Комментари хушас

27 Ака, 2021

«Хыпар» 44 (27777) № 27.04.2021

Эсир туяннă тавар суя мар-и?

Халĕ чылай продукцие маркировкăсăр сутма юрамасть

РФ Правительствин хушăвĕпе 2024 çул тĕлне Раççейре куллен усă курма туянакан мĕн пур таварăн маркировка тытăмĕ туллин йĕркеленсе çитмелле. Çак меслетпе çĕршывра контрафактран хăтăлма тĕллев лартнă.

Кĕрешӳ пуçланчĕ

Раççейри лавккасенче питĕ нумай суя тавар сутăнать. Контрафакт туса кăларакансем лицензи илмеççĕ, налук тӳлемеççĕ. Вĕсен производствине те, чĕр тавар пахалăхне те, хатĕр тавар çаврăнăшне те тĕрĕслесе тăма май çук...

Патшалăх контрафактпа 2005 çултах çине тăрса кĕрешме пуçларĕ. Чи малтанах çак юхăм алкоголь продукцине пырса «перĕнчĕ». Спирт хутăшĕсен пахалăхне тĕрĕслесе тăма акциз маркисене вăя кĕртрĕç. Раççейре туса кăларнă е çĕршыва чикĕ леш енчен илсе килнĕ кашни кĕленчене ятарлă код çырнă хут çыпăçтарма, ун тăрăх суту-илӳ çаврăнăшне кĕрекен эрехпе çыхăннă мĕн пур информацие яваплă ведомствăсене пĕлтерсе тăма пуçларĕç. Çапла майпа патшалăх спирт продукцийĕн производствине сăнассине «хăйĕн аллине» илчĕ: çулталăкра çĕршывра мĕн чухлĕ алкоголь туса кăларнине, ют патшалăхсенчен илсе килнине уççăн пĕлсе тăма пуçларĕ. Анчах ку меслет тухăçлăхне ытлашшиех кăтартмарĕ. Кăшт вăхăтран акă мĕн палăрнă-ха: эрех-сăра туса кăларнинчен ытларах сутăнать иккен. Апла тăк çĕршывра контрафакт пурпĕр сыхланса юлнă...

2015 çулта суя тавара сутлăха кăларассине чарассине вăйлатма ятарлă саккун кăларма тивнĕ. Унпа килĕшӳллĕн лавккасенче тавара йышăннă тата сутнă чухне кассирсемпе сутуçăсен алкоголь продукцийĕн ятарлă штрих-кодне «вуламалла». Çапла майпа таварпа çыхăннă информаци алкоголь рынокне сăнаса тăракан ведомствăна каять. Капла хăш лавккара мĕнле кĕленче сутнине курма пулать. Çак çĕнĕлĕх спирт производствин тата çаврăнăшĕн тытăмĕнчи преступленисене 20 процента яхăн чакарма май панă.

Раççейре алкогольпе суту-илӳ тума лицензи илмелле. Атă-пушмака, тумтире, фототехникăна сутма вара çак документ кирлĕ мар. Анчах кун йышши таварсен хушшинче те контрафакт час-часах тĕл пулать. Унпа мĕнле кĕрешмелле? Çак кĕрешӳре, влаç шухăшланă тăрăх, таварсен маркировки пулăшма тивĕç.

Хальхи вăхăтра маркировка чылай тавар тĕлĕшпе сăнав шайĕнче пулса пырать пулсан 2024 çул тĕлне, РФ Правительствин хушăвĕпе, Раççейре таварсен маркировкин тытăмне туллин йĕркелесе çитермелле. Икĕ-виçĕ çултан çĕршывра туса кăларакан, сутакан, чикĕ леш енчен илсе килекен мĕн пур таварăн идентификаци палли пулмалла. Ку тытăм, тĕрĕссипе, çĕршывра ĕçлеме пуçланă кăна мар, тухăçлăхне кăтартма та ĕлкĕрнĕ. Хальхи вăхăтра, сăмахран, эмелсене, пируса, духисене, автомашина шинисене, тумтире, атă-пушмака, фотокамерăсене, хаклă тиртен çĕленĕ кĕрĕксене тата ытти хăш-пĕр тавара маркировкăсăр сутма юрамасть. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА.

