Комментари хушас

11 Çĕртме, 2021

«Хыпар» 61-62 (27794-27795) № 11.06.2021

Тĕлĕкре те йăрансем курăннă

Театр тум çакмалли çекĕлтен пуçланать тĕк шкул — пĕлӳ çурчĕ çумĕнчи сăнав участокĕнчен. Шкул картишĕнчи илемлĕ сад, тирпейлĕ пахча яла та килĕшӳллĕ сăн кĕртеççĕ. Улма-çырла садĕнче, пахча çимĕç ӳсекен лаптăкра вăй хурса ачасен çĕр ĕçĕн вăрттăнлăхĕсемпе паллашмалла пек туйăнать, анчах юлашки вăхăтра, шел те, апла мар — унта та кунта шкул пахчинче нимĕн те çитĕнтерменни, çуллахи уйăхсенче ачасен ĕç практикине йĕркелеменни пирки калаçаççĕ. Хупăннă шкулсен пахчисемпе сачĕсем вара вĕтлĕхех çаврăнаççĕ. Мĕншĕн çапла пулса пырать-ха? Ыйтăвне паян пĕрле шырăпăр.

«Çынсем ярмăрккăна каятчĕç»

«Биологи, ĕç урокĕсене вĕрентнĕ май Красноармейски районĕнчи Шупуç шкулĕн участокне 16 çул пăхса-тирпейлесе тăтăм. Пирĕн пĕр гектара яхăн çĕрччĕ, унта çĕр улми, ытти пахча çимĕç туса илеттĕмĕр, клумбăсем хăтласа чечексем ӳстереттĕмĕр. Шкул садĕнче улмуççи, çырла тĕмми чылайччĕ. Тĕлĕкре те йăрансене кураттăм. Ачасем çуллахи каникул вăхăтĕнче практикăна вуншар кун килетчĕç. «Рена Ивановна, пире эсирех ĕçлеме вĕрентрĕр», — тав тăваççĕ халĕ те вĕренекенĕмсем ялта тĕл пулсан. Чылай хĕрарăм йăран тума, пахча çимĕç лартса ӳстерме хăнăхтарнăшăн ырă сăмах калать. Çулсеренех районта шкул участокĕсен конкурсне йĕркелетчĕç. Унта 1-мĕш вырăн йышăннине çирĕплетекен грамота та пур. Ачасене ĕç воспитанийĕ парассишĕн чуна парса вăй хутăмăр. Янкасри, Упири шкулсем пахчана уйрăмах тирпейлĕ тытатчĕç. Ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнчеччĕ вĕсем. Пире, биологи вĕрентекенĕсене, унта илсе кайса кăтартатчĕç. 1988 çулта, Шупуçри тата Ямайкассинчи шкулсене хупрĕç, Пикшикре 11 çул вĕренмелли çĕнĕ пĕлӳ çуртне хута ячĕç. Çавна май Пикшик шкулĕн участокне те мана шанса пачĕç. Çĕр лаптăкĕ пысăкчĕ, ĕçĕ те чылайччĕ. Улмуççисемпе грушăсем ларттартăм. Çынсем Ишек ярмăрккине каятчĕç, эпир шкул пахчинче ĕçлеттĕмĕр. Пирĕн участок нихăçан та çум курăклă пулман. Шел те, халĕ Шупуçри шкул участокĕ юхăннă. Тахçан çĕр улми лартнă вырăнта вăрман ӳсет. Ăна курсан чун ыратать. Ямайкассинчи шкул пахчи вырăнĕнче те çавăн пекех ӳкерчĕк хуçаланать», — аса илчĕ Пикшик шкулĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă Рена Скворцова вĕрентекен.

