"Звездочка" лагерӗн ӗҫ-хӗлне сӳтсе яврӗҫ

Паян "Звездочка" ача-пӑча лагерӗнче пӗрремӗш смена уҫӑлчӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкар хулин муниципалитечӗн харпӑрлӑхӗнчи асӑннӑ хутлӑхра малашлӑхра ача-пӑчапа ҫамрӑксен "Авангард" ҫарпа патриотизм центрӗ никӗслесшӗн. Ҫулталӑк тӑршшӗпех ӗҫлемелли лагере еплерех йӗркелессине сӳтсе явма паян кунта ӗҫлӗ ушкӑн килсе ҫитрӗ. Ӑна Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗ - вӗрентӳ министрӗ Алла Салаева ертсе пычӗ.
www.hypar.ru Ирина Иванова сăн ÿкерчĕкĕ