Комментари хушас

13 Çу, 2021

Çамрăксен хаçачĕ 18 (6366) № 13.05.2021

«Талăкра 40 минут çемье валли уйăрмаллах»

ÇĔНĔ ШУПАШКАРТИ 12-МĔШ ШКУЛТА АКĂЛЧАН ЧĔЛХИНЕ ВĔРЕНТЕКЕН ВАСИЛИСА ЕГОРОВА КĔРКУННЕ РОСТОВ ТĂРĂХНЕ КАЙМА ХАТĔРЛЕНЕТ. УНĂН — ПЫСĂК ЯВАПЛĂХ, «ÇУЛТАЛĂК ВĔРЕНТЕКЕНĔ» КОНКУРСРА МАЛА ТУХНĂ УЧИТЕЛЬ ÇĔРШЫВ ШАЙĔНЧИ ĂМĂРТУРА РЕСПУБЛИКА ЧЫСНЕ ХŸТĔЛĔ.

Харăсах 2 факультетра вĕреннĕ

«Ăмăртăвăн регионти тапхăрĕнче пĕртте çăмăл пулмарĕ. Чи пултаруллă вĕрентекенсемпе тупăшма тиврĕ. Пушăн 31-мĕшĕнче конкурс тата методика семинарĕ иртрĕç. Акан 1-мĕшĕнче класс сехечĕ пулчĕ. Уçă дискусси хыççăн лауреатсене палăртрĕç», — пĕлтерчĕ Василиса Валериановна конкурс пирки. Сумлă ята тивĕçнĕ педагог Елчĕк районĕнчи Тĕмерте çуралнă. Хĕрĕ çулталăк çурă тултарсан ашшĕпе амăшĕ Çĕнĕ Шупашкара пурăнма куçнă. Василиса Валериановна унта 11-мĕш вăтам шкулта ăс пухнă. Гимнази класĕнче вĕреннĕскер аттестат илсен И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетне çул тытнă. Василиса Валериановна харăсах икĕ факультетран вĕренсе тухнă: филолог тата акăлчан чĕлхин вĕрентекенĕн дипломне илнĕ.

Тин çеç специальноç илнĕ çамрăка ĕç тупма йывăр пулнă, вăл халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра çитнĕ. Унта ăна хушма пĕлӳ — коммерци ĕçĕ-хĕлĕн менеджерĕн специальноçне — алла илме сĕннĕ. Анчах ăна виççĕмĕш диплом кирлĕ пулман.

«Çĕнĕ Шупашкарти 14-мĕш училищĕре /халĕ вăл çук ĕнтĕ/ акăлчан чĕлхин вĕрентекенĕ кирлине пĕлтĕм. Унта ĕçленĕ 3 çул питĕ кăсăклă иртрĕ. Ушкăнра арçын ачасем çеçчĕ. Вĕсем — пулас каменщиксем, монтажниксем, сварщиксем… Ытларахăшĕ — 9-мĕш класс хыççăн вĕренме кĕнĕскерсем. Вĕсемпе ĕçлеме çăмăл пулчĕ тесе улталамăп. Училищĕне хупсан каллех ĕç шырама тиврĕ. Манăн телее, 12-мĕш вăтам шкулта ваканси пурччĕ. Çапла эпĕ кунта 2008 çултанпа вăй хуратăп», — калаçăва тăсрĕ Василиса Валериановна. Халĕ вăл пуçламăш классене тата акăлчан чĕлхине вĕрентет. Василиса Егорова ют чĕлхене ăнсăртран суйламан. Мĕн ачаранпах класс ертӳçинчен тĕслĕх илнĕ вăл, вĕрентекен профессийĕ пирки ĕмĕтленнĕ. Çавăнпах 11-мĕш класс хыççăн ăçта каяссинче иккĕленмен.

«Аслă шкула вĕренме кĕнĕ вăхăта лайăх астăватăп. Мана пурте ют чĕлхесен факультетне ăнтăлнăн туйăнчĕ — конкурс питĕ пысăкчĕ. Студент сакки çине лараймасран хăранипе документсене вырăс чĕлхипе литературин факультетне патăм. Вĕренме кĕнисен списокĕнче хушаматăма курсан питĕ савăнтăм», — аса илчĕ учитель. Вăл 1-мĕш курсран пуçласа ăслăлăхпа практика конференцийĕсене хутшăннă, малти вырăнсене йышăннăскер ЧР Президенчĕн стипендине тивĕçнĕ. 2 çултан хăйĕн ĕмĕтне пурнăçланах: ют чĕлхесен факультечĕн студенчĕ пулса тăнă. <...>

Ольга КАЛИТОВА.

