Комментари хушас

3 Çĕртме, 2021

Çамрăксен хаçачĕ 21 (6369) № 03.06.2021

«Ачасене илсе килсен çынсем темĕн те калаçрĕç»

АЛЕКСАНДРА, АНТОН, АНАСТАСИЯ 2 ÇУЛ КАЯЛЛА ÇĔНĔ ÇЕМЬЕНЕ ЛЕКНĔ. ТĂВАН АМĂШĔ ВĔСЕНЕ ПАЧАХ ШЕЛЛЕМЕН, ЧИРЛĔСКЕРСЕНЕ КИЛТЕ ХĂВАРСА 2 КУНРАН ТИН ТАВРĂННĂ. ХАЛĔ ПĔРТĂВАНСЕМ РОМАН НИКИТИНПА ВАЛЕРИЯ ЧУЧАКОВА ÇЕМЙИНЧЕ ӲСЕÇÇĔ.

20 килограмм начарланнă

Валерия Чучакова Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Мĕшĕл ялĕнче çуралса ӳснĕ. Шкултан вĕренсе тухсан хĕр Шупашкарти коопераци техникумне çул тытнă. Диплом илсен пуласлăх пирки шухăшланă. Валерия йĕрке хуралĕнче тăрăшма ĕмĕтленнĕ. Анчах тусĕпе тĕл пулсан шухăшне улăштарнă.

«Мускаври теплицăна ĕçлеме кайрăм. Унта çитнĕ çĕре пушмак тĕпĕ çĕтĕлсе тухрĕ. «Эсĕ çамрăк, сана ĕçе илейместпĕр», — терĕç. Манăн каялла таврăнмашкăн укçа та çукчĕ. «Эпĕ — чăваш хĕрĕ, ĕçпе пиçĕхсе ӳснĕ», — йышăнма йăлăнтăм пуçлăха. Помидор речĕсен хушшинче ыттисемпе тан вăй хутăм. Йăрансене çумран тасатрăм, пахча çимĕç пухрăм. Пуçлăх эпĕ тăрăшнине асăрхарĕ. 3 уйăхран пĕрремĕш шалу илтĕм. Пирĕн çемьере ачасене иртĕхтермен. Печени-канфет тутанмасăр ӳсмен-ха, çапах пĕр банана виççе пайланине кура хăçан та пулин улма-çырлана тăраниччен çийĕп теттĕм. Пĕрремĕш шалупа пĕр курупка банан туянтăм та таксипе яла вĕçтертĕм. Атте-аннене савăнтартăм», — аса илчĕ Валерия. Теплицăра пĕр çул пилĕк авсан хĕр Мускаври пасара ĕçлеме вырнаçнă, улма-çырла сутнă. Правурскер шалăва тăкакламасăр пухнă. 3 çултан Валерия Шупашкарти общежитире пӳлĕм тата хĕрлĕ тĕслĕ «Лада Калина» автомашина туяннă.

Пулас упăшкипе Роман Никитинпа ăна хĕр тусĕ паллаштарнă. Çамрăксем пĕр- пĕрне пĕрре курсах килĕштернĕ. Валерия савнине Мускавра пĕрле ĕçлеме сĕннĕ. Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Октябрьскинче çуралса ӳснĕ Роман мăшăрĕ пекех мал курăмлă. Çамрăксен умĕнче вĕсем парăнтарайман чăрмав çук. «Çын тăваять пулсан эпир те пултарăпăр», — тет Роман. Вĕсем Мускавра улма-çырла сутма пуçланă. Ĕç кал-кал пынă, анчах аренда укçине пысăклатсан Романпа Валерия бизнеса сутнă та Чăваш Ене таврăннă. Çамрăксем Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Урхас Кушкăра лавкка çĕклеме пуçланă.

