«Хыпар» 60 (27793) № 08.06.2021
Ялсем çĕнелсе илемленсен те хупă çурт нумайланать
«Атте мана шур пӳрт лартса парап тетчĕ…» Чăваш халăхĕн çак юррине илтмен çын республикăра çук-тăр. Çурт тума ашшĕсем ачисене пулăшаççĕ-ха, анчах хальхи вăхăтра вĕсем çеç тĕрев панипе çурт хăпартма питĕ йывăр. Патшалăх пулăшăвĕ кирлĕ.
Ял-поселокра пурăнакансем çуллен сахалланса, вучах сӳннĕ пӳрт хушăнса пынăшăн ял хуçалăх ветеранĕсем пăшăрханса калаçнине час-часах илтетпĕр. Вĕсем суйманнине Чăвашстат та çирĕплетет: республикăри ялсенче 2000 çулта — 531 пин, 2021 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне 438 пин çын пурăннă. Ял халăхĕн шучĕ мĕншĕн чакнине пурте пĕлеççĕ — чуна ыраттаракан сăлтавĕсем çинчен паян калаçар мар.
Ку хутĕнче ял пуласлăхне татса паракан тĕп ыйтусене çĕклер. Çамрăксем вăл е ку специальноçа хуласенче вĕренсен çуралнă вырăнах таврăнса çемье çавăрччăр, çурт-йĕр туччăр, ачисене пăхса çитĕнтерччĕр, ял çыннисен шучĕ текех ан чактăр тесе влаç органĕсем мĕн тăваççĕ? Çак ыйтусем республикăн социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантармалли программисенчен тухса тăраççĕ.
Ял-салана хăтлăх кĕртес тĕллевпе пĕлтĕр «Чăваш Республикин ял территорийĕсене комплекслă майпа аталантарасси» патшалăх программине йышăнчĕç. Унпа килĕшӳллĕн пурăнмалли çурт, çул тăваççĕ, урамсенче газ пăрăхĕ тăсаççĕ, общество вырăнĕсене хăтлаççĕ тата вун-вун тĕрлĕ социаллă ыйтăва татса параççĕ. Темĕнле чăркăш кăмăллисен те йышăнмах тивет: иртнĕ çулсенче ялсене çĕнетессишĕн нумай ĕç турĕç.
2003 çултан пуçласа темиçе пин специалистпа çамрăк çемьене пурăнмалли вырăн тума, ăна тĕпрен юсама е туянма патшалăх социаллă тӳлевпе тивĕçтернине ырăпа палăртас килет. Агропромра, социаллă сферăра, ветеринари учрежденийĕсенче вăй хуракансене пурăнмалли çурт тума, ăна реконструкцилеме е ялта туянма халĕ те социаллă тӳлевпе тивĕçтерет. Ăна ипотека кредитне /кунта çăмăллăхлă ял ипотеки кĕмест/ тата унăн процентне тавăрма яраççĕ. Социаллă тӳлев виçине нормативпа килĕшӳллĕн пĕччен пурăнакан кашни çынна — 33, икĕ çынран тăракан çемьене — 42, пĕрле виççĕн е ытларах пурăнсан 18-шар тăваткал метрпа тивĕçтермеллине тĕпе хурса палăртаççĕ.
Пурăнмалли çурта туса пĕтерсен 1,2 çултан кая хăвармасăр çемьен пĕрлехи харпăрлăхне илмелле. Ялта çулталăкран сахал мар ĕçлекенсемпе, тӳлевпе усă курнă хыççăн унта пилĕк çултан кая мар вăй хума шантаракансемпе çеç çăмăллăх пама килĕшӳ çирĕплетеççĕ. «Программăна çамрăк специалистсене пĕр пăркаланмасăр явăçтармалла» сăмахсем халĕ тӳлевпе тивĕçтермелли йĕркере çук. Çакна хăш-пĕр ял тăрăхĕнче çамрăксем çуккипе, çулланнисем программăна хутшăнма тăрăшнипе ăнлантараççĕ.