♦   ♦   ♦


Хамăр республикăри аслă шкулсенчех вĕренччĕр

Кĕçех шкулсенче экзаменсен тапхăрĕ пуçланĕ, ун хыççăнах институт-техникумра йышăну кампанийĕ иртĕ. Кăçал аттестат илекенсен пĕр пайĕ вĕренме аякри хуласене каять.

Республикăри аслă шкулсем те абитуриентсемшĕн кĕрешме хатĕр: вĕсенче пур енлĕн аталанма майсем туса панă тата çамрăк специалистсене диплом илсен ĕçпе тивĕçтерме шантараççĕ. Ку енĕпе Чăваш Ен Правительстви те пулăшать.

Республикăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн программине промышленноç отрасльне вăйлатмалли тата çынсен пурнăç условийĕсене лайăхлатмалли тĕллевсене кĕртнĕ. Çак ĕçе ăста специалистсемсĕр, паллах, пурнăçа кĕртме çук. Ку шухăша ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев та палăртнă. Хальхи вăхăтра предприятисем кирлĕ специалистсем пирки аслă шкулсене пĕлтерсе тăраççĕ, вузсем вара ыйтнине тивĕçтерме майсем шыраççĕ. Çапла майпа чăваш çамрăкĕсен хамăр патри аслă шкулсенче вĕренсех тăван тăрăхра хăйсен вырăнне тупма пулать.

Вĕрентӳ министрĕ Алла Салаева пĕлтернĕ тăрăх, 2020 çулта 1050 педагог кирлĕ пулнă, анчах аслă шкулсем 638 специалиста кăна вĕрентсе кăларнă. 538 инженерпа тивĕçтерме ыйтнă, анчах пĕлтĕр 246 çамрăк кăна ку енĕпе диплом илнĕ. Медицинăра, цифра технологийĕсен сферинче специалистсем çитмеççĕ, экономикăпа социаллă сферăра та кадрсем кирлĕ. Çавăнпа диплом илнисем кăçал та ĕçсĕр юлмĕç.

— Культура, вĕрентӳ, сывлăх сыхлавĕ çултан-çул çĕнелсе пыраççĕ, учрежденисем хальхи йышши технологисемпе пуянланаççĕ. Виртуаллă куравсем, çĕнĕ форматлă библиотекăсем ĕçлеççĕ… Пысăк предприятисенче электротехникăпа инженери специалисчĕсем пĕрмаях кирлĕ пулĕç. Вĕсенче пысăк ĕç укçи сĕнеççĕ, — ăнлантарать Алла Леонидовна.

Пирĕн инженерсем федераци тата тĕнче шайĕнче пурнăçламалли проектсене хатĕрлеççĕ. Калăпăр, Сколковăри электричество подстанцине чăваш специалисчĕсем тунă, пуйăсри кипятильниксем те — ентешсен.

Республикăри учрежденисем те шкулсемпе çыхăну йĕркеленĕ. 49 шкул IT-кластерлă предприятисемпе килĕшӳ тунă, 45 шкул — электротехника организацийĕсемпе. Шкул ачисем ятарлă лабораторисенче ăсталăха аталантараççĕ, предприятисен производствисемпе тата ĕç условийĕпе паллашаççĕ. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


Инна НИКОНОРОВА: Икĕ-виçĕ çултах çÿп-çапа уйăрса пуçтарма хăнăхтараймăн

Çут çанталăка упрас ĕçе 1845 çулта йĕркеленнĕ Вырăс географи обществи пысăк тӳпе хывать. Пĕрлешӳ хастарĕсем çĕршыв территорине, унта пурăнакан халăхсен пурнăçĕпе йăли-йĕркине тĕпчеççĕ. Обществăн Чăваш Енри уйрăмĕ мĕнле ĕçсем пурнăçлать? Кун çинчен унăн ертӳçи Инна Никонорова каласа кăтартрĕ.

