Комментари хушас

27 Çурла, 2014

Тăрăшуллă ĕçĕн паха кăтартăвĕ

РФ Центросоюзĕн Канашĕн Президиумĕ 2014 çулхи II кварталшăн потребительсен обществисен регионсенчи союзĕсен хушшинче Пĕтĕм Раççейри «Ĕçлекен отрасльсене ăнăçлă аталантарнăшăн» ăмăртăва пĕтĕмлетнĕ.

Пĕтĕмĕшле ĕç-хĕле, вак суту-илĕве, производство тата хатĕрлев отраслĕсене аталантарнăшăн Чăвашпотребсоюза пĕрремĕш вырăн панă, общество апатланăвне аталантарнăшăн - иккĕмĕш, федерацин Атăлçи округĕ тăрăх пĕтĕмĕшле ĕçе аталантарнăшăн - пĕрремĕш вырăн.

Центросоюз тытăмĕнчи потребкооперацин кооператив организацийĕсен хушшинчи Пĕтĕм Раççейри экономика ăмăртăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх I çур çулшăн пĕтĕмĕшле ĕçе аталантарнăшăн Муркаш райпоне - пĕрремĕш, Çĕрпÿ райпоне - виççĕмĕш вырăнсемпе наградăланă, вак суту-илĕве аталантарнăшăн Муркаш райповĕ пĕрремĕш вырăна тухнă, общество апатланăвĕпе Элĕкпе Муркаш райповĕсем малта.

Хатĕрлев енĕпе пур вырăна та районсенчи потребительсен обществисем йышăннă: Элĕк, Çĕрпÿ, Муркаш районĕсем. Чăвашпотребсоюз организацийĕсем ытти енĕпе те çĕнтерÿçĕсен йышĕнче.

Çакă - потребкоопераци ертÿçисем, нумай пинлĕ коллектив пĕрле тăрăшса ĕçленин паха кăтартăвĕ. Коллектив Чăваш Республикин социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне тивĕçлĕ тÿпе хывать.

В.НИКОЛАЕВ.

Автор: 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.