Комментари хушас

29 Ака, 2021

Тантăш № 16 (4735) 29.04.2021

Алă çупни хавхалантарать

Пĕтĕм Раççейри «Хрусталь çăлтăрсем» фестиваль-конкурс — право сыхлавĕн тата патшалăх тытăмĕн ытти ĕçченĕсен пултаруллă ачисене хавхалантаракан проект. Нумаях пулмасть Шупашкарта та асăннă пултарулăх ăмăртăвĕ иртнĕ. Унта И.Я. Яковлев ячĕллĕ Элĕк шкулĕнче 6-мĕш класра ăс пухакан Карина Григорьева çĕнтерӳçĕ ятне тивĕçнĕ. «Вокал» номинацире палăрнăскер Чăваш Ен чысне Раççей шайĕнче хӳтĕлеме хатĕрленет.

Тĕлĕнсе итленĕ

— Пĕчĕк чухне килте пĕрмай юрласа çӳренине ас тăватăп, çавăнпах 2-мĕш класра вĕреннĕ чухне аслисене кружока яма ыйтрăм. Атте-анне хирĕçлемерĕç. Хулан çĕнĕ кăнтăр районĕнчи ача-пăча пултарулăхĕн çуртне çӳреме тытăнтăм, — калаçăва пуçларĕ хĕрача.
Григорьевсем ун чухне Шупашкарта пурăннă, аслă хĕрĕ 3-мĕш класа каймалла чухне çемье Элĕке куçнă. Карина ыйтнипе амăшĕ ăна вырăнти ачапăча ӳнер шкулне илсе кайнă. Уçă сасăллăскерне фольклор уйрăмне илнĕ.

— Хĕрĕм вăхăта усăллă ирттерет, çакă çителĕклĕ тесе шухăшлаттăм. Пĕррехинче Карина мана концерта йыхравларĕ. «Анне, эпĕ мĕнле юрланине курма кил-ха», — терĕ. Унăн кăмăлне хуçас темерĕм, ача чĕнет — каймалла. Карина юрланине пĕрремĕш хут илтрĕм ун чухне, тĕлĕнтĕм, — хĕрĕн пултарулăхĕпе епле паллашнине куçĕ умне кăларчĕ Венера Рашидовна.

Ӳнер шкулне Карина эрнере 3 хут çитет. Унта ачасем Алина Михайлова вĕрентекен ертсе пынипе юрлама кăна мар, балалайка тата фортепиано калама хăнăхаççĕ. Пултаруллă ачасен «Шевле» ансамблĕ — районти тата республикăри чылай мероприятин хăни. Чăваш тата вырăс юррисене шăрантаракансем музыка инструменчĕсем каласа конкурссенче пĕрре мар мала тухаççĕ. Каринăна нумай чухне юрă пуçлама шанаççĕ. Хуларан куçса килнĕскерĕн вырăслисем лайăх пулаççĕ, чăвашлисене вăл ушкăнпа шăрантарать.

— Эпĕ сцена çине «Рассыпала Маня бобы», «Кнопочки баянные», «Березы» юрăсемпе ту хатăп. Пуринчен ытла мана пĕрремĕшĕ кăмăла каять, ун па чылай конкурса хутшăнтăм, ятарлă костюм та çĕ леттертĕмĕр.

«Хрусталь çăлтăрсем» фестивальре ăнах шăрантартăм, 13-16 çулсенчи ачасен хушшинче 1-мĕш пул тăм. Манăн юрă концерт программинче юлаш киччĕ, халăх умне тухиччен ытти ачана сăнарăм, вĕсен йăнăшĕсене тишкертĕм. <...>

Вера ШУМИЛОВА.

♦   ♦   


Аслă вĕрентекене халалласа

Акан 19-25-мĕшĕсенче Шупашкарти 2-мĕш вăтам шкулта Чăваш чĕлхи эрни иртрĕ. Пуçламăш классенчи ачасем «Эпĕ чăваш ачи» сăвва илемлĕ вулакансен конкурсне хутшăнчĕç. Саша Иванкин тата Варя Симендеева чи маттуррисем пулчĕç.

«Мĕнле илемлĕ чăваш юрри!» класс тулашĕнчи конкурсра Юлианна Рубцова тата 4-мĕш класра вĕренекенсем хăйсен ăсталăхне кăтартрĕç.