СССР халăх учителĕ, Елчĕк шкулĕн директорĕнче ĕçленĕ Петр Чернов та хăй вăхăтĕнче шкул çумĕнчи сăнав участокĕнче пахча çимĕç чылай ӳстернине аса илчĕ. «Елчĕк шкулĕ çумĕнче ĕлĕкхи пек пысăк участок упранса юлман. Эпĕ ĕçленĕ çулсенче вăл пĕр гектара яхăн лаптăк йышăнатчĕ. Интернатпа шкул çумĕнче садсем пысăкчĕ. 120 яхăн тĕп улмуççи ӳсетчĕ. Унсăр пуçне хĕрлĕ, шурă хурлăхан тĕммисем пурччĕ. Сăнав участокĕнче биологсем ачасене ĕçлеме хăнăхтаратчĕç, тĕрлĕ сăнав ирттеретчĕç. Ĕç урокĕсене те ытларах унта ирттернĕ. Пахча çимĕçпе (купăста, сухан, кишĕр, хăяр-помидор йăлтах пулнă) улма-çырлана шкул столовăйне панă, ытлашшине сутнă. Пан улми ăнса пулнă çулсенче вырнаçтарма питĕ йывăрччĕ, ăна сутма машинăпа ялсем тăрăх яраттăм. Шкул пысăкчĕ. 1 пин ытла ача пĕлӳ илетчĕ. Биологсем виççĕн ĕçлетчĕç. Вĕсемех шкул çумĕнчи участокра ачасен практикине йĕркелесе пыратчĕç. Хальхи вăхăтра учительсем çурла уйăхĕнчи конференци тĕлне шкул пахчинче ӳстернĕ пахча çимĕçпе чечексен куравĕсене йĕркелеççĕ-ха, анчах вĕсем пирĕн вăхăтрисене çитеймеççĕ. Шкул çумĕнчи участоксенче ачасене ĕçе хăнăхтарни çав тери кирлĕ, пĕлтерĕшлĕ. Ахальтен-им çак йĕрке Иван Яковлев вăхăтĕнчех пулнă. Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче учителе вĕренекен хĕрачасем валли Улатăр районĕнчи Паснапуç ялĕ çывăхĕнче ятарласа çĕр илнĕ. Унта тĕрлĕ пахча çимĕç ӳстернĕ, вĕлле хурчĕ тытнă. Пирĕн ялта Яковлев патĕнче вĕреннисем йышлăнччĕ. Вĕсем пурте пыл хурчĕ тытатчĕç. Манăн шухăшпа, шкул çумĕнче участок кирлех. Ачасене ĕçе мĕн пĕчĕкрен хăнăхтармалла. Вĕсем пĕр-пĕрне пăхса нумай вĕренеççĕ. Эпир ача чухне каникул вăхăтĕнче колхоз уй-хирĕнче самай вăй хунă. Кайран, И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика институтĕнче вĕреннĕ чухне, вузăн мастерскойĕнче тăрăшнă. Унта ăса хывни кайран пӳрт лартнă чухне кирлĕ пулчĕ», — тĕплĕн каласа кăтартрĕ Петр Никифорович. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   


"Республикăри вулавăшсене тĕрлĕ енлĕн пулăшатпăр"

Вĕреннĕ çамрăксем 1870 çул вĕçĕнче Шупашкарта пухăннă та хулара библиотека уçасси пирки калаçнă. Сăмаха çилпе вĕçтермен — çав çулхи раштав уйăхĕнчех Хусан кĕпĕрнаттăрĕ патне çыру янă. Кĕпĕрне пуçлăхĕшĕн ку ыйту кĕтменлĕх пулман, мĕншĕн тесен унашкал вулавăшсем Хусанта та, Раççейĕн ытти хулинче те уçăлнă. Кĕпĕрнаттăр ирĕк парсан 1871 çулхи кăрлачăн 12(24)-мĕшĕнче учредительсен пухăвĕ иртнĕ. Унтанпа 150 çул хыçа юлнă. Чăваш наци библиотекишĕн ку çул — юбилейлă. Ун пирки вулавăш директорĕпе Роза Лизаковăпа калаçрăмăр.

— Хусансемпе танлаштарсан, Шупашкарти библиотекăна уçма нимех те пулман. Пысăк хуласенчи вулавăшсене хута яма паллă пĕр-пĕр общество ĕçченĕ пуçтарнă кĕнекесем май панă. Сăмахран, 1865 çулта Хусанта уçăлни Иван Второвăн килти вулавăшĕнчен аталанма пуçланă. Пирĕн вара, каларăм ĕнтĕ, кĕнекесен пуххисем пулман. Çапах темиçе хастар пĕр шухăшлă пулса 80 ытла кĕнеке илсе пынă-ха. Çапла майпа кĕпĕрнери 12 уес хулинчен Шупашкарта вулавăш чи малтан уçăлнă. Вăл темиçе çул мал ĕмĕтлĕ çынсем пулăшнипе тата вулакансен абонент тӳлевне пула кăна тытăнса тăнă. Пӳлĕмсене те çине-çинех улăштарма тивнĕ. Учредительсем, вĕсем 17-ĕн пулнă, библиотекăра черетпе хурал тăнă, вулакансене кĕнекесемпе тивĕçтернĕ. Вĕсем кĕнекесене ял тата хула шкулĕсенчи учительсене тӳлевсĕрех панă. Унтан та ытларах — литературăна ятарлă сумкăна чиксе вулакансем патне çитерсе тăнă.

