Комментари хушас

2 Çĕртме, 2021

«Хресчен сасси» 20 (2858) № 02.06.2021

Уя тухсан юрлас килет

Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпари шкултан вĕренсе тухсан Артем Арефьев ăçта каясси пирки иккĕленмен, ĕмĕтне çывхартма Чăваш патшалăх аграри университетне çул тытнă.

— Эпĕ ачаранах агроном пулма, тырă çитĕнтерме ĕмĕтленнĕ. Пĕчĕкрен хуçалăхра вăй хурса ӳснĕрен çĕр ĕçĕ маншăн яланах çывăх пулнă. Таса, ăшă офис нихăçан та илĕртмен. Пӳлĕмре кунĕпе тухмасăр ларма пултараймастăп. Эпĕ ирĕклĕхе килĕштеретĕп, — палăртрĕ çамрăк специалист.

Аслă шкулта пĕлӳ илнĕ вăхăтра, практикăра чухне преподавательсен, опытлă специалистсен кашни сăмахне ăса хывма, вĕренме тăрăшнă. Алла диплом илсен Шупашкар районĕнчи Ленин ячĕллĕ колхоза ĕçлеме вырнаçнă. Унтанпа тăватă çул сисĕнмесĕр иртнĕ. Çак тапхăрта пурнăçне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнишĕн пĕрре те пăшăрханман вăл. Умри çулне тĕрĕс суйланине ĕçĕ-хĕлĕпе çирĕплетнĕ.

— Ака-суха тапхăрĕнче иртен пуçласа каçченех уй-хиртен кĕместпĕр темелле. Тепле ывăнсан та ĕç кал-кал, сухаласа акнă лаптăксем пысăкланса пынине кура чун хĕпĕртет. Ĕшеннине пăхмасăр тепĕр кунне каллех çĕнĕ вăй-хăватпа ĕçе васкатăн. Хирте çут çанталăка сăнама кăмăллатăп: калча шăтни, вăй илни, пучах тулни савăнтарать. Куç умĕнчен нимĕн те асăрхамасăр иртмест, — терĕ çамрăк специалист.

Ленин ячĕллĕ хуçалăхăн усă куракан çĕрсем — 2411 гектар. Çу кунĕсенче хирсене куллен пăхса çаврăнасси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Культурăна сăтăрçăсем, чир-чĕр тапăнасран асăрхасах тăмалла. Вăхăтра мерăсем йышăнмасан тухăçсăр хăвараççĕ. <...>

Лариса НИКИТИНА.

♦   ♦   


Вăрттăнлăха упранă палăк

Пирĕн ял çăвинче хĕрлĕ çăлтăрлă палăк пур. Ялти ватăсем ăна авиакатастрофăра сарăмсăр вилнĕ летчиксен ячĕпе лартнине калатчĕç. Пĕчĕк чухне эпĕ ун çинчен аттерен те сахал мар илтнĕ. Анчах унта камсене пытарнă, çав инкек хăçан тата мĕнле майпа пулса иртнĕ? Ăна никам та пĕлмен, мĕншĕн тесен палăкра нимĕн те çырман. Ку ыйту мана нумай шухăшлаттарнă. Вăрçă чарăннăранпа миçе çул иртрĕ?! Чĕмсĕр палăк вара çаплипех ларать. Вăл юхăннăçемĕн юхăнса пычĕ, çум курăк, вĕтлĕх айне пулчĕ. Нивушлĕ çак летчиксен ячĕ-шывĕ архивсенче, çар комиссариачĕсенче çук-ши? Çавна май эпĕ унта кайса пăхрăм — усси пулмарĕ. Кирлĕ пĕр документ та тупăнмарĕ.

Кĕтмен çĕртен манăн çул уçăлчĕ. Пĕррехинче Лидия Афанасьевăпа Шупашкарти тĕп архивра ĕçленĕ чухне республикăри шырав центрĕн ертӳçине Евгений Шумилова тĕл пулма тӳр килчĕ. Çакă маншăн питĕ телейлĕ самант пулчĕ. Эпĕ ăна палăк, ятсăр летчиксем çинчен каласа патăм. Вăл çийĕнчех пулăшма пулчĕ. Ку ĕç-пуç 2016 çулта пулса иртрĕ. Кĕтнĕ, савăнăçлă хыпар манн пата 2019 çулхи декабрь уйăхĕнче килсе çитрĕ. Евгений Георгиевич Подольск хулинчи Тĕп архива темиçе хутчен те çитсе килнĕ иккен. Ку таранччен вăрттăнлăхра упраннă, пире кирлĕ документсене тупнах. Эпĕ çийĕнчех унпа курса калаçрăм. Вăл мана авиакатастрофа çинчен калакан питĕ пысăк материал парнелерĕ. Çакăншăн калама çук савăнтăм. Унпа пĕрлех çамрăк летчиксен синкерлĕ шăпи çинчен шухăшласа чĕререн хурлантăм.

