Николай Угаслов Бобровсене çурт парнеленĕ
Иртнĕ шăмат кун Етĕрне хулин кунĕ иртнĕ. Унта хула çыннисем çеç мар, район ĕçченĕсем те хутшăннă. Вăйă-кулă, юрă-ташă иртен пуçласа каçченех янăранă хулара.
Çак кун Кăмаккассинчи Маринăпа Анатолий Бобровсемшĕн акă хăш енĕпе яланлăхах асра юлнă: вĕсем çĕнĕ, икĕ хутлă кирпĕч çуртăн хуçисем пулса тăнă. Мĕнле майпа-ха/
Бобровсем - нумай ачаллă çемье ?пилĕк ача, улттăмĕшне кĕтеççĕ%. Вĕсен хăйсен çурчĕ пулман, çывăх тăванĕсем патĕнче пурăннă, Кивĕ Тинкеш ял тăрăхĕнче пурнăç условийĕсене лайăхлатас тĕлĕшпе черетре те тăнă. Пысăк йышлă çемьене кĕтмен-туман çĕртен телей кÿрекенĕ - Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «ТУС» строительство фирмин генеральнăй директорĕ, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ, Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинĕ Николай Угаслов. Николай Федоровичăн Етĕрне районĕнчи Анат Ачакра çурт пулнă. Шăпах çавăн уççине парнеленĕ те вăл Бобровсене Етĕрне хулин кунĕнче.
Н.СМИРНОВА.