— Вулавăшăн малтанхи хастарĕсенчен хăшне уйрăмах палăртнă пулăттăр?

— Чылаййăн вĕсем. Сăмахран, Михаил Федоров, Хусанти учительсен семинарийĕ çумĕнчи шкултан вĕренсе тухнăскер, 1879-1891 çулсенче Шупашкар хула училищинче вĕрентнĕ. Эпир ăна «Арçури» поэма авторĕ пек лайăх пĕлетпĕр. Ял ачисен йышĕнче уйрăмах пултаруллисене асăрхасан хула шкулне илсе пынă. Ентешĕмĕр, хула вулавăшĕн правленийĕн членĕ пулнăскер, вырăнти халăха çутта кăларас ĕçе пысăк тӳпе хывнă. Семен Вишневский пирки те çавнах каламалла. Вăл Хусанти тĕн семинарийĕнче тата унти университетăн медицина факультетĕнче пĕлӳ илнĕ. 1883-1904 çулсенче Шупашкарта уес тухтăрĕнче ĕçленĕ. Семен Матвеевич медицина кĕнекисене чăвашла куçаракансенчен пĕри пулнипе те палăрса юлнă. Çав вăхăтрах хула библиотекине аталанма пулăшнă, унăн правленийĕн йышĕнче тăнă тата виçĕ çул ытла библиотекарь тивĕçĕсене пурнăçланă. Каярахпа, Хусана ĕçлеме куçсан, Семен Вишневский чăвашсен пĕрремĕш хаçачĕпе «Хыпарпа» çыхăну тытнă.

— «Лайăх кĕнеке çăлтăртан та çутăрах ялкăшать», — тенĕ пирĕн несĕлсем. Паян эсир ертсе пыракан библиотекăна аталантарма, кĕнекесене «çăлтăртан та çутăрах ялкăштарма» пур услови те пур.

— Çурта юсанă тата тăватă хутлă тепĕр çурт хăпартнă хыççăн вулав залĕсем, курав тата конференц-залсем уçăлчĕç. Тĕп ĕçсене автоматизациленĕ. Паян фондра 2 миллион документ упранать. Уйрăмах пĕлтерĕшлĕ тата сайра тĕл пулакан кăларăмсен шучĕ 15 пин экземпляр ытла. Вĕсенчен чи авалхи — 1643 çулта кун çути курнăскер.

— «Кадрсем пĕтĕм ыйтăва татса параççĕ», — тени сирĕн ĕçченсем пирки те-и?

— Библиотекăра паян 120 çын вăй хурать, вĕсен 95 проценчĕ — аслă пĕлӳллĕ. Чылайăшĕн Раççей тата республика шайĕнчи пысăк наградăсем, сумлă ятсем пур.

— Вулавăша çĕнĕ кĕнекесемпе пуянлатма май килет-и?

— Фондра çулленех 10-11 пин экземпляр хушăнать. 200 ытла хаçат-журнал çырăнса илетпĕр. Паллах, çак ĕçе пурнăçлама бюджетран уйăракан укçа çитмест, çавăнпа тĕрлĕ организаци-учреждение, ыр кăмăллăх фончĕсене тата уйрăм çынсене явăçтарма тăрăшатпăр, майсем шыратпăр. Пире Раççей гуманитари ăслăлăхĕсен фончĕ темиçе çул ĕнтĕ кĕнекесемпе, журналсемпе тивĕçтерет. Парне тăвакансен йышĕнче Раççейри, çавăн пекех республикăри издательсемпе авторсем тата вулакансем пур.

— 150 çул хушшинче вулавăш тĕрлĕ йывăрлăха тӳссе ирттерни вăрттăнлăх мар. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче уйрăмах йывăр килнĕ-тĕр.