Çĕнĕ Шупашкар хули çывăхĕнче Толик Хураски ял пур. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче çав ялта 14-мĕш авиашкул вырнаçнă. Кăна пирĕн ял çыннисем те пĕлетчĕç. Унта çамрăк летчик-курсантсене вăрçа хатĕрленĕ. Курсантсем тăтăшах вĕçеве çӳренĕ. Вĕсен маршручĕ çапларах пулнă: авиашкул — Карапаш — Кукашни — авиашкул. Шăпах çакăн пек вĕренӳ 1943 çулхи майăн 8-мĕшĕнче те иртнĕ. Çур çĕр иртсен темиçе самолет вĕçеве тухнă. Сасартăк кĕтмен çĕртен вăйлă çил-тăвăл пуçланнă. Самолетсем çийĕнчех аэропорта таврăннă. 4-мĕшпе 26-мĕш экипажсем те Кукашни çывăхĕнчен каялла килме çаврăннă, анчах хăрушă инкек сиксе тухнă: самолетсем çапăннă. 4-мĕш экипаж тӳрех çунма тытăннă, Кĕтĕквар ялĕ çумĕнчи Тăрна Шорĕ патĕнче çĕре ӳкнĕ. Летчиксем çăлăнайман, иккĕшĕ те çунса кайнă. Тепĕр самолечĕ хăрушă сасă кăларса Шĕнерпуçпе Уплер ялĕсен хушшине анса ларнă, çĕр çумне çапăннă. Икĕ летчик та вилнĕ. Пĕр тăхтаса тăмасăр шырав ĕçĕсем пуçланнă. Шупашкартан экспертсем килсе çитнĕ, икĕ летчика илсе кайнă. Тăрна Шорĕ патĕнче çуннă икĕ курсанта Шуршăл çăвине пытарнă. Шупашкартан та, авиашкултан та çар çынни нумай пынă. Курсантсене чыслăн пытарнă, палăк лартнă. Анчах летчиксен ячĕсене мĕншĕн-ха палăртман? Ун чухне çак инкек çинчен пĕлтермелле пулман иккен. Ку — вăрттăнлăх шутланнă. Пĕр-икĕ çул каялла çеç, Аслă Çĕнтерӳ 75 çул тултарнă май, вăрçăн вăрттăн докуменчĕсене халăхра сарма тытăнчĕç. Çавна пула эпир те Шуршăл çывăхĕнче пулса иртнĕ инкек çинчен тĕпĕ-йĕрĕпе пĕлтĕмĕр. <...>

Алевтина ПЕТРОВА-ПИРОГОВА. Сĕнтĕрвăрри районĕ.

♦   ♦   ♦


«Эпĕ ĕçсĕр пурăнаймастăп»

«Эпĕ хамăн ĕçе питĕ юрататтăм, унсăр пурăнма пултараймастăм», — тет Муркашра пурăнакан Валентина Любимова ĕç ветеранĕ. Вăл ĕмĕрĕпех экономистра вăй хунă. Ĕçри хастарлăхшăн «ЧР тава тивĕçлĕ экономисчĕ» ята тивĕçнĕ.

Тăван çĕр туртăмĕ

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăнхи çулсенче çуралса ӳснĕскерĕн ачалăхĕ çăмăл пулман. Хĕр Мăн Шашкар ялĕнче кун çути курнă, 2-мĕш класран вĕренсе тухнă хыççăн шăпа ăна Охтикассине илсе çитернĕ. «Пĕчĕкренех йĕтем çинче ĕçлеме тытăнтăм, — куç умне кăларчĕ иртнĕ пурнăçне Валентина Алексеевна. — Аннене кăштах пулăшас тĕллевпе каçхи сменăра та тăрăшаттăм. Питĕ ĕçлес килетчĕ. Хĕлле те килте ларман. Лаша кӳлме вĕрентĕм. Ун чухне колхоз килсерен чăх-чĕп каяшĕ, кĕл пуçтаратчĕ. Çавсене пухма эпĕ пĕчченех çӳреттĕм, компост тума тислĕк купи çине кайса тăкаттăм. Аслисем каланине яланах итлеттĕм. Çавăнпах ĕнтĕ бригадир кăмăллатчĕ мана».