Мăшăр пысăк та туслă çемье пирки ĕмĕтленнĕ. Анчах аист вĕсен çемйине вĕçсе килме васкаман. Упăшкипе арăмĕ сывлăхне тухтăрсем патĕнче тĕрĕсленĕ. Темиçе çул кĕтсен ЭКО мелĕпе усă курма шут тытнă. Анчах ку та йыш хушма пулăшайман. Романпа Валерия Мускаври Матрона ячĕпе лартнă чиркӳре пулнă, пулăшу ыйтса кĕлтунă. «Тинĕс хĕрринче канăр», — сĕнӳ панă пĕлĕшĕсем. Мăшăр Таиланда вĕçнĕ, тинĕс сывлăшĕпе сывланă, çут çанталăк илемĕпе киленнĕ. Тинех ĕмĕчĕ пурнăçланнă, анчах пепке амалăх умĕнче аталанма пуçланăран юн кайма тытăннă.

«Кунĕпех хырăм ыратать тесе çӳрерĕ. Иртсе кайĕ тесе лăплантартăм. Каçхине киле çитсе çывăрма выртрăмăр. Валерия ваннăйне кайрĕ. Тепĕртакран темĕн кĕмсĕртетсе ӳкнĕ сасă илтĕнчĕ. Арăм тăнне çухатса урайне тĕшĕрĕлсе аннă. Юрать, çухалса каймарăм. Васкавлă медицина пу-лăшăвĕ те кĕттермерĕ, часах çитрĕ», — иртнине куç умне кăларчĕ кил хуçи. Валерийăпа Роман тĕрлĕ тухтăр патне çитнĕ, ЭКО темиçе хут тунă. Сиплев вăхăтĕнче кил хуçи арăмĕ 20 килограмм ытла начарланнă.
Лавккана чупнă чухне йытă тапăннă

8 çултан Романпа Валерия ашшĕ-амăшĕн хӳттисĕр юлнă ачасене çемьене йышăнма шут тытнă. Малтан вĕсем пулас ашшĕ-амăшĕн шкулĕнче вĕреннĕ. Мăшăр район администрацийĕн опекăпа попечительлĕх органĕнче ĕçлекен специалист сĕннипе социаллă реабилитаци центрне çитнĕ. <...>

Ольга КАЛИТОВА.

♦   ♦   ♦


«Вилĕм урапи çинчен ӳксе юлтăм»

Сывалсан ачисене каламасăр качака туяннă та халĕ унпа йăпанать

80 çулти Манефа Ветрякова «Çамрăксен хаçатне» çĕнĕ ятпа тухма пуçланăранпах çырăнса илет, ăна пĕр сиктермесĕр вулать. Кăларăмăн фаначĕпе тĕл пулма Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Çĕньял Пукаш ялне çитрĕмĕр.

Ашшĕн çырăвĕсем çунса кĕлленнĕ

Манефа Михайловна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланиччен кăшт маларах çут тĕнчене килнĕ. Ашшĕ фронта тухса кайнă чухне вăл сăпкара выртса юлнă. Унăн ачалăхĕ çăмăл пулман. «Эпĕ 1941 çулхи çу уйăхĕн 14-мĕшĕнче Хурăньялта çуралнă. Аттепе аннен савăнăçĕ шăп та лăп 3 уйăх та 10 куна тăсăлнă. Вĕсем ывăл хыççăн хĕр çуралнăшăн питĕ хĕпĕртенĕ. Тăшман пирĕн çĕршыва тапăнса килесси пирки пачах шухăшламан. Атте Михаил Федорович авăн уйăхĕн 2-мĕшĕнче вăрçа тухса кайнă. Эпĕ ăна, паллах, астумастăп. Анне Ирина Александровна каласа кăтартнă тăрăх, вăл сăпка патне пынă та: «Эпĕ таврăниччен, хĕрĕм, чупакан пул», — тенĕ. Çак саманта куç умне кăларсан халĕ те куççуль тухать. Атте тăван киле таврăнаймасса туйнă-ши? Вăл пуринпе те сыв пуллашса тухса кайнă. Юрать, хăть унăн ĕлĕкхи сăн ӳкерчĕкĕсем упранса юлнă. Вăрçă хирĕнчен таврăнайман хăш-пĕр салтакăн вĕсем те çук вĕт. Атте тăлăх ӳснĕ. Вĕсен пӳрчĕ пĕчĕк пулнă, пĕртăванĕ — нумай. Амăшĕ çамрăк чухнех çĕре кĕнĕ. Хĕлле мунчана çарранах чупнине каласа кăтартнă вăл аннене.