— Чи малтанах, кадрсем çитменнипе нушаланнă. 1943 çул тĕлне унта пурĕ те 10 çын кăна ĕçленĕ, вĕсем те — сусăрсем. Професси тивĕçĕсене пурнăçланипе танах вĕсен вутă хатĕрлеме, кăмака хутса ăшăтма, пултарулăх коллективĕсен ĕçне хутшăнма тивнĕ. Апла пулин те 1943 çултанпа хаçат-журналта пичетленнĕ статьясене библиографи тĕлĕшĕнчен «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи», «Персонали», «Илемлĕ тата обществăпа политика литературин рецензийĕ» пайсене уйăрма мехел çитернĕ. Вулав залĕ 9 сехетрен пуçласа 22 сехетчен ĕçленĕ. Вулавăшăн çавăн пекех куçса çӳрекен пунктсем те пулнă. Çапла майпа табак фабрикинче, «Тĕрĕ» артельте ĕçлекенсене, Атăл леш енчи кану çуртĕнче канакансене, 6 эвакогоспитальте сипленекенсене тата 12 çар чаçĕнчи салтаксене кĕнекесем парса тăнă. 1941-1945 çулсенче вулакансене çуллен вăтамран 125-135 пин кĕнекепе тивĕçтернĕ. <...>

Надежда СМИРНОВА.

♦   ♦   ♦


Тăвайсен сурпанне вăл ăсталанă

Чăваш тĕррин кунĕ тĕлне республика шайĕнче хатĕрленĕ пысăк сурпанăн пĕр пайне — Тăвайсен сурпанне — ăсталама шăпах ăна шаннă. Ку енĕпе Вера Абржинăна кукамăшĕн сурпанĕсем, арчара сыхланса юлнăскерсем, пулăшнă. «Вĕсене анне пачĕ. Питĕ илемлĕ пилĕк сурпан маншăн темĕнле пуянлăхран та хаклă. Культура çурчĕн директорĕпе Арина Алексеевăпа канашласа вĕсенчен пĕрне пысăк сурпан çине куçартăм», — каласа кăтартрĕ Вера Петровна.

Тĕрĕ тĕрлекен — тĕнчене, чуна илем кӳрекен çын… Мĕнле килĕшмĕн-ха çак сăмахсемпе? Эреш асамĕ чăнах та иксĕлми. Куçа илĕртсе хитрелĕхпе киленме май парать, çав вăхăтрах чунра ырăлăх, хăпартлану, çавăнпа пĕрлех канлĕх те, çуратать. Тăвай районĕн тĕп культура çурчĕн методисчĕ Вера Абржина — шăпах çавăн пек туйăмсем парнелекенсенчен пĕри.

Енĕш Нăрвашра çуралса ӳснĕ пике тĕрĕ тĕнчинчех пурăннă темелле. Амăшĕ тĕрлеме питĕ юратнă, анчах ун чухне ялсенчи ал ăстисем хĕрĕсле, яка тĕрĕпе кăна кăсăкланнă. Çавăнпа Вера та ачалăх çулĕсенче чăваш эрешĕсене музейсемпе кĕнекесенче кăна курнă. Алли çĕвĕ патне ытларах туртăннăран Çĕрпӳри çĕвĕ училищинчен вĕренсе тухнă. 1991 çулта диплом илсен тăван ялĕнчи çĕвĕ цехне вырнаçнă.

Çав вăхăтрах тăван ялĕнчи культура çуртĕнче ĕçленĕ Григорий Абржинпа çемье çавăрнă, çулталăкран хĕр пĕрчи çут тĕнчене килнĕ. Мăшăрне Тăвайри культура çурчĕн илемлĕх ертӳçине ĕçлеме куçарсан Вера Петровна та унтах çул тытнă, упăшки ĕçлекен культура çуртнех костюмера вырнаçнă. Вырăнти юрă-ташă ăстисене тумпа тивĕçтернисĕр пуçне хушпусемпе тухьясене çĕнетме, сцена çине тухмалли çи-пуçа ăна тăхăнакана мĕнле кирлĕ çапла майлаштарма тивнĕ. Тĕрĕссипе, ун чухне те вăл юратнă ĕçĕнчен уйрăлман. 2012 çулта вара ун патне яланлăхах таврăнма май килнĕ: культура çуртĕнче ал ĕçĕ тăвакан методистра вăй хума пуçланă. Çулталăкран тĕп хулари халăх пултарулăхĕн çурчĕн ĕçченĕ Наталья Кузьмина йĕркеленĕ семинар-практикума килсен чăваш тĕррипе пуçласа паллашнă. Икĕ кунра, тĕрĕссипе, авалхи тĕррĕн пĕтĕм вăрттăнлăхне алла илесси питĕ иккĕленӳллĕ, анчах Вера Абржина, хăй мĕн шухăшланине пурнăçа кĕртме тăрăшаканскер, тĕрĕ кĕнекисене алла тытса хăй тĕллĕн вĕренме пуçланă. Ун хыççăнхи семинара чăваш тĕррин ăсти пекех хутшăннă. Çĕрĕ-çĕрĕпе нушаланса ларнин усси пулнах — паян вăл районта ку енĕпе чи пултарулли. РНМЦ специалисчĕсем чăваш эрешĕсене вĕтĕ шăрçапа та тĕрлеме вĕрентнĕ. Ку енĕпе пурнăçлакан ĕçĕсем те унăн питĕ лайăх пулса тухаççĕ. «Хăв çине тăрса ĕçлемесен нимĕн те пулмасть, — тет вăл. — Пĕрре тăватăп — пулмасть, тепре пуçăнатăп — сӳтме тивет, виççĕмĕшĕнче туса çитеретĕпех». <...>

Надежда СМИРНОВА.