♦   ♦   ♦


«Сирĕн пек хĕрарăмпа пĕрлешес килет»

«Алăк юсама пулăшаймастăр-и?» — строительство лавккине пынă Анатолий Токсаровран ыйтнă сутуçăра тăрăшакан Альбина. Çакнашкал сăмахсенчен пуçланнă паллашу часах юратăва куçнă.

Патăрьел районĕнчи Тăрăн ялĕнче пĕр кинемейĕн кивĕ çуртне туяннă Альбина ун чухне килĕнче юсав ĕçĕсем ирттернĕ. Кил-тĕрĕшре ĕçĕ нумай пулнăран ашшĕ пулăшма килкеленĕ. Алăк юсама вăхăт çитсен: «Кунта ăста платник кирлĕ», — тенĕ. Хĕрарăм хăй ĕçлекен лавккана час-часах пыракан Анатолирен пулăшу ыйтма хăюлăх çитернĕ. Тутарстанра çуралнă арçын Патăрьел районĕнчи ялсене калăма çӳренĕ, Альбина тăрăшакан лавккана пырсан унпа яланах калаçнă. Ăста алăллă арçын пĕччен хĕрарăмăн нуши пирки илтсен пулăшма васканă. Алăка юсанă хыççăн чей ĕçнĕ вăхăтра Анатолий ăна чунне уçнă: «Манăн сирĕн пек хĕрарăмпа, пурнăç çыннипе, çемье çавăрас килет». «Ку мăшăра Турă пачĕ», — аса илнĕ Альбина кайран, Анатолипе çемье çавăрсан.

Кил хуçи арăмĕ, 43 çулти Альбина Анатольевна, мăшăрĕнчен 15 çул кĕçĕн. Анчах ку пĕр-пĕрне юратма пĕртте чармасть. Хĕрарăм каланă тăрăх, савнă упăшки аслăрах пулни туйăнмасть те. Альбина та, Анатолий те çемье пурнăçне астивсе курнă. Хĕрарăм пĕрремĕш мăшăрĕпе 8 çул пурăннă хыççăн уйрăлнă. Вăл икĕ хĕрне çавăтса килтен тухса кайнă. Район центрĕнче хваттер тара тытса пурăнаканскере ĕçтешĕсемпе пĕлĕшĕсем сĕнӳ панă: «Хĕрӳсем часах ӳссе йăваран тухса кайĕç, хăвăн кĕтес пулмаллах. Хăвăн кашăку, тирĕкӳ пулĕ…» 14 çул каялла Альбина Анатольевна пĕчĕк хĕрĕсемпе Наталийăпа, Марианнăпа Тăрăнта пурăнма тытăннă.

Çемье çавăрсан Токсаровсем пысăк çурт тума тытăннă. Вырăнти хуçалăхра тăрăшакан Альбинăна ертӳлĕх патшалăх пулăшăвне илме май туса панă. Кил хуçи хĕрарăмĕ пăру пăхаканра 9 çул тăрăшать. Профессипе вăл — повар. Пĕр вăхăт столовăйра апат пĕçернĕ, ку специальноçпа текех ĕçлес темен. Ĕçе ирхи 5 сехетре кайса каçхи 10-ра таврăнни те пулнă. Ака вăхăтĕнче пушшех те час пушанаймастăн. Çемье пуçĕ Анатолий те çак хуçалăхра хуралçăра тăрăшать. Çамрăк чухне ĕç профессийĕсене алла илнĕскер кӳршĕ ялсене ĕçлемешкĕн кайма та вăхăт тупать. <...>

Ирина КОШКИНА.

♦   ♦   ♦


«Пулас мăшăрпа кĕнеке вуланă чухне паллашрăм»

Тивĕçлĕ канăва тухнă Зинаида ХРИСТОФОРОВА-КРАСНОВА нумаях пулмасть ЮТВ телеканал ирттернĕ фестиваль-конкурса çĕнĕ юррипе хутшăнса «Çĕнĕ ятсем» диплома тивĕçнĕ. Зинаидăна çĕнтерӳпе саламланă май чуна уçса калаçрăмăр, пурнăçĕнчи самантсене пĕрле аса илтĕмĕр.