Чылай çул каялла çав программăпа черетре тăракансене уйăракан укçа виçи тата унпа усă куракансен шучĕ хальхинчен чылай пысăкрахчĕ. Шел, тӳлев виçине те, унпа усă куракансен йышне те пĕчĕклетрĕç. Паллах, çемьесене пулăшма бюджетран укçа сахал уйăрсан ял çĕнелесси иккĕлентерет. <...>
Юрий МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Сирĕн пусăри шыв таса-и?
ЧР Строительство министерстви пĕлтернĕ тăрăх, çĕр айĕнчен насуспа уçласа ятарлă сооруженисене тултаракан ĕçмелли паха шывпа республикăра пурăнакансен — 79,8%, çав шутра хуларисен — 94,7%, ялтисен 51,3% тивĕçтереççĕ. Юлашкинчен палăртнисен тӳпи чылай пĕчĕкрех. Влаç вĕсен паха шывпа усă курмалли правине совет саманинче те, рынок экономикин тапхăрĕнче те катертнĕ. Юлашки çулсенче вара ун çинчен ытларах калаçма пуçларĕ. Чантăр ялне пăрăхпа ĕçмелли паха шыв çитерчĕç. Пăрачкава тивĕçтерме ăна 27 км хываççĕ. Ĕç малалла пырать.
Шăмăршă, Патăрьел, Комсомольски районĕсенчи 74 ялти 48 пин çын ыйтăвне татса парасшăн. Строительствăн пĕрремĕш тата тăваттăмĕш комплексĕсен проектпа смета документацине хатĕрленĕ. Çывăх вăхăтрах аукцион ирттерсе вĕсенче пăрăх хывакан подряд организацине палăртĕç. Унта хутшăнма ака уйăхĕн 22-мĕшĕччен заявкăсем йышăннă. Проекта пурнăçлама строительсене 620 млн тенкĕ уйăраççĕ. 2022 çулхи раштавăн 20-мĕшĕ тĕлне вĕсен ĕçе вĕçлемелле. Проект федерацин «Таса шыв» проекчĕпе килĕшӳллĕн пурнăçа кĕрĕ. Строительство вун пĕр тапхăра тăсăлĕ. Малтанлăха шутланă тăрăх, 300 ытла çухрăма тăсма 2,2 млрд тенкĕ кирлĕ.
Объекта тума темиçе çул каяллах пуçланăччĕ, анчах ĕç чарăнса тăчĕ. Олег Николаев ЧР Пуçлăхне суйланиччен асăннă районсенче строительствăна тăсма Раççей Президентĕнчен Владимир Путинран пулăшу ыйтрĕ. Çапла майпа çеç йывăр урапа вырăнтан тапранчĕ.
«Çын миçе çул пурăнасси нумай йӳтĕм- сăлтавран, çав шутра епле шыв ĕçнинчен, килет», — теççĕ тухтăрсем. Росстат пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Енре пурнăç тăршшĕ вăтамран 2019 çулта 73,4 çул пулнă, пĕлтĕр 71 çулпа танлашнă /коронавирус пандемине пула пĕлтĕр виçĕм çулхинчен 2700 çын ытларах вилнине палăртмалла/. Танлаштарма: пĕлтĕр Японире вăтамран — 85, Швейцарире — 84,2, Италире — 84, Раççейре 71,5 çул /2019 çулта — 73,34/ пурăннă. Федерацин «Демографи» наци проектне пурнăçласа çĕршывра пысăк пĕлтерĕшлĕ çав кăтартăва лайăхлатма тĕллев лартнă. Çавăнпа ĕçмелли паха шывпа республикăра пурăнакансен 100% тивĕçтермелле.
Çапах ЧР Строительство министерстви пĕлтернĕ йĕркесем пуçра йывăр шухăш çуратаççĕ: Патăрьел, Вăрнар, Йĕпреç, Канаш, Комсомольски, Хĕрлĕ Чутай районĕсенчи 205 пин çын пурăнакан 63 муниципалитет йĕркеленĕвĕнче çĕр айĕнчен уçлакан паха шывпа усă кураймаççĕ. Хăш-пĕр районти пусă-çăлра этем сывлăхне сиенлекен хими элеменчĕсем кирлĕ виçерен чылай пысăкрах, вĕсем чире ярас хăрушлăх пур.