— Тăван тавралăх пуянлăхне курмасăр ăна юратма çук. Çын хăй пурăнакан çĕрĕн уйрăмлăхĕсене пĕлсен кăна ăна упрама тăрăшать. Çут çанталăка сыхлас енĕпе ĕçлетпĕр, халăх культурипе этнографине тĕпчетпĕр, çамрăксене пĕлӳ паратпăр, экспедицисем ирттеретпĕр. Общество йышĕнче республикăри паллă çынсем те пулнă: Василий Димитриев историк, Геннадий Корнилов чĕлхеçĕ, Петр Денисов этнограф, Петр Сидоров экономист, тĕрлĕ çĕрте ĕçлекенсем, çут çанталăка юратакансем, тавра пĕлӳпе интересленекенсем тата ыттисем. Анчах иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче общество саланнă. 2006 çулта Чăваш патшалăх университечĕн географĕсем пуçарнипе обществăна тепĕр хут чĕртсе тăратнă. Унăн пĕрремĕш ертӳçи географи наукисен докторĕ Юрий Архипов пулнă.

— Инна Витальевна, çут çанталăкпа тавралăха упрас енĕпе общество мĕн тăвать?

— Пирĕн çĕршывра пĕрремĕш заповеднике йĕркелемешкĕн географи обществи нумай тăрăшнă. 1912 çулта çут çанталăка упрассипе ĕçлекен комисси туса хунă. Çав тапхăртанпа пирĕн çĕршывра чылай çĕрте заповедник уçрĕç. Анчах совет союзĕнче çут çанталăка хӳтĕлессипе çыхăннă ыйту иккĕмĕш вырăна юлнă. Çавăнпах пулĕ чылай чĕр чунпа ӳсен-тăран çухалнă, Хĕрлĕ кĕнеке хулăнланса пынă, техногенлă инкексем пулнă. Паянхи кун та сайра тĕл пулакан чĕр чунсемпе кайăксене упраса хăварас тĕллевпе нумай ĕçлеççĕ. Географи обществи тĕрлĕ проекта пурнăçа кĕртмешкĕн грантсемпе тивĕçтерет. Акă «Сăрçи» заповеднике йăпара (выхухоль) (ăна Хĕрлĕ кĕнекене кĕртнĕ) ĕрчетмешкĕн укçа уйăрса панăччĕ. Вĕсем пирĕн тăрăхра упранса юлнă. Ачасемпе студентсен пĕлĕвне ӳстерес тĕллевпе 2015 çултанпа «Географи диктанчĕ» акци ирттерме тытăнтăмăр. Унта тĕрлĕ çĕршыв çыннисем хутшăнаççĕ, вырăс, акăлчан, нимĕç, француз чĕлхисемпе çыраççĕ. Унччен диктантăн ыйтăвĕсене ученăйсем хатĕрленĕ тĕк кăçалтан пур çын та ыйту пама пултарать. Çав тĕллевпе ятарлă конкурс пуçартăмăр. Ыйтусен йышне пирĕн республикăпа çыхăннисем те кĕрĕç. 10 çул каялла республикăра геотурнир ирттерме пуçларăмăр. Унта тĕрлĕ мелпе хутшăнма пулать. Кăçал кадетсен геотурнирне йĕркелерĕмĕр, çар географийĕпе, картографипе, топографипе çыхăннă ыйтусем пулчĕç. Çул çӳревпе экспедицисене наукăшăн тунă паттăрлăхпа танлаштарас килет. Çул çӳревçĕсен çар çынни пек хăюллă, чăтăмлă пулмалла. Нумай кĕнеке кăлараççĕ. Вĕсен йышĕнчи чи пысăк ĕç — Чăваш Республикин экологи энциклопедийĕ /унăн тĕп редакторĕ — ЧР тава тивĕçлĕ экологĕ Федор Карягин/. Питĕ пуян та пĕлтерĕшлĕ кĕнеке вăл. Кунашкалли ытти регионта çук. Экологи ыйтăвĕпе слетсем йĕркелетпĕр. Ача-пăча лагерĕсенче профильлĕ сменăсем ĕçлеççĕ. Унта чи пултаруллă ачасене кăна йышăнаççĕ. Çамрăксем наци паркĕпе заповедниксен çумĕнчи наука шкулĕсенче ăсталăха аталантараççĕ. ЧПУран вĕренсе тухнă Дмитрий Якимович Китайра иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери географи шкулне хутшăннăччĕ. Ыттисемпе пĕрле тавралăха çӳп-çапран тасатма тухатпăр. Географи обществи çумĕнче çамрăксен клубĕ пур. Унта 18 çула çитмен яшсемпе хĕрсем çӳреççĕ. Ăна Елена Никитина ертсе пырать. Вĕсем валли квестсем, олимпиадăсем, геотурнирсем, тĕрлĕ акци йĕркелетпĕр. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


