Комментари хушас

16 Çĕртме, 2021

Тăван Атăл, 5 №, çу, 2021 çул

«Салампи» авторĕн вăрçăри çул-йĕрĕпе

Александр Артемьев вăрçа 1942 çулта вунă класс вĕренсе тухни çинчен хут илсенех тухса кайнă. 1947 çулта тин çаврăнса килет тăван килне. Çапла вăрăм пулнă унăн вăрçăри çул-йĕрĕ. Çак пилĕк çул хушшинче мĕн кăна тӳссе ирттерме тивмен-ши унăн! Яла виçĕ хутчен килнĕ вăл вилни çинчен калакан хут. Тăван амăшĕ, пурнăç йывăрлăхĕсене çĕнтерсе тĕрĕс-тĕкел, сывă çитĕнтернĕ ывăлĕ çĕре кĕнине ĕненес килмен пулин те — амăшĕн чунĕ туйнах ĕнтĕ ывăлĕ чĕрĕ-сывă пулнине – анчах çине-çине килнĕ виле хучĕ унăн ĕненĕвне, шанăçне хавшатма пултарнă. Вĕсемпе кӳршĕллĕ пурăннă Борис Иванович Борисов çапла каласа панăччĕ: «Санькка вăрçăран таврăннă чухне пуйăсран Çĕмĕрле станцийĕнче анса юлать. Яла çитме унтан çирĕм çухрăм. Санькка унтах çĕр каçма пултарнă, паллах, анчах хăвăртрах тăван киле çитес килет-çке. Вара вăл вăрман витĕр утса тăван яла çур çĕр варринче çитет. Алăка шаккать. Амăшĕ çурта çутса ларнă. «Эпĕ ку, Санькка» — тет. Амăшĕ: «Манăн ывăл вăрçăра вилнĕ», — тесе алăка уçмасть. Вăрçă вĕçленнĕренпе икĕ çул та иртсе кайнă та, вăрçă салтакĕсем, килессисем, пурте таврăннă, Санькка хальччен те килмерĕ пулсан, эппин вăл чăнласах та чĕррине, чăнахах та, ĕненме пăрахăн. Санькка вара кукамăшĕ патне, сарă карчăк тенĕ ăна ялта, кайса çĕр каçать. Кукамăшĕ каçхи кĕтмен çынран шикленсех тăман ĕнтĕ».

Александр Спиридонович хăйĕн вăрçă çулĕсем çинчен туллин, йĕркеллĕн çырса хăварман. Аса илӳсемпе чунне ларса юлнисене тепĕр хут хускатас темен- ши, анчах калавĕсемпе повеçĕсенче хăйĕн пурнăçĕ, хăй мĕн курни-тӳсни çинченех каланине ăнланатăн. «Симĕс ылтăн» повеçĕнче Валентин Актаев Сталинграда хӳтĕлесе çапăçни çинчен тĕплĕн кăтартнă. Çав çапăçусенче ху пулса курмасăр çавăн пек чуна витмелле, ĕненмелле çыраймастăн. «Шурă çӳçлĕ хĕр» повесть пирки те çавнах каламалла: «…Таврана ĕнĕкпе тар, юн, виле шăрши сарăлчĕ. Тĕтĕмпе тусан çăвара, куçа кĕреççĕ, сывлама та, курма та йывăр…»

Александр Артемьевăн ку хайлавĕ пуçласа 1972 çулта «Тăвал Атăл» журналра пичетленнĕ /5;/. Çитес çул вăл кун çути курнăранпа — 50 çул, çак хăйне евĕр юбилее палăртса тепĕр хут пичетлесен питĕ аван пулĕччĕ. Повеçе паттăр связисткăна Е.П.Лебедевăна халалланă. Кам вăл? Ăçтан килсе тухнă? Ипполит Иванов тĕпчевçĕ повеçе тишкернĕ май çапла çырать: «Писатель, хăй те Çарта связист пулнăскер, çыхăну взвочĕн пурнăçне аван пĕлет, раципе мĕнле усă курни çинчен те тĕп-тĕрĕс каласа парать. Связист-салтакăн чун-чĕрине те лайăх ăнланать вăл». 48
«Эпĕ халь хам унта пулни /Сталинградра. — Автор/ çинчен, чĕр тамăк вутĕнчен хам чĕрĕ тухни çинчен шухăшлатăп та — çав йăлтах манпа, ман куç умĕнче пулса иртнине ĕненес те килмест. Çĕр те, тимĕр те, чул та çунатчĕ унта. Снаряд, мина е бомба ӳкмен вырăн та юлманччĕ темелле… Эпĕ — радиостанци начальникĕ, Анюк — ман помощник. Хĕрĕх виççĕмĕш çулхи февралĕн иккĕмĕшĕнче Сталинградра çапăçусем чарăнчĕç. Пирĕн çарсем гитлеровецсен виç çĕр пин çынлă çарне аркатса тăкрĕç. Хĕрĕх виççĕмĕш çулхи июль уйăхĕнче эпĕ Курск патĕнчи çапăçусенче пултăм».

