. Шывпа чыхăнать. Çапах та темле майпа арçын ачана çӳлелле тĕкме вăй çитерет, хыçĕнчен хăй ишсе тухать. Вăйĕ пĕтсе çитнĕ пулин те Семăна çурри таран пĕве еннелле сĕтĕрсе килет. Хăй тĕллĕн çеç çăлаймассине ăнланса хăвăртрах киле амăшĕ патне чупать, Алешăна арçын ачапа пĕрле хăварать. Вăл çухалса каймасть, çăлав жилечĕ тăхăнса юлташне пулăшма шыва чăмать. Çыран хĕрринчи арçын ачасем çав вăхăтра тепĕр жилет пăрахса параççĕ. Алеша ăна Семăн хырăмĕ айне чиксе пĕчченех кӳлĕ хĕррине сĕтĕрсе кăларать.

Кăвакарса кайнă, хăйĕнпе мĕн пулса иртнине те ăнланман пĕр касри арçын ачана Ксюшăн амăшĕ, медсестрара тăрăшакан Наталья Вячеславовна, пĕрремĕш пулăшу парать, юн пусăмне виçет, эмел ĕçтерет. Кайран Семăна хăйсен килне илсе таврăнаççĕ.

«Эпĕ халĕ Шупашкарти медицина колледжĕнче вĕренетĕп. Анне çулĕпех кайрăм. Пысăк ĕмĕтсем пур: питĕ çар тухтăрĕ пулас килет. Колледжран ăнăçлă вĕренсе тухсан малаллине куç курĕ», — терĕ Ксения. Вăл чыслава амăшĕпе тата кукашшĕ-кукамăшĕпе килнĕччĕ. Мĕн тери хĕпĕртерĕç уншăн çывăх çыннисем. «Ксюша хуларан килсе хуçалăхри пур ĕçе те пурнăçлать. Иртнĕ çул трактор прави илчĕ. Пĕлтĕртенпех пахча сухалать, утă çулать, тавăрать. Кукашшĕне çăмăл унпа. Хуçалăхри пур ĕçе те пĕрле тăваççĕ. Нумай пулмасть автомашина прави те илчĕ мăнукăм. Маттур та тăрăшуллă тата хăюллă пирĕн Ксюша, ырă кăмăллăскер ачаранах çынна пулăшу пама тăрăшатчĕ», — савăнса та хăпартланса калаçрĕ кукамăшĕ Альбина Евдокимова. <...>

Елена АТАМАНОВА.

♦   ♦   ♦


Заветная мечта юной портретистки

Каждый человек желает освоить любимую профессию. Такая заветная мечта зародилась и в душе ученицы 10-го класса Старотиньгешской школы Ядринского района Ольги Петровой. В будущем она хочет стать дизайнером архитектурной среды и ландшафта, чтобы сделать наш город ярким и красочным и непременно открыть свою картинную галерею, где будут представлены написанные ею портреты, которые настолько ярко отражают эмоции и чувства людей, что выглядят как живые. <...>

Ирина ЧЕРНОВА.

♦   ♦   ♦


Шкулпа сыв пуллашрĕç

Çак кунсенче тăххăрмĕш класс пĕтернисен уяв пулчĕ. Патшалăх экзаменĕсене ăнăçлă тытнăскерсене чи малтанах аттестат пачĕç. Шкултан кăçал ултă ача вĕренсе тухрĕ, пурте пултаруллă та маттур.

Даша Макарова тата Галя Федорова тăххăрмĕш класа пĕтĕм «пиллĕкпе» пĕтерчĕç, алла хĕрлĕ аттестат илчĕç. Экзаменра та лайăх кăтартупа савăнтарчĕç хĕрачасем. Лена Артемьева та экзаменсене ăнăçлă тытрĕ.

Шкулпа сыв пуллашакансене малтан шкул директорĕ Федор Скворцов саламларĕ, вĕренӳре ăнăçу сунчĕ, класри кашни ача пултаруллă, тăрăшуллă пулнине палăртрĕ. Чăн та, вĕсем пур енчен те маттур. Сăмахран, Даша районти, республикăри олимпиадăсенче палăрчĕ. Егор Ананьев тата Ангелина Шамбина спорта туслă. Яна Ракова тĕрлеме, çыхма ăста. Лена Артемьева — çарпа патриот юхăмĕн командирĕ. Галя илемлĕ ӳкерет. <...>

Ирина КОШЕЛЕВА, 6-мĕш класс. 

Йĕпреç районĕ, Çăкалăх шкулĕ.

Материалсемпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.