7-мĕшсем «Чăваш Енĕн паллă çыннисем» /«Известные люди Чувашии»\ темăпа презентацисем хатĕрлерĕç. Лекторсен ушкăнĕ пуçламăш классенчи ачасене чăваш халăхне çутта кăларнă Иван Яковлев пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа кăтартрĕ. Кунсăр пуçне Корней Чуковский ячĕллĕ çамрăксен библиотекинче Лидия Сарине çыравçăпа тĕлпулу иртрĕ. <...>

Роза ОСИПОВА, чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ.

♦   ♦   ♦


О профессии военного журналиста

Председатель Общественного совета при Чувашском линейном отделе МВД России на транспорте Родион Архипов встретился с кадетами школы № 14 имени генерал-майора милиции В.А. Архипова города Чебоксары. Родион Константинович является военным корреспондентом, поэтому не понаслышке знает о профессии военного. Собравшимся ребятам было интересно послушать приглашенного гостя, так как многие из них мечтают связать свою жизнь со служением своей родине.

Свое выступление общественник начал с разговора о здоровом образе жизни и о том, как в будущем могут пригодиться закалка характера, выносливость, сила и мужество. Также он сделал акцент на том, что воспитывать все эти качества необходимо с детства, уделяя должное внимание физической подготовке. Родион Константинович рассказал ребятам и о сложных интересных ситуациях, с которыми ему и другим журналистам приходилось сталкиваться во время работы.

Общественник также рассказал о необходимости изтом, молодым людям вдохновляться примерами своих выдающихся соотечественников. На встрече прозвучали имена прославленных уроженцев Чувашской Республики: Герой России генерал-лейтенант авиации Николай Гаврилов, генерал-майор милиции Всеволод Архипов, дважды герой Советского Союза и третий человек в космосе Андриян Николаев и другие. <...>

Ирина ВАСИЛЬЕВА, инспектор направления по связям со СМИ Чувашского ЛО МВД России на транспорте.

♦   ♦   ♦


Кивĕ хут пуçтартăмăр

Шкулсенче «Киноуроксем» проект старт илнине пурте пĕлеççĕ. Ăна Чăваш Енре те хапăлласах йышăнчĕç. Эпир те класс сехечĕсенче пăхса тухрăмăр.

Проектпа килĕшӳллĕн вĕренекенсем республикăра кĕске фильмсем ӳкерме пулăшас тесе кивĕ хут пуçтараççĕ тенине илтсен пирĕн шкул ачисем те айккинче юлмарĕç. Пурте яланхи пекех хастар пулчĕç. «Йывăç касни тавралăха сиен кӳрет. 1 тонна хут хатĕрлеме 24 йывăç каять, 250 тонна шыв пĕтет. Шкулта вĕреннĕ чухне эпир те çакăн евĕрлĕ ăмăрту ирттереттĕмĕр. Паллах, эпĕ те унта хутшăнаттăм, килтен кивĕ хут илсе килсе параттăм», — палăртрĕ класс ертӳçи Татьяна Васильевна. Кăçал та çак мероприяти шкулта хĕрӳ иртрĕ. Вĕренекенсем икĕ тонна ытла кивĕ хут пуçтарчĕç. Уйрăмах иккĕмĕшпе виççĕмĕш класс ачисем хастар пулчĕç. <...>

Юлиана БОГАТЕЕВА, 7-мĕш класс.

Хĕрлĕ Чутай районĕ, Мăн Этмен шкулĕ.

♦   ♦   ♦


Информаци сехечĕ иртрĕ

Нумай пулмасть Чăваш халăх писателĕ Юхма Мишши 85 çул тултарчĕ. Çавна май пирĕн шкулта информаци сехечĕ иртрĕ. Вĕренекенсем Юхма Мишшин пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе паллашрĕç.

Унăн хайлавĕсенчи сăнарсем — çунатлă, пуян шухăш-ĕмĕтлĕ, паттăр та хăюллă, Тăван çĕршыва юратакан çынсем. Чăваш халăхĕн иртнĕ пурнăçне, хальхи ĕç-хĕлне, унăн пуласлăхне çутатса пама тăрăшаççĕ вĕсем. Юхма Мишши тĕрлĕ жанрпа ĕçлет. Ачасем валли те чылай сăвă-калав, повеç, пьеса çырать. Кулăшла питлев жанрĕ те ют маар уншăн. Михаил Николаевичăн истори темипе çырнă кĕнекисенчен чи паллăраххи — «Мускав çулĕ». Унта халăх çĕкленĕвне, çичĕ юта çĕнтерес патриотла ĕмĕтне анлă кăтартса панă. <...>

Алевтина ГОЛОВИНСКАЯ, 7-мĕш класс.

Улатăр районĕ, Кивĕ Эйпеç шкулĕ.

Материалсемпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.