Ĕçмелли шывпа тивĕçтермелли башня-скважинăн 68,3% кивĕ — çĕннипе улăштармалла. Пĕрмай çĕмĕрĕлсе вырăнти влаçпа ял-йыша тарăхтарать. Кăçал Елчĕк районĕнче иртнĕ ĕмĕрте лартнăскер тӳннĕ. Телее, çав самантра çывăхра этем пулман. Çынсем пурăнакан 1720 ял-саларан ытларахăшĕнчи башньăн усă курмалли вăхăчĕ тахçанах тухнă. Чылай ялта вăл темиçе те. Нумайăшĕ шăтнă е шăтас патне çитнĕ. Çумĕнчен утса иртме те хăрушă — инкек сиксе тухасран асăрханмалла.
Вырăнти влаç тата ял-йыш кивĕ башня насусĕпе электрооборудованине юсаса, урам тăрăх тăснă пăрăха улăштарса укçа нумай пĕтерет. Çынсем ку ĕçе тумашкăн Чăваш Ен бюджетĕнчен укçа уйăрма пайтах ыйтрĕç. Анчах Правитель¬ство иртнĕ тапхăрта пулăшмарĕ. 2020 çулта влаç улшăнчĕ те ĕçмелли шывпа тивĕçтермелли программăна пурнăçлама тытăнчĕ. Иртнĕ çул башня- скважинăна улăштарма е юсама республика бюджетĕнчен 186 млн тенкĕ уйăрчĕ, çак укçа 22 пин ытла çын ыйтăвне татса пама май пачĕ.
Пĕлтĕр хута янă çĕнĕ объектсем кашни районтах пур. Башня тăратнă е скважина тунă подряд организацийĕсен ĕç пахалăхĕ лайăх. Красноармейски районĕнчи Карай ялĕнчи кăна тăратсанах ӳкнĕ — телее, этем инкеке лекмен. Подрядчикăн хăйĕн укçипе çĕнĕ башня туянса лартма тивнĕ.
Паха шывпа тивĕçтерме Чăваш Ен бюджетĕнчен укçа кăçал та уйăраççĕ. Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри, Шупашкар, Çĕмĕрле, Тăвай районĕсенчи 3700 çынна ĕçмелли шыв парса тăма 33 çухрăма пăрăх тăсаççĕ. Ĕçе пурнăçлама 173 млн тенкĕ уйăрма пăхнă. Инвестици канашĕн çу уйăхĕн 20-мĕшĕнчи ларăвĕнче вунă башня вырнаçтармашкăн республикăн резерв фондĕнчен тата 216,5 млн тенкĕ уйăрма сĕннĕ.
Паха шывпа тивĕçтерес ĕçри çĕнĕлĕх — республикăн пĕрлехи операторне çирĕплетесси. Вăл сооруженисем хута ярассишĕн, вĕсене ĕçлеттерессишĕн тата юсассишĕн яваплă. Ĕçмелли шыв хуçалăхне унăн харпăрлăхне пама сĕнеççĕ. Чăн та, пĕрлехи оператор çынсен ыйтăвне тивĕçтерессине лайăхрах йĕркелеме пултарать. Ку енĕпе ĕç хуласенче самай лайăхрах, ялсенче вара тивĕçтермест — шыв башни-скважинипе пăрăхĕ, насусĕпе электрооборудованийĕ кивелсе çитнĕ, çĕнетме ял тăрăхĕсен администрацийĕсем укçа тупаймаççĕ, вырăнти бюджетран уйăркаланипе, ял-йышран пухнипе улăштаркалаççĕ. Юсанă чухне ял-йыш темиçе талăк шывсăр пурăнать. <...>
Юрий МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Ĕçе 17-рен мар, 16 çултанах явăçтарма хушу кăларнă
Вăрçă вăхăтĕнчи çынсем халăхăн тата патшалăхăн пĕрлехи интересĕсене ăнланнипе, ĕçченлĕхпе, ума лартнă тĕллевсене пурнăçлас тесе çине тăнипе палăрса юлнă. Хӳтĕлев сооруженийĕсене тунă çĕрте те паттăрлăх кăтартнă вĕсем.