♦   ♦   ♦


Фермăра хĕрсем юрласа ĕçлеççĕ

Çавăнпах ĕнесем сĕт нумай антараççĕ

Шăпа тени кашнин тĕрлĕрен. Ĕçе ăнтарас тесен хăшĕ-пĕрин профессие те улăштарма тивет. Анчах çакă паллă: çитĕнӳ тăвас тесен пур çĕрте те тăрăшса ĕçлемелле. Хальхинче Тăвай тăрăхĕнчи Валерий Грачевăн хресчен-фермер хуçалăхне çитсе куртăмăр.

Цифрăсене пуçра тытать

Валерий Геннадьевич — çав тери йăрă та çивĕч çын, утса мар, чупса çӳрет. «Фигаро — кунта, Фигаро — лере», — тет хăй пирки шӳтлесе. Вăл Тăвай районĕнчи Кармал ялĕнче çуралса ӳснĕ. Салтакран килсен Канашри медицина училищинче фельдшера вĕреннĕ. Шупашкар хулин тĕп больницин статистика пайĕнче пилĕк çул ĕçленĕ. Пиччĕшĕ Валентин Геннадьевич бизнеса аталантарма пулăшу кирлине систерсен хирĕçлемен — сыснасем туяннă та хĕрӳ ĕçе пуçăннă.

«Вăт çапла ферма ĕçченĕ пулса тăтăм, – 2006 çулта профессие улăштарма тивнине çапларах палăртрĕ Валерий Геннадьевич. Унăн çемйи Шупашкартах пурăнать. Çавăнпа фермерăн çул çине вăхăт нумай ирттерме тивет. Паянхи кун медицинăра ĕçлеменшĕн кăштах ӳкĕннине пытармарĕ. «Психологра вăй хурас килетчĕ манăн. Çынна ăнланма пĕлни — интереслĕ професси, — тет вăл. — Хресчен-фермер хуçалăхĕнче ĕçлекенсене ку енĕпе хăйне евĕр пулăшу паратăп, кашнинпе расна хутшăнма тивет. Пĕри ачашшăн пупленине кăмăллать, теприн чунне хыттăн каланипе кăна витерме пулать».

Грачевсем ĕçе пуçăннă вăхăтра кунта пулнă «Слава» ЯХПК витисенче вунă сысна ами тата пĕр аçа çеç юлнă. Çавна май çамрăк фермер Муркаш районĕнчи «Свобода» хуçалăхран ăратлă сысна амисем илсе килнĕ: 30 пуçран пуçланă та йыша 2000-е çитернĕ. 2015 çулччен сысна самăртнă. Каярахпа республикăри малта пыракан хуçалăхсенчен ăратлă ĕнесем туяннă. «Банкран кредит илсе вĕсем валли икĕ вите хăпартрăмăр. Мăйракаллă шултра выльăх шучĕ паянхи кун — 960 пуç. Вĕсенчен 250-шĕ — сĕт антаракан ĕнесем. Çулталăкра вăтамран пĕр ĕне пуçне 8000 литр сĕт суса илетпĕр. Кунне пĕр ĕне вăтамран 25 литр парать», — лайăх кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ Валерий Геннадьевич.

Хресчен-фермер хуçалăхĕнче 21 çын ĕçлет. Вĕсен йышĕнче — дояркăсем, пăру пăхакансем, механизаторсем, зоотехник, ферма заведующийĕ, ветврач, агроном, арманçă, склад ертӳçи. Ытларахăшĕ ĕçе çывăхри ялсенчен çӳрет. «Йышра çамрăксем те пур. Пĕр вăхăтра 19 çулти çамрăк та килнĕччĕ. 23-рисем пур. Чи асли — 51 çулта. Трактористсен ĕç укçи хĕлле — сахалрах, çулла вара 30-35 пин тенкĕпе танлашать. Дояркăсем 28-шер пин тенкĕ илеççĕ, — ăста ертӳçĕ мĕн пур цифрăна ăсра тытнипе те тĕлĕнтерчĕ. — Кадрсем тупма ĕлĕк пĕрре те йывăр марччĕ, халĕ, шел те, чăр¬мавсем пулаççĕ. Механизаторсене тупма пулать-ха, анчах дояркăра вăй хума кăмăл тăвакан сахалрах».

