Субсиди тĕш тырă туса илессине вăй парĕ
Тĕш тырă культурисен производителĕсен тăкакĕсен пĕр пайне республика бюджетĕнчен субсиди парса саплаштарас ыйтупа Министрсен Кабинечĕн юнкунхи ларăвĕнче Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов доклад турĕ.
Тĕллев — тырă туса илессине ӳстересси. Саплаштару виçи тĕш тырă çитĕнтерме янă тăкаксен 50% таранах пулма пултарать. Çакă тырă экспортне йĕркелемелли механизма çирĕпетме те пулăшĕ. Сергей Геннадьевич палăртнă тăрăх, 2021 çулта асăннă субсидие республикăри 500 ытла ял хуçалăх предприятийĕ илме пултарĕ.