Ку — повеçре сăнарланă Лида Агишева каласа пани. Александр Артемьев хăй те Курск пĕккинчи хаяр çапăçусене хутшăннă, унта йывăр аманнă. Яла амăшĕ патне килнĕ виле хучĕсенчен пĕри шăпах унтан пулма пултарнă. Пĕррехинче çыравçă çуралса ӳснĕ Элĕк районĕнчи Тури Выла ялĕнче çыравçăпа пĕр кукăрта (унти халăх урама çапла калать) пурăннă Валериан Осиповпа калаçнăччĕ. Вăл 1942 çулхи кăрлач уйăхĕнче çуралнă. Çав çул çу уйăхĕнче вĕсен урамĕнче пысăк пушар тухнă. Сăпкара выртакан ачана тахăшĕ урама кăларса ывăтнăран кăна çăлăнса юлнă пĕчĕк Валериан. Ашшĕ унăн вăрçăран таврăнайман. Арăмĕ патне янă çырăвĕнче вăл Саньккана курни çинчен асăннă: «Эпĕ паян госпитальтен тухрăм. Вăрçа каятăп. Мана хирĕç Саньккана наçилккапа илсе килчĕç. Вăл госпитале выртса юлчĕ». Валериан ашшĕн пурнăçĕ Беларуç çĕрĕсене нимĕçсенчен тасатнă чухне татăлнă. Санькка вара сывалса тухнă, каллех вăрçă çулĕпе утнă. Эпир те унăн çав çул-йĕрне йĕрлĕпĕр. <...>

Вениамин Димитриев, Роза Петрова-Ахтимирова.

♦   ♦   


«Нарспи» поэма — пушкăртла

2004 çулхи çу уйăхĕнче ĕç-хĕлĕмпе Ишимбай хулинчи вĕрентӳ пайне кайнăччĕ. Килнĕ-килнех унта ĕçлекен, хам тахçанах пĕлекен Марат Ахметгалеевич Аминов патне те кĕрсе тухас терĕм. Сăмах вакласа ларнă май калаçу хамăрăн Пушкăрт çĕрĕнчи Слакпуçра çуралнă Константин Ивановпа унăн «Нарспи» поэми çинчен тапранчĕ. Çакскер манран ыйтать:

— Поэмăна пушкăртла куçарса уйрăм кĕнекен кам кăларнине пĕлетĕн-и?

— Куçару ĕçне Мустай Карим хутшăннине илтнĕччĕ. Вăл чăваш çыравçисемпе туслă пулнă. Тĕпĕ-йĕрĕпе пĕлсех каймастăп, — терĕм.

— Мустафа Сафич 1960 çулхине тухнине хутшăннă. Пуçласа пушкăртсем, эпир, «Нарспи» поэмăпа 1941 çултах паллашнă. Сирĕн, чăвашсен, пирĕн Рахман Кали çыравçа тав тумалла, вăл тăрăшнипе пулнă ĕç ку. Рахман Султанович хамăрăн Ишимбай районĕнчи Армет-Рахим ялĕнче çуралса ӳснĕ. Хушамачĕ унăн — Калимуллин. Литературăра çавăнпа хушма ятне Рахман Кэли илнĕ. 1941 çулхине вăлах ăна Пушкăрт кĕнеке издательствинче уйрăм кĕнекен кăларнă. Иккĕмĕш хут вăл 1960 çулта Константин Иванов çуралнăранпа 70 çул тултарнă тĕле тухнă. 100 çулхи юбилейне халалласа кăларнинче те çав куçарăвах, — сĕтел сунтăхĕнчен хуплашкасăр пĕчĕк кĕнеке туртса кăларса тыттарчĕ Марат Ахметгалеевич.