Грачевсем çĕр тара илнĕ. Валерий Геннадьевичăн — 1005 гектар, унсăр пуçне пиччĕшĕн Валентин Геннадьевичăн çĕр лаптăкĕ те самай пысăк. Пĕрле — 2300 гектар. Çуррине пĕрчĕллĕ культурăсем йышăнаççĕ. Нумай çул ӳсекен курăксем — 700-800 гектар. Выльăх валли сенаж, силос хатĕрлеççĕ. Силос хывас тĕллевпе 205 гектар куккурус акнă. Качака курăкĕпе райграс та çитĕнтереççĕ. «Выльăх апачĕ хатĕрлессине пысăк тимлĕх уйăратпăр. Пирĕн уйра утă та нумай. Ăна икĕ çуллăхах хатĕрлетпĕр. Сенажа ытлаш¬ши нумай янтăламастпăр, мĕншĕн тесен нумай выртсан унăн пахалăхĕ япăхать. Ĕнен сĕчĕ чĕлхи çинче пулнине асрах тытатпăр — выльăх апачĕн рационне сăнасах тăратпăр. Тин кăна пирĕн патра Ижевск хулинчен килнĕ специалистсем пулчĕç. Вĕсенчен çĕнĕлле ĕçлеме вĕренсе юлтăмăр. Самăртмалли выльăхсем картара тăраççĕ, тĕп йыш — 250 пуç – уйра. Кĕтӳ çӳретме клевер, люцерна, овсяница, райграс 200 гектар акрăмăр. Вăрлăхне Мари Республикинчен кӳрсе килтĕмĕр. Комбикормне хамăрах янтăлатпăр. Кормоцех та пур пирĕн. Апата хутăштарма Шăхасанти тип çу заводĕнчен хĕвел çаврăнăш хывăхне илетпĕр. Ĕнесем авăн уйăхĕн варриччен кĕтӳре пулĕç. Унтан пăрулама тытăнĕç. Выльăха комбикормпа, хĕвел çаврăнăш каяшĕпе пĕрлех куккурус силосĕ, тырă тата люцерна сенажĕ, утă, улăм, урпа, куккурус тата ыттине паратпăр. Апата техĕм кӳрекен препаратсемпе, витаминсемпе хутăштаратпăр. Кăçал ĕнесене виç çĕр пуçа çитерĕпĕр», — хавхаланса калаçрĕ Валерий Геннадьевич. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   ♦


Андрей МОРЯКОВ: Мăнкунра çуралнă тихана Пасха ят патăмăр

Тăвай тăрăхĕнчи Йăнтăрччă ялне çитсен интереслĕ ӳкерчĕк куçа тыткăнларĕ: лаша кĕтĕвĕ тапăра пухăннă, пире, ют çынсене, асăрхасан таса ăйăр кĕтӳ тавралла чупса çаврăнчĕ, пурне те пуçтарма тăрăшрĕ…

Моряксен йăхне Çтаппан пуçарнă

«Ку ăйăр Беркут ятлă. Пĕр тонна ытла таять вăл. Кĕтĕве пĕрре те салатмасть», — çийĕнчех ăнлантарчĕ хресчен-фермер хуçалăхĕн ертӳçи Андрей Моряков. Сăмах çине сăмах — Андрей Николаевич тăван тăрăхне, лашасене юратни пирки каласа кăтартрĕ, хăйĕн кун-çулĕпе, хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ.

Тĕреклĕ çамрăк арçын Шăмăршă салинче çуралнă. Моряк вăл, тинĕс çар флотĕнче службăра тăнă. Унăн ашшĕне Николай Морякова институт хыççăн направленипе Шăмăршă районĕн тĕп ветеринарĕнче ĕçлеме янă. Каярахпа вăл Тăвай районне таврăннă. Халĕ Андрей Николаевич ашшĕн тăван ялĕнче, Тушкилте, пурăнать.