Атте çыру çырсах тăнă. Çулталăкран, 1942 çулхи авăн уйăхĕнче, унран хыпар килме пăрахнă. Анне вăл çырнă виçĕ кĕтеслĕ çырусене типтерлĕн упратчĕ. Ӳссен вĕсене хам та пĕрре мар тытса вуланă. Шел те, 1995 çулта пирĕн килте инкек пулчĕ. Пушарта атте çырăвĕсем те çунса кĕлленчĕç. Çулăм электропралукран тухнă. Пушарнăйсем кăмака-прачкăран тесе алă пустарса хăварчĕç. Тăван килте пиччепе инке пурăнатчĕç. Анне ун чухне пирĕнпе çукчĕ ĕнтĕ, ăна 1983 çулта хура тăпрапа хупларăмăр. Вăл 72 çул пурăнчĕ. Нушине сахал мар курчĕ. Пиччепе иксĕмĕре пĕчченех ура çине тăратрĕ. Мĕн виличчен атте таврăнасса кĕтсе пурăнчĕ. Çамрăклах упăшкасăр тăрса юлнă пулин те тепĕр хут качча тухасси пирки вăл нихăçан та шухăшламан. Пĕрмай колхоза чупнă. Кил-тĕрĕшри ĕçсене пурнăçлама вăхăчĕ те юлмастчĕ. Пирĕн валли çăпата та хăех çыхатчĕ. Ĕлкĕреймен чухне пĕр урара — çĕннипе, тепринче киввипех чупаттăмăр. Эпĕ 8-мĕш класа çӳреме тытăнсан кăна атă тăхăнса куртăм. Çутăскер, çĕнĕскер урара йăлтăртатнине лайăх астăватăп», — ачалăхне аса илчĕ Манефа Михайловна.

Вăрçă вăхăтĕнче те, ун хыççăн та ялта пурăнма йывăр килнĕ. Çывăхра вăрман пулман. Манефăсен килĕнче вутă пĕтсе çитнĕ. Вĕсемпе юнашар пурăнакан çемье колхоза кĕмен. 5-6 çулти Манефа вĕсемпе шăпăр хулли пек туратсем пуçтарма çӳренĕ. Лешсем ăна çыхма пулăшнă. Унтан хĕрача çыхха çурăм хыçне çавăрса хунă та килелле утнă. Çулĕ кĕске пулман, киле çитиччен темиçе хут та ларса канма тивнĕ.

Манефа колхозра 12 çултах ĕçлеме тытăннă. «Тивĕçлĕ канăва тухнă чухне ĕç стажĕ 1953 çулта пуçланнă тесе пичет лартсах çирĕплетнĕччĕ», — терĕ ырă чунлă хĕрарăм.

Манефа Михайловна Октябрьски шкулĕнче 10 класс пĕтернĕ хыççăн ниçта та вĕренмен. Хулана тухса каяс — унта тăван-пĕлĕш çукки хăратнă. Вăл санитаркăра ĕçлеме вырнаçнă. Унта 15 çул ĕçлесен совхозра вăй хума тытăннă. Тивĕçлĕ канăва тухиччен фермăра дояркăра тăрăшнă. <...>

Любовь ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


Ĕнине те, качакине те хăех сăвать

«Çăка чечеке лариччен утă çулса илмелле», — çапла пĕлтерчĕ пире Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Çĕньял Пукаш ялĕн старости Алексей Сергеев. Вăл кил умне кăкарнă качакисене шăваратчĕ. Ял çыннин çулла вăхăт çукпа пĕрех пулин те Алексей кăшт ларса канма килĕшрĕ. Тăван тавралăха юратакан, ялта ĕçлесе пурăнакан арçынпа калаçма кăмăллă пулчĕ.

20 çулта пĕчченех сарай çĕкленĕ

Алексейăн ашшĕпе амăшĕ çамрăк чухне хулара ĕçлесе пурăннă. Вăл Шупашкарта çуралнă. 1969 çулта çывăх çыннисем яла куçнă. Халĕ Алексей çемйипе кукамăшĕ пурăннă çуртра кун кунлать. Кил хуçи каласа кăтартнă тăрăх, кунта хăй вăхăтĕнче пуян купса пурăннă, Хусана тавар сутма çӳренĕ. Йĕри- тавра ампарсем пулнă.

Çамрăк чухне Алексей хуралтăсене çĕнетме шухăшланă. 20 çулта чухне вăл хăех никĕс янă, кирпĕч хунă — пĕчченех сарай çĕклесе лартнă. Паллах, строительство ĕçĕпе пĕрремĕш хут аппаланнăран Алексей кирпĕче тикĕс хурайман. Унăн опыт пулман-çке-ха, никамран та вĕренмен. Çитменнине, çумăр витĕрех ĕçленĕ. Çапах вăл палăртнине пурнăçланă.

«8 çул каялла манпа инкек пулчĕ. Паяльник вентилĕ тухса кайсан çулăм ман çине сирпĕнчĕ. Тухтăрсем кĕлеткен 70 проценчĕ пиçсе кайнине пĕлтерчĕç. Мăшăр ун чухне ача кĕтетчĕ, çие юлнăранпа 7-мĕш уйăх пыратчĕ. Манпа инкек пулнă вăхăтра арăм больницăра выртатчĕ. Пиçсе кайнине çав кунах пĕлтермерĕм. Çапах каламах тиврĕ. Мăшăрăм маншăн хытă кулянчĕ, çавăнпах-тăр варти пепкен чĕри тапма чарăннă. Арăм кун хыççăн питĕ хуçăлчĕ. Хам та кулянтăм. Пиçсе кайнă сурансемшĕн мар, çут тĕнчене килеймен пепкешĕн чĕре ыратрĕ. Эпĕ пĕр эрнеренех больницăран тухрăм. Тухтăрсем тĕлĕнчĕç. Манăн сурансем йыттăнни пек хăвăрт тӳрленнине вĕсем ăнланаймарĕç. Çулăмпа пиçсе кайнă çынсем ултшар-çичшер уйăх сипленеççĕ. Эпĕ вара темиçе кунранах киле кайрăм. Виççĕмĕш-тăваттăмĕш кунхине ӳт сĕвĕнме тытăнчĕ. Тĕлĕнмелле те, хăвăртах çĕнĕ ӳт илчĕ. Мана сусăрсен йышне кĕртесшĕнччĕ. Эпĕ килĕшмерĕм. Пĕр чир çумне тепри хушăнасран хăрарăм», — пурнăç пăрăнăçĕсем пирки каласа кăтартрĕ Алексей.

