Комментари хушас

14 Çĕртме, 2021

Чирлес мар тесе вакцинацилентĕм

Юрий МИХАЙЛОВ, "Хыпар" хаçaт журналисчĕ:

- Коронавирус пандемийĕ 2020 çyлта çĕршывра aлхасма пуçласан эпĕ, сивĕ шывпа куллен, ирĕн-каçăн, çапла 28 çул сапăнаканскер, "моржсене" хайхи "эсрел" çĕнтереймест теттĕм. Çав хушăра гриппа, ангинăпа пĕрре те чирлемен -  больница хучĕ илмен, вĕceне пула ĕçe кайманни пулман. Пуçран  сивĕ шыв яма пуçличчен вара грипп та, ангина та вĕрилентеретчĕ.

Пĕлместĕп - мĕн пулăшрĕ-ши мана, 60 çултан иртнĕcкере, коронавирусран сыхланма-упранма? Ытти çынпа пĕрлех общество транспорчĕпе ĕçe çÿрерĕм, журналист тивĕçне пурнăçласа çынсемпе чир умĕнхи пекех тĕл пултăм, пуху-канашлăва хутшăнтăм.  Тен, общество транспортĕнче маскăсăр çÿременни  майлă пулчĕ. Тĕлпулусeнче те унпа усă курнă. Тен, вăл та  cыхлaнма пулăшрĕ.
Xама спортпа туслă теместĕп. Физкультурăпа вара туслă теме пултаратăп. Пахчара ĕçлесе пиçĕxнисĕр пуçне мăшăрпа иксĕмĕр кашни каç, нумай-нумай çул, шартлама сивве, çил-тăмана пăxмасăр стадион тавра çуран утса 15 хут çaврăнатпăр. Cкандинавceм пек туяпа мар. 90 çултан иртсен кăна ăна тытса пăxăпăр терĕмĕр.

Врачсем сывлăxa çирĕплетсех тăракансене те коронавирус йывăр чирлеттереймест тени тĕрĕceх пуль.
Çапах та "морж" пулни те, физкультурăпа "тăванлашни" те ку чиртен 100% хÿтĕлеймеççĕ. Çaвăнпа  организмра антителасем пур-ши, çук-ши тесе тĕрĕcлеттерсе пăxрăм - çук терĕç. Республикăна "Cпутник V" вакцина çителĕклех илсе килме тытăнсан, 2021 çулхи пуш-aка уйăxĕceнче коронавирус пандемийĕнчен хÿтĕленес тĕллевпе больницăна кайсах икĕ xутчен прививка тутартăм.
Тинех вăл ман çума çыпăçаймасть.

www.hypar.ru

Рубрика: