Комментари хушас

12 Çу, 2021

«Хресчен сасси» 17 (2855) № 12.05.2021

Паттăрсене ĕмĕр пуç таятпăр

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи нумай-нумай çын пурнăçне татнă, кашни çемьене инкек илсе кĕнĕ. Ахальтен мар ăна халĕ те куççульпе аса илеççĕ. Шел те, вăрçа хутшăннă çынсем çулсеренех сахалланса пыраççĕ. Апла пулин те паттăрсене халăх манмастех. Палăртатпăр: пирĕн çĕршыв вут-çулăм хирĕнче 27 млн ытла çынна çухатнă. Çавăнпа та Аслă Çĕнтерĕвĕн хакĕ пирĕншĕн çав тери пĕлтерĕшлĕ.

Çак уява яланах Шупашкарти Çĕнтерӳ паркĕнчи нихçан сӳнми çулăм умне чечексем хунинчен пуçланă. Кăçал та ырă йăлана малалла тăсрĕç. Коронавирус хальлĕхе сарăлма чарăнманнине кура мероприятие санитари йĕркине пăхăнса йĕркелерĕç.

Çар Мухтавĕн монуменчĕ умне ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев чи малтан чечексем хучĕ. Çавăн пекех уява РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Анатолий Аксаков, Леонид Черкесов, Николай Малов, Игорь Моляков, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Альбина Егорова, ЧР Министрсен Кабинечĕн членĕсем, Раççей Геройĕ Евгений Борисов, Афган вăрçин ветеранĕсем, кадетсемпе хула çыннисем хутшăнчĕç. Вăрçăра пуç хунă паттăрсене асăнса халăх пĕр минут шăп тăчĕ.

Аслă Çĕнтерĕве халалланă мероприяти малалла тĕп хулари Республика лапамĕнче тăсăлчĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ савăнăçлă митинга хутшăннисене уяв ячĕпе саламларĕ.

«Хаклă ентешсем, Чăваш Енĕн çыннисем! Хисеплĕ ветерансем, тыл ĕçченĕсемпе вăрçă ачисем! Сирĕн паттăрлăха, хастарлăха пула эпир кăçал Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 76 çул çитнине уявлатпăр, — терĕ Олег Алексеевич. — Ку уяв пурне те пĕрлештерет. Аслă Çĕнтерӳччен 1418 кун йывăр çапăçусем пынă.

Вĕсем Совет халăхĕн паттăрлăхне сăнлаççĕ. Тĕрлĕ наци çынни йышĕнче пирĕн ентешсем те тăшмана хирĕç хастар çапăçнă. Чăваш Енрен 208 пин ытла çын Тăван çĕршыва сыхлама вут-çулăм хирне тухса кайнă. Вĕсенчен çуррине яхăн каялла таврăнайман. 70 ытла çын Совет Союзĕн Геройĕ ятне тивĕçнĕ. <...>

Валентина ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


Паттăрсен ячĕсем - чĕрере

Кăçал Чăваш Енре — Сăрпа Хусан енче окоп чавнисен паттăрлăхне халалланă çулталăк. Паттăр ентешсен манăçа тухнă ячĕсене аса илни, вĕсен ĕçне истори тата çамрăк ăру валли упраса хăварни питĕ пĕлтерĕшлĕ пулăм. Аслă ăру çыннисем пирĕн Шуршăлта та сахал мар. Вĕсем хĕн-хур витĕр тухнă амăшĕсем, аппăшĕсемпе пиччĕшĕсем каласа кăтартнисене астăваççĕ. Эпĕ шăпах вĕсемпе тĕл пулса калаçрăм. Иртнĕ кун-çула аса илме çăмăл пулмарĕ вĕсене.

«Пӳртре шыв пăрланатчĕ»

«Вăрçă пуçланнă чухне эпĕ 7 çулти ача пулнă. Арçынсем фронта кайнине, урамра кашни кунах салтак юрри илтĕннине лайăх астăватăп, — терĕ 1934 çулта çуралнă Алексей Михайлов. — Аттене, аслăрах пулнăран, фронта илмерĕç. Вăл конюхра тăрăшатчĕ, кунĕпех колхозраччĕ. Пĕтĕм ĕç ватă-вĕтĕ, хĕрарăмсем çине тиенчĕ. 1941 çулхи кĕркунне питĕ сивĕ килчĕ, хĕлле пушшех те. Пӳрт пĕренисем шартлатса çурăлатчĕç. Çав кĕркунне ялти нумай хĕрарăма, çамрăка, ватăрах арçынна Карапаш патне окоп чавма ячĕç. Аттепе анне те кайрĕç. Анне Матрена Никитична лумпа çĕр катнă, атте Михаил Павлович лашапа тăпра турттарнă. Эпир, 4 пĕртăван, килте юлнă. Аслăрах аппасем кунĕн-çĕрĕн колхозраччĕ.

Окоп чавнă вăхăтсене анне питĕ хурланса аса илетчĕ. Карапаш пирĕн ялтан аякра, çавăнпа киле таврăнмасăрах ĕçлеме тивнĕ, унтах пурăннă. Кам — çын патĕнче, кам — баракра. «Малтанах çĕр питех шăнманччĕ те çăмăлрахчĕ. Сивĕтнĕçемĕн вăл тарăнрах та тарăнрах шăнма пуçларĕ. Лумпа, пуртăпа пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн чавса кăларма май килетчĕ», — çапларах аса илетчĕ анне. Тăприне наçилккапа, çатанпа йăтнă вĕсем, кĕреçепе ывăтнă.

Çакна тума мĕн чухлĕ вăй кирлĕ-çке! Çитменнине, тӳсме çук сивĕ пулнă. Хырăм выçнине, ывăннине, ӳт-пӳ шăннине пăхмасăр ĕçленĕ. Кашнин план тултармалла пулнă. Тăхăнма ăшă тумтир те пулман. Урана та çăпата анчах сырнă. Апат-çимĕç енчен колхоз пулăшнă, кăштах кĕрпе, какай, çĕр улми панă. Нумайăшĕ чăтайман, чирленĕ, вилекен те пулнă. Уйрăмах 16-17 çулсенчи хĕрсене, салтак шутне кĕреймен каччăсене йывăр килнĕ. Кăкăр ачисене киле хăварнă хĕрарăмсене пушшех те. Кил-çуртра кам та пулин ватти пур тăк нимĕн пăхмасăр окоп чавма илсе кайнă. Ку сăмахсене аннерен пĕрре мар илтнĕ. Эпир те, килте юлнисем, нушаллă пурăннă ун чухне. Хутма вутă çукчĕ, çатрака пуçтарма çӳренĕ. Кĕрт тăрăх ашса Ахтан, Сысăл вăрманĕсене кайнă çынсем. Пӳртре сивĕ пирки кăмака çинче çывăраттăмăр. Ирпе тăнă çĕре шыв шăнса ларатчĕ.

Пĕррехинче анне чирленĕ те ăна киле янă. Анчах ун вырăнне хĕр шутне те кĕмен аппана илсе кайрĕç. Çын вырăнне çын тупса ямалла пулнă. Ял советĕнчен тĕрĕслесех тăнă. Каччăсене 18 çул тултарсан тӳрех вăрçа ăсатнисем те пулнă. Пирĕн урамри Хĕлип Ваççине çапла калатчĕç. Çамрăкскер окоп чавнă çĕрте бригадирта ĕçленĕ». <...>

Алевтина ПЕТРОВА-ПИРОГОВА.

Сĕнтĕрвăрри районĕ, Шуршăл ялĕ.

♦   ♦   


Кĕрлерĕ вăрçă, çунчĕ çĕр…

Вăрçă… Мĕнле хăрушă та хаяр çак сăмах. Аслă ăрури çынсем хăйсен пурнăçĕнче мĕн кăна курман, анчах йывăр пулсан та пуç усман. Шел, вĕсен йышĕ çулсеренех чакса пырать. Акă Патăрьел районĕнчи Сăкăт ялĕнче те тискер çак вăрçа хутшăннисенчен халĕ пĕр çын çеç пурăнать. Вăл — Мария Никифорова Артамонова]. Ялта ăна пурте «почта Маюк аппа» теттĕмĕр, мĕншĕн тесен вăл çыхăну уйрăмĕнче ĕçлетчĕ.

«Аса илсен куççуль тухать»

Мария Николаевна 1922 çулта çут тĕнчене килнĕ. Малтанах — вырăнти çичĕ класлă, каярахпа Шăнкăртамри вăтам шкулта вĕреннĕ. Унта пĕлӳ илме виçĕ çул çӳренĕ. Хĕрĕн малаллахи ĕмĕчĕ вара медицина училищине вĕренме кĕресси пулнă. Анчах вăл пурнăçланайман, ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи татнă.

«Атте мана тухтăра вĕренме ярасшăнччĕ. Анчах вăрçă вăхăтĕнче ăçта унта хулана каясси?! Çавăнпа шкултан вĕренсе тухнă хыççăн эпир, тăватă хĕр, райцентра ĕç шырама кайрăмăр. Мана почтăна ĕçе илчĕç. Çĕрле 12 сехетрен пуçласа ирхине 8-ччен 100-мĕш номерлĕ коммутатор умĕнче ларма тиветчĕ, унтан тĕп ĕçе куçарчĕç», — аса илет çав вăхăта Маюк аппа.

Хура кĕркунне çĕршыв пысăк хăрушлăха кĕрсе ӳкнĕ — фашистсем Мускав патне çывхарнă. Çавна май нимĕç çарĕсемпе танкĕсене чарма Сăрпа Хусан тăрăхĕсенче хӳтĕлев чиккисем тума палăртнă. Çак ĕçе пурнăçлама 17 çултан аслăрах мĕн пур çынна явăçтарма шут тытнă. Унта Маюк та хутшăннă.

«Çав çулхине хĕл питĕ ир килчĕ. Сивĕсем çитсен мана та районти комсомолецсен пĕр ушкăнĕпе окоп чавма ячĕç. Эпир Улатăр тĕлĕнчи Сăр шывĕн тепĕр çыранĕнче ĕçлеттĕмĕр. Мана тата хамăр ялти Укапи Клавдийĕпе иксĕмĕре унччен Кувакин районне кĕрекен Кладбищи /1962 çултанпа Междуречье/ ялне вырнаçтарчĕç. Ир-ирех тăрса мĕн çĕрлеччен çĕр пӳртсемпе траншейăсем чаваттăмăр. Алăра — лум тата кĕреçе. Хăшĕсем катмаксемпе шăннă çĕре кататчĕç. Çав виçĕ ĕç хатĕрĕсĕр пуçне урăх техника пулман. Ывăннăран ураран ура иртместчĕ. Чи хăрушши вара — чăтма çук сивĕ пулни. 40-45 градуса çитетчĕ. Мĕн чухлĕ çамрăк çын шăнса хĕне каймарĕ пулĕ çав вăхăтра! Аса илсен куççуль тухать, — иртнине куç умнее кăларчĕ кинемей. — Теприсен тăхăнмалли ăшă тум та пулман. Çӳхе кĕпе-йĕм ӳт çумне пăрланса ларатчĕ. Çапах чăтнă, çĕнтерĕве çывхартатпăр тесе хамăра хамăр йăпатнă».

1942 çулта Мария Николаевнăна çар ретне илнĕ. Акă мĕнле аса илет вăл çав вăхăта: «Апрелĕн 11-мĕшĕнче манна районти çар комиссариатне чĕнтерчĕç. Çурчĕ пирĕн почтăран инçе марччĕ.

Унта яланах салтака каякансен хурлăхлă юррисем илтĕнетчĕç. Çар комиссарĕ патне кĕтĕм. Фронтра лару-тăру питĕ йывăр пулнине, çавăнпа хĕрсене çара илмелли саккун тухнине пĕлтерчĕ вăл. Çавăнтах мана виçмине вăрçа кайма повестка тата комсомол райкомĕн путевкине тыттарчĕç…»

Маюка ăсатма ял вĕçĕнчи мăкаçей кĕлечĕ патне Сăкăт ял халăхĕ йышлăн пухăннă, чылайăшĕ ĕсĕклесе йĕнĕ. 19 çула кайнă имшеркке хĕр каялла ырăсывă таврăнасси иккĕлентернĕ вĕсене. Сăкăтран вăрçа тепĕр хĕр Елизавета Пирогова хутшăннă. <...>

Роза ПАВЛОВА, Николай ЛАРИОНОВ.

Патăрьел районĕ.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.