Пĕрлехи ĕçе Çĕрпӳ районĕнчи çынсем те хăйсен тӳпине хывнă. Ĕмпĕрт Туçа ялĕнче пурăнакан Александра Крюшникова колхозница çапла аса илнĕ: «Вăрçă пуçлансан çĕршыва хӳтĕлеме пултаракан арçынсем фронта кайрĕç. Эпир çĕршыв оборонишĕн нумай ĕçлерĕмĕр. Хĕрарăмсем арçынсен пĕтĕм ĕçне пурнăçларĕç. Уйрăмах 1941 çулхи юпа тата чӳк уйăхĕсенче йывăр пулчĕ. Эпир вăрман хатĕрлерĕмĕр, 5 метрлă юмансене касса йăвантартăмăр, çунасемпе Михайловкăна ăсатрăмăр. Унта вĕсене хӳтĕлев чиккисем патне ямашкăн чукун çул тытăмĕн платформисем çине тиенĕ».
Çав нушана Наталия Алчпаева та курнă. «Пирĕн ялтан Пĕнер ялĕ çывăхĕнче хӳтĕлев сооруже-нийĕсене тунă çĕрте А.Прокопьева, К.Иванова, П.Иванова, П.Петров тата ыттисем кайнă. Эпир, хĕрачасем, унта апат-çимĕç турттартăмăр. 30-40 градус сивĕре хăйсен сывлăхĕпе пурнăçне хĕрхенмесĕр пин-пин çын ĕçленĕ. Эвакуациленнĕ вăй питти çынсем те, ытларах хĕрарăмсем, производствăна, çул-йĕр тата хӳтĕлев сооруженийĕсем тума хутшăннă. Рабочисем туслă пулнă, пĕр-пĕрне пулăшнă. Çавăнпа чăтнă тата çĕнтернĕ», — чунне ыраттарса аса илнĕ Наталия Павловна.
Ĕмпĕрт Туçа ялĕнчен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă Николай Павлов çапла каласа кăтартнă: «Ял пушанса юлчĕ. Окопсемпе çĕр пӳртсем тума колхозри хĕрарăмсен 60 проценчĕ — 17 çултан аслăраххисем пурте /кăкăр ачи çук пулсан/, çавăн пекех ватăсем кайнă. 1942 çулхи пуш уйăхĕнче окоп чавнă çĕртен хĕрарăмсем таврăнчĕç те тӳрех колхоз ĕçĕсене кӳлĕнчĕç. Мана фронта илсе кайрĕç. Киле 1946 çулхи раштав уйăхĕнче таврăнтăм».
Çав ялти вăрçăпа ĕç ветеранĕ Александр Павлов та пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçе хутшăннă. «1941 çулхи чӳк уйăхĕнче эпир, Йĕкĕрварти вăтам шкулта 9-мĕш класра вĕренекенсем, çав вăхăтра питĕ кирлĕ ĕç пурнăçларăмăр: Октябрьски районĕнчи Шупашкар Сĕмĕл, Чĕнер ялĕсен çывăхĕнче танксем ан каçайччăр тесе окоп чаврăмăр, хӳтĕлев сооруженийĕсем, артиллерипе пулемет точкисем турăмăр. Эпир çĕр чаврăмăр, дотсем тума чул тата пура турттартăмăр /Энĕш шывĕ тăрăх/. Ĕмпĕрт Туçа ялĕнче ятарлă бригада пурччĕ, вăл Шумаш вăрманĕнчи çирĕп юмансенчен хӳтĕлев сооруженийĕсем валли строительство материалĕ хатĕрлетчĕ. Унта Ĕмпĕрт Туçа, Упнер, Шăнар ялĕсенчи хĕрарăмсемпе арçынсем ĕçлетчĕç», — аса илнĕ вăл.
1941-1942 çулсенчи хура кĕркуннепе хĕлле питĕ сивĕ пулнă, 30-40 градус таранах. Вăйлă çил вĕрнĕ. «1941 çулхи авăн уйăхĕнче Октябрьски районĕнчи Шупашкар Сĕмĕле окоп чавма, хӳтĕлев сооруженийĕсем тума ячĕç. Пирĕн ялтан унта çын нумайччĕ: Анна Константинова, Елена Павлова, Дмитрий Федоров, Анна Михайлова, Василий тата Александр Смирновсем, ыттисем. Пурне астуса пĕтерме те çук. Эпир йăлтах чăтса ирттертĕмĕр: сиввине те, выççине те. Пурте таса кăмăлпа, хăйсене шеллемесĕр ĕçлерĕç. Паян çав вăхăта аса илсен куççуль тухать. Эпир чăтса ирттертĕмĕр, çĕнтертĕмĕр. Условисем питĕ йывăрччĕ. Унтанпа шыв-шур нумай юхса иртрĕ. Текех вăрçă ан пул-тăр», — пĕлтернĕ Ĕмпĕрт Туçа ялĕнчи А.Салмина.
Педагогика институчĕн студенчĕсемпе преподавателĕсем чӳк уйăхĕн 9-мĕшĕнче Октябрьски районне хӳтĕлев сооруженийĕсем тума кайнă. Истори ăслăлăхĕсен докторĕ Василий Димитриев çапла аса илнĕ: «27 километр çуран утнă хыççăн Истереккассине кĕрсе вырнаçрăмăр. Эпир икĕ уйăх тарăн канавсем чаврăмăр. Хĕл сивĕ пулчĕ. Пĕтĕм вăйран ĕçлерĕмĕр. Чи чăтăмлисем тата ĕçченнисем ял каччисемпе хĕрĕсем пулчĕç. Кашнине 800 грамм çăкăр лекетчĕ. Ирхи тата каçхи апат валли пĕрлехи хуранран яшка тултарса паратчĕç. Пĕтĕм студент, çав шутрах хула хĕрĕсем те, çăпатапа çӳреме пуçларĕç. Фронтра мĕн пулса иртнине пурте сăнаса тăратчĕç, совет çарĕн пĕрремĕш пысăк çĕнтерĕвĕшĕн — фашистсене Мускав çывăхĕнче çапса аркатнăшăн — питĕ савăнчĕç».
Пирĕн республикăра çарпа уй-хир строительстви /ВПС/ ултă çĕрте йĕркеленнĕ, вĕсен центрĕсем Етĕрнере, Çĕмĕрлере, Пăрачкавра, Улатăрта, Октябрьскинче, Тăвайра вырнаçнă. Çĕрпӳ районĕ 5-мĕш ВПС /вăл Хусан обвочĕн лаптăкĕшĕн — Звенигово затонĕнчен пуçласа Энĕшпуç тата Арапуç ялĕсем таран — яваплă пулнă/ шутне кĕнĕ. 5-мĕш ВПС танксене хирĕçле канавсене чавас енĕпе ĕç графикĕнчен юлса пынăран 1941 çулхи чӳк уйăхĕнче васкавлăн хушма ВПС, 7-мĕшне, йĕркеленĕ, вăл Октябрьски салинче вырнаçнă. Çынсем тата кирлĕ пулнă. Октябрьски ĕçтăвкомĕ хăйĕн йышăнăвне рабочисен йышĕ тĕлĕшпе улшăнусем кĕртнĕ: 17-рен мар, 16 çултан пуçласа мобилизацилес. Колхозсен правленийĕсене хӳтĕлев сооруженийĕсем тума колхозниксене ĕç тивĕçĕн йĕркипе явăçтарма хушнă. <...>
Аверкий ПАНИН-ПАВЛОВ, Лидия ПАНИНА-ПАВЛОВА, тавра пĕлӳçĕ историксем.
♦ ♦ ♦
Çамрăк чухне манашкă пулассине тĕлленмен
Çав тери илемлĕ чечексем ӳстереççĕ кунта. Тĕрлĕ тĕслĕ кĕл чечексем çу каçипех хĕм сапаççĕ. Çăтмах пахчи тейĕн. Туристсемпе паломниксем те туртăнаççĕ хăтлă, лăпкă та илемлĕ вырăна. Сăмахăм Çĕрпӳри Тихвин Турă Амăшĕн мăнастирĕ çинчен. Унпа пире Нина игуменья паллаштарчĕ.