«Салтакран килсен Шупашкарти коопераци техникумĕнче пĕлӳ илтĕм. Моряксен йăхне мăн асаттен ашшĕ пуçланă. Çтаппан ятлă пулнă вăл. Патша вăхăтĕнче тинĕсре çӳренĕ. Пирĕн йăх йывăçĕ унран пуçланать. Çав йăх йывăçне ăратнери хĕрарăмсем ватăлнă май çамрăк кинĕсене парса пынă. Лешсем хушса ӳкернĕ. Коопераци техникумне пĕтерсен Тăвай райповĕнче заготовительте ĕçлерĕм. Райпо саланчĕ те ĕçсĕр юлтăм. Хусана çĕр улми сутма çӳрерĕм. Çĕр тара илсе 70-шер гектар çĕр улми ӳстерме пуçларăм. Вăл сутăнма пăрахрĕ те тырă акма тытăнтăм. «Тыррине çитерме мĕнле выльăх усрамалла-ши?» — тесе шухăшласа çӳрерĕм, лашасем туянтăм. Çапла майпа хам сисмесĕрех фермер пулса тăтăм», — каласа кăтартрĕ Андрей Николаевич.

Ĕçе йĕркелеме пĕлмелле

Ку ĕç-пуç 2011 çулта пулнă. Шăпах çавăн чухне ăна фермер пек шута илнĕ. Андрей Моряковăн хуçалăхĕнче паян 1000 гектара яхăн çĕрпе усă кураççĕ. Çулсерен тенĕ пекех техника туянаççĕ, лаптăка ӳстерсе пыраççĕ. «Маларахри вăхăтра çĕр улми питĕ лайăх сутăнатчĕ, халĕ ăна вырнаçтарасси чăрмавлă. Юлашки çулсенче Мускав облаçĕнчи фермерсем çĕр улми нумай пухса кĕртме тытăнчĕç. Кӳршĕллĕ тутарсем те ăна чылай пысăк лаптăк çинче çитĕнтереççĕ, — кăшт маларах пуçарнă калаçу патне татах таврăнчĕ фермер. — Халĕ пирĕн хуçалăхра пăрçа, сĕлĕ, урпа, кĕрхи тата çурхи тулă тĕп вырăн йышăнаççĕ. Çураки ĕçĕсем кашни çул кал-кал пыраççĕ. Эпир чылай чухне кĕске тапхăртах акса пĕтеретпĕр. Кирек мĕнле ĕçе те йĕркелеме пĕлмелле. Тепĕр чухне хăватлă техникăпа та кун каçа питĕ сахал акма пулать. Килĕшсемĕр, йăлтах хуçалăх ертӳçи ĕçе мĕнле йĕркеленинчен килет. Эпир районти вăйлă хуçалăхсенчен пĕрре те кая маар ĕлкĕрсе пыратпăр: сахал техникăпах нумай акатпăр, лайăх тухăç туса илетпĕр, вăхăтра акса вăхăтра пуçтарса кĕртетпĕр».

Фермер хуçалăхĕнче 17 çын вăй хурать. Çав шутра — лаша пăхакансемпе кĕтӳ кĕтекенсем икшеррĕн, механизаторсем тăваттăн, агрономпа бухгалтер… Андрей Моряков пĕлтернĕ тăрăх, халĕ хуçалăхра эрех-сăрапа ашкăнакан çук. Хăшне-пĕрне вара, пытармарĕ ертӳçĕ, «симĕс çĕленрен» хăтăлма вăл хăй пулăшнă. Унăн шухăшĕпе, коллективра ĕçекен пĕр çын пулсан та ĕçе малалла яма йывăр. «Пĕччен хулă авăнать», — тенешкел пĕччен ĕç пуçарма та, ăна ăнтарма та çăмăл мар. Кун пек чухне çывăх çынсен, юлташсен, пĕр шухăшлисен пулăшăвĕ кирлех. Андрей Морякова шăллĕ, ЧР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ Евгений Моряков, хавхалантарса, тĕрев парса тăрать. Вăл Тăвай шкулĕнче ĕç урокĕсене ертсе пырать. Пушă вăхăтра фермер хуçалăхне васкать. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   ♦


 

Николай КАЗАНЦЕВ: Летчиксенчен ытларахăшĕн хĕрсем çуралаççĕ

Паллă çын пулсан та тĕлĕнмелле сăпайлă вăл. Халăхра калашле, хăйĕн ĕмĕрĕнче пуç каçăртса курман. Сăмахăм мăшăрĕпе пĕрле чипер икĕ хĕре тивĕçлĕ воспитани парса ӳстерсе пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă РФ тава тивĕçлĕ çар летчикĕ Николай Казанцев çинчен.

