Комментари хушас

9 Çу, 2021

Пуç таятпăр сире яланах

Тăван çĕршывĕн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 76 çул çитрĕ. Вăрçă нумай-нумай çын пурнăçне татнă. Кашни çемьене инкек илсе кĕнĕ. Ахальтен мар ăна халĕ те куççульпе аса илеççĕ. Ҫав хаяр вăрçа хутшăннă çынсем çулсеренех сахалланса пыраççĕ. Апла пулин те паттăрсене халăх манмастех.

Паян Шупашкарти Çĕнтерÿ паркне чылай çын пухăнчĕ, ватти-вĕтти ĕмĕр сÿнми çулăм еннелле утрĕ. ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев  та Çар Мухтавĕн монуменчĕ умне чечексем хучĕ. 

Фаина Шишкина:

- Кашни çулах хутшăнатăп уява, мăнуксене те илсе килетĕп. Палăк умне чечексем хуратпăр, аттене - Борис Шишкина - аса илетпĕр. Телее, вăл вăрçăран таврăнчĕ.

www.hypar.ru Валентина Петрова сăн ÿкерчĕкĕсем