Мăшăрĕн иккĕмĕш хут çие юлсан пĕтĕмпех йĕркеллĕ иртнĕ. «Пирĕн ывăл çуралчĕ. Ăна Антоний ят хутăмăр. Мĕншĕн çапла тетĕр-и? Шутласа кайрăмăр та: паллакан Иван ăсĕ енчен катăкрах, Петĕр эрех сыпкалама юратать… Ачана ыттисенчен урăхларах ят хума шухăшларăмăр. Кăçал Антоний пĕрремĕш класс пĕтерчĕ», — сӳтĕлчĕ калаçу çăмхи. <...>

Любовь ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


Çăмран хатĕрленĕ картинисене кĕве çимест

Етĕрне районĕнчи Мăн Чураш шкулĕнче поварта тăрăшакан Татьяна Кочкова ачасемпе вĕрентекенсене 20-мĕш çул ĕнтĕ тутлă апатпа сăйлать. Вăл шурă калпакпа халат тăхăнса ир-ирех плита умĕнче ăшталанать. Çак тăрăхри çынсем Татьяна Кочкова пултаруллă ал ăсти пулнине те пĕлеççĕ. Ишекасси ялĕнче пурăнакан 43 çулти хĕрарăм çăмран картинăсем хатĕрлет, кĕске çăматăсемпе тапочкăсем йăвалать.

Кăçатă йăвалать

Ку ăсталăх ăна аслашшĕнчен Зотий Ивановичран куçнă тесен те йăнăш мар. Татьяна Алексеевна ача чухне кашни кун тенĕ пекех вăл мĕнле ĕçленине пăхса ларнă. Зотий Иванович таврари паллă ал ăсти шутланнă. Ăна халĕ те ырăпа аса илеççĕ. Кăçатă хатĕрлеме саккас паракансем, кӳршĕ ялта пурăнакансем мучие киле килсе лартса кайни те пулнă. Тепĕр чухне аслашшĕпе мăнукĕ пĕрле ĕçленĕ.

Шкул хыççăн Татьяна повар специальноçне алла илес тĕллевпе Шупашкара çул тытнă. Пĕр вăхăт ача садĕнче ĕçленĕ. Шкулта тăрăшнă повар пурнăçран сарăмсăр уйрăлнă хыççăн вăл столовăя куçнă. Çапах пултарулăх та çывăх пулнă уншăн. Чунĕ туртнипе вăл 10 çул каялла ку енĕпе ятарлă пĕлӳ илме шухăшланă, куçăн мар майпа технологи тата ИЗО учительне 4 çул вĕреннĕ. 2016 çулта Татьяна Алексеевна шкулта «Хамăрах хатĕрлетпĕр» кружок йĕркеленĕ. Çапла вăл кăнтăрлачченхи вăхăта — столовăйра, унтан класра ирттерме тытăннă. Кружока çӳрекенсем çăмран чечексем хатĕрлеме, тĕрлеме вĕренеççĕ.

«Технологи факультетĕнче ăс пухнă чухне, практика занятийĕнче, çăмран сувенир çăматă хатĕрлесен тăрук иртнĕ кун-çул, асатте ĕçленине пăхса ларма шутсăр кăмăлланă самантсем, аса килчĕç. Çакăн хыççăн хамăн та кăçатă йăваласа пăхас шухăш çуралчĕ. Çав вăхăтрах çăмпа усă курса картинăсем «ӳкерме» пуçларăм», — аса илчĕ ал ăсти.