Ĕне те усраççĕ
«Мăнастир самаях пысăк лаптăк йышăнать: пĕтĕмпе — 10 гектар. Пахча çимĕç ӳстермелли вырăн, сестрасене пытарнă çăва пур. Мăнастире 1675 çулта хута янă. Вăл федераци пĕлтерĕшлĕ культура еткерлĕхĕн объекчĕ шутланать. Унăн тĕп реликвийĕ – Тихвин Турă Амăшĕн турăшĕ. Унăн кунне утă уйăхĕн 9-мĕшĕнче паллă тăваççĕ. Çĕрпӳре асăннă турăша йăтса çулсеренех хĕреслĕ çула тухаççĕ.
«Халап тăрăх, 1671 çулта Разин çарĕсем Çĕрпĕве тапăннă. Çар хула стени умĕнче тăнă. Вĕсем хула çыннисен апат-çимĕçĕ пĕтессе, çавна май хăйсемех парăнасса кĕтнĕ. Хула çыннисенчен нумайăшĕ Разин çарĕнчен хăтăлас тесе Шупашкара тарасшăн пулнă, пăлханакан халăха ун чухне Çĕрпӳ хĕрарăмĕ Иулиания Васильева лăплантарнă. Ăна Тихвин Турă Амăшĕ курăннă-мĕн. Турă Амăшĕ ăна казаксем Çĕрпĕве аркатаймассине систернĕ. Халăхăн хуларах лармалла, ирĕке тухсан хула çумĕнче Турă Амăшне чысласа мăнастир çĕклемелле имĕш. Кĕçех хула патне Барятинский ертсе пыракан çар çитнĕ. Çапла Çĕрпĕве хăтарнă. Кĕçĕн Çавалпа Мăн Çавал шывĕсен хушшинче йывăçран тунă пĕрремĕш чиркĕве 1675 çулта лартнă. Вознесени храмĕ тенĕ ăна. Унпа юнашар келйăсем çĕкленсе ларнă. Чи малтан кунта арçынсен мăнастирĕ пулнă. Каярахпа вăхăтлăха хĕрарăмсенне çаврăннă. 18-мĕш ĕмĕрĕн 40-мĕш çулĕсенче каллех арçынсем килнĕ. Ун чухне Вознесени чиркĕвне чултан çĕкленĕ. Мăнастир картишĕнче 5 келья, пекарня, путвалсемпе ампарсем пулнă. 18-мĕш ĕмĕр вĕçнелле хула çынни¬сем ыйтнипе хĕрарăмсен мăнастирне уçнă», — каласа кăтартрĕ Нина игуменья.
Вăл пĕлтернĕ тăрăх, ăна Хусанти Никитин, Мускаври Мальцев, Шупашкарти Ефремов улпутсен нухрачĕпе хăтлăлатнă. Вознесени чиркĕвне йĕркене кĕртнĕ, игуменья валли çурт, сестрасене пурăнмалли келйăсем хăпартнă. 1880 çулта Апаш ялĕнчен Харлампий çветтуй ячĕллĕ чиркĕве куçарса килнĕ. 1886 çулта Возне¬сени храмне сӳтнĕ. Ун вырăнĕнче Виçĕ престоллă Тихвин чиркĕвне туса лартнă. 20-мĕш ĕмĕрĕн пуçламăшĕ тĕлне кунта арман, çĕвĕ мастерскойĕ пулнă.
«Революци хыççăн мăнастирте служащисем валли хваттерсем тунă, каярахпа ача çурчĕ, ăратлă выльăх-чĕрлĕх ĕрчетмелли ферма вырнаçнă. 1923 çулта сестрасене кăларса янă. Мăнастирĕн чиркĕвĕнче тĕрлĕ çулта çĕвĕ училищи, ача çурчĕ, госпиталь ĕçленĕ. Хĕрарăмсен мăнастирĕ 1997 çулта Синод ятарлă хушу кăларнă хыççăн аталанма пуçланă. 1998 çултанпа манахсем килсе пурăнма тытăннă. Эпĕ кунта 2004 çулта килтĕм. Ку — Виçĕ престоллă собор, унтан инçех мар архиерей çурчĕ, трапезнăй вырнаçнă. Кунта сестрасем пурăнаççĕ, лере просфора пĕçереççĕ. Уйрăм библиотека, турăш сутакан лавкка, мастерской пур», — калаçăва тăсрĕ игуменья.