Мунча хутсан кÿршĕри ватăсене çăвăнтарса кăларнă

Комсомольски районĕнчи Асанкассинче çуралса ӳснĕ, ĕмĕрне унтах ирттерекен Александра Белкова хĕр чухнехи хушамачĕ Уткина кăçалхи çĕртме уйăхĕн 17-мĕшĕнче 100 çул тултарать. Атăл тăрăхĕнче выçлăх алхаснă çул çут тĕнчене килнĕскерĕн кун-çулĕ вăрăм, кăмăлĕ савăк, ачисем пархатарлă пулнин вăрттăнлăхĕ мĕнре-ши?

Ырă ырăпа…

Кĕçĕн хĕрĕн Татьянăн шухăшĕпе, çакă амăшĕ ытармалла мар ырă çын пулнипе çыхăннă. Никама та усал туман, унран та ытларах — сунман та. Хăй пултарнă таран пурне те пулăшма тăрăшнă. Мунча хутсан кӳршĕри ватăсене çăвăнтарса кăларнă, ĕне сусан ăшă сĕтпе сăйланă. Пысăк ĕçсене яланах пĕрле пурнăçланă. Ватăсенчен кашнинчех тав тата пил сăмахĕсем кăна илтнĕ. Татьяна Егоровнăн шухăшĕпе, çав сăмахсем Турă патне çитнех. Халĕ Александра Белкова хăй те ачисене, мăнукĕсене, вĕсен ачисене тата ял-йыша пехиллет. Ахальтен мар халăхра: «Ырă ырăпа таврăнать», — теççĕ çав.

Александра Егоровна çемьере чи асли пулнă, пысăк та туслă йышран — йăмăкĕсемпе шăллĕсенчен — паян вăл кăна юлнă. Аса илӳпе вара кулленех таврăнать вĕсем патне, йывăр, çав вăхăтрах тĕлĕнмелле илĕртӳллĕ ачалăха тата нихăçан асран тухман çамрăклăха. Çул çитменнине пăхмасăр уй-хирте вăй хунă: çум çумланă, тырă вырнă, авăн çапнă, ашшĕпе юнашар вăрман каснă тата ытти ĕçе пурнăçланă. Каçхине вара ывăнни таçта кайса кĕнĕ — ял ачисемпе, çамрăкĕсемпе пĕрле урама тухнă, вăйă картине тăнă. Çакăнтах пулас мăшăрĕпе, хăйсен ялĕнчех çуралса ӳснĕ Егор Белковпа, паллашнă. 1940 çулта, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи тухас умĕн, вĕсем çемье чăмăртанă. Александра ун чухне 19 çул тултарнă. Якурсен те ача-пăча йышлă пулнă, çапах çамрăксем ватăсемпе пĕр пӳртрех пурăннă. Егор Сергеевич милицире ĕçленĕ, çавăнпа ăна вăрçа илмен, бронь панă, анчах çамрăк арçын 1942 çулта фронта хăй ирĕкĕпе тухса кайнă. Пĕтĕм ĕç хĕрарăмсем çине тиеннĕ: вăкăрсемпе суха тунă, вăрман каснă, алса-нуски çыхса фронта ăсатнă… Çамрăк арăм, йывăр çын юлнăскер, мăшăрĕ тата пулас пепки пирки шухăшласа кашни каç пуç айĕнчи минтере куççульпе йĕпетнĕ, вĕсене таса сывă упрамашкăн Турăран пулăшу ыйтнă.