— Зинаида, калаçăва пурнăçри чи кăсăклă самантран пуçлар-и?

— Каçарăр та, ун пеккине тӳрех аса илме çăмăл мар. Чылай самант хăйне евĕрлĕхпе палăрса юлчĕ. Сирĕнпе калаçнă май ачалăхпа çамрăклăх, шкул хыççăн хулана вĕренме кайни, çемье çавăрса ача-пăчаллă пулни куç умне тухса тăчĕç, чуна хумхатса ячĕç. Ачасем çемьеленсе мăнуксемпе савăнтарни маншăн пысăк телей. Пĕр сăмахпа, кашни самант пĕлтерĕшлĕ.

— Апла ачалăхран пуçлар пуль. Эсĕ чăваш çемйинче кун çути курнă.

— Эпĕ 1960 çулхи кăрлач уйăхĕн 30-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. Аннепе атте, Антонина Петровнăпа Сергей Христофорович, мана тата пĕртăвансене тивĕçлĕ воспитани парса ӳстерчĕç. Анне калани халĕ те асра. «Каçхине çуралнă ача тĕксĕм ӳтлĕ, ирхине çут тĕнчене килни вара шурă ӳтлĕ пулать», — тетчĕ. Те ĕненмелле, те çук, анчах ывăлăм Алексей кăнтăрла çуралчĕ, вăл сап-сарă çӳçлĕ, çутă ӳтлĕ. Хĕрĕм Ольга пирĕн çемьене каçхине килчĕ, унăн ӳчĕ шăккалат тĕслĕ.

— Кун пек каланине пĕрремĕш хут илтетĕп…

— Эпир çемьере пиллĕкĕн ӳсрĕмĕр. Эпĕ — тăваттăмĕш ача. Атте-анне урам варринерех ларакан пĕчĕк пӳртре пурăннă. Эпĕ çуралсан ял хĕрринчи çĕнĕ çурта куçнă. Ăна вĕсем хăйсен вăйĕпе çĕкленĕ.

— Ытла та туйăмлă эсĕ, Зинаида. Куçунтан шăпăртатса юхакан куççульне курсан хамăн та чун çемçелчĕ. Эпĕ сана хурлантарас теменччĕ.

— Мĕн тăвас ĕнтĕ, пурнăçăм куç умне тухса тăчĕ. Шел, аттепе анне пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕç. Вĕсем çукки чуна ыраттарать. Мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхса ӳсрĕм. Мана чăх-чĕп пăхма шанатчĕç. Вĕсене пӳрт умĕнчи сип-симĕс курăк çинче кайăксем тытасран сыхлаттăм. Аппа мана алăран тытса 3 çухрăмри шкула илсе каятчĕ. Шартлама сивĕре, кĕçĕннисем вĕренмен чухне, хăйĕн класне илсе кĕрсе парта хушшине лартатчĕ. Тепĕр самант куç умне тухрĕ. Эпĕ 10 çултаччĕ ун чухне, çуллахи каникулччĕ. Урамра тăратпăр. Бригадир мана уя ĕçлеме тухма ирĕк патăр тесе аннене йăлăнтăм. Бригадир куçран тинкерчĕ те: «Питĕ ĕçлес килет тĕк кĕрепле илсе тух та хире пĕрле кайăпăр», — терĕ. Çапла манăн колхозри ĕç кунĕсем пуçланчĕç. Аппа хулана вĕренме кайсан эпĕ, 12 çултискер, ун вырăнне юлтăм, кил хуçалăхĕнчи вак-тĕвек ĕç ман çине тиенчĕ. Сысна амине çăвăрлаттаратчĕç. Çурисене ĕне суса сĕт памаллаччĕ, выльăх-чĕрлĕхе пăхмаллаччĕ, хĕлле аслисем килнĕ çĕре кăмака хутса яшка пĕçермеллеччĕ. Ĕçсене вĕçлесен тин урок тума лараттăм. Анне кӳршĕ ялта сысна ферминче ĕçлетчĕ. Ирхи шуçăмпа тăрса каятчĕ те хĕвел ансан тин таврăнатчĕ. Шеллеттĕм ăна. Сысна пăхасси çăмăл мар. Вăл Çĕрпӳ районĕнчи Кушкăра çуралнă, Красноармейски районĕнчи Çурткассине кач¬ча килнĕ. Атте вăрçă инваличĕ пулсан та кунĕн-çĕрĕн ĕçлетчĕ. Аттене лаша, сурăх, ĕне фермисене хураллама шаннă. <...>

Альбина ЮРАТУ калаçнă.