Çак сăмахсем мана тĕлĕнтерсех ячĕç ун чухне. Алăра — 1960 çулта кăларнă «Нарспи». Авторĕн сăн ӳкерчĕкĕ те пур. Куçаруçи — Рахман Кэли, редакторĕ — Мустай Карим. Ум сăмахне куçаруçи хăех çырнă. Эпĕ Марат Ахметгалеевичран Рахман Кэли çинчен тĕплĕнрех каласа пама ыйтрăм.

Вăл 1911 çулхи кăрлачăн 2-мĕшĕнче хресчен çемйинче çуралнă иккен. 1921 çулта ашшĕ вилсессĕн çулталăк Бахтигарей пиччĕш патĕнче пурăннă. Çулла кĕтӳ кĕтнĕ, хĕлле кил-тĕрĕшри ĕçсемпе кун кунланă. Рахманăн пĕчĕкренех хут вĕренес ĕмĕчĕ пулнă. Çавна пулах 11 çулхи ача Стерлитамак хулине пĕлӳ илме çул тытать, унта ача çуртне лекет. 1924 çулхине пушкăрт-тутар педтехникумĕн хатĕрленӳ курсне вĕренме кĕнĕ. Çав вăхăтрах ĕçленĕ те. 1929 çулхи-не 18 çулти пултаруллă çамрăка кантонри рабочисен комитечĕ сĕннипе Башпром совет урлă Ĕпхӳри рабфака вĕренме яраççĕ. Ăна ăнăçлă пĕтернĕ хыççăн, 1933 çулхине, Пушкăрт патшалăх институтне /халĕ университет/ вĕренме кĕнĕ.

Марат Ахметгалеевич мана куçаруçăн пурнăçĕн пуçламăш тапхăрĕ çинчен каланă май Стерлĕ хулинче унăн хĕрĕсем пурăннине, анчах хăй вĕсен адресĕсене пĕлменнине каларĕ. Çав кунхинех Ишимбайри хулапа район архив пайне çитсе Рахман Султанович Каймуллин шăпипе кăсăклантăм. Шел те, унта та мана ытла нимпех те пулăшаймарĕç, 1937 çулччен маларахри архив докуменчĕсем кунта упранманни çинчен пĕлтерчĕç. Ахăртнех ку 1930-мĕш çулсен пуçламăшĕнче «кулак», 1936-1937 çулсенче «националист», «халăх тăш-манĕ» тесе айăпланă репрессисен тапхăрĕпе çыхăннă пулĕ. Архив ĕçченĕсем Армет-Рахим шкулне çитсе килме сĕнчĕç. Тепĕр эрнеренех шкул директорĕпе тĕл пултăм. Раис Губаевич кирлĕ адрессене тупса пама шантарчĕ. Уйăх ытла иртрĕ çапла. Пĕр ирхине хваттер алăкĕн шăнкăравĕ янраса кайрĕ. Уçрăм та — самай çулланнă икĕ хĕрарăм тăраççĕ.

— Эпир Рахман Кэли хĕрĕсем пулатпăр. Сирĕн пата ятарласа килтĕмĕр, — терĕç мана питех те савăнтарса. Хваттере иртме чĕнсе ал-хапăл чей вĕретме лартрăм. Тутарсемшĕн чейрен хакли тата мĕн пултăр? Калимуллинсем — тутар йăхĕ. Армет-Рахим — тутар ялĕ. Рахман Султановичăн хĕрĕсем: асли Асия, кĕçĕнреххи Сания ятлă иккен. Иккĕшĕ те тивĕçлĕ канура-мĕн. Чейпе сăйланнă хушăра ашшĕ çинчен пайтах каласа пачĕç вĕсем.

Институтра вĕреннĕ вăхăтра вăл хăй сăвăсем çырнисĕр пуçне тĕрлĕ чĕлхерен пушкăртла куçарассипе нумай ĕçленĕ-мĕн. <...>