8-мĕш класран вĕренсе тухнă хыççăн хĕр пĕлĕвне Шупашкарти планпа экономика техникумĕнче аталантарнă. «Диплом илнĕ хыççăн колхоз председателĕ тăван тăрăха юлма хистерĕ. Çапла майпа пĕр уйăх ĕçлерĕм. Анчах направленипе Орел тăрăхне кайманшăн укçа шыраса илесси çинчен калакан хут килчĕ. Паллах, атте-аннен ун чухлĕ укçа çук. Çавăнпа та ют тăрăха ĕçлеме тухса кайрăм. Красная Заря поселокри тĕш тырă йышăнмалли пунктра экономистра 3 çул тăрăшрăм. Унта тырпул питĕ тухăçлă çитĕнетчĕ. Ĕçленĕ вăхăтрах Чулхулари финанспа экономика институтне куçăн мар майпа вĕренме кĕтĕм. Атте-анне — ватă, шăллăмпа йăмăксем пĕчĕк пулнăран тăван яла таврăнма шут тытрăм. Унсăр пуçне пӳрт япăхса çитнĕччĕ. Аттепе аннене пӳрт лартмашкăн пулăшма шухăшларăм. Тĕрĕссипе, мана тăван çĕршыв яланах хăй патне туртатчĕ. Хăть ăçта кайсан та Муркаш тăрăхне аса илеттĕм. Çуралнă кĕтесе питĕ юрататăп», — сӳтĕлчĕ калаçу çăмхи.

Тăван тăрăха таврăннă хыççăн Валентина Алексеевна хуçалăхра экономистра ĕçлеме тытăннă. «Россия» колхоз председателĕ Юрий Петров ку ĕçе шикленмесĕрех шанса панă ăна. Ара, ĕçченскере малтанах асăрханă-çке вăл. <...>

Валентина ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


Ăруран ăрăва тăсăлать

Кашни çын хăйĕн пурнăç сукмакне ачаран ĕмĕтленнĕ шухăш-туйăмĕпе пĕрлештерме тăрăшать.

Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхаль ялĕнче пурăнакан Нина Матвеева ашшĕ-амăшĕ пек вĕрентекен пулма ачаранах ĕмĕтленнĕ. Вĕсем ĕçе тухса кайсан ватă асламăшĕпе пĕрле ал ĕç тума, кил-тĕрĕшре тирпейлеме хăнăхнă. Асламăшĕ тĕрленĕ пир ал шăллисене юратса, тĕлĕнсе сăнанă. Хăй те ун пек тирпейлĕ пулма тăрăшнă.

Вырăнти вăтам шкултан ăнăçлă вĕренсе тухнă хыççăн Нина Александровна пĕлĕвне Чĕмпĕрти педагогика институтĕнче малалла тăснă. Алла диплом илсен тивĕçлĕ канăва тухичченех тăван шкулта географи учителĕнче тăрăшнă. Çавăн пекех ашшĕ Александр Павлович пуçарнă тавра пĕлӳ ĕçне те малалла пурнăçланă.

1978 çулта вăл кӳршĕ ял каччипе Василий Матвеевпа çемье чăмăртанă. Туслă çемье икĕ хĕр çуратса ӳстернĕ, вĕсене аслă пĕлӳ илме пулăшнă. Нина Александровнăн паян 5 мăнук. Мăнукĕ Женя Хусанти пĕр аслă шкулта вĕренет, виççĕшĕ Шупашкарти тĕрлĕ шкулта ăс пухать. Кĕçĕн мăнукĕ Алексей ача садне çӳрет.

Нина Александровна 90 çулти амăшĕпе пĕрле тăван килĕнче пурăнать. Вĕсен пӳртне кĕрсен музейри пек туятăн. Пур çĕрте те тĕрĕ куçа илĕртет. Мĕн тĕрли кăна çук! Çак ăсталăх ăна асламăшĕнчен куçнă. Ялти ватăсем аса илнĕ тăрăх, Агафи йышлă ачаллă çемьере çуралса ӳснĕ, 10 пĕртăван çитĕннĕ. Вăл асли пулнăран шкулта çур çул çеç вĕреннĕ. <...>

Роза ПАВЛОВА. Патăрьел районĕ.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.