♦   ♦   


Пысăк шалуллă ĕç вырăнне çемйине суйланă

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă хĕр ĕçлесе пурăнмашкăн Мускава куçнă, анчах 11 çултан тăван тăрăха таврăннă. Мĕншĕн?

Кашниех хĕвел айĕнчи вырăнне шырать, аслă шкулпа сыв пуллашнă çыннăн ĕмĕчĕ вара — тивĕçлĕ, пысăк шалуллă ĕç тупасси. Регионсенче 20 çул каяллахи пекех ĕç сахал, пурри те пурне те çитмест. Нумаях пулмасть çеç студент сакки çинче ларнисен ирĕксĕрех пысăк хуласене кайма тивет. Чылайăшĕ Мускава çул тытать. Анчах унти пурнăç мĕнлерех-ха? Çак хула чăнласах та тарават-и? Кун пирки Çĕнĕ Шупашкарти Ольга Легендăпа калаçрăмăр.

Ольга 2004 çулта ЧПУ пĕтернĕ. Ют чĕлхесен факультетĕнче лингвист-куçаруçă специальноçне алла илнĕскер Мускава куçса кайма ĕмĕтленнĕ. Пысăк хулара ĕçлесе пурăнасси унăн çунатлă ĕмĕчĕ пулнă. Анчах унта никам та кĕтменни, ниçта кайма çукки ăна тăван хуларах юлма хистенĕ. Çавăнпа Ольга Шупашкартах ĕç шырама пикеннĕ. Собеседованисенче «опыт çук» сăмаха темиçе те илтнĕскер пĕлĕшĕсем урлă официаллă мар майпа ĕçе вырнаçнă.

Çулталăкран университетра пĕрле вĕреннисем ăна пӳлĕм тупмашкăн пулăшма шантарса пысăк хулана йыхравланă. Лайăх пурăнма укçа çитменниех ăна чăматанне пуçтарса пуйăса ларма хистенĕ. Тивĕçлĕ ĕç тупма çăмăл килмен. Хĕрĕн ноутбук та, телефонра интернет та пулман. Çавăнпа хаçатсемпе журналсенче ĕç шырама тивнĕ. Пĕр уйăхра путлĕ ĕç тупăнман, «Сирĕн пата шăнкăравлатпăр», — тенине çеç илтме тӳр килнĕ. Тепĕр чухне метроран тухсан çухалса кайнипе собеседование çитейменни те пулнă.

Пĕр уйăх сисĕнмесĕр иртнĕ, укçа-тенкĕ сахаллансах пынă. Ольга малалла мĕн тумаллине пĕлмен. Шăп çак тапхăрта ăна тӳрех икĕ çĕре чĕннĕ. Пикене пысăках мар компание секретарьте ĕçлеме йыхравласан вăл мĕнрен те пулин пуçламалла тесе килĕшнĕ. Ĕçе тухсан икĕ кунран унпа банк ĕçченĕ çыхăннă, ĕçе тухма сĕннĕ. Анчах компанире вăй хума тытăннă Ольгăн ку вырăна пăрахса кайма хăюлăх çитмен. Вăхăт иртсен вăл йăнăш утăм тунине ăнланнă: шалу пĕчĕк, çурри пӳлĕм тара тытнăшăн тата çулшăн тӳлесех пĕтнĕ. Çитменнине, вăл, Шупашкартипе танлаштарсан, 3-4 хут пĕчĕкрех ĕç укçи илнĕ. Çавах пĕрремĕш ĕç вырăнĕнче кăмăла çĕклекен самантсем те пулнă: икĕ эрнеренех ăна, компанире акăлчанла калаçакан пĕртен-пĕр çынна, Китайри Шанхай, Гуанчжоу хулисене командировкăна янă. Вăл пуçласа чикĕ леш енне вĕçнĕ. <...>

Екатерина КУЗИНА.

Материалсемпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.