Комментари хушас

19 Ака, 2021

Ейӳ алхасмарĕ, пушарсем хăратаççĕ

Çанталăк ерипен ăшăтса пынине, çавна май юр тăруках ирĕлменнине кура кăçал çивĕчлĕх пулмарĕ темелле, çапах хăш-пĕр çĕрте ейӳ чăрмавсем кăларса тăратнă тĕслĕхсем пулнă. Çĕрпӳ районĕнче автоçул сыпăкне, Пăрачкав районĕнче пурăнмалли темиçе çурта шыв илнĕ, темиçе кĕпер сиенленнĕ. Кун пирки ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура ГКЧС ертӳçи Олег Яковлев каларĕ.

Олег Николаев вара пушарсемпе çыхăннă ĕç-пуç çивĕчленни çинчен асăрхаттарчĕ: иртнĕ кану кунĕсенче кивĕ курăка çунтарнă май пушар тухнă нумай тĕслĕхе шута илнĕ. Олег Яковлев хăй ертсе пыракан тытăм ĕçченĕсем сыхлăх тĕлĕшпе пысăк ĕç пурнăçланине палăртрĕ — рейдсем йĕркелени таранах. Анчах çак кунсенчи статистика ку ĕç çителĕксĕррине куçкĕрет çирĕплетет. Çийĕнчен вăл муниципалитетсен, ял тăрăхĕсен администрацийĕсен енчен хастарлăх çуккине те палăртрĕ. Олег Николаев шучĕпе, курăк çунтарнипе сăлтавланакан пушарсенчен сыхланасси — вăхăтлăх, çак самантра тумалли ĕç, çавăнпа та хăрушлăх пысăк тапхăрта пурин те сыхă пулмалла.

www.hypar.ru

 

Рубрика: