Комментари хушас

27 Çурла, 2014

Куравра - вăрçă хатĕрĕсем, сăн ÿкерчĕкĕсем

Çак кунсенче В.И.Чапаев музейĕнче «Пĕрремĕш тĕнче вăрçин фрончĕсенче» курав уçăлнă. Вăл асăннă вăрçă пуçланнăранпа 100 çул çитнине халалланă мероприятисен ярăмне малалла тăсать.

Курава виçĕ пайран хатĕрленĕ. Пĕрремĕшĕнче Кăнтăр-хĕвел анăç фронтĕнчи сăн ÿкерчĕксем вырăн тупнă. Шăпах унта пирĕн ентеш, легендарлă начдив Василий Чапаев хăйĕн çар карьерине ахаль салтакран пуçланă. Çакă та пĕлтерĕшлĕ: Пĕрремĕш тĕнче вăрçинче вăл фельдфебель ятне тивĕçнĕ, Георгий хĕресĕн тулли кавалерĕ пулса тăнă.

Иккĕмĕш пайра республика çыннисем хăйсен несĕлĕсем - Пĕрремĕш тĕнче вăрçине хутшăннисем - пирки çырса кăтартнисене вырнаçтарнă. Виççĕмĕшне вара В.В.Барышевăн коллекцийĕнчи / «Лавка старины» ООО/ эпир халĕччен илтмен ентешсен сăн ÿкерчĕкĕсенчен йĕркеленĕ.

Куравра çавăн пекех вырăс çарĕн хĕç-пăшал тĕслĕхĕсемпе /вĕсене Чăваш наци музейĕн фончĕсенчен кăларнă/, тумĕсемпе /Чăваш Енри казаксен ентешлĕхĕ тивĕçтернĕ/ паллашма май пур.

Н.СМИРНОВА.

Автор: 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.