Вăл ăнлантарнă тăрăх, мăнастирте пурăнакансенчен кашниех хăйĕн ĕçне пурнăçлать. Хăшĕсем выльăх-чĕрлĕх пăхаççĕ. Кунта 13 ĕне усраççĕ, унсăр пуçне чăхсем пур. Çулла хур тытаççĕ. Ку çеç-и? Сестрасем вĕлле хурчĕ те усраççĕ. Эпĕ пынă кун пыл хурчĕсем епле аталаннине тĕрĕслетчĕç. Маларах вара таврари вырăнсене сăрă хурт тытмалли хатĕрсем çакса тухнă. Çавăн пекех чиркӳре, алтарьте, сад пахчинче ĕçлеме уйрăм çынсене уйăрнă. Мăнастир картишне илем кĕртес ĕçе вара Елена Чижова йĕркелесе ертсе пырать. Кунта халĕ 30 ытла сестра пурăнать. Вĕсен йышĕнче манахиньăсем, инокиньăсем, послушницăсем пур. Сестрасем — Чăваш, Тутар тата Мордва республикисенчен.
«Санăн чиркĕве çӳремелле»
«Эпĕ Шупашкар районĕнчи Мамка ялĕнче çуралса ӳснĕ. Эльвира Волкова тесе чĕнетчĕç мана. Кунта Турă илсе çитерчĕ. Ун ирĕкĕсĕр нимĕн те пулмасть. Атте парти çынни пулнă. Вĕсен ачисене вăл вăхăтра тĕне кĕрттересшĕн пулман. Мана хĕресне аннепе кукамай тĕне кĕртме Çӳлтикассинчи чиркĕве илсе кайнă. Ермолай атте ят хунă мана. Аттепе анне венчете тăман, Турă çуртне çӳремен. Эпĕ аттерен пĕчĕклех, 5-рех, юлнă. Анне пĕччен ӳстернĕ мана. Вăл пурнăçран уйрăлнăранпа çулталăк çитрĕ. Пирĕн ялтан чиркĕве никам та кайман. Астăватăп-ха: килте хуйхă хыççăн хуйхă пулчĕ. «Ах, Ониççи /Анисийăна çапла каланă. — Авт./ пурнăçу ăнса пымасть, санăн чиркĕве çӳремелле», — ăс панă кукамая ялти кинемейпе мучи. Вара кукамай Çӳлтикассинчи чиркĕве çӳреме пуçланă. Кайран мана та хăнăхтарчĕ. «Ох, манашкă кайрĕ чиркĕве», — тесе юлатчĕ ман хыççăн пускил хĕрарăмĕ. Вĕсем чиркӳ тĕлне пĕлместчĕç. «Манашкă тени мĕне пĕлтерет- ши?» — шухăшлаттăм ун чухне. Анчах шăпам мăнастире илсе çитерессине тĕлленмен те», — калаçу çăмхине сӳтрĕ Нина игуменья кун-çулĕ пирки ыйтсан. Вăл чиркӳ çулĕ çине тăнăранпа 17 çул иртнĕ. Малтан Введени соборĕнче ĕçленĕ, кайран 7 çул Иерусалимра пулнă. Пурăна киле ăраскалĕ ăна хĕрарăмсен мăнастирне илсе çитернĕ. Сăмах май, паянхи кун Чăваш Енре хĕрарăмсен тăватă мăнастирĕ ĕçлет. Çĕрпӳсем вĕсемпе тачă çыхăну тытаççĕ, пĕр-пĕрне уявсем ячĕпе саламлаççĕ, тĕлпулусем йĕркелеççĕ.
Игуменья палăртнă тăрăх, вĕсем мăнастире аталантарсах пырасшăн, ăна хăтлă та тирпейлĕ тытасшăн. «Паломниксемпе туристсем ытларах килччĕр. Çитес вăхăтрах мăнастир картишĕнчи собор стенисене турăшсемпе илемлетесшĕн. Çакна тума укçа-тенкĕ чылай кирлĕ. Ĕненекенсем пулăшасса шанатпăр. Малтан пысăк çак ĕçĕн проектне тумалла, унтан Савватий владыкăран пил илмелле», — ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ Нина игуменья. <...>
Мăнастире Роза ВЛАСОВА çитсе килнĕ.