Николай ИВАНОВ, Пушкăртстан, Ишимбай хули

♦   ♦   ♦


Тăван патне кайнă чухне инçе çул та кĕскелет

Çула тухсан… çын куран

Чĕмпĕр тăрăхĕн кăнтăр енче, Сарă ту /Саратов/ облаçĕпе чикĕленнĕ вырăнта, Старая Кулатка районĕ пур. Чĕмпĕр облаçĕ, шутласассăн — Раççейĕн вырăс регионĕ, çак районта вара 95-98 процент таранах мишерсем пурăнаççĕ. Çав вăхăтрах районăн тĕп ялне халăхра чăвашла Кăлаткăпуç теççĕ. Хут çинче Чувашская Кулатка пулнăран тĕрлĕ вăхăтра Чăваш Хăлатки /Чăваш Кăлатки/ тесе те куçарса пăхнă. Карттăра вырăсла çырнине тӳрĕллех /кальккăласа/ куçарни пайтах. Акă Патăрьел районĕнчи Старые Тойси ялĕ пирки тепĕр чухне массăллă информаци хатĕрĕсенче Кивĕ Туçа тесе çыраççĕ. Чăннипе вăл — Анат Туçа. Пĕри хăйĕн статйинче Большое Батырево ял ятне «чăвашла» куçарса Пысăк Патăрьел (Аслă та мар) туса хунăччĕ. Унпа юнашар Йăлăм ялĕ те халĕ Кĕçĕн Патăрьел пулса тăнă! Вырăсла Малое Батырево тенĕрен. Юрать-ха, Пĕчĕк Патăрьел мар тата. Анчах ку — урăх сăмах. Кăлаткă ялнех таврăнар-ха.

Иртнĕ çулхи авăн уйăхĕн вĕçнелле çак ял çыннинчен, хальччен палламан- курман Василий Якушовран хыпар çитрĕ: Кăлаткăра чăваш чĕлхипе литературин кунне ирттересшĕн, уява йыхравлаççĕ. Инçе çул тăкакне хăш-пĕрне хăех саплаштарать-мĕн. Çулĕ, чăнахах та, питĕ вăрăм: пирĕн Патăрьелтен Самар облаçне кĕрекен Сызрань хулине çитме те 250 çухрăм, Кăлаткăна лекме вара унтан тата тепĕр 100 хушмалла. Шупашкартан каякансен çур пин километр тесех картмалла.

Инçеех те инçех тĕпленнĕ чăвашсене курас туйăм, темле иккĕленсен те, çĕнтерчĕ-çĕнтерчех. Лартса каякан, илсе килекен çăмăл автомашина та тупăнчĕ тата. Çапла вăрăм çула тухса хускалтăмăр. Пĕрле пыма Чĕмпĕр облаçĕн Чăнлă районĕнчи Чăвашкассин хастар тавра пĕлӳçи Василий Ахтюкович Селендеев та кăмăл турĕ. Çак шур сухал Улхаш тăрăхĕнчи тĕне кĕмен чăвашсем пурăнакан ял историне нумай çул тĕпченĕ, темиçе кĕнеке кăларнă. Çулĕсем шултăралана пуçланă пулсан та вăл паян кунчченех облаçри чăваш культура автономийĕн ĕçĕ-хĕлне вашават хутшăнать, Чăваш наци конгресĕпе тачă çыхăну тытать.

Çамрăк водитель Алмуш инçе çулсене пит çӳресех курман-мĕн те анчах вăл кун пирки пăшăрханни пĕрре те палăрмасть: навигатор йĕппи ăçталла каймаллине е пăрăнмаллине пĕтĕмпех кăтартса пырать. Ĕлĕкреххи пек çул юпленнĕ çĕрте те чарăнса камран та пулин ыйтса тĕпчемелле мар. Тĕлĕнмелле саманана кĕтĕмĕр мар-и!

Кăнтăрла самаях сулăнсан Кăлаткăпуçне чип-чиперех çитрĕмĕр. Укăлча тĕлĕнче автобус чарăнăвĕ пур. Çав вырăнта пире Якушов хăйĕн çăмăл машинипе тухса кĕтсе илчĕ.

— Миккуль Ваççи пулатăп. Яккушсем! — паллаштарчĕ хăйĕнпе утмăл теçеткерен иртнĕ, анчах самай çамрăк курăнакан чăваш. — Ырă сунса кĕтетпĕр!

Василий Николаевич пире «Жемчужина» хăна çуртне, кунта ăна çĕнĕлле хостел теççĕ, вырнаçтарчĕ. Чей ĕçмелли пысăках мар пӳлĕмре Фания ятлă мишер хĕрарăмĕ пельмень пĕçерет. Пенсие кайнăскер ăна тутар наци рецепчĕпе хатĕрленĕ. Техĕмлĕ чейĕ те сĕтел çинчех. Пирĕн Якушов тус пире ятарласах çакăн пек апатпа сăйлама чĕнсе илнĕ ăна. Тутарсем юр-вара яланах чăвашсенчен лайăхрах çинĕ, пирĕн пек хĕссе-пĕссе пурăнман. Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи мишерсенченех аван пĕлетĕп çакна. Кунтисем те, ав, çаплах иккен. <...>

Николай ЛАРИОНОВ, журналист.

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.