Пурăнас кунĕ пулнах

Ĕмĕтленни пурнăçланнă: упăшки çапăçусенче икĕ хутчен аманнă, контузи илсе çур çул госпитальсенче сипленнĕ хыççăн тăван ялне таврăннах. Килте ăна кĕтсе илнисен йышĕнче вĕсен пĕрремĕш пепки Зина та пулнă. Тамăк авăрĕнчен хăтăлса чи çывăх çыннисем патне çаврăнса çитнĕ пулсан та Егор Сергеевич çын ретне кĕресси пирки чылайăшĕ иккĕленнĕ. Арçыннăн çăвар уçса икĕ-виçĕ сăмах калама та халĕ çитмен. Çапах пурăнас кунĕ пулнах, ура çине тăнă кăна та мар, вăрçа пула юхăннă хуçалăха çĕклеме хутшăннă, вырăнти колхоза чылай вăхăт ертсе пынă, производствăра ĕçленĕ. Çемйи те хушăнсах пынă, Зина хыççăн тата сакăр ача — виçĕ ывăл пилĕк хĕрача — çут тĕнчене килнĕ. Калама кăна вĕт: çемьере ачасемсĕр пуçне тата ватăсем те пулнă. Вĕсене пурне те тăрантарма, пĕçерсе çитерме Александра Егоровнăн мĕн чухлĕ апат-çимĕç хатĕрлеме тивмен-ши? Кусем — килти ĕçсем. Колхозра та вăй хунă — уй-хирте тăрăшнă, ферма заведующийĕнче ĕçленĕ, шкулта техничка пулнă, çав вăхăтрах классенчи кăмакасене те хăех хутса, шкул çумĕнчи пахчана тирпейлесе тăнă. Унăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ — 40 çул. Унсăр пуçне ĕнине кĕтĕве вăрмана çӳретнĕшĕн вăрман хуçалăхне тĕрлĕ ĕçпе пулăшма тивнĕ: йĕкел пуçтарса панă, йывăç лартма хутшăннă… Паллах, çак ĕçсене ачисене те явăçтарнă-ха.

Ял çинче мĕн пĕчĕкрен сумлă, ĕçчен пике шутланнăскер камăн пысăк ĕç тумалла — пулăшма çӳренĕ. Кӳршĕ-аршă хăна пухма шухăш тытсан уява хатĕрленмешкĕн Александрăна явăçтарнă. Сăра вĕретме питĕ маçтăр, апат-çимĕçне тутлă пĕçерме ухата пулнă. <...>

Надежда СМИРНОВА.

♦   ♦   ♦


Ăсчах ятне тивĕçлипе чысласчĕ

Ыйтăвĕ ку çĕнĕ мар. Вăхăт-вăхăтăн вăл тĕрлĕ сăлтава пула политика сĕмĕпе, тăванĕсем çине тăнипе, пытару вырăнне е масара пĕтерме йышăннипе, вил тăприсене тирпейлеме май çуккипе, тепĕр чухне пиар тăвас тĕллевпе те вил тăприсене куçарас йӳтĕм сиксе тухать.

Çеçпĕл Мишши вил тăприне Украинăри Остертан Шупашкара куçарасси пирки ыйту хускалсан ăна Чăваш наци конгресĕнче пысăк йышпа ятарласа пăхса тухрăмăр, çырупа хурав патăмăр. /«Канлĕ выртăр, асран кайми тăвансем. Çеçпĕл вил тăприне упрасси пирки» /«Хыпар», 1998, чӳк уйăхĕн 28-мĕшĕ; «Самар ен», 1998, раштавăн 5-мĕшĕ/.