♦ ♦ ♦
Микрофон умĕнче Иван Перов çук
РФ Журналистсен союзĕн членĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Иван Перов Чăваш радиора 36 çул ĕçленĕ. «Микрофон умĕнче — Иван Перов» сăмахсемпе пуçланакан кăларăмсем эрнере темиçе хутчен янăранă.
Тĕрлĕ темăна çутатнă Иван Николаевич: ял хуçалăхĕпе, сывлăх сыхлавĕпе, ял пурнăçĕпе, пушарпа кĕрешессипе тата ытти ыйтупа çыхăннисем. Унсăр пуçне радиокăларăмсен ярăмĕсене ертсе пынă: «Здоровье», «Юхма енĕм — Патăрьел», «Права потребителя», «Хамăр ял»… Яланах уççăн, пĕр пытармасăр калаçатчĕ, хушăран мухтаса е вĕрентсе калани пулатчĕ. Иван Николаевич пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайнăранпа утă уйăхĕнче 5 çул çитет. Апла пулсан та унăн çутă сăнарĕ, вăл вĕрентсе калани яланах асра.
Иван Перов Куславкка районĕнчи Кунерте хресчен çемйинче çуралса ӳснĕ. Ашшĕ Николай Андреевич — «Родина» колхозра, амăшĕ Зоя Васильевна ялти лавккара сутуçăра ĕçленĕ. Çемьере 7 ача — 5 ывăлпа 2 хĕр — ӳснĕ. Вăл — виççĕмĕш. Хура-шурне сахал мар курма тивнĕ пулсан та Иван Николаевич ялан хаваслăччĕ, шӳтлеме кăмăллатчĕ. Малтан ялти шкулта — 7 çул, унтан Карачри пĕлӳ çуртĕнче ăс пухнă. «5» паллăпа çеç ĕлкĕрсе пынă, купăс каланă, сăн ӳкерессипе кăсăкланнă.
— Эпир Иван Николаевичпа пĕр ялта çуралнă, пĕр урамра ӳснĕ, — каласа кăтартрĕ педагогика ĕçĕн ветеранĕ Геннадий Трофимов. — Пирĕн çуртсем те юнашарахчĕ. Пĕр парта хушшине ларса вĕрентĕмĕр. Ка¬рачри шкула çӳренĕ самантсем халĕ те куç умне тухаççĕ: сивĕ-и, ăшă-и, çумăр-и, çил-тăман-и — кунсерен 10 çухрăм парăнтараттăмăр. Вĕренес туртăм пулнă. Ентешĕмĕрпе мăнаçланатпăр.
Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе виçĕ çул пурнăçланă хыççăн Иван Перов Кунерти шкулта аслă пионервожатăйра вăй хунă. Ĕçе яваплăн та тĕплĕн пурнăçлама хăнăхнăскер хăйне лайăх енчен кăтартнă: шкул ачисем валли тĕрлĕ кружок йĕркеленĕ. 1968 çулта вăл И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕнĕ. Ăна журналистика кăсăклантарнă. Ытти студентран лайăх вĕреннипе уйрăлса тăнă, чи пысăк стипендие илнĕ. Хăйне общество ĕçĕнче хастар кăтартнă, ушкăн старости пулнă. Спортпа та туслăскер ирĕклĕ майпа кĕрешессине кăмăлланă. Хăйĕн виçе категорийĕнче университет чемпионĕ пулнă.
— Вăл вăхăтра студентсене республикăри колхоз-совхоза çĕр улми кăларса пуçтарма илсе каятчĕç. Хаваслă вăхăт пулнă. Ĕçлеме те, савăнма та ĕлкĕреттĕмĕр. Ял халăхне концерт кăтартаттăмăр. Агитбригада ĕçне шăпах Иван Перов йĕркелесе пыратчĕ. Студент чухнех радиостудие çӳретчĕ, кăларăмсене пире те хутшăнтаратчĕ. Аса илсен чун савăнать, çав вăхăтрах вăл пурнăçран ир кайнишĕн чĕрем ыратать, — каласа кăтартрĕ унпа пĕр курсра вĕреннĕ, пĕр общежитире пурăннă Раççей çыравçисен союзĕн членĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Раиса Сарпи поэтесса. <...>
Ирина ПАРГЕЕВА. Шупашкар хули.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...