Самолета курăнми пуличчен хăваланă

Вăл хăй Ольга Емельяновнăпа Виталий Ивановичăн туслă çемйинче çуралса ӳснĕ. Казанцевсем тăватă ачине те мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарнă, тӳрĕ кăмăллă, йĕркеллĕ, мал ĕмĕтлĕ пулма вĕрентнĕ. Тăрăшнине, ĕçченлĕхне кура тĕпренчĕкĕсем тĕллевĕсене пурнăçа кĕртнĕ, пысăк çитĕнӳсем те тума пултарнă. Çемье институтне аталантарнăшăн, çемьери ырă йăласене упранăшăн, ыттисене çак енĕпе ырă тĕслĕх кăтартнăшăн Ольгăпа Виталий Казанцевсене 2011 çулта «Юратупа шанчăклăхшăн» орденпа наградăланă.

«Атте Серпухов хулинче авиацин кĕçĕн специалисчĕсене хатĕрлекен шкулне пĕтернĕ хыççăн çарта пулнă. Лесникре ĕçлесе пенсие тухнă. Анне колхозра вăй хунă. Тивĕçлĕ канăва каяс умĕн шкулăн интернатĕнче каçхи хуралта тăнă. «Ĕçе хăнăхса, лайăх вĕренсе сирĕн çын пулмалла. Эпир тӳснĕ нушана курмалла мар», — ăс паратчĕç вĕсем. Шел те, атте икĕ çул каялла пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайрĕ. Анне пурăнать, 86 çул тултарчĕ», — хăйне çут тĕнчене илсе килнĕ çынсемпе паллаштарчĕ Байконур космодромĕн полковникĕ. Мускавра çемйипе пурăнакан Николай Витальевичпа телефонпа çыхăнтăмăр. Квалификацие улăштарнă хыççăн вăл халĕ — Боинг-757-200 самолетăн пилочĕ. Тин кăна Китайран таврăннă…

Николай Казанцев ачаранпах çар çынни, летчик пулма ĕмĕтленнĕ. Профессие тивĕçлĕ пулас тесе çине тăрса хатĕрленнĕ, тăрăшнă. Спортпа туслă пулнă. Чупма, йĕлтĕрпе ярăнма уйрăмах кăмăлланă. Лайăх вĕреннĕшĕн, хăйне йĕркеллĕ тытнăшăн, общество пурнăçне хастар хутшăннăшăн 1973 çулхи авăн уйăхĕнче «Артек» лагере кайма тивĕç пулнă.
«Пирĕн вăхăтра ялта Тимур команди хастар ĕçлетчĕ. Мучисемпе кинемейсене пулăшма çӳреттĕмĕр. Ватăсем питĕ хĕпĕртетчĕç, ăшă сăмахсем каласа, ырă сунса хавхалантаратчĕç. Астăватăп-ха: пĕррехинче пахчара çĕр улми кă¬ларатпăр. Пирĕн ял çийĕн самолет вĕçсе иртрĕ. Çунатлă техникăна курăнми пуличченех хăваларăм… Киле таврăнсан пӳрте чупса кĕтĕм. Алăк урати урлă каçрăм та тĕпсакай шăтăкне кĕрсе ӳкрĕм. Анне çĕр улми пушатма кĕнĕ иккен… «Анне, макăрмастăп, эпĕ пĕрех летчик пулатăп!» — терĕм. Çавăнтан ĕмĕтĕм аталансах пычĕ», — калаçăва тăсрĕ Николай Витальевич.

Тӳрĕ кăмăллă пулнипе вăл ача чухнех палăрнă. Пĕррехинче шкул çумĕнчи çул çинче 100 тенкĕ тупнă. Ăна директора панă. Шкул ертӳçи кун пирки район хаçатне çырса пĕлтернĕ. Чылай çыру илнĕ сăпайлă арçын ача. «Çуррине хăв валли илсе юлмаллаччĕ», — тесе çыракансем те пулнă. «Çапла, летчик пулас ĕмĕт пуçран тухман. 1966 çулта пирĕн яла кĕнеке лавккипе пĕрле Петĕр Хусанкай поэт килнĕччĕ. Тетене сăвă кĕнеки çине çапла çырса пачĕ: «Казанцев Ваççана калап çакна кăна, вĕрен, çĕклен çӳле, сан Андриян пек вĕçмелле…» Пире çырса памарĕ, эпир пĕчĕк тесе шутларĕ пулĕ, çавăнпа кăмăлăм кăштах юлнăччĕ. <...>

Роза ВЛАСОВА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.