Малтанах Татьяна ĕçĕсенче чечексене сăнланă. Темиçе çул каялла Етĕрне районĕнче лашапа ăмăртса чупакансен йăлана кĕнĕ тупăшăвĕнче йĕркеленĕ курава хутшăнма тӳр килнĕ. Унăн ĕçĕсемпе паллашнă пĕр çын: «Эсир чĕр чунсене ӳкерместĕр-им?» — тесе ыйтнă. Ку шухăш ал ăстине кăсăклантарса янă. Чĕр чунсене сăнлама йывăртарах пулин те вăл ĕçе пуçăннă. Черетлĕ картинăра хĕрарăм лашасене сăнланă. Ал ăсти интернетра хăйĕн пекех пултаруллă çынсен ĕçĕсемпе паллашать. «Çăмпа ĕçлемелли техника самай уйрăлса тăрать. Картина хатĕрленĕ вăхăтра тĕсне кăларма, çăма мĕнле вырнаçтармаллине пĕлмелле. Манăн пĕр ĕç, унта лаша сăнланнă, 3D пек. Вăл хăй кантăк айĕнче кăна вĕт-ха. Илемлĕ пуласси мĕнрен килнине те пĕлместĕп. «Санăн ку ĕç лайăх пулать», — теççĕ мана. Эпĕ темиçе минутрах картина хатĕрлеме пултарнинчен тĕлĕнеççĕ. Хăйсем хăтланса пăхаççĕ — ĕç каймасть. «Тăрăшсан пулатех», — хавхалантаратăп эпĕ. Халĕ, малтанхипе танлаштарсан, çăмăлрах, хăвăртрах ĕçлеме тытăнтăм. Тĕрĕссипе, нимĕнле вăрттăнлăх та çук», — пытармарĕ Татьяна Алексеевна. <...>

Ирина КОШКИНА.

♦   ♦   


«Ывăл сăмахĕсем чĕрене тиврĕç»

Елчĕкре пурăнакан Портновсем канмалли кунсенче килте лармаççĕ. Çемье спорт ăмăртăвĕсене хутшăнать, малти вырăнсене йышăнать. Кил хуçи арăмĕ Елена Портнова — Елчĕкри А.В.Игнатьев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен «Улăп» спорт шкулĕн директорĕн вĕрентӳпе воспитани енĕпе ĕçлекен заместителĕ.

«И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче вĕреннĕ чухне тĕрлĕ тупăшăва хутшăнаттăм. «Ульяновец» хаçат йĕркелекен эстафетăра, факультетсен хушшинче иртекен ăмăртусенче тупăшаттăм, баскетболла, волейболла, шашкăлла выляттăм. Аслă шкулăн общежитийĕсенче пурăнакан студентсен хушшинче армрестлинг енĕпе ирттернĕ тупăшура малти вырăна тухрăм. Университет тренерĕ Алексей Атласкин тренировкăсене çӳреме сĕнчĕ. Анчах унта çитеймерĕм. Тепĕртакран тĕл пулчĕ те: «Тренировкăна кĕтетĕп. Сана физкультура занятийĕнчен хăтарăп», — тесе шантарчĕ. Физкультура занятийĕ ирхине иртетчĕ. Тăма çав тери йывăрччĕ. Унта каяс мар тесех тренировкăсене çӳреме пуçларăм», — аса илчĕ Елена Портнова. 2006 çулта вăл спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă. Çав çулах вăл армрестлинг енĕпе Европа шайĕнчи чемпионка пулса тăнă.

Университетран вĕренсе тухсан спортсменка Елчĕкри ачасемпе çамрăксен спорт шкулне тренера ĕçлеме вырнаçнă. Унăн вĕренекенĕсем кашни çулах армспорт енĕпе иртекен ăмăртусенче тупăшаççĕ, 1-мĕш разряд нормативне пурнăçлаççĕ. Секцире – 8-9-мĕш классенчи ачасем. Занятире алă вăйне туптаççĕ, штанга йăтаççĕ. Ачасем çитĕнĕвĕсемпе савăнтараççĕ — ăмăртусенчи пьедесталăн чи çӳллĕ картлашки çине хăпараççĕ. Тренерăн ывăлĕ Давид та спортпа туслă. Вăл хоккейла, футболла вылять. Унăн пухмачĕнче — вун-вун грамотăпа медаль.

«Пĕрре ывăлпа пĕрле тренировкăна кайрăмăр. 5-рискер штанга йăтакан ачасенчен куç илмерĕ. «Анне, манăн та вĕсем пек пулас килет», — терĕ. Тепĕр занятие ятарлă тум тăхăнса çитрĕмĕр», — каласа кăтартрĕ тренер. <...>

Ольга КАЛИТОВА.

Материалсемпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.