Ку хутĕнче сăмах «Гурий Комиссаровăн вил тăпри çинче хĕрес те, юпа та çук» пысăк статьяра /«Хыпар», 2021, ака, 20/ тапратнă ыйту çинчен пырать. Ăна Ваттисен тĕп канашĕн ларăвĕнче пăхса тухрăмăр. Тĕпчевлĕ статьяра ыйтăва тĕрĕс хускатнине палăртрĕ лару, мĕншĕн тесен паллă çын вил тăприне манăçа хăварнă, тавра пĕлӳçĕсем пулăшу тупайман. Сӳрĕклĕх е уçăмсăрлăх никама та, паллах, чыс тумасть.

Шурсухалсем Гурий Комиссаров-Вантер пурнăçĕпе пултарулăхне аван пĕлеççĕ. Тавра пĕлӳçĕсем этнограф, философ, историк патне кайса килнĕ хыççăн Чăваш тавра пĕлӳçисен союзĕ ун ячĕпе диплом парассине йĕркелерĕ, тĕрĕс ятне халăх умне кăларма пуçларĕ. Гурий Вантере вăхăт-вăхăтăн сыхланихĕстерни, вăл вăрçă вăхăтĕнче Вятка енне, арăмĕн çĕршывне, мĕншĕн куçса кайни халĕ паллă. Нумайăшĕ унăн тăванĕсемпе çыхăну тытнă, еткерне Шупашкара илсе килме тăрăшнă. Вĕсенчен пĕри – Андрей Алексеев чĕлхеçĕ, халăх юхăмĕн хастар çынни, Гурий Вантер биографине пуçласа çырса панă тĕпчевçĕ.

Юлашки çулсенче маттур тăхăмĕ Василий Комиссаров Санчурска кайса килме, тăванĕн икĕ кĕнекине кăларма пултарчĕ. Халĕ вăл виççĕмĕшне пичете хатĕрлет. Унччен пирĕн канашра пулнă академик, Пушкăртстанри нефть институчĕн профессорĕ Алексей Кондратьев профессор-этнолог, Вантер ĕçĕсене пухса «Г.И.Комиссаров — краевед, просветитель» кĕнеке /Ĕпхӳ, 1999/ кăларчĕ. Чăваш наци академийĕн президенчĕ Евгений Ерагин «Земля Богатыревская» /2014/ кĕнеке пичетлерĕ. Вăл çак ыйтупа пайтах шухăшланă, калаçнă, тăванĕсен шухăшне пĕлет. «Çĕрпӳ районĕнчи Патăрьел – пысăк та чаплă ял. Унта урамсене Александр Боголюбов генерал, Федор Павлов композитор-çыравçă тата Матросов летчик ячĕсене панă. Чăваш грамматикине малтан çырнă Никита Ефимов филолога та асра тытаççĕ. Гурий Вантер – ялăн пысăк чысĕ. Паттăрĕсем вара ялта — теçеткипе. Кӳршĕре – хĕрлĕ командир, патшалăх ĕçченĕ Александр Яковлев, «Улăп» эпоса пухакан Çуйăн Хĕветĕрĕ... Ялта çав чаплă çынсене чысласа аллея тумалла, асăну юписем лартмалла», — терĕ тĕпчевçĕ. Эпĕ ялта пулнă чухне вăтам шкулта, культура керменĕнче паллă çынсене чысланине курса савăннăччĕ. Чăвашлăх хастарĕсем Николай Адерпа Тимер Тяпкин татсах каларĕç: «Вилнисене тивмелле мар. Лăпкă выртчăр. Вил тăприсене тирпейлемелле, кайса çӳремелле. Унта та – аякра, кунта та – тăван ялĕнче — тивĕçлĕ хисеп тумалла. Ĕмĕртен çапла пулнă». <...>

Виталий СТАНЬЯЛ.

♦   ♦   ♦

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.